Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Говорит Москва» (чӑв. Мускав калаҫать) радиокӑларӑмра чӑвашсемпе паллаштарнӑ. Радиокӑларӑма РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин тулли праваллӑ элчи Леонид Волков тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Елена Соловьева хутшӑннӑ.
Тӳрӗ эфирта чӑваш чӗлхине, культурине упрасси пирки калаҫнӑ. Кӑларӑма ертсе пыракан 13–15-сенчи ҫамрӑксем чӑвашла калаҫаҫҫӗ-и тесе кӑсӑкланнӑ. Тӳрӗ эфирта пупленӗ май Мускав хӗрарӑмӗ унӑн ывӑлӗ Чӑвашри хӗре качча илнипе мӑнаҫланнине шӑнкӑравласа пӗлтерчӗ.
Радиоэфирта «Подмосковные вечера» юрӑна Елена Соловьева чӑвашла юрласа пачӗ, унтан «Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхать» юрӑпа вӗҫлерӗ.
Сӑмах май каласан, маларах Леонид Волков Раҫҫейри общество телекуравне ҫитнине, унта вӑл телекомпанин тӗп директорӗн пӗрремӗш ҫумӗпе Александр Пономаревпа тӗл пулни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
«Ҫӑлкуҫ» кафере паян чӑвашсен Ҫӑварнине уявласа пылпа икерчӗ ҫирӗҫ. Мероприятие Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗ йӗркелерӗ.
Чи малтанах пухӑннисем Шупашкарти Арбат урамӗнче вырнаҫнӑ юпа патне кайса ваттисене ҫӑкӑрпа асӑнчӗҫ, кӗлӗ сӑмахӗсене каларӗҫ. Тӗлпулӑвӑн малалли пайӗ ӑшӑ кафере иртрӗ — чӑваш наци юхӑмӗнче палӑрнӑ ҫынсем «Алран кайми, аки-сухи» юрра ушкӑнпа юрларӗҫ, ваттисене асӑнчӗҫ, хӗле ӑсатса ҫӑва хӑвӑртрах ҫитме йыхравларӗҫ.
Нумаййӑн пухӑнмарӗҫ пулин те чӑвашлӑх умӗнче тӑракан ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма та вӑхӑт тупрӗҫ: Конституцирен «патшалӑх» сӑмаха кӑларса пӑрахнине, вӑл республикӑна мӗнле витӗм кӳнине, ӑна тавӑрма мӗн-мӗн тума пултарнине. Ҫитес вӑхӑтри мероприятисем пирки те сӑмах пулчӗ, вӗсене ҫитсе кашни хӑйӗн сумлӑ сӑмахне калама пулчӗ.
Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе чӑвашла саламлани сахал тесе Чӑваш Енри наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Шупашкар хула администрацине ҫыру янине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, «Ирӗклӗхе» Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ М.Л. Семёнов ҫынсен шухӑшне тӗпе хурса чӑвашла май килнӗ ытларах саламлама тӑрӑшнине пӗлтернӗччӗ. Малашне ҫак енӗпе тата та ҫине тӑрас шухӑшлине асӑннӑччӗ ҫав ҫырура хулари ҫав тӳре-шара.
Шупашкар хула администрацийӗнче тӑрӑшакансем хӑйсен сӑмахне тытаҫҫӗ теме те юрать пулӗ. Иртнӗ шӑматкун Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе чӑвашла саламлакан афишӑсем тухнӑ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлекен Эктор Алос-И-Фонт ҫулталӑк каялла ун пеккисем пулман тесе ӗнентерет.
Хура халӑхӑн пуҫне Раҫҫей патшалӑхӗн влаҫӗнче ларакансем минретсех пыраҫҫӗ. Спорт мероприятийӗсенче тӗл пулакан пӗр пулӑма эп урӑхла ниепле те урӑх ӑнлантарма пултараймастӑп. Сӑмахӑм чӑваш ялавӗ пирки. Пӗр хут асӑрхасан — юрӗччӗ, нормӑран тухса ӳкнӗ пулӑм теме пулӗччӗ. Ҫук вӗт, сахал мар тӗл пулать — спорт мероприятийӗсенче чӑваш ялавӗ валли тимлӗх уйӑрмаҫҫӗ. Пӑхатӑн та, хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗ Чӑваш Республикинчен тухса ӳкнӗнех туйӑнать. «Ху чӑваш пулнишӗн ӑҫта сан мӑнаҫлӑх? Пирӗн асаттесемпе мӑн асаттесем ҫав виҫӗ тӗслӗ ялава кӑна мухтама хӑйсен пуҫӗсене хунӑ-ши?» — текен ыйту парас килет вӗсене.
Хам спорт мероприятисенче пулмастӑп, анчах та хыпарсене лартнӑ май хӑш чухне вӗсенче ӳкернӗ сӑнсемпе паллашма тивет. Ав, пӗрине пӑхнӑ май спорт залӗнче Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн ялавӗсем ҫакӑнса тӑнине куртӑм. Мухтамалла пек. Анчах Раҫҫей ялавӗ чиперех ҫакӑнса тӑрать пулсан, пирӗн республикӑнни — усӑнса аннӑ. Ҫакна никам та асӑрхамасть, сахал мар пухӑннӑ халӑх кунта нимӗнле йӗркесӗрлӗх те ҫук тесе шутлать. «Ара мӗн ара? Усӑнса аннӑ?
Республикӑн тулашӗнче пурӑнакан хастар чӑвашсем тӑван халӑхӑмӑрӑн культурине манманни, ӑна хӑйсем пӗлнӗ тата пултарнӑ таран аталантарма тӑрӑшнине палӑртма кӑмӑллӑ. Самар тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсем те ку енӗпе хастар.
Ҫитес уйӑхӑн 12-мӗшӗнче, акӑ, вӗсем пултаруллӑ сцена ӑстисене палӑртма конкурс ирттерме шухӑшласа хунӑ. Вӑл Чӑваш Енре ҫулсерен иртекен «Кӗмӗл сасӑ» эстрада фестивальне хутшӑнма тивӗҫ юрӑҫа суйламалли ӑмӑрту пулӗ. Фестиваль хулари Воронеж урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Туслӑх ҫуртӗнче 11 сехетре пуҫланмалла. Самар тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кунашкаллине кӑҫалхипе 14-мӗш хут ирттереҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл тӑрӑхри маттур йӑхташӑмӑрсем чӑваш хореографи ушкӑнӗсене «Чӑваш ташши» фестиваль-конкурса йыхравлаҫҫӗ.
Чӑваш Енре Республика кунӗнче иртмелли мероприятисем пирки калаҫаҫҫӗ. Кӑҫал уяв Шупашкарта тата Элӗк районӗнче иртет.
Элӗк районӗнче этнокультура комплексӗ уҫма палӑртнӑ. Шупашкарта та чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкарта пурӑнакансен хушшинче видео ӳкерессипе конкурс иртӗ. Кирек кам та мероприятисенче репортаж тума пултарать. Видеона камера, телефон, планшет ҫине ӳкерме юрать. Конкурса Хула кунӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Хулана 30 пин чечекпе илемлетӗҫ. Ҫавӑн пекех тухья евӗр арт-объект пулӗ. Уҫӑ тӳпе айӗнче кино курма та май пулӗ.
Чӑваш Енре ача пахчинчи тата шкулсенчи шӑпӑрлансем валли конкурс пуҫарнӑ. Вӑл «Манӑн чӑваш сувенирӗ» ятлӑ.
Конкурс ятӗнчен паллӑ ӗнтӗ: ӗҫсене ҫак темӑпа хатӗрлемелле. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ЧР Наци вулавӑшӗнче йышӑнаҫҫӗ. Конкурс йӗркелӳҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасен ӗҫсене аслисем пулӑшмасӑрах хатӗрлемелле. Тӗслӗхрен, тӗрлемелле, йывӑҫран касса кӑлармалла.
Чи лайӑх ӗҫсене жюри пайташӗсем суйлӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӑватӑ категорипе палӑртаҫҫӗ: 7 ҫулчченхисем, 8–11 ҫулсенчисем, 12–14 ҫулсенчисем, 15–17 ҫулсенчисем.
Кунсӑр пуҫне ҫу уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче куракансем кӑмӑлланӑ ӗҫе сасӑлавпа палӑртӗҫ. Конкурса хутшӑннисене «Ясна» этноэкологи комплексне каймашкӑн 20 процент йӳнӗрех путевка парӗҫ. Мала тухнисене вара хаклӑ парнесемпе хавхалантарӗҫ.
Раҫҫей Федерацийӗнче икҫӗре яхӑн тӗрлӗ халӑх пурӑнать. Вӗсем ҫӗршывӑн нумай-нумай хулисемпе ялӗсенче час-часах ҫывӑх хутшӑнса пурӑнни те куҫ кӗрет. Нумай чӗлхеллӗ халӑха пӗр-пӗрне ӑнланса пыма РФ Конституцийӗ «патшалӑх» статусне панӑ вырӑс чӗлхи пулӑшать. Апла пулсан та кашни халӑх хӑйӗн пуян культурине, хӑйнеевӗрлӗхне, несӗлӗсенчен ламран лама куҫса пырса атӑланакан чӗлхине упраса сыхласа хӑварас тесе тӑрӑшать. Ҫакна шута илсе ӗнтӗ шӑп та лӑп ҫирӗм тӑватӑ ҫул каялла пирӗн Чӑваш республикинчи пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан шкулсен программине «Тӑван ен историпе культури» (История и культура родного края) ҫӗнӗ предмет кӗртрӗҫ.
«Кӗртнӗ» сӑмаха калама ҫӑмӑл та, чӑннипе ӗҫе кӗртме вара питех те нумай тар юхтарма тиврӗ ун чухне: вӗренӱ программисем ҫеҫ мар, кӗнекисем те ҫук! Халиччен шкулсенче пулман-илтмен ҫӗнӗ предмета вӗрентме учительсем те ҫук! Ҫӗнӗ вӗренӱ ҫулӗ пуҫланнӑ-пуҫланман республикӑри ялсемпе хуласенчи вырнаҫнӑ шкулсенчи тӗрлӗ предметсене вӗрентекенсем Шупашкарти вӗрентӱ институтне пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсен хушшинче чӑваш чӗлхипе литератури, истори, музыка, рисовани тат ытти предметсене ертсе пыракансем пулчӗҫ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче кино пӑхни пирки унта ӗҫлекенсем иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче кӑна пӗлтерчӗҫ-ха. Шӑп та лӑп пӗр уйӑх каялла пулса иртнине паян кӑна аса илнишӗн вулакансем хытах тӗлӗнмеҫҫӗ пулӗ тетпӗр. Пӗрремӗшӗнчен, хыпарне каярах юлса илтрӗмӗр. Иккӗмӗшӗнчен, ӑслӑлӑх институтӗнче вӑхӑт сутмалла кино пӑхса ларман-ҫке. Вӗсем архиври фильмсене аса илнӗ. Ҫитменнине, ӗлӗкхилле пленка ҫинче мар халӗ вӗсем. Вӗсене Чӑваш Енӗн электронлӑ тата кинодокументаци патшалӑх архивӗ цифрӑлати пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах хыпарланӑччӗ.
Аса илтерер, хальхи аппаратурӑпа пӑхма май тунӑскерӗсемпе гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ халӑха паллаштарма та ӗлкӗрнӗ. Чи малтанах институт каналӗнче «Иван Яковлевич Яковлев» кинолента вырнаҫтарнӑ. 1928 ҫулта ӳкернӗ «Иван Яковлевич Яковлев» фильм вӑрӑмах мар, икӗ ҫеккунт та тӑсӑлмасть. Ҫавах та ҫак кӗске вӑхӑт хушшинче куракан Иван Яковлевича тата XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Кӑнна Кушки ялӗн сӑнне курма пултарать.
Ҫывӑх вӑхӑтра институт каналӗнче ытти фильмсене те вырнаҫтарма палӑртнине, пурин те пахалӑхӗ чаплах маррине пула хӑш-пӗрине ҫеҫ куракан патне ҫитерессине те эпир унччен асӑнса хӑварнӑччӗ.
«Чӑваш наци музейӗ 200 пин ытла сайра тӗл пулакан япала упракан вырӑн кӑна мар. Вӑл — хальхи вӑхӑтри культурӑпа ҫутӗҫ центрӗ те», — ҫак шухӑша палӑртнӑ асӑннӑ учрежденин пуҫлӑхӗ Ирина Меньшикова.
Музея ырлакан-мухтакансем, вӑл туса пыракан хисепе тивӗҫлӗ ӗҫсене палӑртакансем ӗнер татах та пулнӑ. Аваллӑхӑн управҫи ӗнер 95 ҫулхине палӑртассине, юбилейччен «Музее парне» акци ирттерессине эпир пӗлтернӗччӗ.
Музее уявпа культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов саламланӑ май музейӑн хӑш-пӗр ӗҫченне Хисеп грамотипе чысланӑ.
Шурсухалсем те ҫитнӗ унта. Виталий Станъял ыррине кӑна каланӑ май ку учреждени Чӑваш Ен историне аталантарма тата сарма пулӑшнине асӑнса хӑварнӑ. Саламлакансем йышлӑ. Чӑваш Енӗн культурӑпа ӳнер институчӗн ректорӗ Наталья Баскакова, ЧППУн историпе филологи факультечӗн деканӗ Анна Скворцова тата ыттисем те хутшӑннӑ.
Ӗнер уҫӑлнӑ «Музей — сӑнсенче» курав та аваллӑх управҫин ӗҫ-хӗлӗпе аван паллаштарать.
Сӑнсем (43)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |