Шупашкарта пурӑнакан арҫын базӑран консерв вӑрласа пурӑннӑ. Куншӑн вӑл суд сакки ҫине ларнӑ.
Хайхи арҫын кӑҫал ҫӗртмен 25-мӗшӗнче вӑрра кайнӑ. 23 сехет те 30 минутра вӑл хапха айӗпе базӑна кӗнӗ, морозильникӑн ҫӑрине ҫӗмӗрнӗ. Ун чухне арҫын 5 курупка ӗне чӗлхи йӑкӑртса тухнӑ.
Тепӗр кун та ҫав «схемӑпах» ӗҫленӗ. Ун чухне вӑл каллех ӗне чӗлхи вӑрланӑ, пӗтӗмпе – 14 курупка. Кунсӑр пуҫне икӗ курупка лосось йӑтса тухнӑ.
Ҫӗртмен 30-мӗшӗнче каллех «сунара» тухнӑ. Хальхинче вара морозильник пушах пулнӑ. Палӑртмалла: пур тӗслӗхре те арҫын ӳсӗр пулнӑ.
РФ Следстви комитечӗ Чӑваш Енри управленийӗ ӳт сутса пурӑнтаракансен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Вӑл 49 томран тӑрать. Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май 90 ытла ҫынран ыйтса пӗлнӗ, 18 хутчен ухтарнӑ, 32 суд экспертизи туса ирттернӗ.
Хӗрсене ӳт сутса пурӑнма йӗркеленӗ ушкӑнра 41 тата 27 ҫулсенчи икӗ арҫын тата 24 ҫултан пуҫласа 51 ҫулчченхи 4 хӗрарӑм пулнӑ. Вӗсем ҫул ҫитмен ҫамрӑксене те асӑннӑ енпе пурӑнма хистенӗ. Теприсене пысӑк укҫаллӑ, Шупашкарта хваттерлӗ пулассипе, «ӗҫрен» кирек хӑш вӑхӑтра пӑрахса кайма май пуррипе илӗртнӗ. Хӗрсен тем те тӳсме тивнӗ, ҫав шутра — хӗненине те.
Чӑваш Енре лайӑх пӗлекен Игорь Моляков депутат чирлесе ӳкнӗ. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра вӑл — РФ Патшалӑх Думин депутачӗ.
«Правда ПФО»тӗнче тетелӗнчи хаҫат ҫырнӑ тӑрӑх, депутат пульницӑра тӑнсӑр выртать текен хыпара тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче пӗлтернӗ. Хӑшӗсем ӑна операци тунӑ тесе те ҫырнӑ.
«Правда ПФО» хаҫат та депутатпа телефонпа ҫыхӑнайман. Игорь Моляков телефона сӳнтернӗ. Депутатӑн пулӑшуҫи Альбина Шашина асӑннӑ кӑларӑма хыпарланӑ тӑрӑх, Игорь Моляков Мускава Шупашкартан юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗн каҫхине вӗҫсе кайнӑ. Ирпе вӑл хӑйне япӑх туйнине, хырӑм ыратнине пӗлтернӗ. Васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнме тивнӗ.
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти полицейскисенчен икӗ хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. Иккӗшне те пӗр пек хуйхӑ канӑҫсӑрлантарнӑ. Вӗсем тӗнче тетелӗнчи ятарлӑ лапамсем урлӑ тавар пӗрле туянмалли меслетпе усӑ курас тенӗ. Апла меслетпе вӗсем унччен вӗҫӗм туяннӑ. Анчах хальхинче укҫа кирлӗ ҫӗре ҫитеймен.
59 ҫулти хӗрарӑм вырӑн ҫине сармалли комплект туянма икӗ пин тенкӗ куҫарнӑ. Анчах тавар сутакан патне вӑл укҫа ҫитмен. Ултавҫӑсем ун ячӗпе суя страница хатӗрленӗ иккен.
Шупашкарти 37 ҫулти хӗрарӑм та улталаннӑ. Вӑл 3 пин тенкӗ ытларах куҫарса янӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Народный участковый» (чӑв. Халӑх участковӑйӗ) конкурс кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут иртет. Унта хутшӑнма тивӗҫлисене малтан регионсенче палӑртаҫҫӗ.
Пирӗн республикӑран унӑн регионти тапхӑрне полицин участокри 13 уполномоченнӑйӗ хутшӑннӑ. Вӗсемшӗн онлайн мелпе юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗччен сасӑланӑ.
Онлайн сасӑлавра пуринчен ытла сасӑ пухни – ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн 3-мӗш пайӗнчи полицин уполномоченнӑйӗ Айрат Умеров. Полицин капитанӗ шалти ӗҫсен органӗсенче 2007 ҫултанпа тӑрӑшать, ҫав шутран 6 ҫул – участковӑй пулса. Вӑл Шупашкарӑн Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи нумай хваттерлӗ 12 ҫуртне пӑхса тӑрать.
Шупашкарта чӑваш юмах-халапӗсенчи сӑнарсен тумне хатӗрлемелли «Чудеса в парке» (чӑв. Паркри тӗлӗнтермӗшсем) конкурс иртет. Ӑна А.Г. Николаев космонавт ячӗллӗ ача-пӑча паркӗ йӗркеленӗ. Конкурса Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприятие йӗркелекенсем халӑх культурине тӗпе хурса ачасене илеме туйма вӗрентесшӗн, чӑваш наци тумне сарас тӗллевлӗ.
Конкурса хутшӑнакансен юмах-халапсенчи сӑнарсен тумне хатӗрлемелле тата ун ҫинчен кӗскен каласа кӑтартмалла.
Тӗрлӗ сӑнарпа усӑ курма пулать. Тӗслӗхрен, Улӑп, Шуйттан, Турӑ, Пӳлӗх, Куйкӑрӑш, Йӗрӗх, Вутӑш, Вупӑр, Вӗриҫӗлен, Арҫури.
Конкурса хутшӑнакансен заявкисене юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗччен mirdetstva.cheb@mail.ru электрон адреспа йышӑнӗҫ. Унта ята-хушамата, сӑнар ятне тата ӑна ӑнлантарнине, хӑвӑрӑн телефон номерӗпе электрон почтӑна кӑтартмалла.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пысӑк инек пулнӑ. 13-мӗш хутран ача ӳксе вилнӗ.
Пӗчӗкскер 3 ҫулта пулнӑ. Вӑл ӗнер 19 сехет те 50 минутра чӳречерен тухса ӳкнӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ача килте аслашшӗпе /е кукашшӗпе/ пулнӑ. Вӑлах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Шел те, ача тухтӑрсем киличчен сывлама пӑрахнӑ.
Инкек вырӑнӗнче пулнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ача подъезд тӑррине ӳкнӗ. Унӑн кӗлеткине пушар машинин пусмипе илсе антарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакансем Оперӑпа балет театрӗ умӗнчи картана тиркесе пӗтернӗ. Ҫавӑн пирки вӗсем Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева пӗлтернӗ.
Паян республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви театра карта мӗн тума кирлине ӑнлантарса панӑ.
Культура министерствинче ӗҫлекенсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне, сывлӑхне тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене терроризмран сыхлассишӗн влаҫ органӗсем яваплӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ тавра карта тытнине хӑрушсӑрлӑхшӑн пӑшӑрханнипе сӑлтавланӑ.
Территорие пысӑк тиевлӗ автотранспортран тата ятарлӑ техникӑран сыхласшӑн-мӗн. Театра пыракансене вара ирӗклӗнех кӗртеҫҫӗ.
Юлашки вӑхӑтра Патӑрьел районӗнче икӗ палӑк уҫӑлчӗ. Аса илтерер: Чӑваш Ишек ялӗнче вырӑс классикне Александр Пушкина сума суса лартнӑччӗ. Асӑннӑ районти Турхан ялӗнче ӗнер Алексей Кокель художникӑн палӑкне уҫнӑ. Палӑк-бюст авторӗ — Чӗмпӗр облаҫӗнчи паллӑ скульптор Николай Кондрашкин. Палӑка уҫма Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен пайташӗсен ассамблейин ертӳҫи Лев Кураков пулӑшнӑ.
Ҫак йӗркесен авторне Николай Кондрашкин скульптор пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр палӑк уҫасшӑн. Ӑна та Николай Кондрашкин хатӗрленӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, палӑксене маларахах туса хатӗрленӗ, «халӗ Лев Пантелеймонович Кураков ырласа чысланипе ӗҫе кӗрсе пыраҫҫӗ».
Николай Ашмарин палӑкӗ Шупашкарти Ашмарин урамӗнче пулӗ.
Чӑваш Енӗн ҫӗнӗ прокурорӗ Андрей Фомин республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен редакторӗсемпе тӗл пулнӑ. Вӑл курнӑҫӑва пресс-конференци евӗр йӗркелемен пулин те прокурор журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Шупашкара килсен Андрей Фомин велосипед туяннӑ. Вӑл унпа ярӑнма кӑмӑллать. Ирхи 7-рен пуҫласа 8 сехетчен пысӑк теннисла вылять. Наци апат-ҫимӗҫӗ пирки те ыйтнӑ. Анчах прокурор нихӑшне те уйӑрса каламан.
Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче республика ертӳҫине Олег Николаева ҫӗнӗ прокурорпа паллаштарнӑччӗ. Юстицин 3-мӗш класлӑ патшалӑх советникӗ Андрей Фомин унччен Крым Республикин прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |