Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта Халӑхсен пӗрлӗхӗн уявне паллӑ тӑвӗҫ. Ҫак кун «Вместе-Пӗрле!» фестиваль иртӗ. Ӑна ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пуҫарнипе йӗркелеҫҫӗ.
Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче мероприяти мӗнле пулассине сӳтсе явнӑ. ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Каликова Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче ҫӗнетнӗ Хӗрлӗ лапамра митинг-концерт, Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче уяв мероприятийӗ ирттерме сӗннӗ.
Уявра республикӑри наципе культура пӗрлешӗвӗсем, профессионал ушкӑнсем чи лайӑх номерӗсене кӑтартӗҫ.
Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисем 46 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна вӗсем ҫын укҫине тытнӑшӑн айӑпласшӑн.
Юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисенчен 32 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр банкоматран 3 пин тенкӗ укҫа илес тенӗ. Анчах банк карттине илнӗ те укҫа пирки манса кайнӑ. Васканипе ҫавӑн пек пулса тухнӑ унӑн. Темиҫе минутран аса илет те, каялла ҫаврӑнса пырать. Анчах банкоматра укҫа хӑй хуҫине кӗтсе выртман.
Йӗрке хуралҫисем арҫын уйрӑлса кайнӑ хыҫҫӑн банкомат патне хӗрарӑм пынине палӑртнӑ. Шӑпах вӑл ҫын укҫине илсе чикнӗ те. Ун тӗлӗшпе «Вӑрланӑшӑн» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тэон мӗн тенине пӗлетӗр-и? Ку – арҫын ача ячӗ. Анчах вӑл ача ҫуратмалли ҫуртра мар, килтех кун ҫути курнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн Мускав районӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал вӗсем килте ҫуралнӑ ҫиччӗмӗш ачана регистрациленӗ. Тэон вара – ҫемьери иккӗмӗш ача.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта ҫуралнӑ хӗрачана чӑваш наци ятне панӑ. Ӑна Тайруна тесе ҫыртарнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти «Полигон» культура центрӗнче «О чем молчат куклы деда Тероша?» документлӑ фильм кӑтартнӑ.
1919-2020 ҫулсенче пурӑннӑ Терентий Дверенин шӑпи урлӑ тӑван ҫӗршывӑн пӗр ӗмӗрне сӑнлама, ӑнланма пулать тесен те пысӑк йӑнӑш мар. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑннӑ ҫын ватлӑхра пуканесем ӑсталама тытӑннӑ. Ахаль пуканесем мар. Чӑваш чунӗллӗскерсене. Чӑвашла тумланнӑскерсене. Калас тенине чӑвашла калама ӑнтӑлаканскерсене.
Аса илтерер: ӗҫе Марина Карягина режиссер тата сценарист Сергей Мышев, Владимир Сергеев, Виктор Степанов, Екатерина Янгалакова операторсемпе, Карина Петрова монтаж режиссерӗпе, Владимир Неверов тата Сергей Блинов сасӑ режиссерӗсемпе пӗрле хатӗрленӗ.
Шупашкар хулинчи Уруков урамӗнчи 16–мӗш ҫуртри 204-мӗш пӳлӗмре чӑвашлӑх пирки калаҫма ытларикунсерен пуҫтарӑнаҫҫӗ. Кун пирки Вырак Суварин «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Варык Суварин ҫырнӑ тӑрӑх, «Чӑваш тӗнчи» пуҫарулӑх ушкӑнӗ хӑйӗн ӗҫ тӑваслахне 18 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен пӑхса тухать, сӳтсе явать, ӗҫ тумаллине палӑртать».
Пуҫарулӑх ушкӑнӗ «Чӑваш тӗнчи» чӑвашлӑхшӑн ӗҫ тӑвас текенсене ҫав ушкӑна хутшӑнма чӗнсе каланӑ.
Шупашкарти сӗрмекупӑс ӑстине Юрий Башмет ертсе пыракан ҫамрӑксен пӗтӗм Раҫҫейри симфони оркестрне суйласа илнӗ. Конкурса ҫӗршывӑн 56 регионӗнчи ҫамрӑк ӑстасем хутшӑннӑ. Вӗсен пултарулӑхне онлайн-мелпе хакланӑ. Шупашкарти Александра Николаева конкурса хутшӑннӑ 800 ачаран пӗри пулнӑ. Вӗсенчен 150-шӗ тӗп йыша лекнӗ, 50-шӗ — стажер ушкӑнне.
Александра Николаева — Шупашкарти Воробьев ячӗллӗ 2-мӗш музыка шкулӗнчи «Калейдоскоп» ансамбльти сӗрмекупӑсҫӑсенчен пӗри. Хӗрача тӗрлӗ конкурса хутшӑнса ҫӗнтерме пултарнӑ. Нумаях пулмасть вӑл Европӑн культура ассоциацийӗ ирттернӗ «Art Paris Fest» пӗтӗм тӗнчери конкурсра палӑрнӑ. Юрий Башмет ансамбльне Шупашкар хӗрне стажер пулма суйланӑ.
Паян Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ пулма 39 ҫулти Денис Спирина шаннӑ. Ҫапла вара экономика министрӗн ҫумӗсем халӗ тӑваттӑн: Инна Антонова, Екатерина Кузьмина, Ирина Крылова тата Денис Спирин.
Денис Спирин — Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пуҫарнипе авӑн уйӑхӗнче ирттернӗ «Ертӳҫӗсен команди» республикӑри конкусра ҫӗнтернӗ пилӗк ҫынтан пӗри. Пӗр вӑхӑтра вӑл «Мегаполис» банкӑн правленийӗн председателӗ пулнӑ, кайран «Анастасия» тата «Динас» предприятисен гендиректорӗнче ӗҫленӗ. Аслӑ пӗлӗве Шупашкарти коопераци институтӗнче, Питӗрти патшалӑхӑн экономика университетӗнче, Мускаври гуманитарипе экономика институтӗнче илнӗ.
ҪҪХПИн Шупашкарти экипажӗ Елчӗк районӗнче водителе тытса чарнӑ. Хӑйсемпе пӗрле алкотестер пулман. Вӑл урӑ е ӳсӗр пулнине палӑртма районти тӗп пульницӑна илсе кайнӑ.
Пульницӑра алкотестер пулнӑ-ха, арҫын сывланӑ, анчах экран ҫинчи кӑтартӑвне вӗсем пичетлеймен. Алкотестер юсавсӑр пулнӑ-мӗн.
Водителе урӑх алкотестерпа сывлаттарнӑ-и е ҫук-и – пӗлтермен. Анчах ҫакӑ паллӑ: прокуратура тӗп тухтӑр тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Халӗ пульницӑн ҫӗнӗ алкотестер туянмалла пулӗ.
Чӑваш Енри Пахчаҫӑсен союзӗн ертӳҫи Юрий Соколов Челябинск хулине 70 пин хыр хунавӗ, 2-шер пин чӑрӑшпа юман, 800 ҫӑка парнеленӗ. Хунавсене пахчаҫӑ Мускав облаҫӗнчи тата Чӑваш Енри пахчасенче ӳстерет. Ыркӑмӑллӑх акцийӗпе Челябинск хулине вӑл ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, пырса ҫитнӗ. Унсӑр пуҫне кӗпӗрнаттӑра вӑл 20 кедрпа 50 юман парнеленӗ.
«Хулара Космонавтсен аллейине уҫма сирӗн ертӳҫӗсем ирӗк парсан эпӗ 120 кӑвак чӑрӑш илсе килнӗ пулӑттӑм», – тенӗ Юрий Соколов «74.RU» онлайн-медиа журналисчӗсене.
Вырӑнти ертӳҫӗсем ҫеҫ мар, Челябинск ҫыннисем те Юрий Соколова тав тӑваҫҫӗ. «Ҫын-тӑк ҫын! Пирӗн хушӑра ҫавӑн пек ҫынсем пулсанччӗ!», «Пур пек ҫавӑн пек ҫынсем!!! Йывӑҫсем чӗрӗлччӗр кӑна, пысӑк тав ӑна!», «Чӑвашсем – ӗҫчен халӑх. Маттурсем. Шупашкарта питӗ таса!», — тесе ҫырнӑ вӗсем.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр арҫын ҫынна пулӑшас тесе укҫасӑр юлнӑ. Пӑтӑрмах Совхоз урамӗнчи пӗр ҫурт умӗнче пулса иртнӗ.
51 ҫулти арҫын патне пӗр ҫамрӑк пынӑ, ӑна вӑл йӑпӑртлӑха шӑнкӑравлама телефон пама ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ. Телефонпа айккинелле пӑрӑнсан хайхи этем арҫын телефонӗ ҫинчен хӑйӗн картти ҫине укҫа куҫарнӑ. Ҫавна ҫирӗплетекен ҫырусеӗе ҫийӗнчех хуратнӑ.
Ҫынна пулӑшма килӗшнӗ арҫын укҫа ҫухалнине темиҫе сехетрен ҫеҫ сиснӗ. Вӑл йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисем Тӑвай районӗнчи 25 ҫулти ҫамрӑка тытса чарнӑ. Вӑрланӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |