Шупашкарта тепӗр 6 ача пахчи тума палӑртнӑ. Тӳре-шара вӗсем ӑҫта вырнаҫассине пӗлтернӗ.
Тӗрӗссипе, вӗсене тума тытӑннӑ темелле. Хӑш объектра ӗҫсем графикран юлса пынине Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тӗрӗсленӗ.
Сити-менеджер палӑртнӑ тӑрӑх, «Радужный», «Лента», «Солнечный» микрорайонсенче ӗҫсем графикпе килӗшӳллӗн пыраҫҫӗ. Алексей Ладыков ача пахчисене ҫулталӑк вӗҫлениччен туса пӗтермеллине каланӑ.
Кунсӑр пуҫне Шупашкарта Алькеш поселокӗнче, «Благовещенский» тата «Университет-2» микрорайонсенче ача пахчисем хута каймалла.
Ӗнер, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Шупашкарти Мускав кӗперӗ ҫинче темиҫе машина ҫапӑннӑ. Аварире ачасем те шар курнӑ. Юрать-ха, вилекенсем пулман.
Кӑнтӑрла «Мазда» водителӗ дистанцие пӑхӑнман, ҫавна май вӑл харӑсах темиҫе машинӑпа ҫапӑннӑ. Вӗсенчен пӗри – «Лада Гранта». Унӑн салонӗнче икӗ ача пулнӑ. Аварире водитель тата ачасем аманнӑ.
Авари саманчӗ видеокамера ҫине лекнӗ. Шӑпах «Мазда» водительне пула тухнӑ та ҫак авари. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑ, ҫул ҫинчен тухса кайса отбойнике ҫапӑннӑ, унтан – «Лада Грантӑпа».
Ӗнер, шӑматкун, каҫхи 6 сехет хыҫҫӑн Шупашкарти Чаканар ялӗ ҫывӑхӗнче 55 ҫулти хӗрарӑма машина ҫапса хӑварнӑ. Шел те, вӑл пульницӑра сывлама пӑрахнӑ.
«Приора» машинӑн кустӑрми айне Шупашкарта пурӑннӑ 55-ри хӗрарӑм лекнӗ. Вӑл светофор ҫук вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Анчах ун ҫине машина пырса кӗнӗ. Хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитенӗ. Анчах 2 сехетрен унӑн чӗри тапма чарӑннӑ.
«Приора» рулӗ умӗнче Муркаш районӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын ларнӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулман.
Паян ирхине 4 сехет ҫурӑра Шупашкарти Патрис Лумумба урамӗнче пурӑнакан 82 ҫулти хӗрарӑмӑн хваттерӗнче телефон шӑнкӑртатнӑ. Ыйхӑран вӑранса ҫитеймен кинемее ывӑлӗ шӑнкӑравланӑ пек туйӑннӑ.
Лешӗ макӑра-макӑра пулӑшма ыйтнӑ, ҫул ҫинче аварие лекнӗ-мӗн. Явап тыттарасран пӑрӑнас тесе укҫа кирлӗ имӗш.
Кинемей ҫав ҫын каласа пынипе пухса пынӑ 150 пин тенкине хутаҫа чикнӗ те пӗлтернӗ вырӑна кайса хунӑ. Хайхискер кун хыҫҫӑн тин ывӑлӗ патне шӑнкӑравлама шутланӑ. Лешӗ нимӗнле аварие те ҫакланман, сып-сывах, чип-чиперех. Анчах хутаҫа каялла илсе ӗлкӗреймен – ӑна ултавҫӑ илсе кайнӑ.
Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви республикӑн истори палӑкӗсен реестрне тата тепӗр икӗ ҫурта кӗртме сӗнет. Вӗсем Шупашкарта тата Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ.
Культура министерстви хатӗрленӗ приказ проектне Шупашкарти Воробьев композиторсен урамӗнчи 14/5 адреспа тата Шупашкар районӗнчи Иккассинче вырнаҫнӑ ҫуртсем кӗнӗ.
Шупашкартине 1840 ҫулта хӑпартса лартнӑ. XIX-XX ӗмӗрсенче унта уесри тӗн училищи вырнаҫнӑ. Вӑл объект хула строительствипе архитектура палӑкӗ шутланать.
Шупашкар районӗнчи Иккассинчи йывӑҫ ҫуртра (ӑна XIX ӗмӗр вӗҫӗнче туса лартнӑ) Иван Яковлев 1902 ҫулта уҫнӑ шкул вырнаҫнӑ.
Асӑннӑ ҫуртсене регион пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ шутне кӗртесшӗн.
Шупашкарти Миначев урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра пурӑнакансем алӑк хӑлӑпӗ пӗрмай ваннишӗн пӑшӑрханнипе «Халӑх тӗрӗслевӗ» портала ҫыру ӑсатнӑ.
Унта тӳрех евитлемен-ха вӗсем. 1-мӗш тата 2-мӗш подъездсенче пурӑнакансем малтан управляющи компание ҫырнӑ, домофон тытса тӑракан организацирен те пулӑшу ыйтнӑ. Унтисем итлемеҫҫӗ мар, итлеҫҫӗ. Кашнинчех хӑлӑпа ылмаштараҫҫӗ. Ҫуртра пурӑнакансем вара алӑк тимӗр карта ҫумне ҫапӑнать, ҫавӑнпа хӑлӑп ванать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе тимӗр карта ҫумне перӗнмелле мар хатӗр вырнаҫтармалла.
Пӗлтӗр Шупашкар хулинче ҫӗрсене инвентаризациленӗ чухне ҫӗр саккунне пӑсакансене самай тупса палӑртнӑ.
Цифрӑсен чӗлхипе каласан, ҫӗре ҫынсем е организацисем хӑйсем тӗллӗн ярса илнӗ тӗслӗхе 747 хутчен асӑрханӑ, 9 пин объектӑн право хуҫине палӑртман, 20 пин ытла участока кадастр учетӗнче шута илмен.
Ҫӗрпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑка палӑртма хальхи вӑхӑтри инноваци технологийӗсем те самай пулӑшнӑ. Кунта пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсене (дрон) асӑнса хӑвармалла.
Ҫӗр саккунне пӑсакансене явап тыттарнӑ май хула хыснине пӗлтӗр 70 ытла миллион тенкӗ шыраса илме май килнӗ. Кӑҫал ҫав виҫе 20 пин тенкӗрен кая мар пуласса шанаҫҫӗ. Ҫӗрпе усӑ курнине тӗрӗслес ыйтӑва ӗнер хула администрацийӗн ирхи планеркинче сӳтсе явнӑ. «Бюджета кӗнӗ укҫапа хула хуҫалӑхне аталантарма усӑ курӑпӑр», – тенӗ Шупашкарӑн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков.
Ыран Шупашкарта 1-11-мӗш классем дистанци мелӗпе вӗренӗҫ. Ку ҫанталӑк шартлама сивӗ пулнипе ҫыхӑннӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Интстаграмри страницинче пӗлтернӗ.
«Юнкун, нарӑсӑн 24-мӗшӗнче, шкулта занятисем пулмӗҫ. 1-11-мӗш классем дистанци мелӗпе вӗренӗҫ», - тесе ҫырнӑ Алексей Ладыков.
«Ҫанталӑк 21» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран ирхине каллех 30 градус сивӗ пулӗ. Эрнекун вара пачах урӑхла ҫанталӑк хуҫаланӗ: термометр 0 градус кӑтартӗ.
Шупашкарта 45-мӗш автобусра ҫамрӑк пӗр арҫын каччӑпа ҫапӑҫма тытӑннӑ. Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 16 сехетре салона кӗнӗ ҫамрӑка икӗ хӗр хӑйсем патне чӗнсе илнӗ. Ҫавӑн чухне каччӑ ӑнсӑртран тепӗр ҫамрӑка пырса тӑрӑннӑ. Ҫавӑншӑн лешӗ ҫапӑҫма тытӑннӑ.
Кӗтмен ҫӗртен алӑ ҫӗкленӗрен-ши, шар кураканни ҫухалсах кайнӑ курӑнать. Каччӑна хӳтӗлеме тӑнӑ хӗре те пуҫтах этем темиҫе хутчен ҫапса янӑ.
Сӑмах май, ҫав арҫын маларах автобус салонӗнчи кантӑка ватма хӑтланнӑ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн каччӑ салонран анса юлнӑ. Ҫапах та пуҫтаха тепӗр сехетрен тытса чарнӑ.
Шупашкарта кушак йывӑр тиевлӗ машинӑн капочӗ айне пытаннӑ та унта вӑл икӗ талӑк кайнӑ. Ҫапла вӑл 2 пин ытла ҫухрӑм кайнӑ.
Ӗпхӳре чарӑнсан вӑл капот айӗнчен тухнӑ. Ҫавӑн чухне тин ӑна асӑрханӑ. Ҫар ҫыннисем кушака асӑрхасан ӑна ҫул ҫинче пӑрахса хӑварман, кабинӑна лартнӑ.
Чӗлепи хулине ҫитсен ӑна чӗрчунсен приютне панӑ. Ҫур ҫулта ун валли хуҫа тупӑнмасан кушак нимеҫӗсем патӗнче юлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |