Шупашкарти троллейбус управленине патшалӑх пулӑшӑвӗ тивӗҫнӗ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра ҫырнӑ. Троллейбус управленийӗ 2 процентлӑ кредит 167 миллион тенкӗлӗх илнӗ. Кивҫен укҫана предприятие кредит учрежденийӗсенчен пӗри пама килӗшнӗ.
Алексей Ладыков шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхлӑ кредит 1700 ытла ҫын валли ӗҫ вырӑнне упраса хӑварма май парӗ. Тепӗр майлӑ каласан, республикӑн тӗп хулинчи троллейбус ҫыхӑнӑвне тӑнӑҫлӑ ӗҫлеттерме пулӑшӗ. Предприяти кунсерен 200-е яхӑн пин пассажира турттарать.
Сӑмах май каласан, вӑл укҫана трллейбуссен паркне ҫӗнетме уйӑрассине шарламан.
Паллӑ чӑваш драматургӗн, куҫаруҫӑн, актерӑн Николай Терентьевӑн мӑшӑрӗ Мария Ивановна ӗмӗрлӗхе куҫ хупнӑ. Чӑваш халӑх сайтне хурлӑхлӑ хыпара паллакансем пӗлтерчӗҫ. Драматург ҫуралнӑ Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ял тӑрӑхӗ Мария Ивановна вилнишӗн хурланнине пӗлтерсе администраци сайтӗнче ҫырнӑ.
Марря Ивановнӑн мӑшӑрӗ Николай Терентьев 2014 ҫулхи ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вилнӗччӗ. Унӑн «Ҫӗрпе хӗр», «Ҫӑлтӑрсем сӳнмеҫҫӗ», «Куккук ҫаплах авӑтать», «Кайри мала, хуркайӑксем», «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ», «Пушар лаши» пьесисене театра питех ҫӳременнисем те пӗлеҫҫех пулӗ. Канаш тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ драматургӑн пьесисене Чӑваш Енри, ҫавӑн пекех Чӗмпӗр, Брянск, Барнаул облаҫӗсенчи театрсенче лартнӑ. Хӑш-пӗрисене Мускаври МХАТра кӑтартнӑ. «Сансӑр пурнӑҫ ҫук» пьесине ҫӗршывӑн 10 ытла хулинче лартнӑ.
Тӗп хулари Ленин проспектӗнчи 24-мӗш ҫурт ҫине (унта драматург 40 ҫул пурӑннӑ) 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Николай Терентьев ячӗпе асӑну хӑми вырнаҫтарнӑччӗ. Мария Ивановна упӑшки хӑй вӑхӑтӗнче питӗ нумай ӗҫленине палӑртса хӑварнӑччӗ.
Паян Республика тӳремӗнче ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева халалласа баннер ҫакнӑ. Ҫакна Денис ятлӑ арҫын тунӑ. Вӑл унта паян 10 сехетренпе пулнӑ.
Денис ҫак баннера Михаил Васильевича дожноҫран кӑларнӑ хыҫҫӑнах тунӑ-мӗн, анчах унпа халӑх ҫине тухма хӑюлӑх ҫитереймен. Халӗ вӑл экс-Элтепер вилнӗшӗн хурланса баннера Ленин палӑкӗ умне вырнаҫтарнӑ. Унта «Михаил Васильевич! Эсир пирӗн, эпир сирӗнпе!!! Михаил Васильевич! Народ Чувашии Вас благодарит, уважает и ценит за выполненный труд!» тесе ҫырнӑ.
Денисӑн шухӑшӗпе, Михаил Васильевича должноҫран кӑларни – тӗрӗсмарлӑх. Вӑл Аслӑ суда Владимир Путин тӗлӗшпе тавӑҫ тӑратса ҫынсен хӑйсен правишӗн кӗрешмеллине кӑтартнӑ тесе шутлать.
Чӑваш Ен Элтеперӗ пулса 2010 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗччен ӗҫленӗ Михаил Игнатьева вырсарникун, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, юлашки ҫула ӑсатӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, Михаил Игнатьев чылай вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн вилсе кайнӑ. Вӑл кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 58 ҫул тултарнӑ. Михаил Игнатьев спортпа туслӑ пулнине чылайӑшӗ пӗлет.
Республика ертӳҫи пулнӑ ҫынпа Шупашкарти Чапаев урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра (унта «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗ вырнаҫнӑ) ирхи 9 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен сывпуллашӗҫ. Ҫак йӗркесен авторӗ илтнӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьева Шупашкарта пытарӗҫ, анчах ку хыпара официаллӑ ҫӑлкуҫсем ҫирӗплетнине хальлӗхе асӑрхамарӑмӑр.
Михаил Игнатьева юлашки ҫула тивӗҫлипе ӑсатма республика шайӗнче правительство комиссийӗ йӗркеленӗ.
Чӑваш Ен кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ чарусенчен тухма пӗрремӗш тапхӑра кӗме хатӗрленет. Эрнекун оперштабӑн черетлӗ ларавӗ иртӗ.
Унччен ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республика пӗрремӗш тапхӑра Медицина ӗҫченӗн кунӗ тӗлне (ҫӗртмен 21-мӗшӗ) тухма пултарассине пӗлтернӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗ тӗлне пӗрремӗш тапхӑра кӗмелли план кӑтартӑвӗсене ҫӗннӗ: Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта кӑшӑлвируспа чирлисем валли тепӗр 292 койка хатӗрленӗ.
Кун хыҫҫӑн инфекци сарӑлнин коэффициенчӗ 0,98-па танлашнӑ (ку кӑтарту 1-рен иртмелле мар), пушӑ койкӑсен фончӗ 63,2 процент пулнӑ. Пӗтӗмпе республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисем валли 1955 койка хатӗрленӗ. Хальлӗхе 385 койка пушӑ.
Чарусене пӑрахӑҫламалли пӗрремӗш тапхӑра ҫитсен продовольстви таварӗсем сутакан 400 тӑваткал метртан пӗчӗкрех лавккасем уҫӑлӗҫ.
Питӗр хулинчи «78» тата Шупашкарти «ЮТВ» телеканалсем Питӗр тата Шупашкар хулисене телекӗпер мелӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Проекта пурнӑҫлама Чӑваш Ен тӗп хулин администрацийӗ пулӑшнӑ. Студире икӗ хулан хальхи пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ.
«ЮТВ» телекомпанин ертӳҫи Юрий Гурьянов тата Ольга Гурьянова шеф-редактор Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул, Шупашкар 550 ҫул тултарни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Эпидемиологи лару-тӑрӑвне пула мероприятисене онлайн-меслетпе йӗркелессине пӗлтернӗ. Ҫав шутра — «Атӑлҫи ҫӑлкуҫӗсемпе» «Акатуй» наци уявне те.
Питӗрте 10 пин ытла чӑваш пурӑнать. Вӗсем тата чӑваш культурипе кӑсӑкланакансем валли вырӑнти хастарсем юлашки 5 ҫулта пӗрмаях Акатуй йӗркелеҫҫӗ. Питӗрти Чӑвашсен культура обществин ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Дарья Рогозина уява 100-шер ҫын хутшӑннине пӗлтернӗ.
Кӑшӑлвирус самани транспорт ӗҫ-хӗлне те витӗм кӳчӗ. Халӗ лару-тӑру майӗпен йӗркене кӗрсе пырать теме пулать. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Мускава самолетсем вӗҫме пуҫланине эпир хыпарланӑччӗ-ха. Малтанхи вӑхӑтра пӗр кун урлӑ вӗҫнӗскерсем халӗ ҫӗршывӑн тӗп хулине Шупашкарпа кашни каҫах ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ытти направленипе те самолетсем ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ.
Раҫҫей чукун ҫулӗсен корпоратив ҫыхӑнӑвӗ енӗпе ӗҫлекен службин специалисчӗ Алена Чернышева ҫак йӗркесен авторне ырӑ хыпар пӗлтерчӗ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкартан Питӗре каякан пуйӑс хутлама пуҫлӗ. Алена Чернышева ӑнлантарнӑ тӑрӑх, эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ ырӑ енне улшӑннӑран тата ку направлени пассажирсене кирлӗрен пуйӑссене ҫӳретме тытӑнас тенӗ.
Чӑваш Енре тепӗр 3 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ҫапла майпа вилнисен йышӗ 21 ҫынна ҫитнӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 87 ҫулти пациент Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче сипленнӗ. 81 ҫулти тата 68 ҫулти хӗрарӑмсем Хулари клиника центрӗнче тата Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче выртнӑ. Виҫҫӗшӗн те вӑраха кайнӑ йывӑр чирсем пулнӑ.
Республикӑра 28 ҫын ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать. Паянхи кун тӗлне 4259 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Юлашки талӑкра ку йыша 73 ҫын хушӑннӑ. Обсерватора 65 ҫынна вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарти Анне палӑкӗ умӗнче Чӑваш Ен карттине курма пулать. Ӑна чечексенчен хатӗрленӗ. Композицие Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чечексене «Зеленстрой» лартнӑ. Клумбӑна хатӗрленӗ чухне наци символикин тӗп тӗсӗсемпе усӑ курнӑ: сарӑ тата хӗрлӗ сарӑ, хӗрлӗ, шурӑ, кӑвак.
Варринче – циферблат. Ҫавӑнтах «Пӗрле», «Вместе» тесе ҫырнӑ. 180 тӑваткал метрлӑ клумбӑна пӗр ҫул ӳсекен 15051 чечек лартнӑ.
Чӑваш Енӗн спорт аэробикин федерацийӗ 4 ҫултан пуҫласа 90-а ҫитичченхисене спортӑн ҫак енӗпе туслаштарма шухӑшланӑ. Ҫавна май вӑл ятарлӑ проект ҫырса хатӗрленӗ. Унпа Раҫҫей Президенчӗн грантне тивӗҫнӗ.
Асӑннӑ федерацие Мускавран 2 миллион тенкӗ ытла укҫа парӗҫ. «Кӗмӗле» «Аэробика – это просто! От 4-х до 90-а!» (чӑв. Аэробика — вӑл ансат! 4-ран пуҫласа 90-а ҫитиччен!) проекта пурнӑҫлама тӑкаклӗҫ.
Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсенче тата Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗсенчи ялсенче аэробика занятийӗсем, семинарсем, ӑсталӑх сехечӗсем, «Ҫӑлтӑрпа зарядкӑсем», спорт фестивалӗсем йӗркелӗҫ. Вӗсене шӑпӑрлансенчен пуҫласа шур сухалсем таран хутшӑнайӗҫ. Сывлӑх тата кӑмӑл пулсан.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |