Шупашкарта пурӑнакан Андрей Метлов слесарьте ӗҫлет, насос станцийӗсене пӑхса тӑрать. Вӑл Хӗл мучин тумне пӗлтӗрех илсе хунӑ, анчах ӑна кӑҫал ҫеҫ тӑхӑнса урама тухнӑ.
52 ҫулти арҫын мотосамокат ҫине ларать те ӗҫе васкать. Ӑна курсан ачасем те, аслисем те савӑнаҫҫӗ, алӑ сулса саламлаҫҫӗ. «Кӑҫал пандемие пула урамра Хӗл мучисене курсах каймарӑм. Манӑн вара ҫынсене савӑнтарас килет, Ҫӗнӗ ҫул асамлӑхне туйччӑр», - тенӗ Андрей Метлов.
Унӑн хӑйӗн икӗ хӗр. Ашшӗ Хӗл мучи пулнине вӗсем ырлаҫҫӗ ҫеҫ. Хӗл мучи тумӗпе пырса кӗрсен ӗҫтешӗсем питӗ тӗлӗннӗ. Вӗсем Андрей хӑй тунӑ мотосамокатпа урам тӑрӑх асамҫӑ тумӗпе ҫӳренине пӗлнӗ-ха, анчах ӗҫе килессе шутламан.
Шупашкар хулинче 37 ҫулти арҫын хӗрарӑма вӗлернӗ. Тӗрӗссипе, вӑл ӑна ҫапса пӑрахас темен-ха. Ӳсӗрскер савнине кӗвӗҫнипе хӗненӗ.
28 ҫулти хӗрарӑмпа арҫын Шупашкарти хваттерте пурӑннӑ. Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче арҫын савнипе хирӗҫме тытӑннӑ. Усалскер алли-урине ирӗке янӑ. Хӗрарӑма пульницӑна лекмеллех ислетнӗ. Тепӗр кунхине ҫамрӑк хӗрарӑм куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫына тытса чарнӑ.
Шупашкарти 19-мӗш шкулта вӗренекен Сергей Михайлов тата Элӗк районӗнчи Юнтапари шкулта ӑс пухакан Алексей Григорьева «Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» астӑвӑм медалӗпе чысланӑ. Арҫын ачасем путма пуҫланӑ ҫынсене ҫӑлса паттӑрлӑх кӑтартнӑ.
Сергей Етӗрне районӗнчи Талуй ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвене ашшӗпе тата шӑллӗпе шыва кӗме кайнӑ. Арҫын ача пӗве варринче ишнӗ чухне путма пуҫланӑ хӗрачана асӑрханӑ. Хайхискер резина ҫавракапа ишнӗ те ҫаврӑнса ӳкнӗ. Сергей ӑна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Алексей вара Элӗк районӗнчи Анаткас ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 14-ри арҫын ачана ҫӑлнӑ. Вӑл та матрас ҫинчен ҫаврӑнса ӳкнӗ те путма пуҫланӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарти кардиохирурги корпусӗ те ковид-госпиталь пек ӗҫлеме тытӑнӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
Пульницӑна кислород памалли точкӑсемпе, ИВЛ аппаратсемпе, кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе, эмелсемпе тивӗҫтернӗ. Ҫапла майпа кӑшӑлвируспа чирлисем валли хушма 90 койка хатӗрленӗ.
Чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсемпе аптӑракан пациентсене талӑкӗпех пулӑшу парӗҫ. Васкавлӑ медпулӑшу коронарлӑ синдромпа нушаланакансене Республикӑри кардиодиспансера е Республикӑри клиника пульницинчи юн тымарӗсен регионти центрне илсе ҫитерме пултарать.
Кӑшӑвируспа ҫыхӑннӑ йышӑнусене епле пурнӑҫланине Шупашкарти хулари мобильлӗ ушкӑнсем кану тата уяв кунӗсенче те тӗрӗслӗҫ. Хулара йӗркеленӗ мобильлӗ 17 бригадӑран 10-шӗ общество транспортӗнчи тӑрӑма хаклӗ, 3-шӗ – ют ҫӗршывсемпе ытти регионтан килекенсем патне ҫитсе килӗ, 4-шӗ лавккасене ҫул тытӗ.
Сӑмах май каласан, Ҫӗнӗ ҫул каҫхине Шупашкар хулинче общество транспорчӗ ытти ҫулти евӗр ҫурҫӗр иртиччен ҫӳремӗ. Кӑшӑлвируса пула ял-хулара массӑллӑ мероприятисем ирттерме юрамасть. Ҫавна май раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче республикӑн тӗп хулинче троллейбуссемпе автобуссем ӗҫ кунӗсенчи евӗр ӗҫлӗҫ, вӗсем 23 сехетчен ҫеҫ ҫӳрӗҫ.
Шупашкар хулинчи хула строительствин тата хуҫалӑхӗн техникумӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ ҫыннӑн пӑтӑрмаха ҫакланнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: пуҫлӑхра ӗҫленипе пӗрлех вӑл Шупашкар хулин депутачӗ те пулнӑ.
Экс-пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнине тӗпчевҫӗсем 18 тӗслӗх тупса палӑртнӑ, кивҫен илнине — 6 тӗслӗх, укҫапа усӑ курнӑ тата салатса пӗтернине — 5 тӗслӗх, унсӑр пуҫне саккуна пӑсса тунӑ укҫапа усӑ курнине шута илнӗ.
Техникума юсанӑ чух экс-директор предприятие самай шар кӑтартнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗ шучӗпе 2018-2019 ҫулсенче Словение, Германие кайма турист путевкисем, Чӑваш Енри санаторисенче канма путевкӑсем туяннӑ. Арӑмӗ карас телефонӗпе калаҫнин тӑкакне те техникум шучӗпе саплаштарнӑ.
Шупашкар хулин дупутатсен пухӑвӗн депутачӗ Сергей Антонов кинемее ҫуралнӑ кунпа саламласа открытка янӑ. Анчах вӑл тӑванӗсене савӑнтарман, мӗншӗн тесен кинемей ку тӗнчере ҫук ӗнтӗ, ҫулла вилнӗ.
Ватӑ хӗрарӑм, 1933 ҫулта ҫуралнӑскер, кӑҫал ҫулла утӑн 27-мӗшӗнче пурнӑҫран уйӑлнӑ. Анчах депутат ҫакна тӗрӗслемесӗрех салам открытки янӑ. Ӑна кинемеейӗн тӑванӗ Павел Гарамов почта ещӗкӗнчен илнӗ.
Ку тӑванӗсене кӳрентернӗ. Вӑл депутатран каҫару кӗтнӗ. Сергей Антонов чӑнах та унран каҫару ыйтнӑ.
Чӑваш Енри икӗ тухтӑр Пирогов орденне тивӗҫнӗ. Палӑртмалла: ку наградӑна Раҫҫейре кӑҫал ҫеҫ пама йышӑннӑ.
Сумлӑ наградӑна Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пульницин тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ Вера Алексеева тата Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницин инфекци уйрӑмӗн заведующийӗ Сергей Ефимов тивӗҫнӗ. Орденсене вӗсене паян Шупашкарта панӑ.
Ҫавӑн пекех Президентӑн Хисеп хутне Хулан 2-мӗш пулницин медсестри Антонина Киргизова тивӗҫнӗ. Президент тавне Тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Татьяна Маркелова илнӗ. Ҫак тавах Хулари клиника центрӗн аслӑ медсестри Елена Толчина, Республикӑри ветерансен клиника госпиталӗн тухтӑрӗ Нина Сидорова, Республикӑри клиника пульницин уйрӑм заведующийӗ Петр Павлов тивӗҫнӗ.
Хӗллехи сивӗ хӗл кунӗсенче самантлӑха та пулин ӑшӑ ҫӗре лекме пирӗнтен чылайӑшӗ ӗмӗтленет пулӗ. Ытти ҫул ют ҫӗршывсене кайма май килнӗ пулсан, кӑҫал ун пек май ҫукпа пӗрех. Чикӗ леш енне пули-пулми тухса каяймӑн. Хамӑр патра ҫу кунӗсем ҫитессе ҫеҫ кӗтме тивет.
«Smartavia» авиакомпани халех ҫуллахи кану пирки шухӑшлама сӗнет. Вӑл хӑш-пӗр рейспа билетсене сутма тытӑннӑ та ӗнтӗ. Ҫав шутра Шупашкартан Симферополе вӗҫекен самолет та пур.
Авиакомпани Чӑваш Ене Крымпа 2021 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен ҫыхӑнтарасшӑн.
Рейссен расписанийӗпе тата тарифсемпе авикомпанин сайтӗнче паллашма пулать.
Чӑваш Енре ҫӗнӗ шкулсем хута яма палӑртнӑ. Тӳре-шара хӑш тӑрӑхра шкул тӑвас ыйтӑва татса парас тесе ачасем мӗн чухлӗ ҫуралма пултарнине тишкернӗ.
Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче ҫӗнӗ шкул тума тытӑннӑ. Унта 108 ача валли вырӑн пулӗ. Ҫавӑн пекех Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче шкул ҫумӗнче 120 ача валли пристрой тума палӑртнӑ. 2022 ҫулта Шупашкарти «Садовый» микрорайонта 1650 вырӑнлӑ шкул уҫӑлмалла.
Сӑмах май, кӑҫал Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта 1600 вырӑнлӑ шкул уҫӑлнӑ. Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнче ҫӗнӗ шкул хута кайнӑ, ача пахчи валли пристрой тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |