Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин ҫамрӑк юрӑҫисем Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин ертсе пынипе видеоклипра ӳкерӗннӗ. Унта вӗсем Раҫҫей гимнне юрланӑ. Клипа Шупашкар хулинчи паллӑ вырӑнта – Амӑшӗн палӑкӗ – патӗнче ӳкернӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ.
Паян, Раҫҫей кунӗнче, пирӗн артистсем юрланине пӗтӗм ҫӗршыв курнӑ. Видеоролика «Раҫҫей 1» телеканалпа кӑтартнӑ уяв концертӗнче курма май туса панӑ. Концерт 17 сехетре пуҫланнӑ. Ӑна ҫавӑн пекех «Раҫҫей 24» телеканалпа та кӑтартнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 33 ҫулти хӗрарӑм 1 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Кун пирки вӑл йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмах умӗнхи кун хӗрарӑм патне пӗр арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кредит учрежденийӗнчи унӑн «уйрӑм ҫын пӳлӗмне» ватакан тупӑннӑ, такам счет ҫинчи укҫана вӑрласшӑн тесе ӗнентернӗ. Ултавҫӑсен хӑнӑхнӑ меслечӗпе усӑ куракан «банкир» хӗрарӑма пур пек укҫана ятарлӑ счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Ун пек никам та ним те тӑваймӗ, укҫана ют ҫын тӗкӗнеймӗ имӗш.
Арҫын каланӑ номер ҫине хӗрарӑм 650 пине яхӑн куҫарнӑ. Кайран хӗрарӑма ун ячӗпе такамсем темиҫе кредит учрежденийӗнче кредитсем илнӗ тесе хыпарланӑ. Парӑма хӑвӑрт татас тесе хӗрарӑм 600 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Вӑл укҫана «парӑма» татма куҫарнӑ. Ҫапла вара преступниксен счечӗ ҫине 1 миллион та 248 пин тенкӗ куҫса кайнӑ.
...ЧР ШӖМӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, телефонпа шӑнкӑравлани кредит парӑмне пӗтерме тата тепӗр кунне ҫӗнӗ карта кӑларма шантарнӑ.
Паян ҫур ҫӗрте Шупашкарти «Юбилейный» сад юлташлӑхӗнче пушар тухнӑ. Икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма пуҫланӑ.
Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсе ҫулӑма сӳнтернӗ. Кӑмрӑк ашӗнче хӗрарӑмпа арҫын виллисене тупнӑ. Вӗсем – упӑшкипе арӑмӗ. Хӗрарӑм – 65-ре, арҫын 53 ҫулта пулнӑ.
Экспертсем халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Сӑмах май, республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 729 пушар тухнӑ, вӗсенче 30 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Тепӗр 35 ҫын суранланнӑ.
Шупашкарти Калинин районӗнчи ачалӑха сыхлас енӗпе ӗҫлекен пая икӗ ача хӳтлӗхсӗр тӑрса юлни пирки пӗлтернӗ. Амӑшӗ сипленет, ашшӗне вара шыраҫҫӗ.
Арҫын ачасем -2-ре тата 3-ре. Ҫемьере йывӑр лару-тӑру сиксе тухнӑ. Амӑшӗ халӗ стационарта сипленет, ашшӗ ӑҫти паллӑ мар – шыраҫҫӗ. Пай ӗҫченӗсем ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекторсемпе пӗрле вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ. Лару-тӑру йывӑр: тӑванӗсем те тӗрлӗ сӑлтава пула пӗчӗк ачасене пӑхаймаҫҫӗ.
Ҫывӑх тӑванӗсем ирӗк панипе ачасене пульницӑна илсе кайнӑ, унтан вӗсене ача ҫуртне куҫарӗҫ. Амӑшӗ сипленсе пӗтериччен, ашшӗне тупиччен арҫын ачасем унтах пулӗҫ.
Шупашкарта лавккаран сумка вӑрланӑ тесе шухӑшлакан хӗрарӑма шыраҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 15 сехетре Карл Маркс урамӗнчи курттӑм тата ваккӑн суту-илӳ тӑвакан лавккара тавар туянакан япала суйланӑ чух хӑйӗн сумкине ҫӳлӗк ҫине хурса янӑ. Кайран кассӑна ҫитсен ҫавна аса илнӗ. Сумкӑна илме тесе каять те тупаймасть. Такам ӑна «ҫаклатса» кайма та ӗлкӗрнӗ.
Сумкӑра документсем, карас телефонӗ, укҫа-тенкӗ пулнӑ.
Хаклӑ япаласене ҫухатнӑ хӗрарӑм пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Видеокамера объективне ҫамрӑках мар хӗрарӑм лекнӗ. Ют ҫын сумкине вӑл йӑтса кайма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑма паллакансене, вӑл ӑҫта пурӑннине пӗлекенсене ун пирки йӗрке хуралҫисене систерме ыйтаҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен «Победа» авиакомпани Шупашкартан Сочи хулине вӗҫме пуҫлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Рейссене вӑл ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен тата вырсарникунерен пурнӑҫламӗ. Самолет Шупашкартан 20 сехетре хускалмалла.
Ӗнер вара авиакомпани ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 16-мӗшӗнче тата 18-мӗшӗнче самолет вӗҫмессине пӗлтернӗ. Билет укҫине каялла илес е билета урӑх куна ылмаштарас ыйтӑва туяннӑ ҫӗрте е авиакомпанин официаллӑ сайтӗнче уҫӑмлатма пулать. Ҫапла хыпарланӑ ӗнер Шупашкарти аэропорт хӑйӗн сайтӗнче. Хӑш-пӗр кун рейссем пулмассине Чӑваш Ен Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин сайтӗнче те ҫырнӑ. Вӗсем аэропорт пӗлтернине шута илсе хыпарланӑ.
Прокуратура тӗрӗслев ирттерсен Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта тӑракан хӗрарӑм саккуна пӑсса пособи илсе тӑнине тупса палӑртнӑ. Вӑл – 27 ҫулти хӗрарӑм.
Пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче вӑл центра ӗҫ шыраса килнӗ, шута тӑнӑ. Ун чухне вӑл усламҫӑ пулманнине, вӑхӑтлӑх ӗҫлеменнине каланӑ, ӗҫ тупсан кун пирки пӗлтерессине ҫирӗплетсе алӑ пуснӑ. Тепӗр уйӑхранах хӗрарӑм ӗҫе вырнаҫнӑ, анчах кун пирки центра хыпарламан. Пособие вара илсе тӑнӑ.
Ку – саккуна пӑсни. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна тишкерсе пӗтерсен суд пӑхса тухӗ, приговор вулӗ.
Шупашкар хулинчи 75-мӗш ача пахчинчи дежурство ушкӑнне ҫӳрекен ачасем лармана пухӑннӑ. Ку мероприятие Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Хӗрачасене воспитательсем тӑван республикӑмӑр культурипе паллаштарнӑ, унӑн кун-ҫулӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, кӑҫал тӑван республикӑмӑр хӑйӗн 100 ҫулхине уявлассине пӗлтернӗ.
Лармана пӗчӗкскерсем чӑваш тумне тӑхӑнса пуҫтарӑннӑ. Пӗрин тумӗ тепринчен хитререх, чӑвашла тумланнӑ пӗр ача тепринчен чипертерех. Аслӑ тусӗсем ертсе пынисем вӗсем ал ӗҫӗпе аппаланнӑ.
Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра ача пахчисем ӗҫлеме пуҫламан-ха. Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 319 дежурство ушкӑнӗ ӗҫлет, вӗсене 3550 ача ҫӳрет. Дежурство ушкӑнӗсене хуласенче тата пысӑк район центрӗсенче ӗҫлеттереҫҫӗ.
Вырӑс драма театрӗн артистки Лариса Родик «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки» ята тивӗҫнӗ.
Лариса Родик 1959 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Хабаровск тӑрӑхӗнчи Вяземский хулинче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта вӑл Инҫетхӗвелтухӑҫ ӳнер институтӗнчен «Драма театрӗн тата кино артисчӗ» специальноҫлӑ дипломпа вӗренсе тухнӑ. Дипломлӑ актер Амур ҫинчи Комсомольск, Кинешма, Иваново, Норильск, Хабаровск хулисенчи театрсен сцени ҫинче вылянӑ. Шупашкара Лариса Родик 1997 ҫулта куҫса килнӗ. Вӑл вӑхӑтра Родик сцена ӑсти ятне илнӗ актриса пулнӑ ӗнтӗ.
Паян вӑл паллӑ артист ҫеҫ мар, юратнӑ педагог та. Лариса Родик 20 ҫула яхӑн Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче ҫамрӑксене актер ӑсталӑхӗпе режиссурӑна вӗрентет.
Шупашкар урамӗсене «100 выдающихся людей Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн мухтавлӑ 100 ентешӗ) арт-проект илемлетӗ.
Асӑннӑ Пӗтӗм Раҫҫейри проектпа килӗшӳллӗн Шупашкарти ҫуртсем ҫине паллӑ ҫынсемпе паллаштаракан баннерсем вырнаҫтарӗҫ. Унта паллӑ ҫынсен ӳкерчӗкӗ тата вӗсем ҫинчен каласа кӑтартакан илемлӗ текст вырӑн тупӗ. Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр ӳкерчӗкпе пӗр ҫӗрте ҫеҫ усӑ курӗҫ.
Чӑваш наци музейӗн тата Чӑваш патшалӑх художество музейӗнчи картинӑсемпе портретсене суйласа вӗсен копийӗсене хатӗрленӗ. Вӗсемпе те хула ҫыннисене паллаштарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |