Ҫӗмӗрлере 15 ҫулти хӗрача ҫухални пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Ӑна халӗ те тупайман.
Аса илтерер: Софья Дмитриевна Бараева ҫӗртме уйӑхӗн варринче ҫухалнӑ. Вӑл Ҫӗмӗрле хулинче, килӗнчен, ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехет хыҫҫӑн тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫта пулни халӗ те паллӑ мар.
Хӗрачана полицейскисем шыраҫҫӗ. Кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Амӑшӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, Софья Шупашкарта пулма пултарать.
Шупашкарти аэропорт тинех унчченхилле ӗҫлеме тытӑннӑ. Ку хыпара аэровокзал Инстаграмра паян пӗлтернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен самолетсем Мускава ирпе те, каҫпа та вӗҫме тытӑннӑ. Рейссене пурнӑҫлаканни — «Победа» авиакомпани. Ирхи самолет Мускава Шупашкартан 10 сехет те 10 минутра хускалать, каҫхине — 21 сехет те 45 минутра.
«Smartavia» авиакомпани эрнекунсерен Симферополе вӗҫет. Унӑн самолечӗ 9 сехет те 30 минутра каять. «Nordwind» авиакомпани самолечӗсем тунтикун Шупашкартан 19 сехетре вӗҫсе кайӗҫ, эрнекун — 12 сехетре.
Сочине кӗҫнерникунпа вырсарникун «Победа» илсе ҫурӗ. Шупашкартан унӑн самолечӗ 20 сехетре тапранӗ. Авиакомпани малтанласа ытларикуна палӑртнӑ рейссем ку уйӑхра пулмӗҫ.
«Победа» Шупашкара Питӗрпе те ҫыхӑнтарӗ. Унӑн самолечӗсем ытларикунсерен, кӗснерникунсерен тата шӑматкунсерен вӗҫӗҫ. Шупашкартан 11 сехет те 45 минутра хускалӗҫ.
Чӑваш Енри тата тепӗр предприяти панкрута тухнӑ. Ҫапла вара юлашки икӗ ҫулта ултӑ предприяти тӗлшпе суд ҫавӑн пек йышӑну кӑларнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Ен Арбитраж сучӗ «Старко» фирма пирки ҫапла йышӑннӑ. Унта конкурс управленийӗ йӗркеленӗ. Конкурс управляющийӗ пулма Владимир Митюхина ҫирӗплетнӗ. Вӑл 2021 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
«Старко» фирма Шупашкарти Юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнче «Ривьера» тата «Альбатрос» пурӑнмалли комплекссем хӑпартма пуҫланӑ. Анчах хута ярса пӗтереймен.
Асӑннӑ строительствӑна пайҫӑ пулса хутшӑнакансен ятарлӑ реестра кӗме конкурс управляющине ыйтмалла. Ҫакна виҫӗ уйӑхра туса ӗлкӗрмелле.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: (8352) 31-71-05, 34-67-55.
Чӑваш Енри ачасем ҫуллахи канӑва уйлӑхсенче ирттереймӗҫ. Каярах, тен, уҫӗҫ-и те, анчах хальлӗхе вӗсен апла май ҫук. Республикӑн премьер-министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер Йӑлӑмри икӗ уйлӑха: «Росинкӑна» тата «Волна» ятлисене —тӗрӗсленӗ. Йышра Роспотребнадзор, прокуратура, вӗренӳ тата спорт министрӗсем, Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ.
Премьер-министр Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, уйлӑхсене юсаса ҫӗнетнӗ, ҫӗнӗ спорт оборудованийӗ туяннӑ, вожатӑйсене пухса хатӗрленӗ. Апла пулин те оперштабӑн ҫитес ларӑвӗнче уйлӑхсене уҫма чарас ыйтӑва хускатассине пӗлтернӗ Алла Салаева. Сӑлтавӗ — кӑшӑлвирус лӑпланманни. Ку хыпара вуланисен хушшинче: «Эсир ухмаха ернӗ-им? Ялта ача-пӑча аплипе чупать», — тесе кӑмалсӑрланакан та тупӑннӑ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 15 сехетре Шупашкарти «Хӗвеллӗ» микрорайонта 11 ҫулти велосипедиста ҫапса кайнӑ.
Хӗвеллӗ бульварта «Фольксваген Поло» велосипедпа пыракан арҫын ача ҫине пырса кӗнӗ. Юрать, 11 ҫулти ача вӑйлах аманман. Унӑн пуҫӗ, чӗркуҫҫи ҫинче кӑштах сурансем пур.
Вырӑна ҫитнӗ васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем ачан пӗрремӗш пулӑшу панӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Пӑрмас ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире ача шар курнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл автомашина водителӗ руле итлеттереймен – транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та грузовикпе ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл автомашина рулӗ умӗнче Питӗрти 33-ри арҫын пулнӑ, грузовикре – Ростоври 35 ҫулти арҫын.
Хыҫалта ларнӑ ача суранланнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу киличчен вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Тухтӑрсем ӑна шина хунӑ, ыратнине ирттерекен укол тунӑ, ӳпкене сывлаттармалли аппарат лартса пульницӑна, Шупашкара, илсе кайнӑ. Вӗсене хирӗҫ реанимаци машини тухнӑ. Ҫур ҫулта вӗсем тӗл пулнӑ, реанимаци мероприятийӗсем ирттерсе ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ вӑл реанимаци уйрӑмӗнче выртатать, сывлӑхӗ йывӑр.
Ял хуҫалӑх таварне туса илекенсен техника ҫӗнетме кӑҫал майсем анлӑрах. Ку хыпара Чӑваш Ен ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Фейсбукра пӗлтернӗ.
Министр хыпарланӑ тӑрӑх, ял хуҫалӑх техникине туяннин 40 процент таран саплаштараҫҫӗ. Техника туянассин хисепӗ 112 единица хушӑннӑ.
Техника туянма патшалӑх пулӑшни хаклӑ техника, трактор тата комбайн илнӗ чух пушшех кирлӗ. Вӗсене туянасси пӗлтӗрхинчен 1,9 хут нумайланнӑ.
Сӑмах май каласан, ял хуҫалӑх предприятийӗсенче выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ. Утӑ ҫинче Куславкка, Шӑмӑршӑ тата Ҫӗмӗрле районӗсем уйрӑмах хастар. Вӑрнар, Шупашкар, Елчӗк районӗсем те хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ.
Хуҫалӑхсенче сенаж тата силос хатӗрлессипе те ҫине тӑраҫҫӗ.
Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарти Мускав районӗнче улттӑмӗш хӗрарӑм ӗнтӗ килте ача ҫуратнӑ. Ку хыпара асӑннӑ хулари Мускав район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ.
Шупашкар хулинчи Мускав районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм килте ҫӑмӑлланнӑ. Ҫут тӗнчене ывӑл килнӗ.
Ача ҫурални ҫинчен калакан свидетельствӑна илме вырӑнти загс уйрӑмне пепкен ашшӗ пынӑ. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн «Граждан тӑрӑмӗсен акчӗсем ҫинчен» саккунӑн 14-мӗш тата 16-мӗш статйисене тӗпе хурса хӑйӗнпе пӗрле кӳнтелене чӗннӗ. Кӳнтелен ача ҫуралнине ӗнентерме кирлӗ пулнӑ.
Телейлӗ ашшӗ-амӑшне загс ӗҫченӗсем саламланӑ, ача ҫурални ҫинчен калакан свидельство тыттарнӑ.
Шупашкарти Хӗрлӗ лапама реконструкци хыҫҫӑн уҫнӑ. Унта халӗ ҫын нумай ҫӳрет, ҫӗнӗлӗхсемпе паллашаҫҫӗ. Лапам уҫӑлнӑ кӑна-ха, вандалсем вара сӑтӑр кӳме ӗлкӗрнӗ.
Пралуксем, сывлӑх енчен хавшак ачасем валли тунӑ лапамри калитке, саксен сийӗ сиенленнӗ. Ҫаксене Шупашкар хула администрацийӗ асӑрханӑ. Администраци пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫынсене яваплӑрах пулма чӗнсе каланӑ.
Сӑмах май, ӗнер ҫил вӑйлӑ пулнӑран Хӗрлӗ лапамра демонстраци экранӗ ӳкнӗ, реклама баннерӗсем те тӳннӗ. Администраци ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсене ҫирӗплетсе ҫитереймен, ҫак ӗҫ пынӑ вӑхӑтра шӑпах ҫил алхаснӑ.
Кӗҫех аслӑ шкула вӗренме кӗме палӑртнӑ яш-хӗр патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытӗҫ. Анчах кӑшӑлвирус сарӑлнӑ тапхӑрта ҫакна ирттернӗ чухне чылай саманта шута илмелле.
Шупашкарта ятарласа репетици те иртнӗ. Ачасене аудиторие мӗнле кӗртӗҫ? Еплерех лартса тухӗҫ? Репетицире ачасем вырӑнне мероприяти йӗркелӳҫисем пулнӑ. Вӑл 10-мӗш шкулта иртнӗ.
Ачасене экзаменра медицина маски, перчетке, дезинфекци хатӗрӗ, пирометр тата рециркулятор парӗҫ. Экзамен тытакансене аудиторие пӗчӗк ушкӑнпа кӗртӗҫ. Кашни класра 9 ачаран ытла пулмӗ, вӗсене зигзаг евӗр лартса тухӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |