Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатр» чарӑну ятне ылмаштарасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: чарӑну ятне ылмаштарас сӗнӳпе яваплисем патне Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫитнӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, театрӑн директорӗ Елена Николаева чарӑнӑва «Ҫамрӑксен театрӗ» ят пама ыйтнӑ.
Сӗнӗве халӑхпа сӳтсе явмӗҫ, чарӑну ятне унсӑрах ылмаштарӗҫ.
«Сеспель» кинотеатр 2014 ҫулхи ҫулла хупӑннӑ. 2016 ҫул вӗҫӗнче ҫурта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне пачӗҫ. Театрта калӑпӑшлӑ юсав ӗҫӗсем туса ирттерчӗҫ, халӗ те ун тавралли территорие тирпей-илем кӗртессипе ӗҫленине эпир пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ кун, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӑва ҫинче пулнине аса илсе Фейсбукра ҫырнӑ.
«Темшӗн чун туртрӗ», — тенӗ вӑл. Журналист тата публицист республика аталанӑвӗнче йӗр хӑварнӑ ҫынсен вил тӑприсем ҫинче пулнӑ. Даниил Эльмен патне те ҫитнӗ.
Даниил Эльмен Хусанта национальноҫсен ӗҫӗсен Халӑх комиссариачӗн чӑвашсен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче тата «Канаш» хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗ. Юлташӗсемпе пӗрле вӑл Чӑваш ӗҫ коммунине тӑвассишӗн тӑрӑшнӑ. Каярах Чӑваш автономи облаҫӗн ревкомӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Лидия Филиппова журналиста Эльмен сӑнӳкерчӗкӗ чӗрмеленсе пӗтни тӗлӗнтернӗ. Паянхи-ӗнерхи чӗрӗк мар тесе пӗтӗмлетнӗ вӑл. Тата журналист Республика кунӗнче Эльмен вил тӑпри ҫине никам та чечек хуманнинчен тӗлӗннӗ.
Раҫҫее Хӗвеланӑҫ Африкӑри Сенегал каччи 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче килнӗ. Мамаду Фалл вӑл вӑхӑтра бакалавр дипломӗллӗ пулнӑ ӗнтӗ. Каччӑ ӑна тӑван ҫӗршывӗнче илнӗ. Раҫҫее килсен Хусанта вырӑс чӗлхине ӑша хывнӑ, кайран Шупашкара куҫнӑ, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче (халӗ — аграри университечӗ) вӗренме тытӑннӑ.
Магистрант вӗренӳре те ӗлкӗрсе пынӑ, спортра та. Тӗрлӗ конкурса, ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑмӑртусене хутшӑннӑ, кире пуканӗ йӑтнӑ. Аслӑ шкулти ӑслӑлӑхпа производство центрӗнче практикӑра пулнӑ.
Агроном специальноҫне алла илнӗскер диплома амӑшне, Амината Бойене, халалланӑ. «Вӑл мар пулсан вӗренеймен пулӑттӑм. Хамӑн тантӑшӑмсем пекех шкулта вӗренме пӑрахса ӗҫлеме пуҫлӑттӑм», — каласа кӑтартнӑ каччӑ. Яшӑн ашшӗ 2015 ҫулта вилнӗ. Вӑл фермер пулса ӗҫленӗ. Амӑшӗ — граждан служащийӗ. Ҫемьере пилӗк ача. Мамаду Фалл — чи асли. Тӑван ҫӗршывра каччӑ 2 ҫул та 8 уйӑх пулман.
Шупашкарта Хветӗр Уяра халалланӑ урам пур-и? Пулӗ, анчах вӑл урӑхларах янӑрать: Федор Уяр.
ЧР Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗ урам ятне «Хведер Уяр урамӗ» тесе пама ыйтнӑ, ҫак ӗҫе хӑвӑртлатма сӗннӗ. Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫулталӑкра ҫак ӗҫе туса ӗлкӗресшӗн.
Хветӗр Уяр урамӗ «Байконур» микрорайонта пулӗ ахӑртнех. Е ҫак ята «Хӗвеллӗ» микрорайонти, Ҫурҫӗр поселокӗнчи пӗр урама парӗҫ.
Ҫавӑн пекех ятсен резервне Аркадий Айдака, Валерий Емдюкова кӗртнӗ. Шупашкарта Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнӑ ятпа хисепленекен проспект та пулма пултарӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑри строительсене «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» ят пама йышӑннӑ. Списокра — 16 ҫын. Вӗсен хушшинче предприяти ертӳҫисемпе инженерсем те, малярпа штукатур та пур.
Акӑ, Шупашкарти 28-мӗш строительство управленийӗнче тӑрӑшакан Светлана Шагаева маляр, Шупашкарти 44-мӗш строительство управленийӗнчи Юрий Пашков каменщик, Ҫӗмӗрлери 3-мӗш стройтрестӑн 8-мӗш управленийӗнче ӗҫлекен Елена Никитина штукатур, Шупашкрати «Промвентиляци» предприятири санитарипе техника тытӑмӗсен тата оборудованисен монтажникӗ Анатолий Васильев, асӑннӑ предприятири Александр Ефимов механик; унсӑр пуҫне предприятисен тӗп инженерӗсем, ертӳҫисем пур.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ умӗнчи территорие хӑтлӑлатасси малалла пырать. Культура учрежденийӗ Фейсбукра хыпарланӑ тӑрӑх, унта асфальт сараҫҫӗ, тротуарсем ҫине плитка хураҫҫӗ, театр патӗнчи территорире ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтараҫҫӗ.
2019 ҫулта театрта «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӗплӗ юсав ирттернӗ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче «Аридаль» тулли мар яваплӑ обществӑпа театр юсав ӗҫӗсем туса ирттересси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ. Ӗҫӗн тӗп пайӗ тротуарсене ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ. 1979 ҫулта хута янӑ фонтана сӳтме калаҫса татӑлнӑ. Вӑл чылай ҫул ӗҫлемен.
Театр умӗнче хитре саксемпе хунарсем вырнаҫтарӗҫ. Афишӑсене илемлӗн ҫакмалли вырӑн йӗркелӗҫ.
Кӑҫал вырӑс чӗлхипе 4981 ҫын Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ. Вӗсенчен 1593-шӗ 80 балран ытларах пухнӑ. Ултӑ ҫын чи пӗчӗк балл та илеймен.
Лайӑх кӑтарту: 30 ҫын вырӑс чӗлхи экзаменӗнче 100 балл пухнӑ. Вӗсем Шупашкартан, Вӑрнар, Комсомольски, Пӑрачкав, Тӑвай районӗсенчен, Улатӑртан, Ҫӗмӗрлерен, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен, Ҫӗнӗ Шупашкартан.
Сӑмах май, кӑҫал информатикӑпа 8 яш-хӗр 100 балл илнӗ. Географи предмечӗпе 100 балл пухна 1 ҫын пулнӑ.
Шупашкарта кашни кун тенӗ пекех ҫумӑр ҫӑвать. Метеостанци пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр тӑваткал метр ҫине 20 литр шыв ӳкнӗ.
Утӑ уйӑхӗнче Канаш тӑрӑхӗнче 10 миллилитр ҫеҫ нӳрӗк ӳкнӗ. Патӑрьел районӗнче тата сахалрах - 4 миллилитр. Ку тӑрӑхсенче ҫӗр типсе кайнӑ. Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Йӗреҫ, Канаш районӗсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 4-мӗш класӗ сыхланса юлнӑ-ха.
Ыран аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ, ҫавӑнпа асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Пӑр ҫума, ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвартлӑхпа вӗрме пултарӗ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын велосипед вӑрланӑ, ӑна сутма шутланӑ. Анчах ӗҫ-пуҫ шутланӑ пек пулса тухман.
Нумаях пулмасть Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм полици уйрӑмне ҫитнӗ, ачи вылямалли лапамра велосипед пӑрахса хӑварни пирки пӗлтернӗ. «Транспорт» ҫав вырӑнтан ҫухалнӑ. Велосипед йӳнӗ йышши пулман, ӑна 20 пин тенкӗпе туяннӑ.
Полицейскисем велосипеда вӑрланӑ ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӑл – Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти арҫын, судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑ. Велосипеда вӑрланӑ чухне вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер ӑна сутма шутланӑ, анчах ӗҫ тухман – вара велосипеда пӗр лавкка умӗнче тӑратса хӑварнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарта Ҫӗнӗ сала автостанцине ишсе антарнӑ. Ҫак ӗҫе экскаваторпа пурнӑҫланӑ. Иртен-ҫӳрен тӗтӗм мӑкӑрланнине курнӑ, шӑв-шав тӑнине илтнӗ.
Аса илтерер: автостанци 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ӑна Чулхулари усламҫа Андрей Сухарева сутса янӑ. Аукционра ӑна вӑл 36 миллион тенкӗпе туяннӑ.
Унччен ку автостанципе дачӑна каякансем, ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансем ытларах усӑ курнӑ. Халӗ вара автобуссем «Контур» умӗнчен (Етӗрне ҫулӗ, 3-мӗш ҫурт) ҫӳреҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |