Чӑваш Республикин тӗп хулинчи масарсенчен пӗринче вӑрӑсем ҫӳренӗ. Явӑшра.
Пӑтӑрмах ҫинчен утӑн 17-мӗшӗнче полицине 61 ҫулти арҫын пӗлтернӗ. «Киа» автомобиль чӳречине палламан ҫынсем ватрӗҫ тенӗ вӑл. Вырӑна полицейскисене чӗнсе илнӗ арҫын.
Палламан ҫынсем сумка тата портфель кӑларса илнӗ. 20 000 тенкӗ ытла тӑкак кӑтартнӑ.
Вӑрлакан арҫынпа хӗрарӑма тытса чарма ҫынсем пулӑшнӑ. Машинӑри сумкӑсене 35 ҫулти арҫынпа 46-ри хӗрарӑм пӗҫертнӗ. Арҫын судпа темиҫе те айӑпланнӑ. Хӗрарӑмӗ унпа пурӑннӑ.
Сумкӑпа портфеле вӑрманта пытарнӑ вӗсем. Вӗсене полицейскисен йытти шыраса тупнӑ.
Вӑрӑсем унччен те хурахла хӑтланман-ши тесе тӗрӗслеҫҫӗ халӗ пакунлисем. Арҫынпа хӗрарӑм пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Утӑ уйахӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Якимов урамӗнче вырнаҫнӑ 4-мӗш юсанмалли колонирен айӑпланнӑ арҫын тухса тарнӑ. 41 ҫултискер тарни пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ, йӗрке хуралҫисем ӑна шыранӑ.
Айӑпланнӑ арҫынна ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта тытса чарнӑ. Унччен пӗрре те айӑпланман арҫын монтажникре Мускав хулинче ӗҫленӗ. Унӑн пӗр ача пур.
Хайхискере Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнче 10 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ. Унӑн 2023 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнче ирӗке тухмалла пулнӑ. Ӑна ҫаратнӑшӑн, ҫыннӑн паспортне е ытти пӗлтерӗшлӗ документа вӑрланӑшӑн, ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗшӗн айӑпланӑ.
Чулхула облаҫӗнчи Воротынец районӗнче «Питрав пуххи» (вырӑсла Петровские гуляния) иртрӗ. Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулчӗ вӑл. Регионсен хушшинчи чӑваш культурин уявне Чӑваш Республикинчи хӑнасем килсе ҫитрӗҫ.
Лысая гора ялта чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Вырӑссемпе пӗрле. Воротонец районӗнчи тепӗр виҫӗ ялта та пур чӑвашсем.
Сӑрпа Атӑл пӗрлешнӗ вырӑнти ял чӑвашӗсем хӑйсен йӑлине, авалхи культурине упраҫҫӗ. Чӑваш Республикинчен фольклор ансамблӗсем ҫитрӗҫ. Ҫӗмӗрлепе Етӗрне районӗсенчен пулчӗҫ вӗсем. Шупашкартан хӑнасем килчӗҫ. Юрӑҫсем, сӑвӑҫсем, ҫыравҫӑсем. Ара Мишши, Раиса Сарпи, Альбина Юрату, Василий Захаров, Лидия Филиппова ҫитнӗ. Шупашкарти Роза Степанова чӑваш юрӑҫи юрларӗ.
Фестивальте тӗрлӗ курав ӗҫлерӗ.
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи пулнӑ Леонид Волкова ирӗке кӑларнӑ. Ку хыпара эпир халь ҫеҫ илтрӗмӗр.
Леонид Волкова ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса преми илнӗ тесе айӑпласшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Ӗҫе Шупашкарта тишкересшӗнччӗ, анчах каярах Мускава куҫарма май килнӗ-килнех. Ҫапла тума Леонид Волковпа унӑн хӳтӗлевҫи ҫине тӑнӑ. Вӗсем кунти суда шанман.
Леонид Волков следстви изоляторӗнче чылайранпа ларчӗ. Полпредпа ҫыхӑннӑ суд ларӑвӗсене Тимӗр Акташ Чӑваш халӑх сайчӗн вырӑсла пайӗнче хыпарласах тӑнӑччӗ-ха. Вӑл хальхинче те пӗлтерессе шанатпӑр.
Паян эпир экс-полпреда ирӗке кӑларнине илтрӗмӗр. Те следстви изоляторӗнчен ирӗке кӑларнӑ, те айӑплӑ мар тесе йышӑннӑ. Ҫак самантра тӗплӗн калаймӑпӑр.
Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑма тӗнче тетелӗнче ҫынна улталанӑшӑн суд штрафӗ тӳлеттернӗ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
Ҫак хӗрарӑм Шупашкарта кун кунлать, вӑл нумай ачаллӑ амӑшӗ. Хайхискер ҫурт сутни пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ панӑ. Кӗҫех кӳршӗ регионтан шӑнкӑрав ҫитнӗ. Ҫак ҫын ҫурт туянассине пӗлтернӗ, кӑштах укҫа тӳлесе хума шантарнӑ.
Нумай ачаллӑ хӗрарӑм ӑна банкомат патне пыма ыйтнӑ. Тӗрлӗ операци ирттернӗ хыҫҫӑн ҫурт туянма палӑртнӑ ҫыннӑн счечӗ ҫинчен 20 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Хӗрарӑма тытса чарнӑ. Вӑл улталанӑ ҫынна укҫа-тенке парса татнӑ. Хӑйне вара 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ.
Чӑваш АССРӗн Госстройӗн председателӗнче – 15 ҫул, ЧР строительство министрӗнче 16 ҫул ӗҫленӗ Владимир Филатов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 80 ҫулта пулнӑ.
Владимир Николаевич Ставрополь крайӗнче 1939 ҫулта ҫуралнӑ, 1970 ҫулта Ростоври инженерипе строительство институтне пӗтернӗ. ЧР строительство министрӗнче вӑл 1994-2005 ҫулсенче ӗҫленӗ, унтан, 2005-2006 ҫулсенче, хула строительствин тата пӗтӗмӗшле инфратытӑм министрӗ пулнӑ. Юлашкинчен вӑл «Чувашгражданпроект» проект институтӗнче вӑй хунӑ.
Владимир Филатов Шупашкарти Анне палӑкӗн архитекторӗ пулнӑ. Вӑл – РСФСР тава тивӗҫлӗ архитекторӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ строителӗ, СССР Министрсен Канашӗн преми лауреачӗ.
Владимир Николаевичпа паян сывпуллашнӑ.
Паян Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре митинг иртнӗ – Китай савутне хута ярассине хирӗҫ пулнине палӑртса халӑх чылай пухӑннӑ. Аса илтерер: Илпеш тӑрӑхӗнче ҫӗртме уйӑхӗнче 65 гектар ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗре промышленноҫ категорине куҫарнӑ. Кун пирки ҫынсем пӗлмен.
Митинга пухӑннисем ку ыйтупа халӑх итлевӗ тума ыйтнӑ. Кӳкеҫри Ленин палӑкӗ умне тӗрлӗ плакат йӑтнӑ ҫынсем тухнӑ. Ҫынсен шухӑшӗпе, ҫӗр Китайсен аллине лексен пӗтет.
«Ҫак ҫӗр аэропорт, Шупашкар электростанцийӗ тата Химпром хушшинче вырнаҫнӑ, эппин, вӑл стратеги пӗлтерӗшлӗ объект. Унта нимӗнле ют ҫынсем те пулмалла мар. Ҫак ҫӗрӗн чӑваш халӑхӗн пулмалла. Халӑх шухӑшне илтмерӗҫ, ӑна ыйтман та. Пирӗн халӑх Китай инвесторӗсене хирӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн ӗнсе кайнӑ ҫӗр юлать. Унта йӑлтах пӗтет: ҫӗр, шыв, сывлӑш. Йӑлтах!» - тенӗ Ҫӗньял ҫынни Лариса Васильева.
Халӑх шухӑшӗпе, китайсем сӗт савутне ҫӗклесен ҫынсем сӗт сутса укҫа тӑваймӗҫ.
Митинг 11 сехетре вӗҫленнӗ. Унта 300 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Кӳршӗ республикӑра Йошкар-Ола хулинче пурӑнакан Яшметов Андрей Сергеевич Шупашкар хулине автостоп мелӗпе кайма тухнӑ та ҫухалнӑ. Вӑл ҫӗртмен 28-мӗшӗнченпе телефонне тытмасть. Амӑшӗ пӑшӑрханса ӳкнӗ, полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Андрей амӑшӗ патне шӑнкӑравланӑ та машина тытса Шупашкар еннелле кайнине пӗлтернӗ. Унтанпа 20 ҫулти каччӑран хыпар ҫук. Вӑл килӗнчен икӗ эрне каялла тухса кайнӑ.
Яшметов Андрей 175 сантиметр ҫӳллӗш, хыткан кӗлеткеллӗ. Ҫӳҫӗ тӗттӗм, кӗске. Вӑл куҫлӑх тӑхӑнма пултарнӑ. Килтен кайнӑ чухне джинс шӑлавар, тӗттӗм кофта, хура карттус, ботинка тухӑннӑ пулнӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкар ҫуралнӑ кунне ҫурла уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче паллӑ тӑвать. Кӑҫал – юбилей, хула 550 ҫул тултарать. Кун пек шутласан уяв ҫурлан 18-мӗшне лекмелле.
Анчах кӑҫал уявӑн тӗп мероприятийӗсене урӑх куна куҫарӗҫ. Вӗсем ҫурлан 23-24-мӗшӗсенче иртӗҫ. Ку, ахӑртнех, «Вӗршӗнсем» пилотаж ушкӑнӗн графикӗ питӗ хӗсӗк пулнипе ҫыхӑннӑ.
Уяв мероприятийӗсем пӗтӗмӗшле илсен пӗр эрнене тӑсӑлӗҫ. Ҫурлан 17-мӗшӗнче лазер-ран тата акватлон енӗпе ӑмӑртусем иртӗҫ. Тепӗр кун – официаллӑ уяв, хула кунӗ. Шупашкарта фестиваль лапамӗсем ӗҫлӗҫ. Ҫурлан 21-мӗшӗнче хулан хисеплӗ гражданинне саламлӗҫ. Ҫурлан 22-мӗшӗнче асӑну хӑмисем, палӑксем патне чечексем хурӗҫ. Ҫурлан 23-мӗшӗнче «Вӗршӗнсем» килӗҫ.
Ҫурлан 24-мӗшӗ – тӗп уяв кунӗ. Ирхине ҫӑлтӑрпа хускану тӑвӗҫ. Кӑнтӑрла «Вӗршӗнсем» Атӑл ҫийӗн вӗҫме пуҫлӗҫ. Кун хыҫҫӑн хула техникин парачӗ пуҫланӗ. Ӑна 55 ҫул каялла хулара маршрута тухнӑ троллейбус ертсе пырӗ.
Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Фотографсен кунӗнче, республикӑри паллӑ фотокорсене сума сӑвас йӑлана Сергей Журавлев фотожурналист 5 ҫул каялла йӑлана кӗртнӗ. Ҫын умӗнче курнӑҫланас тӗллевпе мар. Чунӗ ыйтнипе. Кӑҫал унпа «Хыпар» издательство ҫуртӗнчи ӗҫтешӗсем те пулчӗҫ.
Карачурари 3-мӗш ҫӑва ҫинче ТАСС фотокорӗ Юрий Ананьев, ҫавӑн пекех Валентин Шемаровпа Виталий Исаев ӗмӗрлӗх канӑҫ тупнӑ, Карачурари 1-мӗш масар ҫинче — Иван Никифоров, Георгий Зиньков.
Сергей Витальевич кашни фотокорреспондент ҫинчен темччен каласа кӑтартма пултарать. Георгий Зиньков темле сӑпайлӑ трактористпа сысна пӑхакана та сӑн ӳкерӗнме ӳкӗте кӗртме пултарнӑ.
Явӑшри ҫӑва кивӗ мар пулин те тулсах пыни аван сисӗнет. Унтах Иосиф Дмитриев-Трер режиссер, Геннадий Большаков артист канлӗхне тупнӑ. Сӑмах май, хамӑн тӑван ял ҫыннин, Станислав Малютин профессорӑн, вил тӑпри патӗнчен те иртрӗмӗр. Ҫав масарта Юрий Дмитриева, Семен Игнатьева пытарнӑ. Шупашкар ҫывӑхӗнчи Ишлей ҫӑви ҫине те кӗрсе тухрӗҫ. Унта Шупашкар районӗнчи Ишекре ҫуралнӑ Александр Костин фотокора пытарнӑ (сӑнӳкерчӗкре).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |