Чӑваш Енре йывӑр преступлени тунӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Унӑн фотосӑнне хатӗрленӗ. Вӑл 35-47 ҫулсенчи пек, 180-190 сантиметр ҫӳллӗш курӑнать, имшеркке кӗлеткеллӗ. Пичӗ тӑсӑкларах, ҫӳҫӗ шуралма тытӑннӑ, кукша вырӑн пур. Сӑмси тӳрӗ тата вӑрӑмрах. Вӑл хура калпак, хура кӗске куртка, хура шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ.
ШӖМ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын Шупашкарти «Кӑнтӑр» микрорайонти хӗрарӑм тӗлӗшпе йывӑр преступлени тунӑ.
Ҫак арҫын пирки мӗн те пулин пӗлекенсене (8352) 62-46-59, (8352) 66-24-88, (8352) 66-24-3, (8352) 39-40-97 е 02 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисем 71 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Лидия Шишова килтен ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тухса кайнӑ.
Хӗрарӑм ҫӳллӗшӗ – 156 сантиметр, тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑскер, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ сӑрӑ тӗслӗ.
Килтен тухса кайнӑ чух сӑрӑ плащ тата калпак, хура спорт йӗмӗ, сенкер тӗслӗ ҫыхнӑ свитер, тӗксӗм кӑвак атӑ тӑхӑннӑ.
Хӗрарӑм ӑҫтине пӗлекенсене 102 е 240-771 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар хулинче машинӑсем инкеке ҫакланнӑ. Пӗр-пӗринпе ҫапӑнман-ха, урапа шӑтарнӑ.
Ҫул ҫинчи шӑтӑк-путӑка пула 10 ытла машина урапи шӑтнӑ. Сӗнтӗрвӑрри шосси ҫинче, «Ирбис» автозаправка ҫывӑхӗнче, урамӑн сылтӑм енӗ шӑтса пӗтнӗ иккен. Кӳлленчӗк айӗнче шӑтӑк-путӑк курӑнмасть. Водительсем унта кӗрсе кайса машинӑсен урапине шӑтарса пӗтернӗ. Шар курнисем – 10 автомобильтен кая мар.
«Ҫулӑн асӑннӑ участокӗнче асӑрханса ҫӳрӗр», – тесе ҫырнӑ «Руль умӗнче» порталӑн Инстаграмри страницинче. Хыпара сӳтсе явакансем хушшинче асӑрханса ҫӳремелле текенсем те пур.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 38 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса хӑй ултавҫӑсен аллине ҫакланни пирки каласа кӑтартнӑ. Хайхискер палламан ҫынпа калаҫса 450 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхи юптарма тытӑннӑ: такам хӗрарӑм ячӗпе кредит илме хӑтланать-мӗн.
Унтан «банк ӗҫченӗ» ку лару-тӑруран мӗнле тухмаллине каланӑ: кредит илмелле те саплаштармалла. Хӗрарӑм 250 пин тенкӗ кредит илнӗ те ӑна банкомат урлӑ телефон номерӗсем ҫине куҫарса панӑ. Ҫапла вӑл 18 операци пурнӑҫланӑ.
Пушӑн 31-мӗшӗнче лешӗ каллех шӑнкӑравланӑ. Каллех кредит илме хӑтланаҫҫӗ-мӗн. Хӗрарӑм ӑна ӗненсе ҫав ӗҫсенех пурнӑҫанӑ. Хальхинче 200 пин ытла тенкӗ куҫарнӑ.
Ака уйӑхӗн 10-25-мӗшӗсенче Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ иртет. Ӑна кӑҫал классика тата хальхи хореографи ӳнерне халаллӗҫ.
Фестивале Францирен, Японирен хӑнасем килсе ҫитмелле. Ҫавӑн пекех Раҫҫейри Пысӑк театр, К.Станиславский тата В.И.Немирович-Данченко ячӗллӗ музыка театрӗсен, Питӗрти Л.Якобсон ячӗллӗ балет театрӗн артисчӗсем хутшӑнӗҫ.
Фестиваль тӳрех икӗ премьерӑпа – «Не дай мне уйти» тата «Барокко» пӗр актлӑ балетсемпе – уҫӑлӗ. Пӗрремӗшне Пысӑк театр артисчӗ Андрей Меркурьев лартнӑ, теприне – Данил Салимбаев.
Кӑҫал балетсен хакӗ пӗчӗкреххине пӗлтереҫҫӗ. Фестивальте хӑнасемпе ӑсталӑх класӗсем те иртӗҫ.
Шупашкарти Юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнчи территорире нумай хутлӑ виҫӗ ҫур тума ӗмӗтленеҫҫӗ. Анчах ку сӗнӗве хула строительствин канашӗн ларӑвӗнче тӗрлӗрен йышӑннӑ. Хӑш-пӗр архитектор сӗнӗве архитектурӑри ҫӗнӗлӗх тесе ырласа мухтанӑ, теписем 100 метра яхӑн ҫӳллӗш ҫуртсене Атӑл хӗрринче туса лартни вырӑнсӑр та килӗшӳсӗр тесе хурланӑ.
Проект авторӗ, Мускаври «Атриум» архитектура мастерскойӗн гендиректорӗ Антон Надточий хӑйсен сӗнӗвне мухтанӑ май республика Элтеперӗ Олег Николаев архитектурӑра наци компоненчӗпе усӑ курма сӗннине палӑртса хӑварнӑ, пирӗн ҫуртсенче те тухьяри тимӗр укҫа евӗр япаласем пулӗҫ тесе ӗнентернӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ салтака каяс мар тесе сӗтев панӑ. Анчах куншан суд сакки ҫине ларма тивӗ.
Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи чӳкрен пуҫласа пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗччен вӑл салтака каясран пӑрӑнса ҫӳренӗ. Хайхискер Сывлӑх сыхлавӗн министерствине пӑхӑнакан ведомствӑн должноҫри ҫыннине 130 пин тенкӗ панӑ. Куншӑн ҫук чире тупса ҫырма, пульницӑна вырттарма шантарнӑ. Ҫапла унӑн салтака каясран хӑтӑлса юлмалла пулнӑ.
Палӑртмалла: каччӑ унччен те ҫара каяс мар тесе тарса ҫӳренӗ, куншӑн ӑна штрафланӑ. Сӗтев илнӗ ҫын тӗлӗшпе те следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет.
Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницин стационар корпусне ковид-госпиталь пек ӗҫлеме чарасси пирки хыпарланӑччӗ. Халӗ ҫак ӗҫе пурнӑҫланӑ.
Унта кӑшӑлвируспа чирлисене пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче йышӑнма пӑрахнӑ. Ку ковид-госпитале хупасси пирки нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнчех калаҫма тытӑннӑ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
Пульницӑра дезинфекци тунӑ. Паянтан пуҫласа унта ахаль пациентсене сиплеме пуҫланӑ.
Палӑртмалла: халӗ пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисем валли 10 пульницӑра 1120 койка пур. Вӗсенче 800 ытла пациент сипленет.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнчи 99-мӗш ҫуртран 25-мӗш хутран сикни пирки пӗлтернӗччӗ. Телее, 11 ҫулти арҫын ача подъезд умӗнче ларакан ГАЗель ҫине ӳкнӗ. Ҫакӑ унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Ачана тӳрех пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ӑна Шупашкарта, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче, операци тунӑ. Тепӗр кунхине вӑл тӑна кӗнӗ, калаҫнӑ.
Ҫак ача халӗ хӑйне мӗнле туять-ши? Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хӑйне лайӑхрах туйма тытӑннӑ. Унӑн сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ, психологсем ӗҫлеҫҫӗ. Инкек хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшне те психологӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
Нигери ҫынни Шупашкар хӗрарӑмне улталанӑ. Вӗсем тӗнче тетелӗнче ҫырӑннӑ.
Пӗррехинче ют ҫӗршыв ҫынни Шупашкар хӗрарӑмне хаклӑ йышши парне ярса паратӑп тесе укҫа куҫарса пама ыйтнӑ – посылкӑна хатӗрленӗшӗн тата илсе ҫитернӗшӗн расхута саплаштарма имӗш. Ку япӑххи пирки шутламасӑрах 600 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Кун хыҫҫӑн арҫын пач ҫухалнӑ. Хӗрарӑм вара вӑл улталанине ӑнланнӑ, полицие пӗлтернӗ. Арҫынна тупнӑ. Вӑл – Нигери ҫынни, вӑхӑтлӑха Мускав ҫывӑхӗнче пурӑннӑ. Ӑна Чӑваш Ене илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |