Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти хӗрарӑм Ҫӗнӗ ҫула савӑнӑҫлӑ кӗтсе илесшӗн пулнӑ ахӑртнех. Анчах вӑл ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ.
Хӗрарӑм полицейскисене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл Ҫӗнӗ ҫул уявне ирттерме Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче ҫурт тара илме палӑртнӑ. Хайхискер тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ, ҫав ҫынпа ҫыхӑннӑ. Мессенджерта лешӗ укҫа тӳлеме тесе каҫӑ янӑ. Хӗрарӑм ун ҫине пусса 10 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Кун хыҫҫӑн лешӗ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.
Хальхи вӑхӑтра ултавҫӑ кам пулнине палӑртаҫҫӗ, тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Элӗк районӗнчи Ваҫкаҫырминче (халӗ ку яла Мӑн Ямаш теҫҫӗ) пурӑнакан каччӑ кирек мӗнле ҫулпа та ҫӳрекен гусеницӑллӑ транспорт хатӗрленӗ. Ӳлӗмрен ҫак енӗпе производство пуҫарма ӗмӗтленет вӑл.
Транспорта Шупашкарти Трактор музейӗн директорӗ Альберт Сергеев (вӑл хӑй те Элӗк районӗнчен) асӑрханӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна музея пама сӗннӗ. Каччӑ килӗшнӗ.
Алексей Зорин вӑтам шкултан вӗренсе тухсан машина тӑвакансен техникумӗнче вӗреннӗ. Техникӑпа вӑл ачаран кӑсӑкланнӑ. Кирек мӗнле ҫулпа ҫӳреме пултаракан пӗрремӗш транспорта 19 ҫулта тума тытӑннӑ. Ун чухне икӗ ҫул тӑрӑшнӑ. Хальхинче ҫулталӑкра вӗҫленӗ. Техникӑна пухма вӑл Ютубри ӑстасене кура хӑнӑхнӑ. Техникӑпа пушӑ вӑхӑтра аппаланнӑ. Пухса хатӗрлеме 150 пине яхӑн тенкӗ тухса кайнӑ.
«Сӑр» автоҫулӗ ҫинче йывӑр тиевлӗ машинӑсене виҫмелли пункт вырнаҫтарнӑ. Вӑл — Муркаш районӗнчи Нискасси ялӗ тӗлӗнче. Хальлӗхе тытӑм сӑнавлӑ мелпе ӗҫлӗ, кайран, виҫӗ уйӑх иртсен, штатлӑ режим ҫине куҫӗ.
Машинӑсене автоматизациленӗ мелпе виҫекен пункт транспортӑн пӗтӗмӗшле виҫине, кашни тӗнӗлне тивекен йывӑрлӑха палӑртаҫҫӗ. Электрон информацие кӑтартакан табло ҫине пӑхсан водитель хӑйӗн машини епле тайнине курӗ. Тытӑм правӑна административлӑ майпа пӑснине шута илекен центра хӑех пӗлтерет.
Йывӑр тиевлӗ машинӑсене виҫмелли пӗрремӗш пункт «Шупашкар-Сурски» автомобиль ҫулӗ ҫинче Улатӑр районӗнче уҫӑлнӑ. Ӑна пӗлтӗр, ҫулталӑк вӗҫӗнче, вырнаҫтарнӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Шупашкарти 17-мӗш шкул ачисемпе педагогсене эвакуациленӗ. Вӗсене 12 сехет те 35 минутра урама кӑларса тӑратнӑ. Шкула полицейскисем тата тухтӑрсем пырса ҫитнӗ. Кинологсем урамри ҫула хупланӑ.
«Ачасем урамра шӑнса пӑсӑласран 9-11-мӗш классене 37-мӗш шкулӑн акт залне илсе кайнӑ, ыттисене ҫывӑхри 106-мӗш ача пахчине ӑсатнӑ», — пӗлтернӗ эвакуациленине куракансем «Pro-город» кӑларӑма.
Ачасемпе вӗрентекенсене мӗн сӑлтавпа эвакуациленине хаҫат пӗлтермен.
Аслӑ классем валли математика енӗпе иртекен Пӗтӗм тӗнчери «Эпӗ шутлатӑп!» иккӗмӗш онлайн-тура пӗтӗмлетнӗ. Финалта 1077 ҫамрӑк тупӑшнӑ. Юлашки тапхӑра 9-мӗш класра вӗренекен 8 ача тата 11-мӗш класра ӑс пухакан 22 ҫамрӑк тухнӑ. Вӗсен йышӗнче Шупашкарта вӗренекен Мария Громилова та пур.
Палӑртмалла: кӑҫал конкурса хутшӑнма питӗ нумаййӑн кӑмӑл тунӑ, пӗтӗмпе – 6 пин ытла ҫын. Чи маттуррисене, вунӑ ҫынна, 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫсем, 10-мӗш классем, Питӗрти физикӑпа математика лицейне экзаменсӑрах вӗренме кӗрейӗҫ. Ҫавӑн пекех хаклӑ парнепе – электронлӑ техникӑпа – хавхалантарӗҫ. 11-мӗш класра вӗренекен чи лайӑх ачасене ҫулталӑк тӑршшӗпе стипенди тӳлӗҫ.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен маршрутсем ҫинче Ҫӗнӗ ҫултан билет хакне хӑпартма палӑртаҫҫӗ.
Асӑннӑ маршрутпа турттаракансем ӗҫлеме тӑкаклӑ тесе пӑшӑрханнине республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пӗр хуларан теприне ҫӳрекенсем транспорт сайра ҫӳрени пирки самай пӑшӑрханчӗҫ. Яваплӑ специалистсем маршрутсем ҫине миҫе транспорт тухнине, вӗсем мӗн вӑхӑтра хутланине тӗрӗслерӗҫ. «Маршруткӑсен» йышӗ сахалли, ҫавна пула транспорт сайра ҫӳрени палӑрсан вӗсен хуҫисем билет хакӗ йӳнӗ тесе пӗлтернӗччӗ.
Халӗ 331-мӗш эмаршрутри транспорт салонӗсенче пӗлтерӳсем ҫакнӑ. Унта 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн аллӑн укҫа тӳлесен билет хакӗ 32 тенкӗ, ЕТКпа татӑлсан 30 тенкӗ пулас пирки асӑрхаттарнӑ.
Халӗ билет хакӗ аллӑн укҫан е карттӑпа тӳленине кура — 26 тата 25 тенкӗ.
Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперштабӑн паянхи черетлӗ ларӑвӗнче Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская коронавируспа чирлекенсен шучӗ ачасен хушшинче икӗ процент чакнине, 30-59 ҫулсенчи ҫынсен хушшинче ӳсме тытӑннине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, чирлекенсен шучӗ яланхиллех Шупашкарта пысӑк пулин те ҫак хисеп юлашки вӑхӑтра кӑштах чакнӑ. Ҫӗмӗрле хулинче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче ӳссе кайнӑ.
Ҫӗмӗрле хулин администрацийӗн граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Алексей Кочнев ку эрнере 52 тӗслӗхе шута илнине асӑнса хӑварнӑ. Кил хуҫисем нумаях пулмасть Мускавран ӗҫлесе таврӑннӑ иккен.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче шута илнӗ 22 тӗслӗхрен 10-шӗ — ватӑ ҫынсем.
«Чирленисенчен 6-шне стационара вырттарнӑ, ыттисем килтех сипленеҫҫӗ», — тенӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Иван Михопаров.
Оперштаб ларӑвӗнче Етӗрне тата Тӑвай районӗсенчи тӑрӑма та тишкернӗ.
Шупашкар прокурорӗн должноҫне урӑх ҫын йышӑннӑ. Ку тивӗҫе юстицин аслӑ советникне Александр Шабалкина шаннӑ.
Ҫӗнӗ прокурор – 45 ҫулта. Вӑл Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ, Хусанта юридици факультетне пӗтернӗ. Юлашки виҫӗ ҫулта Александр Шабалкин Канаш районӗнчи прокуратурӑна ертсе пынӑ. Унччен Улатӑр, Красноармейски прокуратурисенче ӗҫленӗ. Вӑл – Раҫҫей прокуратурин хисеплӗ ӗҫченӗ.
Унччен Шупашкар прокурорӗн тивӗҫӗсене Дмитрий Фуражкин пурнӑҫласа пынӑ.
Шупашкарта инфекци корпусӗ тума палӑртнӑ. Ку тӗллевпе, Чӑваш Ен правительстви пӗлтернӗ тӑрӑх, миллиарчӗ-миллиарчӗпе уйӑрӗҫ.
Чӑваш Енре инфекци корпусне тӑвас ыйтӑва РФ Сывлӑх сыхлавӗн тата Финанс министерствисенче сӳтсе яваҫҫӗ. Ведомствӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна тумашкӑн 24 ытла миллиард тенкӗ кирлӗ. Проектпа смета докуменчӗсене хатӗрлемешкӗн кӑҫал республика хыснинчен 11 ытла миллион тенкӗ уйӑраҫҫӗ.
Аса илтерер: кӑҫал Шупашкарта ача-пӑча инфекци пульници ҫумӗнче ҫӗнӗ корпус уҫӑлнӑ.
Кӑҫалхи раштавӑн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Калинин урамӗнчи пӗр киоска ҫаратнӑ. Кун пирки 72 ҫулти арҫын полицине пӗлтернӗ. Унта ҫав ҫын сувенир продукцине сутнӑ.
Киоскра ӗҫлекен патне палламан арҫын пырса укҫа ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫленӗ. Пуҫтах этем вӑрах шухӑшласа тӑман — сентре ҫинчи 10 тенкӗлӗх юбилейлӑ укҫасене илме тытӑннӑ. Сутуҫӑ ӑна чарса пӗтереймен. 20 тимӗр укҫана илсе вырӑнтан ҫухалнӑ.
Ҫаратакан ҫынна йӗрке хуралҫисем кӗҫех тупса палӑртнӑ. Вӑл судпа унччен темиҫе хут та айӑпланнӑ. Халӗ вӑл судран тарса ҫӳренӗ. Вӑрра тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |