Ыран, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Пӗрремш каналпа кӑтартакан «Доброе утро» (чӑв. Ырӑ ир пултӑр) кӑларӑмра Шупашкар ҫыннисене кӑтартмалла.
Телекӑларӑм валли Шупашкарти 2-мӗш ТЭЦра ӗҫлекенсене ӳкерсе илнӗ. Вӗсем «Ытлашшине чакар» онлайн-проекта хутшӑнаҫҫӗ. Проекта Республикӑн халӑх сывлӑхӗн тата медицина профилактикин центрӗ «Ӗҫлекенсен сывлӑхне ҫирӗплетесси» корпоратив программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫлать. Асӑннӑ проекта ҫавӑн пекех Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ тата Шупашкарти троллейбус управленийӗ хутшӑнать.
Предприяти ӗҫченӗсем валли Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп специалисчӗсем онлайн чат йӗркеленӗ.
Предприятисем хӑйсен ӗҫченӗсем валли усӑллӑ меню хатӗрленипе пӗрлех вӗрентӳ вебинарӗсем, спорт турнирӗсем йӗркелеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм укҫа ӗҫлесе илес тенӗ те… укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Тивӗҫлӗ канурискер ултавҫӑсене 2,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче 72 ҫулти хӗрарӑм хушма тупӑш тума сӗнекен реклама курнӑ. Унта хутшӑнас тесен акци илмелле-мӗн. Ватӑ хӗрарӑм вара унччен унашкаллисене хутшӑнса тупӑш тукаланӑ имӗш.
Хайхискер рекламӑра кӑтартнӑ каҫӑпа кайнӑ, харпӑр кабинет уҫнӑ, даннайсене кӑтартнӑ. Кайран унпа палламан ҫынсем ҫыхӑннӑ. Хӗрарӑм акци туянас тесе 50 пин тенкӗ куҫарнӑ. Харпӑр кабинетпа урӑх ҫынсем те усӑ курнине асӑрханӑ. Ара, унӑн ячӗпе 228 пин тенкӗ кредит илнӗ. Вӑл «консультантсемпе» ҫыхӑннӑ, лешсем пулӑшма шантарса каллех укҫа ыйтнӑ.
Хӗрарӑм еткерлӗхе юлнӑ хваттерне сутнӑ 2,5 миллион тенке куҫарса панӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ ача пахчисенче чӑваш чӗлхине вӗрентнине пӗлтерекен хыпар вырнаҫтарнӑ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкарта улттӑмӗш ҫул ӗнтӗ «Культурное наследие Чувашии заботливо и бережно храним» (чӑв. Чӑваш Ен культура эткерлӗхне тӑрӑшса тата перекетлӗн упратпӑр) муниципалитет проектне пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Ҫавна май республикӑри паллӑ ҫынсене, хулапа тӑван тӑрӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисене, тӗл пулусене чӗнеҫҫӗ. Ачасене музейсене илсе каяҫҫӗ, пӗчӗкскерсем валли Чӑваш чӗлхи кунӗсем, фестивальсем, викторинӑсем ирттереҫҫӗ.
Хулари ача пахчисенче тӗрлӗ чӗлхене, ҫав шутра чӑвашла та, вӗрентекен лингвистика пӳлӗмӗсем ӗҫленине ӗнентереҫҫӗ. Шупашкарти 15 ача пахчи «Родной язык — язык матери» (чӑв. Тӑван челхе — анне чӗлхи) республика проекчӗ пурнӑҫланать-мӗн.
«Онлайн ача пахчи» проектпа килӗшӳллӗн педагогсем ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ валли чӑваш чӗлхине вӗренмелли видеоуроксем ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енри паллӑ чӗлхеҫӗ, чӑваш диалектологине тӗпчес ӗҫӗн пысӑк ӑсти, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, РФ тата ЧР ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, К.В.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ професси пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Леонид Сергеев (03.06.1929-29.01.2021) ӗнер вилсе кайнӑ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ паян пӗлтернӗ.
Ӑсчахпа тунтикун, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 11 сехет те 30 минутра, Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9В ҫуртри хула моргӗнче сывпуллашӗҫ. Ӑсчаха Явӑш масарӗнче пытарма палӑртнӑ.
Ӑсчах 1984 ҫултанпа И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче (халӗ — университет) ӗҫленӗ. Вӑл гуманииари институтӗнче те вӑй хунӑ: 1964-1972 ҫулсенче чӗлхе пӗлӗвӗ секторӗн ӑслӑлӑх аслӑ ӗҫтешӗнче, пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗ Шупашкара тата Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбуссем парасси пирки йышӑну тунӑ. Шупашкара 2020 ҫулта туса кӑларнӑ 8 троллейбус лекнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкара вара 2 транспорт панӑ.
Шупашкара панӑ 8 троллейбус пӗтӗмпе 125 миллион ытла тенке кайса ларнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкара лекнӗ ҫавнашкалах 2 транспорт 31 миллион ытла тенкӗ тӑрать.
Чӑваш Енре пӗтӗмпе Ӗпхӳре туса кӑларнӑ 68 пулмалла. Савутра кӑшӑлвирус инфекцийӗ сарӑлнине пула ку ӗҫе вӑхӑтра тӑвайманнине сайтра хыпарланӑччӗ. Палӑртмалла: Чӑваш Ен троллейбус паркне ҫӗнетме федераци хыснинчен 1,17 миллиард тенке тивӗҫнӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пушар тухнӑ. Унта нумай хутлӑ ҫуртри тӑватӑ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ.
Пушар тухни пирки 14 сехет тӗлӗнче пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем Кадыков урамӗнчи 20-мӗш ҫуртӑн 13-мӗш корпусӗнчи хваттере сӳнтерме ҫитнӗ. Шел те, ҫулӑма тӗп тусан ҫын виллине тупнӑ. Арҫын 67 ҫулта пулнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 84 пушар пулнӑ. Вӗсенче 18 ҫын вилнӗ, 2 ҫын аманнӑ. 6 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗнче Шупашкарти Пепкелӗх центрӗнче ҫине-ҫинех йӗкӗреш ҫуралнӑ. Пӗр уйӑхра 6 йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министрстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем – 11 арҫын ача тата 1 хӗрача. Ачасене тин ҫуралнӑ ачасен паталогийӗн уйрӑмӗнче сипленӗ, вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетнӗ.
Тӗслӗхрен, Анна Коробенковӑн ҫемйинче йӗкӗреш – пӗрремӗш ачасем. Ытти амӑшӗсен аслисем пур ӗнтӗ, йӗкӗрешсене килте аппӑшӗсемпе пиччӗшӗсем кӗтеҫҫӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, йӗкӗреш амӑшӗсенчен пӗрне пепкисемпе киле янӑ.
Пурӑннӑ пулсан Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Акробатика енӗпе СССР спорт мастерӗ Виктор Немцев ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитетчӗ.
Вӑл 1936 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Вутлан ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ художника асра тытнине палӑртса курав йӗркеленӗ. Унта ӑстан 100 ытла ӗҫӗ вырӑн тупнӑ.
Виктор Немцев Шупашкарти ӳнер училищинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн художествӑпа графика факультетӗнче вӗреннӗ. Пейзажа, портрет тата натюрморт ӑсти пулнӑ. Художник 2018 чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ.
ШӖМ спорт костюмне вӑрланӑ хӗрарӑма шырать. Вӑл ача кӗтекен хӗрарӑм пулма пултарать.
Калинин урамӗнче вырнаҫнӑ суту-илӳ центрӗнче пулнӑ ку. Кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пӗр хӗрарӑм спорт костюмне йӑтнӑ та касса патӗнчен уншӑн тӳлемесӗрех иртсе кайнӑ. Сутуҫӑсем костюм ҫухалнине асӑрхасан кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Спорт костюмне камера ҫине лекнӗ хӗрарӑм вӑрлама пултарнӑ. Вӑл 35 ҫулти пек курӑнать. Шурӑ калпак, ҫутӑ кӗрен куртка, шурӑ шӑлавар, хӑмӑр пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хура шарф ҫыхнӑ, хура рюкзак ҫакнӑ. Камера ҫине пӑхсан ҫакӑ паллӑ: вӑл ача кӗтме пултарать.
Ӑна паллакан ҫынсене «02» номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Паян ирхине урамра шуҫса ӳкнипе тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтакансем йышланнӑ. Ирхи 6 сехетрен пуҫласа 11 сехетчен Шупашкарта ҫеҫ 15 ҫынпа 10 ача шар курнӑ. Вӗсенчен 1 ҫынпа 1 ачана пульницӑна вырттарма тивнӗ. Ыттисене пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн килте сипленме янӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта травмпункта 12 ҫын пынӑ. Вӗсем пульницӑра сипленмеллех аманман.
Шупашкарта 52 ҫулти хӗрарӑм троллейбусран аннӑ чух шуҫса ӳкнӗ, 73-ри хӗрарӑм — аптекӑран тухнӑ чух. Вӑл картлашка ҫине ӗнсепе тата ҫурӑмпа персе аннӑ. Ӳкнине курнисем васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |