Чӑваш Ен Республикӑн черетлӗ ҫуралнӑ кунне чаплӑн уявлама хатӗрленет. Ҫавна май Шупашкарта пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ ҫиччӗмӗш хут иртӗ. Вӑл Хӗрлӗ тӳремре ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 14 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Чӑваш Енӗн Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Акатуй хӑнисене хапӑл тунине кӑтартса хальччен пӗҫермен хуплу пӗҫерӗҫ. Пӗрремӗшенчен, вӑл кӗнеке евӗр пулӗ. Иккӗмӗшӗнчен, вӑл 300 килограмм тайӗ, тӑршшӗ вара 30 метрпа танлашӗ.
Кукӑль-ҫӑмах пӗҫерекенсемшӗн капла пысӑк хуплу пӗҫересси пӗлтерӗшлӗ ӗҫ.
Чӑваш Енри ӑстасем кукӑле темиҫе кун пӗҫерӗҫ. Чӑваш Енӗн Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Акатуй кунӗнче уяв хӑнисене тата унта хутшӑнакансене тутлӑ хуплупа хӑналӗҫ.
Тӗмен хулинче чӑваш культурипе паллаштаракан историпе таврапӗлӳ музейӗ уҫӑлӗ. Ҫакӑн пирки асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова Инстаграмра пӗлтернӗ. Ӑна Тӗмен облаҫӗнчи чӑваш культурин центрӗнче йӗркелӗҫ.
Музей уҫас шухӑш ӑнсӑртран ҫуралнӑ темелле. 2002 ҫулта центра «Тӑван» чӑваш юррин ансамбльне ҫӳрекен Ольга Смирнова авалхи арча илсе пынӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн экспонат хыҫҫӑн экспонат пуҫтарма тытӑннӑ. Вӗсем пурте тӑван халӑхӑмӑр кун-ҫулне уҫса пама пулӑшаҫҫӗ.
Чӑваш культурин центрӗ халӗ Тӗменти Энергетиксен урамӗнчи 44-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ. Ираида Маслова ӗнентернӗ тӑрӑх, унта ҫынсем вӗҫӗмех кӗрсе тухаҫҫӗ. Кӑҫал центрта музей валли пӳлӗм уйӑрнӑ. Музея йӗркелеме Ольга Федорова хастар хӗрарӑм нумай пулӑшнӑ. Паян халӑх музейӗн экспоначӗсен хисепӗ пинрен иртнӗ.
Тутарстанри Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчи чӑвашсен Акатуйӗ кӑҫал урӑх ҫӗрте, Упире, иртет тесе пӗлтернӗ. Алешкин-Саплӑк ял хутлӑхне ҫавӑн пек пысӑк уява ирттерме ӑҫтан укҫа тупнине пакунлисем тӗпчеҫҫӗ-мӗн. Кун пирки асӑннӑ регионти «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ. Виҫӗмҫул Акатуй ирттернӗ Анат Чакӑна та ҫакнашкал тӗрӗслев ҫитнӗ текен хыпар ҫитнӗ-мӗн.
«Мӗне пӗлтерет ку? Саккаспа-и е ӑнсӑртран-и? Кама тӗк ҫывӑрттармасть Ҫӗпрел Акатуйӗ?» — пуҫ ватать Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ.
Акатуя «тума ӗлӗкрен халӑхран парне пуҫтарнӑ: явлӑк, ҫӑмарта, кӗрпе. Пуянраххисем хӑйсен ирӗкӗпе пӗрлехи хурана укҫа пӑрахаҫҫӗ. Ку чухне никам та квитанци е отчет ыйтса лармасть. Вӑл ӗлӗкхи йӑла, ташлакан ҫӗнӗ мӑшӑр ури айне хут укҫа пӑрахнӑ пекех.
Халӑх уявне ирттерме пулӑшни хӑйне евӗр садака пекех вӑл. Унран никам та чухӑна юлман-ха. Кирлех-ши милиципе тӗрӗслеттерсе ырӑ ӗҫ тӑвакан ҫынсен кӑмӑлне хуҫма?» — ҫырнӑ «Суварта».
Чӗмпӗрте ҫуралнӑ тӗнчипе паллӑ портретист Никас Сафронов Иван Яковлев портретне ӳкернӗ. Ӑна вӑл Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн музейне парнеленӗ.
Ҫакӑн пирки Тутарстанри «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ.
Чӗмпӗрти И.Я. Яковлев ячӗллӗ музей комплексӗнче художник «Впечатление» (чӑв. Чуна витни) ӳкерчӗксен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Унтах художникӑн ӗҫӗсен куравӗ ӗҫлет. «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ ӳкерчӗксен куравне чӑваш шкулӗнче ятарласа йӗркеленӗ. Ҫавна вӑл хӑйӗн тымарӗ пирӗн халӑхпа ҫыхӑннипе ӑнлантарать иккен.
Музейри экскурсире пулнӑ ачасен хӑйсем мӗн туйнине ӳкерсе кӑтартмалла пулнӑ. Конкурса хутшӑннӑ маттурсене Никас Сафронов художник хӑйӗн портречӗллӗ шоколадпа хӑналанӑ.
Пушкӑртстанӑн тӗп хулинчи П. Миронов ячӗллӗ чӑваш вырсарни шкулӗнчи чи маттур вӗренекенсене хавхалантарюнӑ. Асӑннӑ регионти «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳре хастаррисене Пушкӑртстанри чӑвашсен канашӗ Прасковья Коринӑн премийӗпе чысланӑ.
«Парнесене тивӗҫнисен хушшинче — талантлӑ вӗренекенсем. Мӗн вӑл пысӑк талант тени? Чӑн малтан вӑл — пӗлӳ тӗнчине (ӳкерес, вулас, ташлас, музыка енӗпе) ӑнкарни тата хушнӑ ӗҫе творчество туйӑмӗпе пурнӑҫлани, яваплӑ, тӳсӗмлӗ, хастар, ҫирӗп тӗллевлӗ пулни», — тенӗ шкул директорӗ Иван Тарасов.
Гран-прие Олег Федоров тивӗҫнӗ. Ӑна пӗлтӗр те ҫавӑн пек чысланӑ. 1-мӗш степеньлӗ диплома тата Прасковья Коринӑн премине Анна Михайлова, Агата Михайлова, Аделя Исалиева, Мария Погодина тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш степеньлине — Ксения Борисова, Вероника Никитина, Илья Никитин, Никита Кузьмин, Мария Новоселова, виҫҫӗмӗш степеньлине — Булат Ахмедьянов, Павел Егоров, Юлия Федорова, Анастасия Кузнецова, Алсу Шаехова. Кунсӑр пуҫне тепӗр 15 вӗренекене Тав ҫырӑвӗпе хавхалантарнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Янтал» ушкӑн патшалӑх экзаменне чӗнет. Кун пирки Сантӑр Элтиярӗ Инстаграмра хыпарланӑ.
Экзамен ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 13 сехетре Шупашкарти музыка училищинче («Ҫеҫпӗл» чарӑну) пуҫланӗ. Куракансен укҫа тӳлесе кӗмелле мар.
Ҫавна май «Ҫураҫни», «Туй», «Ҫӑнӑхта» йӑлисене кӑтартӗҫ. Вӗсене 4-мӗш курсран вӗренсе тухакан хӗрсем Элӗк, Муркаш, Шӑмӑршӑ тата Патӑрьел тӑрӑхӗсенче пуҫтарнӑ юрӑ-кӗвӗпе тата этнографи материалӗсемпе усӑ курса хатӗрленӗ. Тури чӑвашсем анатри хӗре качча илме пынине кӑтартӗҫ. Программӑра ҫавӑн пекех — шилӗк, илемлӗ хӗр йӗрри, авалхи баттл, саламалик (мӑн кӗрӳ такмакӗ), хӗр пылӗ, чӑх пӑстарни, илемлӗ ташӑсем. Халиччен ниҫта та янӑраман туй юррисем те пулӗҫ.
Севастополь хулинчи Л.Н. Толстой ячӗллӗ тӗп вулавӑшра «Язык родной - родник живой» (чӑв. Тӑван чӗлхе — чӗрӗ чӗлхе) фестиваль-концерт иртнӗ. Ӑна Севастополь хулин Правительстви, Севастопольти нацисемпе культура пӗрлешӗвӗсен ассоциацийӗ (унӑн ертӳҫи — Евгений Баккал. Вӑл, сӑмах май, караимсен наципе культура пӗрлӗхне те ертсе пырать иккен) тата Севастополь хулинчи наципе культура центрӗ (ертӳҫи — Ольга Малиновская) йӗркеленӗ.
Севастопольти Андрей Яковлев хастар чӑваш пӗлтернӗ тӑрӑх, концерт-фестивале 20 нацин фольклор ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче чӑвашсем те пулнӑ. Севастопольти чӑвашсен наципе культура обществин «Туслӑх» (илемлӗх ертӳҫи — Марина Громенко) фольклор ансамбль пултарулӑхӗпе куракансем кӑмӑлтан паллашнӑ.
Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑваш ансамбльне вырӑссемпе тутарсем, вӑл тӑрӑхра пурӑнакан ытти халӑх пайташӗсем саламланӑ.
Тӗмен тӑрӑхӗнчи Анат Тавда районӗнчи Канаш чӑваш ялӗнчи «Тантӑш» чӑваш ансамблӗ 30 ҫул тултарнӑ. Унӑн юбилейӗ ҫу уйӑхӗнчех ҫитнӗ-ха. Уява вара ҫӗртмен 2-мӗшӗнче пухӑннӑ.
Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш ансамблӗн юбилейӗ ячӗпе вӑйӑсем вылянӑ, конкурссем ирттернӗ. Тата... пысӑк концерт. Уяв хаваслӑ иртнӗрен хӑнасем те чунтан савӑннӑ.
Ҫак йӗркесен авторӗ тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсенче вуласа пӗлнӗ тӑрӑх, «Тантӑш» ансамбле 1989 ҫулта йӗркеленӗ. Унта ҫӳреме килӗшнисем пурте пӗр ҫулсенелле пулнӑран «Тантӑш» ят пама йышӑннӑ.
Этникӑсен хушшинчи журналистикӑн гильдийӗн «Национальный акцент» (чӑв. Наци акценчӗ) пирӗн ҫӗршывра ҫулла ирттерекен чи лайӑх наци уявӗсене палӑртнӑ. Списока 20 уява кӗртнӗ. Ҫавсен шутӗнче чӑвашсен Акатуйӗ те сумлӑ вырӑн йышӑнать.
Списока пирӗннисен евӗр Акатуй уявсенчен Сабантуйпа уҫнӑ. Чи лайӑх уявсен шутне ҫавӑн пекех удмуртсен «Быг-быг»-ӗ, якутсен «Ысыах»-ӗ, вепс культурин «Древо жизни» (чӑв. Пурнӑҫ йывӑҫҫи) фестивалӗ, вырӑс пултарулӑхӗн «Самоварфест» фестивалӗ, удмуртсен «Кöрбан»-ӗ тата ытти уяв пур.
Чӑваш Акатуйӗ пирки вӑл ака-суха уявӗ, ҫураки пӗтернӗ хыҫҫӑн палӑртаҫҫӗ тесе ӑнлантарнӑ. Кӑҫал ӑна Шупашкарти Анне монуменчӗ патӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче уявлама палӑртса хунӑ.
Тутарстанра та чӑваш Акатуйӗ иртӗ. Асӑннӑ регионти «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртмен 9-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Упире уявлӗҫ. Район шайӗнчи мероприяти унта ҫулсерен иртет. Шупашкартан артистсем кайӗҫ.
Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Пӑва районӗнчи Чӑваш Киштекӗнче «Янра, хуткупӑс» уява пухӑнӗҫ.
Ҫӗртмен 15-мӗшӗнче — Ҫимӗк. Ҫав кун Элкел районӗнчи Сиктӗрмере Акатуя пухӑнӗҫ. Ӑна «Звениговский» совхозӑн ериӳҫи Иван Казанков ирттерӗ.
Ҫӗртмен 29-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Патраклӑра Учук уявне палӑртма ӗмӗтленеҫҫӗ. Фольклор фестивалӗнче вӑкӑр пусса учӳк пӑттипе ҫийӗҫ. Кӑҫал унта культура учрежденийӗнче вӗренекен ҫамрӑксене те хутшӑнтарасшӑн.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Аксура — «Уяв-2019». Иртнӗ ҫулсенче вӑл Нурлатра пулнӑ, кӑҫал республикӑри чӑваш культурин уявне Аксу райцентрне куҫарӗҫ. Унта Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева чӗннӗ.
Ҫарӑмсан районӗнчи чӑваш Акатуйӗ хӑҫан иртесси хальлӗхе паллӑ мар. Унти Акрель ялӗнче утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Питрава ҫулсерен пухӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |