Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Вӗренӳ
Moskva.sadikov.net сайтри сӑн
Moskva.sadikov.net сайтри сӑн

Шупашкарти виҫӗ ача пахчи федераци конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Унта ҫӗршыври 17 пин ытла учреждени хутшӑннӑ. Пирӗннисем вара палӑрма пултарнӑ.

Нумаях пулмасть «Гордость отечественного образования» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс иртнӗ. Унта Шупашкарти 113-мӗш, 114-мӗш тата 128-мӗш ача пахчисем хутшӑннӑ. Чӑваш Енри учрежденисем Раҫҫейри чи лайӑх 700 организаци йышне кӗнӗ, медале тивӗҫнӗ.

Кунашкал конкурс вӗренӳ учрежденийӗсене професси тӗлӗшӗнчен ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хӗтӗртет. Ку вӗсене опытпа ылмашӑнма та май парать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/66322
 

Хулара
Warheroes.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Warheroes.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта СССР Паттӑрне Александр Боголюбова халалласа палӑк лартма палӑртнӑ. Ҫак тӗллевпе «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав та ирттернӗ.

Сасӑлава 1475 ҫын хутшӑннӑ. Чылайӑшӗ палӑка «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти шкул умӗнче курасшӑн. Куншӑн 795 ҫын сасӑланӑ. 623 ҫын Боголюбов палӑкне «Салют» культура керменӗ умне лартма сӗннӗ. 57 ҫын пӗр варианта та смуйламан. Хӑшӗ-пӗри хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Тӗслӗхрен, палӑка Ҫӗнтерӳ паркне, Кадет скверне, «Садовый» микрорайона лартма сӗнекенсем пулнӑ.

Александр Боголюбов – Шупашкар ҫынни, вӑл кунта ҫуралса ӳснӗ. Граждан вӑрҫинче тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ. Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн ҫӑлтӑр» медальпе пӗрле Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне тивӗҫнӗ. Сӑмах май, Шупашкарта унӑн ячӗпе пӗр урам хисепленет.

 

Пӑтӑрмахсем
bishelp.ru сӑнӳкерчӗкӗ
bishelp.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн укҫине палламан арҫынна шанса тыттарнӑ. Урамра мар-ха. Банк уйрӑмӗнче.

Хӗрарӑмӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрне укҫа куҫарса парасси килнӗ. Хӑйӗн банк картти пулман. Ҫавна кура вӑл палламан пӗр арҫынна пулӑшма ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫлемен. Хӗрарӑм ют ҫынна 5 пин тенкӗ кӑларса тыттарнӑ. Лешӗ ӑна малтан хӑйӗн картти ҫине хунӑ, унтан хӗрарӑмӑн хӗрӗн картти ҫине куҫарнӑ. Укҫа адресат патне ҫитиччен арҫын банкран васкаса тухса кайнӑ.

Укҫа ҫитменнине кура хӗрарӑм пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешсем укҫа ӑҫта кайнине палӑртассипе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, карттӑ номерне наборланӑ чухне арҫын е йӑнӑшма пултарнӑ, е юри улталанӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта экскаватор хыпса илнӗ. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн спорткомплексӗ патӗнче ларнӑ. Пушар эрнекун ирхи 4 сехет тӗлӗнче тухнӑ. Вут-ҫулӑм техникӑна сиенленӗ.

Эрнекун каҫхине тепӗр пушар Вӑрмар районӗнче тухнӑ. «Хӗрлӗ автан» унти Мӑнҫырма ялӗнче пурӑнакан 38 ҫулти хӗрарӑмӑн килӗнче ташланӑ. 2018 ҫулта туса кӑларнӑ «KIA Rio» машина гаражра ларнӑ. Гаражри машинӑпа пӗрлех хуҫалӑхри хуралтӑсем ҫуннӑ. Ҫулӑм 150 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем пӳрте ҫулӑмран ҫӑлса хӑварнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, пушар электрооборудование ҫыхӑнтарнӑ чух йӑнӑшнине пула тухнӑ.

 

Вӗренӳ

Шупашкарти Ҫӗнӗ хулари шкул ачасене йышӑнма хатӗр. Унта паян хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пулнӑ. Ҫавӑн пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Алексей Ладыков хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ шкула сӗтел-пукан кӳрсе килнӗ, бассейна шыв тултарнӑ, спортлапамне хатӗрлесе пӗтернӗпе пӗрех. Вӗренӳ ҫулӗнче ку учреждени 1600 ачана йышӑнӗ.

Ырӑ хыпара вуланисем хушшинче чӑннипех хӑпартланнисем те пур. «Пирӗн вӑхӑтра бассейнлӑ ҫакӑн пек шкул пирки ӗмӗтленме те пултарайман», – палӑртнӑ, сӑмахран, @svetlana.avrora.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CEMFZHwAPA6/
 

Персона

Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Анатолий Музыкантова Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Тав ҫырӑвӗпе чыслама йышӑннӑ.

Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кӗҫӗн Упи ялӗнче 70 ҫул каялла ҫуралнӑ Анатолий Музыкантов 40 ҫула яхӑн «Сувар» ансамбле ертсе пырать. Ку ушкӑна хамӑр тӑрӑхра ҫеҫ мар, ют регионсенче те аван пӗлеҫҫӗ.

Ӗнер Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ЧР культура, национальноҫсен ӗҫесен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова тата Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина коллективпа тӗл пулнӑ. Унта ӗҫлекенсене тӗрлӗ Хисеп хучӗпе хавхалантарнӑ. Ҫав йышра Анатолий Музыкантов балетмейстер та пулнӑ.

 

Сывлӑх

Шупашкарта Саранскри, Питӗрти тата ытти хӑш-пӗр хулари пек пульница пулӗ. Тӗрӗсрех каласан, унтисен проектне тӗпе хурса тӑвӗҫ.

Шупашкарта тума палӑртнӑ нумай профильлӗ 1000 вырӑнлӑх поликлиника проектне ытти регион тӗслӗхне шута илсе хатӗрлеме йышӑннӑ.

Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин ӗҫченӗсем Хусанти, Саранскри, Питӗрти тата Курскри ҫавӑн пек пульницӑсемпе маларах паллашнӑ.

Ҫӗнӗ пульница хальхи вӑхӑт ыйтнисене шута илсе ҫӗкленӗ. Паллах, оборудовани те унта хальхи йышши пулӗ.

Хатӗр проект ӗҫе хӑвӑртрах кӳленме май парӗ. Шупашкарта ҫӗнӗ пульница кирлине республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче Мускавра пулнӑ чух Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗпе Наталья Хороваяпа сӳтсе явнӑ.

 

Хулара

Шупашкрати Иван Яковлев проспектне каярах хута ярса пӗтерӗҫ. Асӑннӑ проспекта лаптӑкӑн-лаптӑкӑн юсаса пычӗҫ. Кӑҫал ӗҫсене Кӑнтӑр поселокӗ тӗлӗнче пурнӑҫларӗҫ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлеме ҫумӑр час-час ҫуса тӑни кансӗрленӗ. Тӑпра типӗ мартан тротуар пахалӑхӗ начар пулать тесе васкаман. Ҫавна май «Никитин урамӗ» чарӑну тӗлӗнчи тротуара тата чарӑнӑва туса пӗтереймен.

Шупашкарти Сӑкӑт кӗперӗ ҫинче те юсав ӗҫе малалла пырать. Унти асфальта тӗрӗсленӗ те пахалӑхӗ тивӗҫтермен. Ҫавна май ҫул-йр организацийӗн хӑйӗн шучӗпе ӑна ҫӗнӗрен сарма тивӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Doorinworld.ru сайтри сӑн
Doorinworld.ru сайтри сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр ача пахчинче инкек пулнӑ. Ӗҫ кунӗ вӗҫленнӗпе пӗрех ӗнтӗ – унта тӑрӑшакан воспитательница вилнӗ.

Инкек Лермонтов урамӗнчи 45 ача пахчинче пулнине пӗлтереҫҫӗ. 17 сехетре унта ҫурт умне васкавлӑ медпулӑшу машини, полицейскисем килнӗ. Каярахпа судмедэкспертсем те ҫитнӗ. «Чудесинка» ятлӑ ача пахчинче вопитательница ӗҫ вырӑнӗнчех вилнӗ. Следовательсем хӗрарӑм мӗншӗн вилнине уҫӑмлатаҫҫӗ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм вилнӗ тӗслӗхре криминал ҫук. Халӗ процессуаллӑ тӗрӗслев иртет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/66271
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти йӗрке хуралҫисенчен 43 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вӗсене велосипед ҫӗтни пирки пӗлтернӗ. Арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, велосипеда подъездра хӑварнӑ.

Йӗрке хуралҫисем велосипеда шырама пуҫӑннӑ. Вӑрах нушаланма тивмен. Часах вӑрӑ йӑрӗ ҫине ӳкнӗ. Велосипеда Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти арҫын куҫ хывнӑ тесе шухӑшланӑ. Судпа унччен те айӑпланнӑ арҫын вӑрӑ тунӑ вырӑнтан аякрах та пулман. Ӳсӗрскере патрульпе пост службин ӗҫченӗсем юнашар ҫурт умӗнче асӑрханӑ.

Велосипеда вӑрланӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. 17пин тӑракан пурлӑха хуҫине хуҫине тавӑрса парӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 309, 310, 311, 312, 313, 314, 315, 316, 317, 318, [319], 320, 321, 322, 323, 324, 325, 326, 327, 328, 329, ... 1003
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗтӗм ӗҫе лӑпкӑ, хӑвӑра кирлӗ пек татса пама май килӗ. Хирӗҫесрен пӑрӑнӑр, хӑвӑрӑн вӑя, энергие перекетлемелле. Пушӑ вӑхӑта ҫутҫанталӑкра ирттерӗр. Спортпа туслашма лайӑх вӑхӑт, Интереслӗ тӗлпулу пулма пултарать, вӑл романтика хутшӑнӑвне куҫӗ.

Чӳк, 26

1911
113
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та