Кӑҫал Республика кунӗ вырсарникуна лекет. Ытти ҫул ҫав уявра халӑх каннӑ пулсан кӑҫал мӗн тӑвӗҫ ыйту республикӑра пурӑнакансене кӑсӑклантарнине ӑнланма пулать. Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх инспекцийӗ ЧР Элтеперӗ Администрацине ҫак ыйтупа ҫыру та янӑ.
«Чӑваш Республикинчи патшалӑх уявӗсем ҫинчен» саккунпа ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшне патшалӑх уявӗ, ӗҫлемен уяв кунӗ тесе йышӑннӑ. Ӗҫлекенсен канмалли кунне тата ӗҫлемелли мар уяв кунне тухӑҫлӑ усӑ курас тесен Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн канмалли кунсене урӑх кунсене куҫарма ирӗк пур. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ ун пек йышӑну туманнине кура ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ урӑх куна куҫмӗ», – хуравланӑ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗ Ертӳҫи Юрий Васильев.
Элӗк районӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, вырсарни кун, «Акатуй — 2018» районти ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗ иртӗ. Вӑл 10 сехетре пуҫланмалла. Уява хатӗрленес ӗҫсем унта малалла пыраҫҫӗ. Районти культура ҫурчӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче хӑйӗн страницинче уяв валли мотоцикл кирлине пӗлтернӗ.
«Театрализацилеме «Урал», «Днепр», «И» люлькӑллӑ мотоциклсем кирлӗ. Водительпе пулсан аванрах. Ун пек мотоцикл пуррисене районти культура ҫуртне 22-0-40 номерпе шӑнкӑравлама ыйтатпӑр. Телефонпа тӗплӗнрех ӑнлантарӑпӑр», — тесе ҫырнӑ унта.
Иртнӗ шӑматкун Акатуя Патӑрьел районӗнче пухӑннӑ. Унтисем сухапуҫпа сухаланине те евӗрленӗ.
Акатуйсем районсенче хальхи вӑхӑтра малалла тӑсӑлаҫҫӗ.
Красноярск тӑрӑхӗнчи Абан районӗнчи Восток поселок пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Ҫак ял ятне панин историйӗ те кӑсӑклӑ. Марина Тумаланова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «Андриян Николаев «Восток-3» караппа космоса вӗҫнӗ хыҫҫӑн 1963 ҫулта ҫакӑнта пурӑнакан чӑвашсем поселок ятне улӑштарма ыйтса ҫырнӑ. Вӗсен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ». Унччен вӑл вырӑна Чӑваш нацийӗ тенӗ иккен.
Ял уявӗпе саламлама вырӑнти тӳре-шара, юрӑ-ташӑ ӑстисем пуҫтарӑннӑ. Красноярскри чӑвашсен наци-культура автономийӗн ертӳҫи Геннадий Храмов та ентешӗсем валли парнесем хатӗрленӗ. Тӳре-шара та, сӑмах май, пушӑ алӑпа ҫитмен. Инҫетри чӑвашсем тӑван ялӑн пӗр ӗмӗрхи юбилейне хаваслӑн та чыслӑн уявланӑ, юрласа та ташласа савӑннӑ.
Ленинград тӑрӑхӗнчи чӑвашсем ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Акатуй ирттернӗ. Ҫакӑн пирки унти хастарсем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ӗнер пӗлтернӗ.
Уява Приютинӑри литературӑпа художество музей-ҫуртӗнче пухӑннӑ. Ҫавӑн чухне чӑвашсемпе пӗрлех ҫармӑссен ҫав тӑрӑхри «Ший корно» организацийӗ «Пеледыш пайрем» уяв йӗркеленӗ. Икӗ халӑхӑн наци мероприятийӗсене ирттерме Ленинград облаҫӗнчи Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ пулӑшнӑ.
Акатуя вырӑнти чӑвашсен шурсухалӗ Николай Осипов уҫнӑ. Ун хыҫҫӑн «Юрату» чӑваш ансамблӗ «Алран кайми аки-сухи» шӑрантарнӑ.
Мероприятие юрӑ-ташӑпа 17 тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ малалла тӑснӑ. Тӑван ҫӗртен аякра тӗпленнӗ йӑхташӑмӑрсем пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑннине палӑртса чунтан савӑннӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чувашские куклы. Чӑваш пуканисем» касса кӑлармалли кӗнеке пичетленнӗ. Икӗ чӗлхепе кун ҫути кӑтартнӑ кӑларӑм авторӗ — Елена Енькка. Художникӗ те вӑл хӑех. Кӗнекене чӑвашла Ольга Васильева куҫарнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм тиражӗ — 2 пин экземпляр.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекере — тӑватӑ тус: Сарине, Илемпи, Сентти тата Атнар. Вӗсене кӑларӑмӑн варрине вырнаҫтарнӑ. Ытти страницӑра — ачасене тумлантармалли ҫи-пуҫ тата эрешсем. Хитре ятсемлӗ арҫын ачасемпе хӗрачасене тухья, хушпу, сурпан, шупӑр, кӗпе, шӳлкеме тата ытти тумтир сӗнме пулать.
Кӗнеке кӑларакансем шухӑшланӑ тӑрӑх, ачасене тумлантарма хӑтланни пӗчӗккисемшӗн ҫеҫ мар, аслисемшӗн те усӑллӑ пулмалла.
Нацин ача-пӑча электрон вулавӑшӗ чӑвашла кӑларнӑ, сайра тӗл пулакан тӑхӑр кӗнекепе пуянланнӑ.
Асӑннӑ электрон вулавӑша Раҫҫейӗн ача-пӑчан патшалӑх вулавӑшӗ йӗркеленӗ. Халӗ электрон вулавӑша ҫак хайлавсем пуянлатнӑ: Ефим Никтинӑн «Иван паттӑр» юмах-пьеси, вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ «Куян пӳрчӗ» юмах, Иван Мучин «Тавӑрпи» юмахӗ, «Улӑп» халапсен пуххи, «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫӗм» ача-пӑча юрри, Трубина Мархвин «Шӗшкӗ» калавӗ, «Ӑслӑ сӑмахсемпе юптарусем» ваттисен сӑмахӗсен, каларӑшсен, тупмалли юмахсен пуххи.
Электрон вулавӑша маларах ача-пӑча литературин 19 кӗнекине кӗртнӗ. Вӗсене кирек хӑш самантра вулама тата PDF форматпа уҫласа илме пулать. Вулавӑш сайтӗнче регистрациленнишӗн укҫа тӳлемелле мар.
Ҫу уйӑхӗн 30-31-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра Раҫҫейри халӑхсен «Атӑл асамачӗ» поэзи фестивалӗ иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта хутшӑнакансемпе паян Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Аса илтерер, мероприятине И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Икӗ кунлӑх фестивале Тутарстанран, Пушкӑртстанран, Удмурт Республикинчен, Дагестанран, Мари Элтан, Коми Республикинчен, Мордва Республикинчен, Чӗмпӗр тата Аҫтӑрхан облаҫӗсенчен килнӗ.
Элтеперпе тӗл пулнисем хальхи вӑхӑтри поэтсемпе писательсен хайлавӗсене шкул программине кӗртме сӗннӗ. Вулавӑшсенче тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ чух та вӗсене анлӑрах сарсан аваннине палӑртнӑ.
Сочире тӑватӑ куна пынӑ Еврази шайӗнчи литература фестивале Чӑваш Енри икӗ ҫыравҫӑ: Елена Светлая тата Марина Карягина — хутшӑннӑ.
Марина Карягина ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркелӳҫӗсемпе чаплӑ хӑнасене, пӗлтӗрхи лауреатсене ятран асӑнса «хӗрлӗ ҫулпа» кӗтсе илчӗҫ. Унтан сӑвӑ, калав, пьеса, ача-пӑча хайлавӗ ҫыракансенчен чылайӑшне кӗмӗл медаль парса чысланӑ. Ҫак йышра Елена Светлая та пулнӑ.
Кӑҫалхи форума 27 ҫӗршыв ҫыравҫи хутшӑннӑ, малашне Евразин 80 ҫӗршывне тата Раҫҫейӗн 86 регионне явӑҫтарма тӗллев тытнӑ.
«ЛиФФт» — фестивальсен фестивалӗ, ҫулсерен хӑватлӑн сарӑлса пыракан питӗ анлӑ проект. Вӑл Еврази халӑхӗсен, Раҫҫей халӑхӗсен ассамблейи пулӑшнипе иртет, — пӗлтерчӗ Марина Карягина. — Кашни регион хӑй вӑйӗпе фестиваль журналне кӑларса тӑрать, унӑн авторӗсене пуҫтарса вырӑнти фестиваль ирттерет».
«Нумай чӗлхеллӗ ҫыравҫӑсем пӗр-пӗрне куҫарма пултарччӑр тесе хайлавсен базине йӗркелес тетпӗр», — пӗлтерчӗ Марина Карягина. Ӑна, сӑмах май, ку фестивале йӗркелӳҫӗсем эксперт пек ӗҫлеме, ӑсталӑх сехечӗ ирттерме йыхравланӑ. Пӗлтӗрхи кӗмӗл лауреат пулнӑ май, унӑн сӑввисене «Кӗмӗл кӗнекене» кӗртнӗ.
Тутарстан Республикинчи Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Упи ялӗнче пурӑнакансем чӑвашсен авалхи йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратнӑ. Ял пуҫланса кайнӑ вырӑнта 2012 ҫулта юпа лартнӑ. Ун ҫине яла пуҫарса янӑ пӗр тӑван Ятман, Яруха, Ярсут тата Ярхун, ҫавӑн пекех Лашман ятсене ҫырса хунӑ.
Юпа лартнӑранпа ял ҫыннисенчен хӑшӗсем Ҫимӗк кунӗнче ҫӑва ҫинчен таврӑнсан юпа патне каяҫҫӗ иккен. Ҫакӑн пирки Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан Николай Казаков таврапӗлӳҫӗ ҫак йӗркесен авторне пӗлтерчӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ялти хушматсем те унта куҫса пырса чи малтан тӗпленнӗ ҫынсен хушмачӗсемпе пӗр килеҫҫӗ: Ятманов, Ярухин, Ярзуткин тата Яргунов.
Юпа патӗнче ваттисене асӑнса йӗркелекен йӑлана Владимир Ярухин таврапӗлӳҫӗ ирттерет-мӗн.
Ӗпхӳри чӑвашсен «Хӗвел» центрӗ «Пӗр класрисем» халӑх ушкӑнӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, паян хулари И. Якутов ячӗллӗ культурӑпа кану паркӗнче «Салам—2018» фестиваль иртнӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, чӑваш юррин тата ташшин республикӑри фестивальне йӗркеленӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, мероприяти пирки маларах анонсланӑ.
Республика шайӗнчи фестиваль 13 сехетре пуҫланнӑ. Унта пухӑннисем вӑйӑ картине тӑнӑ.
Чӑваш юррипе ташшин «Салам—2018» фестивальне Пушкӑртстанри халӑхсен туслӑх ҫурчӗн чӑваш культурин обществи, Ӗпхӳри чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркеленӗ. Уява хула ҫыннисене тата хӑнисене йыхравланӑ. Вырӑнтисем ирттерекен чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ уяв унӑн йӗркелӳҫисене ҫеҫ мар, унта хутшӑннисене те килӗшессе шанма май пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |