Чӑваш Енре чирлисене пульницӑна кӑҫал та вертолетпа илсе кайӗҫ. Пӗлтӗр вертолета пирӗн республикӑпа Мари Эл пӗрле арендӑна илнӗччӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, санитари авиацийӗ валли пирӗн республика 25 миллион тенкӗ тӑкакланӑ, маларах эпир асӑннӑ кӳршӗллӗ регион — 15 миллион. Вертолет пӗр сехет вӗҫнӗшӗн 231 пин те 066 тенкӗ тухса кайнӑ.
Пӗлтӗр вертолетпа 52 пациента пульницӑна илсе кайнӑ. Кӑҫал санавиаципе 53 хутчен усӑ курӗҫ. Кӑҫал вертолет валли тата тепӗр икӗ лапам тӑвӗҫ: Ҫӗмӗрлере тата Канашра. Пӗлтӗр Шупашкарта тата Улатӑрта тунӑ.
Шупашкартан кӑҫал ҫӗнӗ авиарейссем уҫасшӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Росавиаци патшалӑх субсидилекен авиамаршрутсен списокне пичетленӗччӗ. 266 маршрут шутӗнче Шупашкартан ытти хулана каякан 4 авиарейс та пурччӗ. Вӑл хуласем ҫаксем: Краснодар, Екатеринбург, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой.
Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, «ИрАэро» авиакомпани йӗркелекен ҫӗнӗ рейссем валли вӑхӑт малтанласа палӑртнӑ ӗнтӗ.
Патшалӑх субсидилекен программӑна Краснодар, Минеральные Воды тата Ҫӗнӗ Уренгой хулисем кӗнӗ.
Самолетсем пуш уйӑхн 3-мӗшӗнче вӗҫме тытӑнмалла. Ҫӗнӗ Уренгойран Шупашкара юнкунсерен 11 сехет те 20 минутра ҫитмелле, Минеральные Воды хулана 12 сехет те 20 минтура кунтан вӗҫсе кайса унта 17 сехет те 20 минутра ҫитмелле, Краснодара 18 сехет те 20 минутра вӗҫсе каймалла.
Кӗҫнерникунсерен Краснодартан 8 сехет те 40 минутра Шупашкара вӗҫсе каймалла, Ҫӗнӗ Уренгоя пирӗн патран кӗҫнерникунсерен 9 сехет те 40 имнутра хускалмалла.
Пассадирсене 103 пассажир вырӑнӗлӗх «Сухой Суперджет 100» самолет турттарӗ. Билетсене ҫывӑх вӑхӑтра сутма пуҫлӗҫ.
Паян кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперштабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Роспотребнадзор унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем кӑшӑлвируспа чирленӗ.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре вӗренӳ организацийӗсенче кӑшӑлвируспа чирленӗ 14 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Шупашкарта – 9, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 11, Канашра 2, районсенче 2 тӗслӗх.
Ҫавӑн пекех ача пахчисенче те чирлекенсем пур. Ултӑ шкулта, виҫӗ техникум-колледжра кӑшӑлвируспа аптӑранӑ ҫынсене тупса палӑртнӑ. Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче виҫӗ студент инфекциленнӗ.
Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнчен пысӑк экран ҫине «Зоя» фильм проката тухать. Палӑртма кӑмӑллӑ: Зоя Козьмодемьянскаян рольне Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Анастасия Мишина калӑпланӑ.
Настя 1993 ҫулта ҫуралнӑ, 2012 ҫулта Раҫҫей театр ӳнерӗн институтне (ГИТИС) режиссер факультетне вӗренме кӗнӗ. Ҫав ҫулах ӑна Владимир Маяковский ячеллӗ театр труппине йышӑннӑ. Настя «Вольф», «Заключение» фильмсенче те ӳкерӗннӗ.
Хальхинче Анастасия Мишина Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин историйӗнче ҫырӑнса юлнӑ паллӑ разведчицӑна – Зойӑна – вылянӑ.
Пассажирсене Чӑваш Ен тӗп хулинчен Мускава тата Мускавран Шупашкара турттаракан «Победа» авиакомпани хушма рейссем кӗртме палӑртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Темиҫе кун каялла Шупашкарти аэропортра расписани ҫывӑх вӑхӑтра уҫӑмланассине хыпарланӑччӗ. Халӗ, чӑн та, паллӑ.
Шупашкартан Мускава хушма авиарейссене ҫакӑн пек йӗркеленӗ:
— нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 19 сехет те 35 минутра;
— нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 16 сехет те 25 минутра;
— нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра;
— нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 17 сехет те 50 минутра;
— пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра;
— пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 17 сехет те 50 минутра;
— пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра;
— пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 17 сехет те 50 минутра;
— пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра;
— пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 17 сехет те 50 минутра;
— пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра.
Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Чун хӗлхемӗ – халӑха!» курав уҫӑлӗ. Ӑна Раиса Сарпи сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Раиса Васильевна 1951 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ.
Поэт, прозаик, драматург, тӑлмач. Хайлавӗсене Раиса Сарпи чӑвашла та, вырӑсла та ҫырать. Вӑл — 50 ытла кӗнеке, 300 юрӑ, чӑваш театрӗсенче лартнӑ 10 пьеса авторӗ. Унӑн хайлавӗсем шкул программине, литература хрестоматийӗсене кӗнӗ. Сӑввисене тӗнчери чылай чӗлхе ҫине куҫарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ача-пӑча литературин редакторӗнче, Пукане театрӗнче литература пайӗн заведующийӗнче, хӗрарӑмсен «Пике» журналӗн редакторӗнче, «Путене» ача-пӑча журналӗн редакторӗнче ӗҫленӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра преподаватель пулнӑ.
Раиса Сарпи – Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ, тӗрӗк халӑхӗсен Нежип Фазыл ячӗллӗ премийӗсен лауреачӗ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
«Чӑвашавтотрансӑн» Шупашкарти филиалне 82 миллион тенкӗпе сутасшӑн. «Вертэкс» техника бюровӗ» тулли мар яваплӑ общество предприятин куҫакан тата куҫман пурлӑхне ҫак хакпа сутма лартнӑ.
Куҫман пурлӑх йышӗнче гараж, стоянка валли лапам, транспорт развязки, автозаправка, икӗ ҫурт, 52,4 пин тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкне тара илмелли право пур.
Сӑмах май, филиала унччен те сутма хӑтланнӑ. 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче лот 79,4 миллион тенкӗ пулнӑ. Пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче ӑна 138,9 миллион тенкӗпе сутма лартнӑ, ҫурла уйӑхӗнче – 99,2 миллион тенкӗпе.
Шупашкарти ҫӑкӑр комбиначӗсенчен пӗрин техника директорне производствӑра ҫын аманнӑшӑн явап тыттарнӑ.
Инкек пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ. 42-ри хӗрарӑм ҫакӑр пӗҫермелли цехра сылтӑм аллине темиҫе ҫӗртен хуҫнӑ. Ҫапла майпа вӑл сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ.
Пӑтӑрмахшӑн предприятин техника директорӗ айӑплине палӑртнӑ. Шӑпах ӑна ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплӑ тесе ҫирӗплетнӗ. Хӗрарӑм шар курнӑ оборудовани хупӑлчасӑр пулнӑ.
Арҫын унччен судпа айӑпланманнине, хӗрарӑма кӑмӑл-сипет енчен сиен кӳнине саплаштарнине кура пуҫиле ӗҫе суд чарса лартнӑ, ӑна 5 пин тенкӗ суд штрафӗ хурса панӑ.
Шупашкар хулинче пӗр ҫамрӑк лифтра 5 сехет ларнӑ. Хӑй ирӗкӗпе мар, паллах. Каччӑ лифтра чухне ҫав хатӗр ванса кайнӑ. Лифтера чӗнес — ӑна систермелли кнопка ӗҫлемен.
Пӑтӑрмаха каччӑ кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗн каҫхине ҫакланнӑ, лифтра вӑл кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗччен ларнӑ. Лифт ваннӑ, ҫитменнине лифтера чӗнмелли кнопка ӗҫлемен ҫурт хулари Мускав проспектенчи 19-мӗш ҫуртӑн 8-мӗш корпусӗ пулать.
Пӑтӑрмах пирки пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, специалистсене каччӑн ҫурҫӗртен пуҫласа ирхи 5-ччен кӗтме тивнӗ. Пӗр хутпа теприн хушшинче ирӗксӗртен чарӑнса ларнӑ каччӑна ҫав ҫуртри ҫынсем шыв тата ҫимелли илсе пырса панӑ. Каччӑ апат ҫиме килӗшмен. Сигарет та сӗннӗ ӑна.
Шупашкарта пурӑнакан Светлана Павловӑшӑн ку чӑн-чӑн асамлӑх пулнӑ. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн пӗрремӗш кунхинех вӑл лотерея выляса 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ.
Светлана Шупашкарти электроаппарат савутӗнче ӗҫлет. Ҫӗнӗ ҫул умӗн киле таврӑннӑ чухне вӑл лотерея билечӗ туяннӑ. Вӑл унта унччен те хутшӑннӑ-ха. Хальхинче вӑл 50 билет туяннӑ.
Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче вӑл кӑларӑм хыҫҫӑн сайтра билет ҫинчи хисепсене тӗрӗсленӗ. 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ иккен!
Светлана выляса илнӗ укҫапа ипотекӑн пӗр пайне саплаштарӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |