Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ, РСФСР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, К.С. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ Владимир Мазанов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.
Пулас художник 1920 ҫулта Дон ҫинчи Ростов хулинче ҫуралнӑ, Горький (хальхи — Чулхула) хулинчи ӳнер училищинче вӗреннӗ. Асӑннӑ хулара пӗр вӑхӑт оперӑпа балет театрӗнче художник-декоратор пулса тӑрӑшнӑ. Кайран Шупашкарти театрсенче художникра ӗҫленӗ.
1966 ҫулта ӑна Шупашкарти Вырӑс драма театрӗн тӗп художникӗ пулма шаннӑ. 1970-1982 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тӗп художникра театрта тимленӗ. Вӑл ҫӗршыври тата республикӑри тӗрлӗ курава хастар хутшӑннӑ.
«Мир квартир» портал специалисчӗсем ҫурт-йӗр тара илме мӗн хака ларнине тишкернӗ. Хваттер тара илейменнисем пӳлӗм суйлаҫҫӗ. Вӑтамран илсен, хак 1,5 процент ӳснӗ.
Хаксем ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫӗршывӑн 39 пысӑк хулинче ӳснӗ, 31 хулара чакнӑ.
Севастопольте, сӑмахран, пӳлӗм тара илме халӗ 24,1 процент хаклӑрах ларать, Барнаулта – 18%, Пензӑра – 15%, Волгоградра – 14,2%, Мурманскра – 12,3%, Сочире – 12,1%, Якутскра – 12,1%, Белгородра – 9%, Аҫтӑрханта – 8,8%.
Хаксем Магнитогорскра хак 19,3 процент йӳнелнӗ, Тольяттире –13,4%, Краснодарта – 8,5%, Тверьте – 8% , Чуллӑ Ҫырта –7,7%, Шупашкарта – 7,3%, Хусанта – 5,2%. Мускавра 6,5 процент йӳнелнӗ, Мускав облаҫӗнче – 6,5%, Питӗрте – 4,6%.
Шупашкар ҫынни урам тӑрӑх чупакан хир сыснисене ӳкерсе илнӗ. Чӗрчунсем хулан Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗӗче ҫӳренӗ. Чӑваш Ен Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче шухӑшланӑ тӑрӑх, хир сыснисене пиҫсе ҫитнӗ улма-ҫырла пиҫсе, пахча-ҫимӗҫ пулса ҫитни илӗртнӗ.
Чӗрчунсем хулана ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗн каҫхине пырса кӗнӗ. Хула ҫынни «Байконур» микрорайонта уҫӑлса ҫӳренӗ. Тискер чӗрчунсем ҫырма патӗнчи ҫул урлӑ чупса каҫнӑ.
«Пӗр вунна яхӑн хир сысниччӗ. Ҫуртсем патӗнче вӗсене курни кӗтменлӗх пулчӗ», – тенӗ видео авторӗ.
Хир сыснисем маларах хулара ҫӳренӗ. Чӑваш Ен ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ Николай Косулин каланӑ тӑрӑх, хир сыснисене дачӑсемпе пахчасенчи панулми, слива, ҫӗрулми илӗртет.
Раҫҫей почтин Чӑваш Енри управленийӗ 5 ҫӗнӗ автомобильпе пуянланнӑ. Вӗсен марки — «LADA Largus». Ҫулталӑк вӗҫлениччен тата тепӗр 14 автомобиль илсе килӗҫ.
Раҫҫей почтин Чӑваш Енри уйрӑмӗнче хальхи вӑхӑтра – 117 транспорт, ҫав шутран 8-шӗ курьер службине тивӗҫтерет. Почта машинисен пӗтӗмӗшле маршручӗ 12 пин те 500 метрпа танлашать.
Халӗ илсе килне пилӗк автомобильтен иккӗшне курьер службине уйӑрса парӗҫ, виҫҫӗшӗ почта турттаракан хаҫат-журналпа ытти япалана Шупашкарта пӗр вырӑнта тепӗр ҫӗре илсе ҫитерӗ. Автомобильсене 750 килограмм таран тиеме пулать. Вӗсене маякпа, сиренӑпа тата сигнализаципе тивӗҫтернӗ.
Шупашкарти Прещидентӑн пепкеллӗх центрӗнче чӗре чирӗллӗ хӗрача ҫуралнӑ. Врачсем ӑна тӗплӗн тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫине тӑрса сиплеме тытӑннӑ. Телемедицина меслечӗпе кардиохирурги клиникисенчи специалистсемпе канашланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пепкене Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерствин Пенза хулинче вырнаҫнӑ Федерацин чӗрепе юн тымарӗсен хирургийӗн центрне илсе кайма йышӑннӑ.
Шупашкарти пепкелӗх центрӗнче кирлӗ реанимаци оборудованийӗ, ҫав шутра реанимобильсем те, пур. Вӗсене туянма укҫана пӗлтӗр республика хыснинчен уйӑрнӑ.
Ачапа инҫе ҫула реанимаци уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Наталия Скворцова анестезиолог-реаниматолог, Алина Романова медицина сестри-анестезисчӗ тата Анатолий Васильевпа Сергей Андреев водительсем ҫула тухнӑ. Федераци центрӗнче пепкене операци тунӑ. Халӗ ача хӑйне аван туять. Хӗрача ҫемьери пӗрремӗш тата кӗтнӗ ача иккен.
Республикӑн ача-пӑча клиника пульницинче Чечен Республикинчи хӗрачана операци тунӑ. Пӗчӗкскерӗн сайра тӗл пулакан чир пулнӑ. Ачан кӑкӑр клеткин форми ҫуралнӑ чухнех улшӑннӑ.
Торакопластика текен операцие ача-пӑча клиника пульницин тӗп тухтӑрӗ Анатолий Павлов (вӑл — ача-пӑча хирургӗ), Дмитрий Лукоянов анестезиолог-реаниматолог тата ача-пӑчан хирруги уйрӑмӗн заведующийӗ Иван Глазырин ирттернӗ.
Кун пек кӑткӑс операцие пульницӑра унччен те ирттернӗ. Анатолий Павлов тӗп врач кӑкӑр клеткине тытакан ятарлӑ пластина шухӑшласа кӑларма хутшӑннӑ. Унӑн патентне те илме пултарнӑ. Халӗ ҫав хатӗрпе тухтӑрсем усӑ кураҫҫӗ.
Шупашкарта 65-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобусӑн ҫулне улӑштарнӑ. Ку ыйтӑва Шупашкар администрацийӗнче татса панӑ.
65-мӗш маршрутка Кабель тӑкӑрлӑкне кӗрсе тухӗ, анчах – уйрӑм расписанипе. Ку 32-мӗш тата 52-мӗш автобуссем Чантӑра тата Заовражнӑя кӗрсе тухнӑ евӗр пулӗ. Ҫапла майпа «ЖБК-9» общество чарӑнӑвӗнче ларакансемшӗн тата анакансемшӗн меллӗ пулӗ.
65-мӗш маршрут кӑҫалхи тӑваттӑмӗш кварталтан ҫӗнӗ маршрутпа ҫӳреме пуҫлӗ, ун чухне ҫӗнӗ перевозчик тупӗҫ. Тӳре-шара 3-мӗш автобуса пачах хупма палӑртнӑ.
Шупашкарта Президент пепкелӗх центрӗнче ҫуралнӑ ачана хӑйне евӗр ят хунӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ҫут тӗнчене килнӗ хӗрачана Лусэ тесе ҫыртарнӑ. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 7-мешӗнче кун ҫути курнӑ, ятне вара ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ҫыртарнӑ.
Тӗнче тетелӗнче Лусэ ята шыраса тупма ҫук, вӑл мӗне пӗлтернине калама хӗн. Ҫапах Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем ашшӗ-амӑшӗн кӑмӑлне тивӗҫтернӗ, ята ҫыртарнӑ.
ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем ашшӗ-амӑшне хӗрача ҫуралнӑ ятпа саламланӑ, ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство панӑ.
Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополине Улан-Удэри тата Бурят Республикинчи Савватий митрополит ертсе пыма тытӑнӗ.
Аса илтерер: 89 ҫулти Варнава митрополит кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнӗччӗ.
Савватий (Сергей Геннадьевич Антонов) Шупашкарта ҫуралнӑ. Вӑл Кӑнтӑр поселокӗнчи 3-мӗш вӑтам шкулта вӗреннӗ. Хӗсметре пулнӑ. 1989 ҫулта вӑл манах пулса тӑнӑ. Ҫав ҫулах Шупашкарти Введени чиркӗвӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унӑн ашшӗ Геннадий Антонов та чиркӳре ӗҫленӗ. 1993 ҫулта Савватий Антонов арҫынсен Шупашкарти мӑнастирне ертсе пыма тытӑннӑ. Юлашки ҫулсенче Бурят Республикинче ӗҫлесе пурӑннӑ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тухтӑрӗсем вӗҫӗмех тӗрлӗ семинара ҫӳреҫҫӗ. Хамӑр ҫӗршыври форумсене хутшӑнаҫҫе ҫеҫ мар, чикӗ леш енне те каяҫҫӗ. Хӑйсем вӗреннипе пӗрлех ыттисене те ӑсталӑха хӑнӑхтараҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Хусанта «Артромастер» ассоциаци халӑхсем хушшинчи вӗрентӳ шкулне тӑваттӑмӗш хутчен йӗркеленӗ. Унта Шупашкарти Родион Драндров тухтӑр хутшӑннӑ. Тӗрлӗ регионти ӗҫтешӗсене вӑл хулпуҫҫи шӑммине ыратнине ирттернӗ чух ультрасасӑ тӗрӗслевӗпе тӗрӗс усӑ курма ирттерме вӗрентнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |