Унӑн ӗҫӗсем Америкӑра, Италире, Испанире, Францире упранаҫҫӗ. Пултаруллӑ художник картинисемпе халӗ Шупашкарта паллашма май пур. Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Тутарстанри чӑваш художникӗн Валериан Киргизинӗн ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлнӑ.
Валериян Киргизин хӑйӗн малтанхи ӳкерчӗкӗсене ӑҫта май килнӗ, ҫавӑнта ӳкернӗ. Ашшӗн хучӗсен тӳнтер енне, ал айне лекнӗ хут татӑкӗсем, хут курупкисем ҫине.
Валериян Николаевич Лениногорскри музыкӑпа художество педагогика колледжӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ. Ун чухнехи Куйбышев хулинчи ӳнер шкулӗнче рисовани учителӗнче 30 ҫул ӗҫленӗ, Тутарстанри Спасскри отрасль технологийӗсен техникумӗнче вӗрентнӗ. Вӑл 1949 ҫулта Тутарстанра ҫуралнӑ.
Синоптиксем республикӑна кӗрхи ҫанталӑк ҫывхарнине пӗлтереҫҫӗ. Ыран ҫеҫ ашӑ пулӗ, термометр 19-24 градус кӑтартӗ.
Юнкун вара чӑн-чӑн кӗркунне пек пулӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра республикӑра 14 градус ҫеҫ ашӑ тӑрӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун ҫумӑр ҫукалӗ, эрнекун вара Шупашкарта пӗр тӑваткал метр ҫине 25 литр таран шыв ӳкме пултарӗ.
Эрнекун те ҫумӑр ӳкме чарӑнмӗ, 10-15 градус ӑшӑ пулӗ. Канмалли кунсенче те ҫакнашкал ҫанталӑк пулас хӑрушлӑх пур. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче ҫеҫ ҫанталӑк лайӑхланма тытӑнӗ.
Республикӑри кардиологи диспансерӗ (вӑл Шупашкарти Гладов урамӗнче вырнаҫнӑ) Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулӗ.
Кардиологсен, чӗрепе юн тымарӗсен хирургӗсен пулӑшӑвӗ кирлисене тухтӑрсем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ.
Уҫӑ алӑксен кунне кардиологи диспансерӗн регистратурине 8 (8352) 70-95-90 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.
Пациентсен паспорт, СНИЛС тата медицина полисӗ пӗрле пулмалла. Тухтӑрсене консультаци валли кирлӗ ытти документсене те (медицина картти, анализсем) илни те ытлашши пулас ҫук. Тухтӑрсем консультаци ирттернипе пӗрлех кирлӗ пулсан чӗрен электрокардиографи тӗрӗслевне ярӗҫ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫынна ултавҫӑсем шӑнман пӑрпа лартса яма хӑтланнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӗрисем ют хулари тӑванӗсене кӗтнӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем патне арҫын шӑнкӑравланӑ. Калаҫнӑ май ҫакскер ҫемье хӑнасене кӗтнине ӑнланса илнӗ.
Кӑштахран ҫав ҫын каллех шӑнкӑравланӑ. Хальхинче вӑл пӑлханчӑк сасӑпа калаҫнӑ. Хулана кӗнӗ чухне ҫул-йӗр инспекторӗсен тӗлне лекнине пӗлтернӗ. Руль умӗнче пынӑ чух телефонпа калаҫнӑшӑн тытса чарнӑ имӗш. Кӗҫех вӑл патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторне телефона тыттарнӑ. Лешӗ хӑйӗнпе «лайӑх калаҫсан» видеорегистратор ҫинче ҫырӑннине хуратма шантарнӑ. Алла алӑ ҫӑвать теҫҫӗ. «ПАИ ӗҫченӗ» карас телефонӗ ҫине 8 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ.
Шупашкар арҫынни арӑмне тӑванӗсем патне тепӗр телефон номерӗпе шӑнкӑравлама ыйтнӑ. Вӗсем чиперех иккен.
Пӑтӑрмах пирки арҫын пакунлисене пӗлтернӗ. Шанкӑравлакансем Краснодар тӑрӑхӗнчен пулни паллӑ.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра ачасем ҫӳллӗшӗнчен ӳксе вилни пирки пӗлтертӗмӗр. Паян каллех инкек пулнӑ. Хальхинче – Шупашкарти Алькеш поселокӗнче.
Ҫулталӑк ҫурӑри ача Гоголь урамӗнчи 5-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗн 8-мӗш хутӗнчен персе аннӑ. Ку паян 12 сехетсенче пулнӑ. Ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, унӑн суранӗсем ытла та йывӑр пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, килте асламӑшӗ (е кукамӑшӗ) пулнӑ. Чӳрече ҫинче москитлӑ сетка пулман.
Аса илтерер: унччен Канашра – 2 ҫулти, Шупашкарта 3 ҫулти ачасем чӳречерен ӳксе вилнӗ.
Екатеринбургра Граждан вӑрҫин паттӑрне Василий Чапаева асӑнса палӑк лартасшӑн. Палӑксем тӗрлӗ вӑрҫа: Граждан вӑрҫинче, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче, Афганистанпа Чечня вӑрҫисенче тата Украинӑра ҫапӑҫнисене – хутшӑннисене асра тытнине палӑртӗҫ.
Палӑксем ҫар комиссариачӗ умӗнче пулмалла.
Композицисен авторӗ – Виктор Мосиелев скульптор. Скульптурӑсен ҫӳллӗшӗ – 2,2 метр. Кашнине хатӗрлеме пӗр тонна таран бронза кайнӑ. Композици тӑватӑ тонна таять. Палӑксем пирки хыпарланӑ e1.ru порталта хыпарланӑ тӑрӑх, кун пек скульптура композицине лартассине ҫынсем ырламан.
Сӑмах май, Василий Чапаев 1887 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнчи Будайкӑра хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫак вырӑс ялне XX ӗмӗрте Шупашкар хулине кӗртнӗ. 1897 ҫулта Чапаевсен ҫемйи Самар кӗпӗрнинчи Балаковӑна тухса кайнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Патӑрьелти Мир урамӗнче 12 ҫулти хӗрача ҫул урлӑ каҫнӑ чухне машина айне лекнӗ. Суранланнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫав кунах 16 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта 9 султи арҫын ача ҫул ҫине чупса тухнӑ, ӑна «Веста» машина ҫапса кайнӑ. Тухтӑрсем ачана пулӑшнӑ хыҫҫӑн киле сипленме янӑ.
Шупашкарти Эгер бульварӗнче те 9 ҫулти арҫын ача кустӑрма айне лекнӗ. Вӑл тӗмсен хушшинчен ӑнсӑртран тухнӑ. Юрать-ха, ача вӑйлах суранланман.
Паян та 14 сехетре Эгер бульварӗнче ача машина айне лекнӗ. Хальхинче 13 ҫулти хӗрача шар курнӑ.
Республикӑра ирттернӗ «Чӑваш Енӗн ҫулталӑк педагог-психологӗ», «Чӑваш Енӗн социаллӑ педагогӗ», «Чи маттур класс ертӳҫи», «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри воспитателӗ», «Чӑваш Енӗн ҫулталӑкри учителӗ» премие тивӗҫнӗ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.
Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулти педагог-психолог Надежда Павлова, Канаш районӗнчи Шӑхасанти социаллӑ педагог Лариса Данилова, Патӑрьелти 1-мӗш вӑтам шкулти класс ертӳҫи Алевтина Михайлова 50-шар пин тенке тивӗҫнӗ.
Шупашкарти 106-мӗш «Кораблик» ача пахчинчи Марина Васильева воспитателе 100 тенкӗ парӗҫ; Шупашкарти 45-мӗш шкулти истори учительне Александр Григорьева – 150 пин тенкӗ.
Васкакан вакка сикнӗ теҫҫӗ. Шупашкарти строительство организацийӗ Воробьев композиторсен урамӗнчи ҫурта те васкаса юсанӑ, те вӑхӑтлӑха каять тесе шухӑшланӑ. Халӗ ӑна ҫӗнӗрен йӗркене кӗртеҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул пахалӑхне лаборатори тӗпчевӗ ирттерсе тӗрӗсленӗ, япӑх юсани палӑрнӑ. Ҫула «Автодор» тулли мар яваплӑ общество юсанӑ. Халӗ вӑл ҫиелти сие илме тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен унӑн мӗнпур кӑлтӑка пӗтермелле.
«Япӑх юсанин сӑлтавне тӗрлӗрен ӑнлантарма пулать. Анчах ҫула эпир унпа чылай вӑхӑт кӑлтӑксӑр усӑ курма май килтӗр юсатпӑр. Кӑлтӑка ҫывӑх вӑхӑтра пӗтермелле», — хушнӑ хулан сити-менеджерӗ.
Эсир Шупашкарта Чебурашкӑна курнӑ-и? Ҫук-и? Кӳлмеке кайса курмалла. Унта Гена крокодил тата Чебурашка кӳлеписем пур. Ҫывӑх вӑхӑтра Чебурашка ача-пӑча паркне те килӗ. Тӗрӗсрех каласан, Шупашкарта вырӑн тупӗ.
Чебурашка палӑкне хулари А.Г.Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ӑна чӑваш скульпторӗ Василий Кузьмин хатӗрленӗ.
Совет мультфильмӗнчи сӑнара, ахӑртнех, хальхи ачасенчен чылайашӗ пӗлмест. Палӑка парка вырнаҫтарсан Чебурашкӑпа шӑпӑрлансем хаваспах паллашӗҫ. Мультфильмри сӑнара паркри тӗп клумба ҫине лартӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |