12 ҫулта гроссмейстер ятне тивӗҫнӗ Сергей Карякин чӑвашла вӗренме пулнӑ.
Иртнӗ эрнере Шупашкарта, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, Сергей Карякинӑн шахмат шкулӗн филиалӗ уҫӑлнӑ. Унта шахматист хӑй те килсе ҫитнӗ. Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, шахмат ӑстине
Владимир Сергиевскин чӑвашла кӗнекине парнеленӗ. Вӑл — чӑвашла. Анчах шахмат чӗлхине куҫарусӑр та ӑнланма пулать. Карякин чӑвашла вӗренме сӑлтав пур тесе каланӑ.
Сӑмах май каласан, Сергей Карякин 1990 ҫулта Симферополь хулинче ҫуралнӑ. Шахмат енӗпе тӗнче вице-чемпионӗ. 12 ҫултах вӑл гроссмейстер пулса тӑнӑ. Унӑн ятне Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине ҫырса хунӑ.
Тӗп хулари 19-мӗш шкулта ӑҫ пухакан Сергей Михайлова Шупашкар хула администрацийӗнче паттӑрлӑхӗшӗн чысланӑ. Каччӑ ҫынна йывӑрлӑхра пулӑшнӑ, вилӗмрен ҫӑлнӑ.
Кӑҫал сулла Етӗрне районӗнчи Талуй ялӗнчи пӗвере хӗрача резина ҫавракапа ишнӗ. Унччен те пулман – вӑл ҫаврӑнса ӳкнӗ, шыва путнӑ. 9-мӗш класа куҫнӑ Сергей ҫухалса кайман – хӗрачана пулӑшма васканӑ. Арҫын ача хӗрачана ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ та пӗрремӗш медпулӑшу панӑ.
Ҫак кунсенче Сергей Михайлова Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата хула пуҫлӑхӗн Евгений Кадышев тав ҫырӑвӗпе чысланӑ, парнесем панӑ. Тӳре-шара ашшӗ-амӑшне ҫакӑн пек маттур ача ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ.
Ӗнер Шупашкарта Константин Иванов урамӗнчи пӗр ҫуртра пушар алхаснӑ. Шел те, инкекре ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, К.Иванов урамӗнчи 98-мӗш ҫуртра пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Ирхине, 4 сехет те 30 минутра, пушарнӑйсен пульчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ.
Хваттерти пушара 5 сехет те 16 минутра сӳнтернӗ. Ку ӗҫе 15 ҫын, 5 техника хутшӑннӑ.
Пушарта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хваттерти сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ, шалти отделка сиенленнӗ.
Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар сити-менеджерӗсем иртнӗ ҫул мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнӗ? Алексей Ладыков, Ольга Чепрасовӑпа танлаштарсан, сахалрах тупӑш тунӑ.
Шупашкар сити-менеджерӗ Алексей Ладыков хӑйӗн должноҫӗнче пӗлтӗр 1 млн та 428 пин те 621,67 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Декларацире ытти тупӑша кӑтартман. Унӑн, хут ҫинчине ӗненес тӗк, машина та, куҫман пурлӑх та ҫук. Ывӑлӗн – 135,6 тӑваткал метрлӑ хваттер. Декларацире мӑшӑрӗн тупӑшӗ ҫук, вӗсем 2 ҫул каялла уйрӑлнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова пӗлтӗр 1 млн те 538 пин те 497,22 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Хушма тупӑш – 60,6 пин тенкӗ. Унӑн ҫӗр лаптӑкӗ, гараж, хваттер пур.
Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти арҫын ҫирӗп режимлӑ колонире 11 ҫул ларӗ. Ӑна ҫынна вӗлернӗшӗн айӑпланӑ.
Суд тата следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче вӑл мӑлатук тытнӑ та пӗлӗшӗн хваттерне кӗнӗ. Алӑк уҫҫине ӑна пӗлӗшӗн пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмӗ панӑ. Хайхискер пӗлӗшне кураймасӑр тата кӗвӗҫсе мӑлатукпа 27 хутчен ҫапнӑ. Лешӗ ҫавӑнтах вилсе кайнӑ.
Суд пулсан ҫак арҫын приговорпа килӗшмен – ЧР Аслӑ судне аппеляци панӑ. Анчах вӑл та приговора улӑштарман.
Шупашкар хулинчи кӳлмек енне аннӑ ҫӗрте паян машина тӳнсе кайнӑ. Пирогов урамӗ енчен Крылов академик урамӗпе «Каскад» енне кайнӑ чухне пӗчӗк грузовик икӗ кроссоверпа пырса ҫапӑннӑ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пилӗк тонна тиекен «Hyundai» машина ҫул пӑрӑнчӑкӗнче хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл икӗ машинӑпа: «Hyundai Tucson» тата «SsangYong» – ҫапӑннӑ.
Инкекре никам та шар курман. Водительсем пурте урӑ пулнӑ. Хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ машинӑпа кӑмпа пулнӑ.
ҪУР | 16 |
Паян, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Ленин проспектӗнче ҫӑмӑл машина инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах ирхи 5 сехет те 25 минутра Тӗп почтамт умӗнче пулса иртнӗ. Машина юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ.
Шалти ӗҫсен министерстви Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче Муркаш районӗнчи 27 ҫулти ҫамрӑк арҫын пулнӑ. Инкекре Шупашкарти 29 ҫулти хӗрарӑмпа 28 ҫулти арҫын аманнӑ.
Сарӑмсӑрлӑх сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти ача ҫуртӗнчен икӗ ҫамрӑк тухса кайнӑ. Вӗсем ӑҫтине халӗ те пӗлмеҫҫӗ. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Тухса каякансем – 14-ри Семенов Егор Алексеевич тата 17 ҫулти Ксенофонтов Александр Сергеевич. Егор 156 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр. Хӑй ҫута олимпийка, трико, шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ.
Александр 161 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Тухса кайнӑ чухне капюшонлӑ кӑвак куртка, кӑвак шӑлавар тӑхӑннӑ.
Ҫак ачасене курнӑ пулсан ҫийӗнчех ШӖМе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ, телефон номерӗ – 02, 102.
Паян Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленность палатинче Халӑх промыслисен ӑстисен Раҫсей шайӗнче иртекен ӑмӑртӑвӗн республикӑри тапхӑрӗнче ҫӗнтернисене чысланӑ. Унта хутшӑннӑ республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев художество промысли урлӑ чӑваш халӑхӗн культурипе йӑли-йӗркин нумай енлӗхӗпе тарӑнлӑхӗ палӑрнине асӑнса хӑварнӑ. Чӑн та, вӑл япаласем илемлӗ, ӑна парнелеме аван.
Чӑваш Енӗн чи лайӑх ремесленникӗ ята Ирина Федорова, чи лайӑх ҫамрӑк ремесленник ята Анастасия Зимина (сӑнӳкерчӗкре) тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, Олег Николаев 2002-2004 ҫулсенче республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата суту-илӳ министерствинче усламҫӑсен ӗҫ-хӗлӗ, суту-илӗвӗн тата тулаш ҫыхӑнусен департаментӗнче ӗҫленӗ май халӑх промыслисен енӗпе те тимленӗ. Художествӑпа эксперт канашӗн ертӳҫи пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра халӑх промыслисене сутакан пӗрремӗш лавкка уҫӑлнӑ. Халӑх ӑстисен хатӗрӗсене хӑна ҫурчӗсенче, вокзалсенче, аэропортсенче сутма тытӑннӑ.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта шкул пур-ха, анчах ку ҫителӗксӗр. Унта тепӗр пӗлӳ ҫурчӗ тума палӑртнӑ. Хальлӗхе унӑн проектне сӳтсе яваҫҫӗ.
Шкул пӗчӗк хула е кампус евӗр пулӗ. Проектра ҫурта темиҫе блока пайланӑ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли вӑйӑ лапамӗ пулмалла, аслӑраххисем валли – спорт лапамӗ.
Техзаданипе килӗшӳллӗн, тӑватӑ хутлӑ шкула кирпӗчрен тӑвӗҫ. Ун ҫине пӑхсан пултарулӑх ҫуртне, пионер лагерьне аса илтерекеннисем пулӗҫ. Тӗп алӑк – воронка евӗр. Унтан ачасем ытти блока лекме пултарӗҫ: акт залне, вулавӑша, апатланмӑша… Ҫурт стени ҫине граффити ӳкермелле те тӑвасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |