Шупашкар хулинчи вӑйпитти арҫыннӑн пылак ҫиес килнӗ-ши? Вӑл лавккасенчен пӗринчен 72 плитка шӑккӑлат вӑрланӑ.
Шӑккӑлат вӑрлани видеокамера ҫинче ҫурла уйӑхӗнче ҫырӑнса юлнӑ. Ҫавна йӗрке хуралҫисене лавккара ӗҫлекенсем панӑ.
31 ҫулти арҫын унччен те аолици куҫӗ тӗлне ҫакланкаланӑ. Унччен те — лавккасенчен япала вӑрланипе.
Халӗ арҫынна тытса чарнӑ. Ӑна Шупашкарти тата Шупашкар ҫывӑхӗнчи районсенчи суту-илӳ точкисенчен япала вӑрланӑ тесе шанмаҫҫӗ. Вӑйпитти тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, тӗпчев пырать.
Шупашкара Питӗртен килекен самолет чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Мускаври Внуково аэропортӗнче анса ларнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: самолетӑн топливо системи таса мар пулнӑ.
Паян эпир асӑннӑ лайнерӑн пилочӗ Алексей Николаев ку историе хӑйӗн страницинче комментариленине асӑрхарӑмӑр. Инкеклӗ лару-тӑру пулнӑ тенипе пилот килӗшмест. Пысӑках мар техника сӑлтавӗ ҫеҫ, вӑл кӑлтӑкпа Хабаровска та ҫитме пулатчӗ тесе палӑртнӑ. Шупашкарта вӑл кӑлтӑка пӗтерме пултаракан специалистсем ҫук тенӗ. Ҫавӑнпа вӑл компанипе ҫыхӑнса никӗс аэропортра анса ларма йышӑннӑ. Самолета ылмаштарма 40 минут ҫеҫ иртнӗ.
Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи йӗрке хуралҫисенчен карас ҫыхӑнӑвӗн салонӗсенчен пӗринче администраторта ӗҫлекен ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисене вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, салона пӗр арҫын кӗнӗ. Вӑл батарейка туяннӑ. Япалашӑн 5 пин тенкӗлӗх укҫапа татӑлнӑ. Сутуҫӑ ытлашши укҫана тавӑрса панӑ хыҫҫӑн арҫыннӑн вакки те тупӑннӑ. Администратора вӑл вак укҫа тыттарнӑ, 5 пин тенкӗлӗххине каялла илнӗ.
Арҫын лавккаран тухса кайсан сутуҫӑ 2 пин тенкӗ ҫитменнине асӑрханӑ. Улталанӑ тесе шухӑшлакан арҫынна Чулхула облаҫӗнчи Лысково хулинче тытса чарнӑ. Ӑна Чӑваш Ене конвойпах илсе килнӗ. Арҫын чӳк уйӑхӗн 15 тата 16-мӗшӗсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта та ҫавӑн пек улталаса ҫӳренӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӗрӗнпур облаҫӗнче пурӑнаканскер тӗрмерен кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче ҫеҫ тухнӑ.
Шупашкар хулинче пӗр арҫын чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче машинӑри барсеткӑна ҫухатнӑ. Автомобильрен вӑл пӗр 40 минутлӑха тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра машинӑри пурлӑх ҫухалнӑ. Арҫын машина алӑккине хупса хӑварман иккен.
«ГАЗель» автомобиль Эльмен урамӗнче ларнӑ. 51 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пӗчӗк сумкӑра 15 пин тенкӗ укҫа пулнине пӗлтернӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ теҫҫӗ. Хула урамӗ куҫлӑ та, хӑлхаллӑ та. Машина патӗнче ҫӳрекен шанчӑксӑр ҫынна асӑрхакансем, чӑн та, тупӑннӑ. Шӑпах вӗсем пулӑшнипе 38 ҫулти арҫынна тытса чарма май килнӗ. Вӑл унччен темиҫе хут та судпа айӑпланнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашарпа Шупашкар хушшинче автобус ярӗҫ-и? ЧР Элтеперӗ «Грни» хаҫата панӑ интервьюра икӗ хула хушшинче вӑхӑтлӑх маршрут – автобус – ярассине пӗлтернӗ.
Аса илтерер: унччен Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара 100-мӗш троллейбус ҫӳретчӗ. Анчах транспорт шучӗ сахал пулнӑран ӑна нумай вӑхӑт кӗтме тивнӗ. Маршрута ҫӗнӗрен ярӗҫ-и? Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, маршрут йӗркеллӗ ӗҫлетӗр тесен 15 троллейбусран кая мар ямалла. Кӗҫех республикӑна 68 ҫӗнӗ троллейбус килмелле, тен, пӗр пайне шӑпах ҫак маршрутпа ярӗҫ. Анчах хальлӗхе ку татӑклӑ хурав мар-ха. Тӳре-шара лару-тӑрӑва тишкерӗ.
Элтепер икӗ хула хушшинче ҫӳрекен 3-4 маршрутпа автобуссем яма шантарнӑ.
(Охатер Томеев ҫуралнӑранпа 320 ҫул ҫитнине асӑнса)
Халӑха нихӑҫан та вӑйпа хистемелле мар, ӑна вӑл е ку ҫӗнӗлӗхе йышӑнма, малалла талпӑнма хӑнӑхтармалла, ӳкӗте кӗртме пӗлмелле. 18 ӗмӗрте те чӑваша хистекенсене хирӗҫлекенсем, халӑхӑмӑра чунран-чӗререн юратакансем, тӑван чӗлхемӗре хӳтӗлекенсем, унпа усӑ курса ӳкӗтлекенсем тупӑннӑ. Ун йышшисенчен чи малтанхи Охатер Томеев (вӑл 1700 ҫул тӗлнелле хальхи Чӑваш Республикин Шупашкар районне кӗрекен Питтукасси ялӗнче ҫуралнӑ) пулнӑ. Ҫак мухтавлӑ ҫын чӑваш историйӗнче халӑхӑмӑра тӗне вӑйпа кӗртнине тата наци пусмӑрне хирӗҫ хӑюллӑн ҫӗкленнӗ кӗрешӳҫӗ пек паллӑ. Охатер Томеев чӑваш хутлӑхне вырӑс православийӗ тӑван чӗлхемӗр урлӑ кӑна лайӑх ҫитме пултарасса пуринчен малтан туйса илнӗ, чӑваш тӑрӑхӗнче ӳкӗтлевҫӗ пулма шухӑш тытнӑ. Унӑн ӗмӗтне тепӗр 20 ҫултан Ермей Рожанский пурнӑҫлама пуҫӑнать. Ҫак мал ӗмӗтлӗ чӑвашсене пӗрлештерекен тепӗр ен вӑл вӗсене тӑван халӑхӑмӑр хӑй ҫав ӗҫе шанса пама кӑмӑл туни, ӳкӗтлевҫӗ пулма ыйтни. Ҫакӑ вара вӗсем халӑхӑмӑрӑн чӑн-чӑн ертӳҫисем пулнӑ тесе калама май парать.
Питӗр хулинчен Шупашкара килекен самолет юсавсӑр пулнӑ. Ҫакӑ вӑл сывлӑша ҫӗкленсен палӑрнӑ. Самолет юсавсӑррине пӗлсен пилотсем Мускаври Внуковӑра анса ларма йышӑннӑ. Ку хыпара «РЕН ТВ» телеканал ӗнер, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмахӑн сӑлтавӗ – техника юсавсӑрлӑхӗ. Самолетӑн топливо системи таса мар пулнӑ.
Лайнерта 140 пассажир тата экипаж членӗсем пулнӑ. Ҫынсем суранланни пирки пӗлтермен.
Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Мускаври Шереметьевӑра груз турттаракан самолет кӗтмен ҫӗртен анса ларнӑ. «Шанхай — Майн ҫӗрӗ ҫинчи Франкфурт» маршрутпа груз турттараканскерӗн датчикӗ борт юсавсӑрри пирки систернӗ.
Шупашкарта полицейскисем арҫынна шыраҫҫӗ. Шар курнӑ ҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӑна енчӗкне хӑйех панӑ.
Ку юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулнӑ. Граждан урамӗнчи кафере эрех ӗҫнӗ чухне вӑл ҫамрӑк арынпа паллашнӑ. 33-рискер ӑна енчӗкне тыттарнӑ та темӗн туянма ыйтнӑ. Енчӗкре, хӑй каланӑ тӑрӑх, 16 пин тенке яхӑн пулнӑ. Ун пирки вӑл киле ҫитсен тин аса илнӗ.
Сӑнӳкерчӗкри арҫынна куракансене шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Ун пирки ҫак номерсемпе пӗлтермелле: 8-999-756-26-18, 8-903-066-48-72 е 102.
Паян, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнче авари пулнӑ. Шел те, унта пӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Паян ирхи 6 сехет те 45 минутра Етӗрне районӗнче «Сӑр» автоҫулӑн 15-мӗш ҫухрӑмӗнче «ГАЗель» тата «Шупашкар – Етӗрне» маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус ҫапӑннӑ.
Аварире грузовикри пассажир, 42 ҫулти арҫын, вилнӗ. Микроавтобусра тӑватӑ пассажир пулнӑ. Телее, вӗсем аманман.
Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса ултавҫӑсен аллине лекни пирки каласа кӑтартнӑ.
Хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан хӗр шӑнкӑравланӑ, хӑш банкпа усӑ курни пирки ыйтнӑ. Унтан шӑп та лӑп ҫав банкран шӑнкӑрав килнӗ. Палламан ҫын хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Такам хӗрарӑм ячӗпе кредит илесшӗн имӗш.
Хӗрарӑм парольсене пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн ултавҫӑсем хӗрарӑм ячӗпе кредит хатӗрленӗ, ӑна банка килме ӳкӗте кӗртнӗ. Унта хӗрарӑм кредит укҫине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарнӑ. Вӑл вара ултавҫӑсен пулнӑ. Хӗрарӑм пӗтӗмпе 1 млн тенкӗ куҫарса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |