Чӑваш Енӗн тӗп хулине малтанхи летопиҫсенче асӑннӑранпа 550 ҫитнӗ тӗле ятарлӑ конверт пичетлесе кӑларма палӑртнӑ.
Конверт ҫинче Атӑл хӗрринче мӑнаҫлӑн сарӑлса выртакан хула — шурӑ Шупашкарӑмӑр — сӑнланӗ. Унтах уяв элемӗ вырӑн тупӗ.
Раҫҫей Почтин филиалӗнче — Федерацин почта ҫыхӑнӑвӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, халиччен пулман ӳкерчӗклӗ конверта ҫурла уйӑхӗнче пичетлесе кӑларӗҫ. Шӑпах — хула кунӗ тӗлне. Конверта пурӗ 250 пин экземплярпа пичетлеме палӑртнӑ.
Раҫҫей Тӗп банкӗ Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалласа укҫа кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Аса илтерер: кӗмӗлтен тунӑскер — 3 тенкӗллӗскер. Ун ҫине «550-летия основания г. Чебоксары» (чӑв. «Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалласа») тесе ҫырса хунӑ.
Муркаш районӗнчи Юнкӑ ялӗнче пурӑнакан Николай Ермаков хӑйне евӗр техникӑсем ӑсталать. Унӑн трактор, ял хуҫалӑх агрегачӗсем, эксклюзивлӑ машина пур. Тӗнче тетелӗнче ун пирки видео та выранҫтарнӑ. Ҫавна май Кулибина ялта кӑна мар, ют ҫӗршывсенче те пӗлеҫҫӗ. Ун пирки "Чӑваш Ен" ПТРК журналисчӗсем сюжет ӳкернӗ.
Тӗслӗхрен, пӗр трактора вӑл кивӗ «Жигулирен» тата «ГАЗ-51» машинӑран пуҫтарнӑ. Унӑн картишӗнче тухника туллиех ларать: ҫӗрулми кӑлармалли, ҫулмалли, вутӑ ҫурмалли агрегатсем… Николай ентешӗсене те пулӑшать: мӗн те пулин тумалла та тӑк техникине часах тапратать.
Николайӑн хӑйне евӗр машина пур. Ял ҫыннисем ӑна «Хаммер» теҫҫӗ. Вӑл ӑна хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑсен, тракторсен пайӗсенчен пуҫтарнӑ. Федераци ҫулӗпе пынӑ чухне ӑна ытти водительсем пиклеттесе хӑвараҫҫӗ.
Николай Васильевич хӑйӗн блогне, Ютуб каналне уҫнӑ. Унӑн виедороликӗсене нумаййӑн пӑхаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ӑста арҫын Шупашкарти Никольский ячӗллӗ колледжра студентсене вӗрентет.
Чӑваш Енри тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансене «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе час-часах наградӑлаҫҫӗ. Паян ҫавӑн пек черетлӗ йышӑну тунӑ.
Республика Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ орден медалӗпе виҫӗ ҫынна чыслама йышӑннӑ. Йышра — Федерацин казначействин Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Олимпиада Ананьева, Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн кӑнтӑрлахи стационарӗн хирургӗ, уйрӑм заведующийӗ Геннадий Арсютов тата Шупашкарта пурӑнакан Клара Груздева ӗҫ ветеранӗ.
Юлашкинчен асӑнни, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, 1962-1976-мӗш ҫулсенче КПСС Чӑваш обкомӗн секретарӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 1929 ҫулта Тӑвай районӗнчи Эльпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.
Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче регистрациленнӗ 28 ҫулти хӗрарӑмӑн коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тата кредитсемшӗн 372 пин тенкӗ парӑм пухӑннӑ. Анчах хайхискере приставсем 2017 ҫултанпа шыраса тупайман: регистрациленнӗ вырӑнта вӑл пурӑнман, телефонне тытман.
Ҫапах ҫак хӗрарӑма тупма май килнӗ. Ӑна Шупашкрати ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче асӑрханӑ. Унта хваттер илме те ӗлкӗрнӗ хайхискер. Вӑл виҫӗ ҫул приставсенчен тарса пурӑннӑ, пурӑнмалли вырӑна темиҫе хутчен те улӑштарнӑ.
Хӗрарӑм ӑна шыраса ан тупчӑр тесе хушаматне, ашшӗн ятне улӑштарнӑ, ҫӗнӗ документсем илнӗ. Анчах ҫакна ҫеҫ шута илмен вӑл: приставсен мӗнпур патшалӑх регистраци органӗнчен информаци ыйтма ирӗк пур.
Паян Шупашкарта маршрутка КаМАЗ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ирхи 8 сехетре Ашмарин урамӗнче 52-мӗш маршрутка чарӑнса ӗлкӗреймен, тепӗр транспорт ҫине кӗрсе кайнӑ.
Аварире автобус водителӗ суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Юрать-ха, салонри пассажирсем аманман, вӗсенчен нихӑшӗ те тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтман.
Автобусӑн малти кантӑкӗ ҫӗмӗрӗлнӗ, кабини сиенленнӗ. Ҫак пӑтӑрмаха курнӑ ҫын «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнине ӗненес тӗк, малта пыракан КаМАЗ тӑрук чарӑннӑ, хыҫалти маршрутка водителӗ вара тормоз пусса ӗлкӗреймен.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи кивӗ лифтсене ылмаштарма палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал икӗ ҫуртри 4 лифта улӑштарӗҫ, килес ҫул — 24 ҫуртри 112 лифта. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енри тӗплӗ юсав фончӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Долгов ӗнер Шупашкарта иртнӗ семинарта ӗнентернӗ.
Лифт отраслӗнчи ыйтусене Наци лифт пӗрлешӗвӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ирттернӗ семинарта сӳтсе явнӑ. Унта ӗҫ тӑвакан влаҫра тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра ӗҫлекен тӳре-шара, строительство организацийӗсен тата управляющи компанисен ертӳҫисем, общество пӗрлешӗвӗсен пайташӗсем, лифт организацийӗсенче тӑрӑшакансем хутшӑннӑ.
Маларах асӑннӑ Вячеслав Долгов нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗрти пурлӑха юсасси ҫинчен калакан программӑна епле пурнӑҫланипе кӗскен паллаштарнӑ. Чӑваш Енӗн Стройминӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗплӗ юсав программине 5110 ҫурта кӗртнӗ, вӗсенче — 1100 лифт. Юлашки пилӗк ҫулта 49 ҫуртри 177 лифта ылмаштарнӑ.
РФ экономика аталанӑвӗн министрӗ Максим Орешкин Чӑваш Ен урлӑ «Ладӑпа» иртсе кайӗ. Руль умӗнче вӑл хайех пулӗ. Кун пирки вӑл Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ.
Министр Тольятти хулине монохуласен форумне кайма пуҫтарӑннӑ. «Эпӗ машинӑпа кайӑп, руль умӗнче хамах пулӑп. Мускав – Владимир – Чулхула – Шупашкар – Хусан – Самар – Тольятти маршрут пулӗ», - ҫапла ҫырнӑ министр хӑйӗн страницинче.
Министр ҫула май ҫынсемпе калаҫма палӑртнӑ. Мускав – Хусан маршрутпа тӳлевлӗ ҫул тума, М-7 ҫула тӗпрен реконструкцилеме палӑртнӑ. Шӑпах ҫак тӗллевпе министр руль умне ларса ҫула тӗрӗслӗ. Хусана ҫити тӳлевлӗ ҫул чӑнах та кирлӗ-и? Ҫак ыйтӑва та татса парасшӑн вӑл.
Паян ирхине Шупашкарти Калинин урамӗнче вырнаҫнӑ «Акконд» лавкка ӗҫченӗсем ҫӑлав службине шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтнӑ. Лавкка павильонӗнче ҫӗлен шуса ҫӳрет-мӗн.
Сергей Ершов, Валерий Овчинников тата Алексей Шатаев ҫӑлавҫӑсем нумай кӗттермен - вырӑна часах ҫитнӗ. Вӗсем ҫӗлене шыраса икӗ хутлӑ лавккана пӑхса ҫаврӑннӑ. 1 метра яхӑн тӑршшӑ хурӑн пуҫлӑ ҫӗлене урайӗнчи ещӗксен хушшинче тупнӑ. Вӑл хӑранипе унта пытаннӑ.
Кӗтмен хӑнана ҫӑлавҫӑсем тытнӑ, машинӑна хурса вӑрмана, ҫынсем тата машинӑсем ҫӳремен вырӑна, кайса янӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Элӗк районӗнчи пӗр ялта ачапа пӑтӑрмах пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ.
Ӗнер 8 сехет те 45 минутра пулнӑ ку. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, ашшӗ электропӑчкӑпа ӗҫленӗ. Унӑн 3 ҫулти хӗрӗ вара инҫех мар выляса ҫӳренӗ.
Ача электропӑчкӑн цепӗ ҫине ӳкнӗ. Пӗчӗкскерӗн пичӗ суранланнӑ – сылтӑм енчи питҫӑмарти касӑлнӑ. Ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: ҫемье Элӗк районне Шупашкартан килнӗ.
Шупашкарти пилӗк вӗренӳ учрежденийӗ валли пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Документсене утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
2-мӗш вӗренӳ центрӗ, 3-мӗш лицей, 44-мӗш лицей, 31-мӗш шкул, «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ҫӗкленекен шкул валли директорсем кирлӗ. Юлашкинчен асӑннӑ шкула ертсе пыма кӑмӑл пуррисенчен документсене утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнас тесен заявлени ҫырмалла, анкета тултармалла, паспорт, ӗҫ кӗнекин, вӗреннине ҫирӗплетекен документсен, СНИЛС, ИНН, ҫар билечӗн ксерокопийӗсене, медицина справки, ҫулталӑкри тупӑш справки, судпа айӑпланманнине ӗнентеркен справка, ЕГРИПра сведенисем ҫуккине тата коммерци организацийӗсене пая кӗменнине ӗнентерекен справка кирлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |