«Ирӗклӗ сӑмах» чӑвашла тата вырӑсла интернат-хаҫат йӗркеленӗ тата унӑн тӗп редакторӗ, Мускавра пурӑнакан, хӑй вӑхӑтӗнче унти аслӑ шкулсенчен пӗрин аспиранчӗ пулнӑ Сандр Савгильда «ҫак эрнере Наппӑлире иртекен Европӑри чӗлхеҫӗсен пӗрлӗхӗн пухӑвне хутшӑнассине» пӗлтерет. Хастар чӑваш халӑх тетелӗсенчен пӗринче «паян тата ыран тӗнчери пӗрремӗш ҫӗр чавакансен чӗлхисене халалланӑ секцине ертсе пырассине» каланӑ.
Сӑмах май каласан, Сандр Савгильда Борис Чиндыков пухса кӑларнӑ чӑваш калавӗсен «Дети леса» (чӑв. Вӑрман ачисем) кӗнеки валли Ҫеҫпӗл Мишшин «Вӑрман ачисем» калавне куҫарнӑ. Борис Чиндыков шучӗпе, Николай Даниловӑн 1959-мӗш ҫулхи куҫарӑвӗпе танлаштарсан «Сандр куҫарӑвӗ илемлӗрех, янравлӑрах».
Тепӗр кӑсӑклӑ япала та пӗлтерер: ҫу уйӑхӗнче Сандр Савгильда мӑшӑрӗ Мария Савельева ҫурла уйӑхӗнче Германири Йена хулинче пурӑнма пуҫлассине пӗлтернӗччӗ. Унта вӗсем виҫӗ ҫул пурӑнма палӑртнине асӑннӑччӗ. Сандра Макс Планк ячӗллӗ информатика институтӗнче лингвистика проекчӗпе ӗҫлеме ыйтнӑ. Вӑл должноҫе валли ҫынна Раҫҫейри, Голландири, Китайри, АПШри кандидатсенчен суйланӑ.
Евгений Тюриков ертсе пынипе халӑх тетелӗнчи ушкӑн йӗркеленӗ. Унта спилс-карттӑсем хатӗрлени пирки пӗлтереҫҫӗ. Пуҫаруллӑскерсем Раҫҫейри тӗрлӗ регионти карттӑсене пайӑн-пайӑн хатӗрлеҫҫӗ, вӗсене, магнитсене, ҫыпӑҫтарса картта пуҫтарма пулать. Ку аслисемшӗн те, ачасемшшӗн те кӑсӑклӑ вӑйӑ.
«Ирӗклӗх» общество пӗрлешӗвӗн хастарӗсем ыйтнипе Чӑваш Республикин спилс-карттине тунӑ. Вӑл кӗҫех сутлӑха тухмалла.
Спилс-карттӑсене федераци программипе килӗшӳллӗн хатӗрлеҫҫӗ. Чӑваш Енри район-хуласен ячӗсене «Ирӗклӗх» общество хастарӗ Дмитрий Степанов куҫарса панӑ.
Мускав патшалӑхӗпе пӗрлештерес тӗлӗшпе ҫула тухнӑ чӑваш кнеҫӗсене сӑнлакан пилӗк юланутран тӑракан монументаллӑ композицие хула пуҫлӑхӗсем унӑн авторне, Фёдор Мадуров кӳлепеҫӗне, тавӑрса панӑ.
Ҫак кӳлепе Шупашкара Етӗрне ҫулӗпе кӗнӗ вырӑнти ункӑра вырнаҫнине, каярах ӑна влаҫрисен йышӑнӑвӗпе Шупашкарӑн 500 ҫуллӑхӑн паркне куҫарнине маларах Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, кӳлепе авторӗн шухӑшӗпе унӑн ҫӗнӗ вырӑнӗ ытла та килӗшӳсӗр, Шупашкар ҫыннисен шухӑшӗпе юланутсем халь Мускава мар, Шупашкарӑн 500 ҫуллӑхӑн паркӗнчен анӑҫарах вырнаҫнӑ мунчана каяҫҫӗ имӗш.
Ҫу уйӑхӗнче «Ирӗклӗх» чӑваш халӑх пӗрлӗхӗ хула администрацийӗ патне ҫырупа тухнӑ, унта вӑл чӑвашсене Мускав патшалӑхӗпе пӗрлештерес тӗлӗшпе ҫула тухнӑ чӑваш кнеҫӗсене сӑнлакан пилӗк юланутран тӑракан монументаллӑ композици ытла та япӑхланса кайнипе пӑшӑрханнӑччӗ. «Ирӗклӗх» Шупашкар хула администрацине монументаллӑ композицие ытла та япӑхлантарса янӑшӑн яваплисене палӑртма тата кӳлепен малашлӑхӗ пирки пӗлтерме ыйтнӑччӗ. Халӗ, ав, кӳлепене ҫӗнетес вырӑнне унӑн авторне тавӑрса панӑ.
Шупашкарти «Ашмарин урамӗ» чарӑнуран Кӳкеҫ еннелле кайнӑ ҫул ҫавринче «Уйӑх ҫинчи хӗр» палӑк туса лартнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Пӗлтӗр пуҫласа лартнӑ скульптурӑна кӑҫал унӑн авторӗ Андрей Молоков ҫуллетнӗччӗ: палӑк ҫӳллӗшӗ 6 метра яхӑнччӗ.
Скульптор маларах уйӑх ҫинчи пикепе юнашар пӗр енне унӑн каччине Асана, тепӗр енне Пинеслуна (паллӑ юмахра Уйӑх ҫине лекнӗ хӗре ҫапла чӗннӗ) тухатнӑ амаҫури амӑшне тӑратассине пӗлтернӗччӗ.
Улӑм палӑк ӗмӗрӗ вӑрӑм пулмарӗ. «Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑматкун каҫхине вӑл ҫунса кайнӑ. Хӑшӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, палӑка такам юри чӗртсе янӑ. Теприсем пӗр-пӗр ҫын пирус тӗпӗ пенӗ пуль те, ҫавӑнпа тивсе илнӗ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Николай Кондрашкин скульптор тата художник ҫитес уйӑхра пултарулӑхри хӑйӗн ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тӑвӗ. Ҫав ҫын — тӗрлӗ преми лауреачӗ. Вӗсен шутӗнче обществӑллисем те пур. Сӑмахран, Пӗрлештернӗ пӑлхарсен пӗрлешӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ те шутланать.
Николай Кондрашкина Чӑваш халӑхӗн ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пӗтӗм тӗнчери уйрӑмне йӗркелесе яраканӗ тата ертсе пыраканӗ тесе хаклаҫҫӗ.
Художник тата кӳлепеҫӗ культура ӗҫӗнче 1966 ҫултанпа тӑрӑшать. Чӗмпӗрте вӑл хӑйӗн ӳнер лаҫҫине уҫнӑ. Хамӑр ҫӗршыври паллӑ ҫынсен ячӗсене ӗмӗрлӗхе асра хӑварассипе тӗрлӗ проект пурнӑҫа кӗртессипе сахал мар тӑрӑшнӑ. 2008 ҫултанпа Николай Кондрашкин Чӗмпӗрти чӑвашсен пӗрлӗхне ертсе пырать.
Пултарулӑхра 50 ҫул ӗҫленине Николай Кондаршкин Чӗмпӗр облаҫӗнчи Аслӑ Нагаткин ялӗнче авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 12 сехетре унти Культура ҫуртӗнче уявлӗ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ шӑпи тахҫанах калаҫтаракан тема пулса тӑнӑ май Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫак ыйтӑва вӗҫӗмех хускатса пычӗ.
Ҫак уйӑхӑн 2-мӗшӗнче Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ протест акцине тухнине те эпир пӗлтернӗччӗ. Вӗсем унччен Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ пулнӑ ҫурта юсамашкӑн республика хыснинчен укҫа уйӑрманнине пӗлсен кӑмӑлсӑрланса пикета пухӑннӑ.
Наци сӗмӗллӗ лицей шӑпипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва ӗнер иртнӗ чӑваш парламенчӗн ларӑвӗнче те хускатнӑ. ЧР финанс министрӗ Светлана Енилина ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, лицей-интерната муниципалитета (ку вӑл Шупашкара тенине пӗлтерет) панине кура асӑннӑ шкула тӑвассишӗн муниципалитет кӑна яваплӑ. Енчен хула ку ыйтӑва татаймасан бюджета тепӗр хут пӑхса тухнӑ чух республика пулӑшма хатӗр тесе ӗнентернӗ республикӑри тӗп финансист.
Лицей музыка училищи ҫумӗнче пулмалла. Анчах ҫӗр ыйтӑвӗ те хальлӗхе татӑлман, лицей йышӑнмалли лаптӑкӑн пӗр пайӗн хуҫи — уйрӑм ҫын.
«Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков лицей-интерната прокуратура иртнӗ ҫулах уҫма хушнине аса илтернӗ.
Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ хамӑр патра туса кӑларакан апат-ҫимӗҫ этикеткисене чӑвашла ҫырма пуҫлас ыйтӑва хускатнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш наци конгресӗн ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ Мӑн Канашӗнче Чӑваш Республикинче туса кӑларакан юр-вара, ӗҫме-ҫимене, ҫӑкӑр-тӑвара, апат-ҫимӗҫе тата ытти чӗртавара, япалапа хатӗр-хӗтӗре чӑвашла тата вырӑсла тӗрӗс ят парассине, этикеткӑсене чӑвашла-вырӑсла ҫырассине йӗркелеме, ҫырнине хаклама чӗлхе специалисчӗсене явӑҫтарма ыйтас, чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе усӑ курнине тӗрӗслеме тивӗҫлӗ учрежденисене тупма хушас тенӗ.
Чӑваш наци конгресӗн пайташӗсенчен хӑшӗсем хӑйсем те предприятисене ертсе пынӑран «Ирӗклӗх» хастарӗсем этикеткӑсене чӑвашла ҫырассине ҫав ҫынсен пуҫламалла мар-ши тесе те пуҫ ватнӑччӗ-ха. Халӗ вара «Ирӗклӗх» ЧНК президенчӗ Николай Угаслов патне ҫыру янӑ. Унта ҫапла шӑрҫаланӑ: «Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ чӑваш чӗлхине аталантарас, ун статусне ҫӗклесе ҫирӗплетес, чӑваш чӗлхипе — Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхипе — халӑх хутлӑхӗнче, пайӑррӑн суту-илӳ, йӑла ӗҫӗсенче, усӑ курнине анлӑн сарас тӗллевпе ҫакна пӗлтерет.
Йӑвӑр шухӑшсем
Шупашкартан тухрӑм, тӳрех утрӑм,
Атӑл тӑвайккийӗ ҫине ухрӑм.
Акӑ куҫӑм умӗнче чӑваш ҫӗрӗ…
Тӑван ҫӗршыв тавра чунӑм вӗҫрӗ.
Атӑл шавланине итлерӗм:
Чуна лӑплантарса пули терӗм.
Анчах канӑҫсӑр чунӑм лӑпланмарӗ,
Пуҫран йӑвӑр шухӑш каймарӗ.
Тӑван ҫӗршыв, сана ӗненеттӗм,
Пулас мухтавлӑхна сисеттӗм...
Халиччен шанчӑкпа чӗре ҫунчӗ…
Паян теме сиссе ӗмӗт сӳнчӗ.
Шанчӑксӑр чунӑма сивӗ ҫапрӗ,
Сивӗннӗ чӗрере вӑйӑм чакрӗ.
* * *
— Килсем часрах, чӑваш поэчӗ! —
Тесе яланах чун чӗнетчӗ.
Шухӑшлаттӑм: акӑ талан килӗ —
Тӑван ҫӗршыв чӗлхине илем килӗ.
Ҫырулӑхӑн пулӗ тӗрӗс ҫулӗ,
Кӗнеке те пулӗ ҫӗршыв мулӗ...
Анчах кунсем, ҫулсем иртсе кайрӗҫ,
Чӑваш поэчӗсем сас памарӗҫ.
Хальччен шанчӑкпала чӗрем ҫунчӗ,
Паян кун чӗрере ӗмӗт сӳнчӗ.
Шанчӑксӑр чунӑма сивӗ ҫапрӗ,
Хуйхӑллӑ чӗрере вӑйӑм чакрӗ...
*
Тӑван ҫӗршыв, е сан та вӑю пӗтрӗ?
Е чӑваш чӗлхин хӑват ҫӗтрӗ?
Е ют чӗлхесем ӳснӗ майӗ
Чӑваш чӗлхи ҫӗтсе, пӗтсе кайӗ?
Шупашкарта предприяти-организаци ятне тӗрӗс мар ҫырнине унта та кунта асӑрхама пулать. Ҫавӑн пек кӑлтӑксенчен пӗрне Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ нумаях пулмасть асӑрханӑ.
Хастарсен куҫӗ тӗлне Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин "Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» хӑй хальлӗн ӗҫлекен учрежденийӗ лекнӗ. Унӑн информаци хӑми ҫине «керменӗ» сӑмаха «кермӗне» тесе ҫырса хунӑ.
Кӑлтӑк пирки «Ирӗклӗх» Культура министерствине йӑнӑша тӳрлетме ыйтса ҫыру шӑрҫаланӑ. Хӑйсен утӑмне хастарсем культура керменӗнче иртекен тӗрлӗ мероприятие чӑваш халӑхӗ йышлӑ ҫӳренипе, чӑваш чӗлхипе тӗрӗс те таса усӑ курни чӗлхе аталанӑвне витӗм кӳнипе сӑлтавланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |