Ҫӗнӗ Ҫул умӗн Паратайп фирмӑран савӑнӑҫлӑ хыпар килчӗ — Раҫҫейри халӑхсен алфавичӗсене шута илекен шрифт кӑларнӑ. Хальлӗхе пӗр шрифт кӑна, вӑл «ПТ Санс» (PT Sans) ятлӑ. Шрифт ирӗклӗ, ӑна усӑ курнӑшӑн укҫа тӳлемелле мар.
Ӑна нумай наци пурӑнакан ҫӗршывра халӑхсен хушшинче офицциаллӑ тата ӗҫлӗ ҫырусем ҫырма юрӑхлӑ шрифтсен пуххине хатӗрлемелли проекта пурнӑҫланӑ май ӑсталаса тунӑ. Проекта килӗшӳллӗн ҫав шрифтсемех информаци ӗмӗрӗнче националлӑ ҫыруллӑхсене аталантарма тивӗҫ. Ку чӑн ӗнтӗ — 2010 ҫул ҫывхарса пырать пулин те Раҫҫейри вырӑс мар халӑхсен ку енчен пысӑк чӑрмавсем пур. Вӑл чӑрмавсене кашни халӑх хӑй тӗллӗн, хӑй пӗлнӗ пек сирме тӑрӑшать. Чӑваш чӗлхи анинче те мӗнле кӑна тумаҫҫӗ пулӗ — ятарлӑ шрифтсем хатӗрлеҫҫӗ, латин саспаллийӗсем шутне кӗрекен пӗрешкел курӑнакан саспаллисене усӑ кураҫҫӗ, латинла ҫыракан та пур.
Проект РФ пичетпе массӑллӑ коммуникаци агентстви пулӑшнипе пурнӑҫланать.
Гарнитура 8 начертаниллӗ — 4 стандартли; 2 — пӗчӗк кегельлӗ набор валли тунӑ пысӑк пропорциллӗ начертанисем; 2 — экономлӑ набор валли тунӑ хӗсӗк начертани.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |