Мускаври усӑ курнӑ троллейбуссене Чваш Ене илсе килӗҫ. Вӗсем пирӗн республикӑна тӳлевсӗрех лекӗҫ.
Ҫӗршывӑн тӗп хулинчен 16 троллейбус илсе килӗҫ. Вӗсене Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче пайлӗҫ. Транспорт 2013 ҫулта туса кӑларнӑскер. Вӗсене Чӑваш Ене кӑҫал тӑваттӑмӗш квартал тӗлне илсе ҫитерӗҫ.
Мускаври транспорт ҫӳллӗ мар, унта халӑх нумай кӗрет - 100 ҫын таранах. Пӗтӗмпе 26 лармалли вырӑн. Сусӑрсем валли – икӗ вырӑн. Троллейбус автономи мелӗпе ҫӳреҫҫӗ.
Ҫулла ҫитсен халӑх ҫутҫанталӑкра канма юратать. Анчах хӑшӗсен хӑйсем хыҫҫӑн йӑлари хытӑ каяш пӑрахса хӑварас йӑла пур.
Утӑ уйӑхӗн 8 тата 11-мӗшӗсенче Изьяр кӳлли тавра тирпей-илем кӗртме пуҫтарӑннӑ. Асӑннӑ кӳлӗ Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗн шутланать. Вӑл лесничествӑн ҫурҫӗр участокӗн 50-мӗш кварталӗнче пуҫтарӑннӑ.
Ҫутҫанталӑка сыхлассипе ҫыхӑннӑ акцие «Шупашкарти вӑрман хуҫалӑхӗ» бюджет учрежденийӗ, «Вӑрман хуралӗ» хысна учрежденийӗ тата «ВТБ» банкӑн Шупашкарти операци офисӗ хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 30 ҫын пуҫтарӑннӑ.
Экологи акцийӗн вӑхӑтӗнче 16 кубла метр каяш пухнӑ. Ятарлӑ техникӑна «Заволжье» МУП ятарлӑ техника уйӑрнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ирхи 1 сехет те 28 минутра Шупашкарта мотоциклист инкеке лекнӗ. Карл Маркс тата Воробьев композиторсен урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта, светофор симӗс тӗспе ҫуннӑ чухне, «HONDA» мотоцикла тытса пыракан ҫамрӑк арҫын тимӗр карта ҫине пырса кӗнӗ. 33 ҫулти арҫын вилнӗ.
Инкек вырӑнне йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Вӗсем мотоциклистӑн прави тата ОСАГО страхламалли полис ҫуккине палӑртнӑ.
33 ҫулти арҫын, вӑл Канаш районӗнчен пулнӑ, транспортпа ҫӳреме права пулман. Ӑна унсӑр хӑварнӑ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пулса иртнӗ инкек сӑлтавне палӑртассипе йӗрке хуралҫисем малалла ӗҫлеҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнченпе Шупашкар хулин тӗп пульницине ҫӗлен сӑхнӑ 10 ҫын пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсенчен 5-шӗ сывалнӑ, тепер 5-шӗ сипленеҫҫӗ.
Ҫапла, шӑрӑх ҫанталӑкра ҫӗленсем нумайланнӑ, хӗвел питтине тухма тытӑннӑ. Чӑваш Енре хурӑн пуҫлӑ ҫӗлене, медянкӑна тата хура ҫӗлене тӗл пулма пулать. Хура ҫӗлен – наркӑмӑшлӑ.
Специалистсем асӑрхаттараҫҫӗ: ҫӗленсем хӑйсем пӗрремӗш нихӑҫан та тапӑнмаҫҫӗ. Ӑна курсан майӗпен чакмалла, хӳтӗленсе алла малалла тӑсмалла мар. Ытларах чухне ҫӗленсем ҫынсене утӑ пуҫтарнӑ чухне, вӑрмана, улӑх-ҫарана ҫырлана кайсан сӑхаҫҫӗ.
Хальлӗхе кӑшӑлвирус сарӑлнине пула Чӑваш Енре массӑллӑ мероприятисем ирттерме юрамасть. Анчах шупашкарсем Атӑл леш енче ҫакна пӑхмасӑрах электронлӑ кӗвӗ фестивалӗсем, ташӑ каҫӗсем, вип-каҫссем ирттереҫҫӗ. Вӗсене 500 ҫын таранах пухӑнать-мӗн.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче те массӑллӑ мероприяти пулнӑ. Унта тӳлевсӗрех е ыркӑмӑллах валли укҫа парсан кӗртнӗ. Унта чӑваш ди-джейӗсем пулнӑ. Салют та янӑ. Ирхине унта канакансем ҫутҫанталӑкпа киленнӗ, апатланнӑ, кальян туртнӑ. Республикӑра вара пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 4-мӗш класӗ пулнине йышӑннӑ.
Массӑллӑ мероприятисене ирттернине «Про Город» тишкернӗ.
Шупашкарти 19-мӗш шкулта вӗренекен Сергей Михайлов ашшӗпе пӗрле Етӗрне районӗнчи пӗвене шыва кӗме кайнӑ. Арҫын ача пӗве варрине ишсе ҫитсен пуҫӗпех шыва путнӑ хӗрачана курнӑ та ӑна пӗр тӑхтамасӑр пулӑшнӑ, ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Унтан хӗрачана пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Ҫак хӗрача яла тӑванӗсем патне хӑнана килнӗ-мӗн, шӑрӑх ҫанталӑкра шыва кӗме шутланӑ. Юрать, вӑл путнине 8-мӗш класс пӗтернӗ Сергей курнӑ. Арҫын ача ҫӑмӑл атлетикӑпа тата йӗлтӗр спорчӗпе кӑсӑкланать. Вӑл программист пуласшӑн.
Хӗрачан тӑванӗсем Сергея тав тӑваҫҫӗ. Арҫын ачан шухӑшӗпе вара, вӑл паттӑрла ӗҫ туман, ҫынна йывӑрлӑхра пулӑшнӑ ҫеҫ.
Балтийскри хурал карапне Шупашкара илсе килессине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Паян ӑна оркестрпа, МИХсенче ӗҫлекенсене пухса тата тӳре-шара сӑмах каласа кӗтсе илнӗ.
Аса илтерер: карап 26 ҫул ӗҫленӗ. Ҫак вӑхӑтра тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн чиккипе 65 пин миль тӑршшӗ хутланӑ. Экипаж 1,5 пин ытла Раҫҫей тата ют ҫӗршыв карапӗсене тӗрӗсленӗ, патшалӑх чиккин режимне пӑсма хӑтланнӑ 150 ытла тӗслӗхе сирнӗ. Ун ҫинче Чӑваш Енри 100-е яхӑн пограничник службӑра тӑнӑ.
Карапа 1988 ҫулта Ярославль хулинче туса кӑларнӑ. 1997 ҫулччен вӑл «Соболь» ятпа ҫӳренӗ, кайран ӑна «Чебоксары» (чӑв. Шупашкар) тесе ылмаштарнӑ.
Шупашкарта карапран музей тӑвӗҫ.
Карапа илсе килнине хурлакансем те пур.
Пӗрлехи транспорт карттине укҫа хумалли ятарлӑ вырӑнсене хупма йышӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра ЕТК-карттине Перекет банкӗн NFC-ридерӗллӗ хатӗрӗсем урлӑ ҫӑмӑллӑнах укҫа хума пулать. Ҫавна май пӗрлехи транспорт карттин Шупашкарти мини-офисӗсем паянтан, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен, хупӑнӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкартисем – ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен.
Сӑмах май, транспорт картти ҫине укҫана Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти мӗнпур почта уйрӑмӗнче хума май пур.
Транспорт карттипе ҫыхӑннӑ ыйту сиксе тухсан «ЕТК» тулли мар яваплӑ обществӑн офисӗпе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Вӑл Шупашкарти Октябре 50 ҫул урамри 17-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ. Телефон номерӗ 8 (8352) 36-33-30.
Кӑҫал «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята илессишӗн 11 ҫын тупӑшӗ. Ҫак ята илнӗ ҫынна Хула кунӗнче чыслӗҫ. Камсем-ха вӗсем?
Юрий Горшков, ӗҫ ветеранӗ» Теплосетьре» 33 ҫул ӗҫленӗ.
Николай Емельянов, «Водоканал» АУн директор ҫумӗ.
Вера Кузьмина, РСФСР, РСФСР, Чӑваш АССР халӑх артистки.
Владимир Нагорнов, скульптор.
Наталия Партасова, «Элара» савутӑн тӗп директорӗн ҫумӗ.
Праски Витти, ӳнерҫӗ.
Ираида Полбенникова, РФ пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ.
Ревель Федоров, живописец.
Анатолий Финогентов, «Энергия» спорт шкулӗн тренерӗ.
Александр Черкунов, «Отделфинстрой» директорӗ.
Владимир Щедрин, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ профессорӗ.
Шупашкарти троллейбус управленийӗнче – ҫӗнӗ пуҫлӑх. Ку пукана Андрей Васильева шаннӑ. Малтан Андрей Васильев хула администрацийӗнче транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, Андрей Валерьевич пысӑк коллектива ертсе пырас енӗпе пуян опытлӑ, «Промтрактор» акционерсен обществинче ӗҫленӗ, муниципалитет тата коммерци предприятийӗсене ертсе пынӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн транспорт тата ҫыхӑну пайӗн пуҫлӑхӗнче 2017 ҫултанпа ӗҫлет. Халӗ вӑл 1700 штатлӑ предприятие ертсе пырӗ. Алексей Ладыков Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ертӳҫӗн пассажирсене турттарассин пахалӑхне лайӑхлатмалла.
⠀
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |