Чӑваш халӑх сайчӗ черетлӗ укҫа конверчӗ хатӗрлесе кӑларчӗ. Хальхинче — чӑваш эрешӗллӗскерне.
Аса илтеретпӗр, чӑвашла укҫа конвертне пуҫласа эпир пӗлтӗр кӑлартӑмӑр. Хальхинче хатӗрлени пекех эпир ӑна та пӗр-пӗр уяв ячӗпе ҫыхӑнтармарӑмӑр, хуть те мӗнле мероприятире те, темӗнле уявра та усӑ курма май пултӑр терӗмӗр.
Укҫа конвертне «СУМ» лавккара (хакӗ 35 тенкӗ) тата «Чӑвашпичет» киоскӗсенче туянма май пур. Ҫавӑн пекех сутлӑхра пӗлтӗр хатӗрлени те пур — эпир ӑна та хушма тиражпа кӑштах тӳрлетсе («Саламлатӑп» вырӑнне «Саламлатпӑр» ҫырса) кӑлартӑмӑр.
Чӑваш кенеке издательствинче «Вырӑсла-чӑвашла калаҫу кӗнеки» кун ҫути курнӑ.
Ун пек кӗнекене хӑй вӑхӑтӗнче кӑларнӑ-ха. Ӑна филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Михаил Скворцов профессор хатӗрленӗ те 1989 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнекене тепӗр хутчен пуянлатнӑ хыҫҫӑн тепӗр виҫӗ ҫултан тата тепре кӑларнӑ.
Унтанпа чӗрӗк ӗмӗр патне, тӗрӗсрех, шӑп та лӑп 24 ҫул, иртсен калаҫу кӗнеки тата тепӗр хут пичетленсе тухнӑ.
Хальхи унчченхи кӑларӑмсенчен самай уйрӑлса тӑнине палӑртаҫҫӗ. Кашни пайрах кӗнеке авторӗ Михаил Скворцов диалогсем илсе панине палӑртаҫҫӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче.
Калаҫу кӗнекинче пачах ҫӗнӗ уйрӑмсем те вырӑн тупнӑ. Маларах пулман «Чӑваш ячӗсем» те вулакана кӑсӑклантарассӑн туйӑнать. Чӑвашла тӗрӗс ҫырнӑ ҫырусене те тӗслӗх евӗр илсе кӑтартнӑ.
Кӗнекене «СУМ» лавккара та туянма пулать. Хакӗ — 190 тенкӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем хӑйсен тӗпренчӗкӗсем валли чӑвашла ятсем те суйлаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул ҫуралнӑ пепкесене хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ Илемпи, Юман, Айдар, Хастар ят хунӑ.
Республикӑн Юстици министерстви иртнӗ ҫулхине тишкернӗ тӑрӑх, уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ арҫын ача ячӗсем хушшинче — Кирилл, Максим, Артём, Дмитрий, Егор, Роман, Александр, Михаил, Иван, Илья.
Хӗрачасене Анна, Мария, Виктория, Анастасия, Дарья, Валерия, Ксения, София, Екатерина, Елизавета тесе ҫыртаракансем ытларах.
Вырӑссен авалхи ячӗсене кӑмӑллакан ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен пӗчӗк пӑхаттирӗсем валли Гордей, Матвей, Савелий, Семён, Степан, Арсений, Мирон, Макар, Прохор, хӗр ҫуралсан Захар, Елисей, Анисия, Есения, Таисия, Устиния, Варвара ятсене суйланӑ.
«Пӗр вырӑнта Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисемпе ҫырсан, ҫумрах тепӗр вырӑнта вара вырӑсла ҫырсан та ҫителӗклӗ, чӑваш чӗлхипе усӑ курма кирлех мар тенине Шупашкар хула администрацийӗ ӑҫтан тупнӑ?» — тесе пуҫ ватать «Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн халӑх пӗрлешӗвӗ «Контактра» тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗнче.
«Ирӗклӗх» Шупашкар хула администрацине республикӑн тӗп хулинчи чарӑнусенчи электрон таблосене чӑвашла ҫырмалли пирки ҫыру янӑ. Ку ҫырӑва хула администрацийӗнчи тӳре-шара епле хуравлани «Ирӗклӗхе» тивӗҫтермен. «Чӑваш чӗлхипе мӗнле сӑлтавсемпе ҫырма кирлӗ мар пулнине ӑнлантарса паракан хурава «отписка» тесе калама та йывӑр», — тесе пӗтӗмлетнӗ хурав илнӗ хыҫҫӑн «ирӗклӗхҫӗсем».
«Шӑпах Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин саккунлӑхӗпе килӗшӳллӗн республикӑра географи объекчӗсен ячӗсене ҫырма тата ҫырса хунисене, ҫул ҫинчи паллӑсене, ытти кӑтарту паллисене хатӗрлеме вырӑс тата чӑваш чӗлхисемпе усӑ курмалла. Пӗр вырӑнта патшалӑх чӗлхисемпе ҫырсан, ҫумрах тепӗр вырӑнта вара вырӑсла кӑна ҫырсан та ҫителӗклӗ, чӑваш чӗлхипе усӑ курма кирлех мар тенине Шупашкар хула администрацийӗ ӑҫтан тупнӑ?
Шӑмат кун, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсем Сурхурине пуҫтарӑннӑ.
«Авалхи ҫак йӑларан чӑвашсемшӗн ҫулталӑк пуҫланнӑ», — тесе хыпарлать уяв пирки пӗлтернӗ май Тӗмен облаҫӗнчи наци ӗҫӗсен комитечӗ хӑйӗн официаллӑ порталӗнче.
«Сурхурине уявлама чӑвашсем чи пысӑк пӳрте суйласа илнӗ те унта пуҫтарӑннӑ», — уҫӑмлатнӑ тӑван халӑхӑмӑрӑн уявӗ пирки асӑннӑ тӑрӑхӑн влаҫ органӗсен порталӗнче. Тӗмен облаҫӗнче сурхурине ирттерме унти чӑвашсем «Строитель» наци культурисен ҫуртне пухӑннӑ. Уяврисем валли наци ӗҫми-ҫиминчен апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ. Пуянлӑхпа ӑнӑҫӑва палӑртакан тӗп символа — пӑрҫана та — сӗтел ҫине лартма манман. Пӑрҫа кукӑлӗ те пулнӑ.
Уявра ача-пӑча та савӑннӑ. «Ҫитрӗ Сурхури» ӳкерчӗксен конкурсӗнче ҫӗнтернисене парнепе хавхалантарнӑ.
Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче красноармейскисем хӑйсен паллӑ ентешӗн, фольклорисчӗн, Яманак ялӗнче ҫитӗннӗ Иван Патмарӑн 100 ҫулхине паллӑ тунӑ.
Ентешӗ пирки ырӑпа аса илнӗ май вӑл тӑрӑхри В. Васильева вӗрентекен И. Патмар пирки «нумай калаҫмасӑрах пысӑк ӗҫ туса пынӑ» тесе хаклать.
«Халӑх сӑмахлӑхӗн пӗр пӗрчине те ҫухатас мар тесе ӗҫленӗ Иван Анисимович. Чӑваш халӑх сӑмахлӑхне ялтан яла ҫитсе пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтарнӑ», — тенӗ май Яманак ен юррисенех тӑватӑ кӗнеке хальлӗн пухса хатӗрленине аса илет.
Чӑн та, Иван Патмар пухнӑ халӑх сӑмахӗ жанр тӗлӗшӗнчен пуяннипе килӗшмелле.
И. Патмар халӑх сӑмахлӑхне мӗн ҫӗре кӗричченех пухнӑ. Фольклорӑн пӗр пӗрчине те манӑҫа кӑларас килменнипех ӗнтӗ вӑл май пур таран ӑна пухма тӑрӑшнӑ. 53 ҫул хушшинче ҫӗршер тетрадь вӑл тӑрӑшнипе халӑх сӑмахлӑхӗпе пуянланнӑ. Ҫур ӗмӗр хушшинче И. Патмар ӑҫта-ӑҫта ҫитсе курман-ши, кампа кӑна калаҫман-ши? Иван Анисимович пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах Чӑваш Енти районсем тӑрӑх тухса ҫỹренӗ, халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ. Е тата республика тулашӗнчи ялсене ҫитме васканӑ. Тӗл пулакан кашни ҫынпа калаҫма тӑрӑшнӑ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче республикӑн Наци вулавӑшӗн кинозалӗнчи (вӑл 213-мӗш пӳлӗмре вырнаҫнӑ) Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн киноклубӗнче черетлӗ кинокурав иртет.
Кинокуравра Николай Семенов режиссерӑн «Сурхурипе кӑшарни йӑлисем паян...» этнографиллӗ документлӑ фильмне кӑтартӗҫ тата сӳтсе явӗҫ. «Тӗлпулура документлӑ фильмсем ӳкересси тата Республикӑмӑрта пулса иртекен тӗрлӗ пулӑмсене хамӑрӑн ӑрусене валли ӳкерсе упраса хӑварасси пирки тӗплӗн калаҫӑпӑр», — тесе пӗлтерет Чӑваш Республикин кинематографистсен пӗрлешӗвӗ.
«Сурхурипе кӑшарни йӑлисем паян...» этнографиллӗ документлӑ фильма 2012-мӗш ҫулта Элӗк районӗнчи Татмӑш ялӗнче ӳкернӗ.
Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» пӗрремӗш кинофестивалӗнче фильм «Чи ӑста документлӑ фильм» номинацине тивӗҫнӗ.
Фильм 11 минут пырать. Кинокӑтрату 18 сехетре пуҫланать.
Чӑвашсен тӗп хаҫачӗн — «Хыпарӑн» — паян 110 ҫулхи юбилейӗ. Чӑваш журналистикин никӗсне хывнӑ хаҫат тухма тытӑннӑранпа шӑп та лӑп 110 ҫул ҫитнӗ.
Пӗрремӗш номер 1906 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тухнӑ. Ӑна Николай Никольский профессор Хусанта йӗркеленӗ. «Хаҫат тӑрӑх ырра вӗренесчӗ», — ҫакнашкал тӗллев лартнӑ вӑл ун чухне. (эпир илнӗ ҫӑлкуҫра ҫак сӑмахсене Иван Яковлевӑн тесе йӑнӑшнӑ).
Хаҫат чылай йывӑрлӑха чӑтса ирттернӗ. 1918 ҫулта ӑна хупнӑ. Каярахпа вӑл тӗрлӗ ятпа тухма пуҫланӑ: «Канаш», «Чӑваш коммуни», «Коммунизм ялавӗ». Тӗп редакторта тӑрӑшакансем те улшӑнса пынӑ. Халӗ ку тивӗҫе Михаил Арланов пурнӑҫлать. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче пирвайхи ятне тавӑрнӑ. Паян та ҫак ятпах тухса тӑрать вӑл.
Муркаш районӗнчи А.Г. Николаев ячӗллӗ Калайкасси вӑтам шкулӗ 2016 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче «Шкул тата чӑваш чӗлхи чӗрӗлӗвӗ» темӑпа республика шайӗнче ҫавра сӗтел ирттерет. Ҫавра сӗтеле пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ.
Ҫавра сӗтелте сӳтсе явма палӑртнӑ ыйтусем: хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикинчи чӑваш чӗлхин лару-тӑрӑвӗ; чӑваш наци шкулӗсенче чӑвашлӑха сыхласа хӑварассипе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр ыйтусем; чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентӗвӗн пахалӑхӗпе тухӑҫлӑхне ӳстересси.
Ҫавра сӗтелте хутшӑнма чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсене, чӑваш чӗлхин ӑстаҫисене (специалисчӗсене), литература тӗпчевҫисене, таврапӗлӳҫӗсене, аслӑ тата вӑтам шкул преподавателӗсене, тӑван чӗлхепе тата литературӑпа кӑсӑкланакансене йыхравлаҫҫӗ.
Ҫавра сӗтел 10 сехетре пуҫланать. Хутшӑнас текенсен хӑйсен заявкине йӗркелӳ комитетне 2016 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗччен ҫак адреспа ярса памалла: 429541, Муркаш районӗ, Калайкасси ялӗ, Ҫамрӑклӑх урамӗ, 3. Электронлӑ адрес: uyav@mail.ru. Ыйтса пӗлмелли телефонсем: 8(83541) 65-3-21 (шкул телефонӗ); 8-905-347-64-27 (Степанов Александр Марсовичӑн кӗсье телефонӗ).
Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чементи вӑтам шкулта кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче «Савӑнӑҫлӑ Сурхури» уяв иртнӗ. Пӗтӗм шкулӗпех мар та, пӗр класра. Тӑваттӑмӗшӗнче вӗренекенсеме йӗркеленӗ ӑна.
Сурухри — чӑвашсен авалтан килекен уявӗсенчен пӗри. Ӑна кун таврӑннӑ вӑхӑтра уявлаҫҫӗ. Вӑл христиан тӗнӗнчи Раштавпа пӗр вӑхӑта килет, Кӑшарниччен тӑсӑлать.
Аслӑ Чементи 4-мӗш классем «Савӑнӑҫлӑ Сурхури» уявӗнче фольклор ларми йӗркеленӗ. Класс ертӳҫи А.И. Ананьева ачасене Сурхури епле пуҫланни пирки каласа кӑтартнӑ. Пурнӑҫра ӑнса пытӑр тата выльӑх-чӗрлӗх лайӑх ӗрчетӗр тесе вӑл вӑхӑтра тӗрлӗ йӑла ирттернине пӗлтернӗ. Сурхуринче юмӑҫ янӑ.
Ларма евӗр йӗркеленӗ мероприятире ачасем йӑвачапа, ӑшаланӑ пӑрҫапа тата пылак-ҫимӗҫпе сӑйланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |