Шупашкара Алькеш поселокӗ енчен кӗнӗ ҫӗрте ҫынсене Пинеслу савӑнтаратчӗ. Унпа юнашар пикен ҫӗр ҫинчи пурнӑҫне япӑхалатнӑ тухатмӑш карчӑк та пурччӗ. Шел те, Андрей Молоков скульпторӑн ӗҫне те чӑннипех те хаклама пӗлмерӗҫ, те Пинеслу ӑнсӑртран ҫунса кайрӗ…
Андрей Молоков — Чӑваш Енре улӑм-утӑпа ӗҫлекен пӗртен-пӗр скульптор. Улӑмпа ӗҫленӗ чухне пӗчӗк пайсене тума ҫук. Филармони умӗнчи лаша ҫемйи те — унӑн ӗҫӗ. Молоков утӑпа 4 ҫул каялла, пӗтӗм тӗнчери фестивальте, ӗҫлеме пуҫланӑ. Унӑн скульптурисем Францири пӗр курорт хулара та вырӑн тупнӑ. Вӑл Шупашкар хули валли те чылай ҫӗннине шухӑшласа кӑларать.
Скульпторӑн ҫӗнӗ шухӑш пур. Вӑл Шупашкарти Гагарин тата Калинин урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнти ҫул ҫаврӑмӗнче «Улӑп» скульптура вырнаҫтарасшӑн. Вӑл ӑна тимӗртен ӑсталасшӑн. Улӑп 10 метр ҫӳллӗш пулӗ, унӑн ячӗ «Улӑп ҫынсене ҫулӑм парнелет» ятлӑ.
Аса илтеретпӗр, Улӑп кӳлепине вырнаҫтарма «Ирӗклӗх» те ҫырсаччӗ. Анчах тӳре-шара вӗсене укҫа-тенкӗ ҫукки пирки, палӑксене ытларах Чӑваш Ен шайӗнчисене кӑна мар, Раҫҫей пӗлтерӗшлисене суйлама сӗннӗ.
Шупашкарта «Тухья» музей комплексӗ тума палӑртнӑ. Вӑл «Шупашкар 500 ҫуллӑх» паркра вырнаҫмалла.
«Этно Чӑваш Ен» инвестици проекчӗ пирки калаҫу тахҫантанпах тӑсӑлать. Ӑна пуҫарнӑ Марина Федорова проекта чӑвашлӑхпа, тата тӗрӗсрех каласан, амазонкӑсемпе, ҫыхӑнтарасшӑн.
Аса илтеретпӗр, ку проект икӗ пайран тӑрать: Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш тӑрӑхӗнчи «Ясна» экоялтан тата «Шупашкара 500 ҫул» культурӑпа кану паркӗнче тӑвакан «Амазони» этнокомплексран. «Амазонинче» «Шывармань» ятлӑ администраципе кану комплексӗ тӑвассине палӑртса хунине те эпир маларах пӗлтернӗччӗ.
Халӗ комплекс проектне тата улшӑну кӗртесшӗн. Йывӑҫ Кремль тӑвас шухӑша пӑрахӑҫланӑ. Марина Федорова каланӑ тӑрӑх, ӑна тума та кӑткӑс, унпа тӗлӗнтерме те, тытса тӑма та йывӑр. Кремль вырӑнне «Тухья» музей тӑвасшӑн.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ялти шкулта вӗрентекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри III съезчӗ Чӑваш Енре иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗршыври вӗрентекенсене К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне пухнӑ. Халӑх йышлӑ пухӑнакан мероприятисенче тӗрлӗ курав йӗркелесси йӑлана кӗнӗ япала та, хальхинче те фойере тӗрлӗ экспозици ӗҫленӗ. Пысӑк тӳре-шарана, сӑмахӑмӑр Раҫҫейӗн вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева пирки, ятарласах кӑтартса ҫӳренӗ.
Мероприятире пулнӑ Александр Белов асӑрханӑ тӑрӑх, министр куравпа ҫав териех тӗлӗнсех паллашни сисӗнмен, мӗншӗн тесен вӑл ун пеккине малтанах курни-илтни палӑрнӑ. Чӑваш сувенирӗллӗ сӗтелӗпе ҫапах та вӑл ытларах кӑсӑкланни сисӗннӗ. Министра чӑваш тумӗллӗ пукане парнеленӗ.
Маларах эпир Ольга Васильевӑна ГТРК журналисчӗн Надежда Андреевӑн ыйтӑвӗ тивӗҫтерсех кайманнине пӗлтернӗччӗ.
Чӗмпӗрте «Наци ялӗ» уҫӑлнӑ. Культура комплексӗнче чӑваш картишӗ пӗрремӗш пулнӑ. Ку мероприятие Хула кунне халалланӑ. Унта Чӑваш Енри делегацие те чӗннӗ.
Раҫҫейри тӗрлӗ халӑх культурипе, историйӗпе паллаштарасси — «Наци ялӗ» проекчӗн тӗллевӗ ҫакнашкал. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн унта азербайджансен, осетинсен, вырӑссен, тутарсен, еврейсен, ингушсен, эрменсен картишӗсем пулӗҫ. Чӑвашсен пӗрремӗш уҫӑлнӑ.
Унта анатри чӑвашсен музей комплексне кӑтартнӑ. Кафене 200 ҫын кӗреет. Хӑна ҫурчӗ, мунча — чӑваш сӗмӗллӗ. Килен-каяна кунта яланах ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илеҫҫӗ.
Ку комплекс халӑхсен туслӑхне тата ҫирӗплетме пулӑшӗ. Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Морозов Чӑваш Ен час-часах килнине, регионтан, уйрӑмах — агропромышленноҫ комплексӗнче, тӗслӗх илнине палӑртнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 23—24-мӗшӗсенче Турцири Стамбул хулинче «Тюркская культура и тюркское мировоззрение» (чӑв. Тӗрӗк культури тата тӗрӗк тӗнче курӑмӗ) ятпа документлӑ фильмсен Пӗтӗм тӗнчери кинофестивалӗ иртессине маларах пӗлтертӗмӗр-ха. Анчах унта хутшӑнас текенсенчен заявкӑсене иртнӗ уйӑхра йышӑнма пӑрахнӑ. Кино ӳкерекенсен ҫапах та тепӗр фестивале хутшӑнма май пур. Ку вӑл — Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» иккӗмӗш кинофестивалӗ.
Фильм ӳкерекенсен конкурсӗн положенине республикӑри кинематографистсен пӗрлешӗвӗ кӑҫалхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнче иртнӗ пухурах ҫирӗплетсе хӑварнӑччӗ.
«Асам» юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен иртӗ. «Лучший художественный фильм» (чӑв. Чи лайӑх илемлӗ фильм), «Лучший документальный фильм» (чӑв. Чи лайӑх документлӑ фильм), «Лучший короткометражный фильм» (чӑв. Кӗске метражлӑ чи лайӑх фильм), «Лучший анимационный фильм» (чӑв. Анимацилле чи лайӑх фильм) номинацисемпе ҫӗнтернисене ҫулсерен ҫу уйӑхӗнче иртекен Шупашкарти кинофестивале сӗнессине пӗлтереҫҫӗ.
Фестивале чӑвашла тата вырӑсла фильмсене йышӑнаҫҫӗ.
«Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗ вырӑс шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗренекен пӗрремӗш класс ачисем валли диск кӑларнӑ.
«Кала-ха» вӗренӳ пособине 15 юрӑ ҫырнӑ. Вӗсенчен пӗрине мӗнпур курс валли визит карточки тесе хаклаҫҫӗ.
Маларах асӑннӑ пӗрлешӗвӗн хастарӗ Александр Блинов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес уйӑхра Чӑваш кӗнеке издательствинче пособи те кун ҫути курӗ.
Диска Ют чӗлхесен «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) шкулӗнче туянма пулать. Унӑн сайчӗ — http://language-school.ru/kontaktyi. Диск 100 тенкӗ тӑрать.
А. Блинов офиссен адресӗсене те пӗлтерет: Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 12Б ҫуртри 212-мӗш офис (23-02-03), Ленин проспектӗнчи 7-мӗш ҫуртри 302-мӗш офис (тел. 68-50-07), Мускав проспектӗнчи 17/1-мӗш ҫуртри 2-мӗш хутра (тел. 43-96-77), Университет урамӗнчи 34-мӗш ҫурт (тел. 68-50-90), Максим Горький урамӗнчи 12-мӗш ҫурт (тел. 68-00-56), 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 19/37-мӗш ҫурт (тел. 68-50-03), Смирнов урамӗнчи 7-мӗш ҫурт (тел. 68-03-45). Кунсӑр пуҫне Ҫӗнӗ Шупашкарта та сутаҫҫӗ.
Чӑваш! Чӑваш!..
Чӑваш! Чӑваш!..
Сан ыйӑхлӑ уюсене,
Сан лӑпкӑ кӑмӑллӑ, ачаш,
Йӑваш-айван ялусене
Савмашкӑн манӑн халӑм ҫук.
Чӑваш тӗнчи ҫывхарнӑ чух
Чӑвашӑн чунӗ йӑваш-ши?
Анаслӑ ыйахӑн ӑшши —
Вырӑнлӑ-ши?.. Вырӑнлӑ-ши!..
Тӑван чӑваш хӑюллине,
Вӑл вӑйлине курасчӗ ман.
Чӑваш!..
Ҫӗклен те ҫунатлан!
Куҫна тёлле хӗвел ҫине.
(Ҫеҫпӗл Мишши. Чӑваш! Чӑваш!.. 1921)
«Мӗн тумалла? Чӑваш халӑхӗ малалла кайтӑр тесен мӗн тумалла?..» Ҫӗн йӗркелӳ (перестройка) пуҫланнӑранпах (1987) чӑваш ҫак ыйтун тупсӑмне уҫҫӑн (пуҫтарӑнса, пухусенче, ҫын ҫинче, пичетре, радио-телевиденире, мунчара, хӑнара…) шырать? «Камсем эпир чӑвашсем?..» Ҫак ыйтусем халӑхӑн чунне пӑлхатрӗҫ. Раҫҫейри 1917 ҫулхи нарӑс тата юпа уйӑхӗнчи революци хумӗ кӑна халӑх чунне ҫапла пӑлхатнӑ.
Шав-шав вӑрман, шав вӑрман,
Мӗншӗн шавлать ҫак вӑрман?
Турат ҫумне турат хушасшӑн?
Шав-шав халӑх, шав-шав халӑх,
Мӗншӗн шавлать ҫак халӑх?
Чӑваш ҫумне чӑваш хушасшӑн.
«Мӗн тумалла?» ыйту чӑвашшӑн ялан ҫивӗч тӑнӑ.
Ҫу пуҫламӑшӗнче Чӑваш Ене «Раҫҫей-Культура» телеканал валли Питӗрти телекуравҫӑсем «Письма из провинции» ярӑмри кӑларӑм валли ӳкерме килнӗ.
Провинцире пурӑнакан халӑхӑн пурнӑҫӗпе паллаштаракан документлӑ тата публицистикӑлла фильмӗсенче хӑйсен йӑли-йӗркине, чӗлхине тытса пыракансемпе паллаштараҫҫӗ.
Кӑларӑма хатӗрлекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, передачӑсенчи сӑнарсем — хӑйсен тӑрӑхне чӑннипех юратакан ҫынсем.
Паян 13 сехет те 10 минутра пирӗн тӑрӑхра ӳкернисене кӑтартнӑ. Кӑларӑм хӑнисен шутӗнче Георгий Фомиряков художник-этнофутурист, Василий (Паскье) игумен, авалхи йӑласене упракан Радомир (Александр Попов), Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинчи шкул 1961 ҫулта ҫуннине хай куҫпе курнӑ Аркадий Гаврилов, хӑйӑр анимацийӗн художникӗ Вероника Кузьмина пулнӑ.
Домодедовӑри ЗАГС пайӗнче хӑйне евӗр туй иртнӗ. Унта Шупашкарта пурӑнакан Наталия Геннадьевна Андреева тата Мускаври Игорь Михайлович Афанасьев ҫемье чӑмӑртанӑ.
Хӗр ЗАГСа ахаль тумпа пыман. Вӑл чӑваш тумӗпе ҫитнӗ. Ӑна ун валли ятарласа ентешӗсем ҫӗленӗ.
Наталья тӑван йӑли-йӗркине хисеплет, тӑван халӑхне юратать. ЗАГС ӗҫченӗсем хитре тум тӑхӑннӑ мӑшӑра курма хавас пулнӑ. Вӗсем ҫамрӑксене саламласа юрату, ҫемье ӑшши суннӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗ паян хӑйӗн 11-мӗш ҫулне паллӑ тӑвать. Пире пулӑшакан кашни ҫынна — хыпарсем ярса паракансене, кӗнекесем сканерлама пулӑшакансене, укҫа-тенкӗ енчен пулӑшакансене, пирӗн ӗҫе хаклама пӗлекенсене тата ыттисене те — чун-чӗререн тав тӑватпӑр! Эсир пурри сайта аталантарма хӑват парать!
Иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан кӑҫалхи ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарас килет. Чи пӗлтерӗшли — чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусне уҫни, ӑна аталантарма тытӑнни. Унпа пирӗн самай вӑхӑт иртет, ҫавна май ытти ҫӗнӗлӗхсем сахалрах. Ҫавах та ҫук мар вӗсем: чӑвашла ҫӗнӗ укҫа конверчӗсене кӑларни; вырӑсла версинче хыпарсем тӑтӑш тухма пуҫлани; вырӑсла версине «Яндекс. Новости» (чӑв. Яндекс. Хыпар) хыпарлав системине кӗртни; сӑмахсарсен сайтне ҫӗнӗ словарьпе пуянлатни тата ытти те. Ҫуралнӑ кун тӗлне сайт сӑнне те кӑшт улӑштартӑмӑр — шрифтчӗ халь урӑхларах. Унсӑрӑн пуҫне кӑҫал эпир ҫавах та чӑваш халӑх тӗнӗпе ҫывӑхрах паллаштаракан «Пилсемпе кӗлӗсем» сайт уҫма палӑртнӑ. Гуманитари институчӗпе Чӑваш кӗнеке издательстви пӗрле кӑларнӑ кӗнекене сканерлама пуҫласа, ҫурри ытла тунӑ та. Ҫывӑх вӑхӑтра ӑна сайта кӗртме пуҫлӑпӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |