Паян, Кӑшарнире, ҫынсем вакра шыва кӗреҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑйӗн ҫумӗсемпе Владимир Филипповпа тата Андрей Петровпа вакра шыва кӗнӗ. Ҫакна вӗсем видео ӳкерсе Инстаграмри страницӑна вырнаҫтарнӑ.
Ҫавӑн пекех Калинин районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Яков Михайлов, Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Сергей Муравьев та сивӗрен хӑрамасӑр уявра вакка чӑмнӑ.
Палӑртмалла: Роспотребнадзор Кӑшарнире шыва кӗнӗ чухне асӑрхануллӑ пулма ыйтнӑ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикӑн Композиторсен союзӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин искусствӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри конкурсӑнче темиҫе хут та ҫӗнтернӗ Андрей Галкин 60 ҫул тултарнӑ.
Андрей ГалкинФ.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче, Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ.
Андрей Петрович тӗрлӗ жанрлӑ композицисем хайлать. Ҫав шутра — симфони тата камера музыки, эстрада юррисем, драма спектаклӗсене юрӑ-кӗвӗпе илемлетет. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗпе те тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлет. Вӑл «Аттила. Легенда ҫурални», «Хуркайӑк ҫулӗ» балетсем валли юрӑ-кӗвӗ ҫырнӑ.
Ӗпхӳ хулинчен Шупашкара кӳрсе килме палӑртнӑ троллейбуссем кӑшӑлвируса пула ҫула тухайман. Ҫакӑн пирки паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов пӗлтернӗ.
Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче пирӗн республикӑна 68 троллейбусран 10 троллейбус килсе ҫитнӗ. Кӑрлач уйӑхӗн кӑҫалхи пӗрремӗш ӗҫ эрнинче тепӗр 5 троллейбус илсе килнӗ. Вӗсем халӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗнче упранаҫҫӗ.
Владимир Осипов пӗлтернӗ тӑрӑх, Ӗпхӳри троллейбус управленийӗнче ӗҫлекенсем кӑшӑлвируспа йышлӑн чирлеҫҫӗ. Ҫавна пула савут тулли хӑватпа ӗҫлеймест. Ҫавӑнпа предприятипе хушма килӗшӳ тунӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, троллейбуссене кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен илсе килмелле.
Чӑваш Ен тӗп хулинчен пассажирсене Мускава турттаракан «Победа» авиакомпани хушма рейссем кӗртме палӑртнӑ.
Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗллехи тапхӑр вӗҫлениччен хушма 11 рейс пулмалла. Вӗсем пурте — Шупашкартан Мускава тата Мускавран Шупашкара кайса килекеннисем. «Победа» авиакомпани Внуково аэропорта вӗҫет. Расписание улшӑну кӗртесси уяв тата кану кунӗсенче халӑха меллӗ пултӑр тенипе ҫыхӑннӑ.
Билетсене ҫывӑх вӑхӑтра сутма тытӑнӗҫ. Программа нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пурнӑҫа кӗме тытӑнӗ.
Самолетсем епле хутласси, паллӑ ӗнтӗ, пассажирсем епле ҫӳренинчен килет. Маларах Мускаври Шереметьево аэропортне кӑнтӑрлахи виҫҫӗмӗш рейс уҫӑлнӑ, анчах халӑх сахалран ӑна хупнӑ. «Победа» авиакомпанин виҫҫӗмӗш рейсӗ ҫуркуннехи тата ҫуллахи тапхӑрта юласси ҫул ҫӳрекенсенчен килӗ.
Шупашкарта транспортра медицина маски тӑхӑнман тепӗр 30 ҫын административлӑ майпа явап тытнӑ. Тӳре-шара черетлӗ рейд ирттернӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 16-17-мӗшӗсенче Шупашкарти 120 объекта тӗрӗсленӗ: суту-илӳ точкисене, парикмахерскисене, кафе-ресторана… Хӑш-пӗр лавккара маска тӑхӑнман ҫынсене те тавар сутни палӑрнӑ.
Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче те тӗрӗслев иртнӗ. Автобус-троллейбусран тухнӑ ҫынсене, маска тӑхӑнманнисене, явап тыттарнӑ. Унашкаллисем 30-ӑн пулнӑ. Палӑртмалла: маска тӑхӑнманшӑн ахаль ҫынсене 1-30 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Шӑматкун Атӑл леш енче йӗлтӗрпе ярӑнакан хӗрарӑма пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Вӑл «Чӑваш Ен» санатори ҫывӑхӗнче ярӑннӑ.
Республикӑри шыравпа ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм йӗлтӗрпе ярӑннӑ чухне ӳкнӗ те сылтӑм урине хуҫнӑ. Хайхискер хӑй тӗллӗн утайман та.
Хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Вӗсем ун патне «Тайга» юрҫӳренпе ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем хӗрарӑма хӑйсен транспорчӗпе Шупашкара илсе ҫитернӗ, васкавлӑ медпулӑшу пульницине леҫнӗ.
Кӑшарни тӗлне хатӗрленӗ шыва кӗмелли вырӑсенче паянтан тытӑнса кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗччен васкавлӑ пулӑшу машинисем дежурствӑра тӑрӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫветтуй Улатимӗр кнеҫ соборӗ патӗнчи купель ҫывӑхӗнче васкавлӑ пулӑшу машини кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 22 сехетрен тытӑнса кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчи 8 сехетчен, кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчи 16 сехетрен кӑрлачӑн 20-мӗшӗнчи 06 сехетчен дежурствӑра пулӗ.
Шупашкарти виҫӗ купель ҫывӑхӗнче кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчи 16 сехетчен васкавлӑ пулӑшу машинисем пулӗҫ.
Районсенче те тухтӑрсен бригадисем дежурствӑра тӑрӗҫ.
Руль умӗнче ача ларнӑ. Ҫапла, ку Шупашкарта пулса иртнӗ. Видео ҫак кунсенче тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак водителе административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ пӗчӗк ачана чӗрҫи ҫине лартнӑ та руль тыттарнӑ. Машина Мускав проспекчӗпе ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗ еннелле кайнӑ.
Ача ашшӗн чӗрҫи ҫинче ларса пынӑ чухне сиккелесе пынӑ, руле кӑшланӑ. Куншӑн водитель явап тытнӑ. Ӑна 3 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Каярахпа ашшӗ ҫакна мӗншӗн тунине ӑнлантарнӑ. Ачи нӑйкӑшнӑ-мӗн, вӗсем ӑна лӑплантарас тесе руль умне лартнӑ.
Паян ирхине Шупашкарта 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус Воробьев тата Карл Маркс урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта юпа ҫине пырса тӑрӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Автобус водителӗ светофорӑн симӗс ҫути ҫутнӑ вӑхӑтра кайса ӗлкӗрес тенӗ те транспорта пӑрайман.
Паян кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче те ҫакнашкалах авари пулнӑ. Унта 46-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус юпа ҫине пырса кӗрсе йывӑҫсем патӗнче чарӑннӑ. Хальлӗхе мӗншӗн кунашкал пулса тухни паллӑ мар. Ҫакӑ паллӑ: 46-мӗш тата 15-мӗш маршрутсем «ТМК-1» компанин.
Паян Шупашкар хулинче автобус юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Инкек пирки «Про Город» хаҫат пӑтӑрмаха асӑрханӑ ҫын хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ.
Пичет кӑларӑмӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, инкек ирхи 8 сехет те 25 минутра Шупашкарти Воробьев композиторсен урамӗнче пулнӑ. Асӑннӑ урамри «Воробьев композиторсен урамӗ» чарӑнура 15-мӗш маршрутпа ҫула тухнӑ автобус юпа ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмаха асӑрханисем пӗлтернӗ тата сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан автобусӑн малти пайӗ сиенленнӗ. Инкек вӑхӑтӗнче троллейбуссем чарӑнса ларнӑ.
Ҫынсем шар курнипе курманни пирки уҫӑмлӑн пӗлтермен. «Аманман пулмалла», — тесе ҫеҫ ҫырнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |