Чӑваш Енӗн тӗп хулинче тата тепӗр прокуратура уҫӑлнӑ. Ҫавӑн ячӗпе савӑнӑҫлӑ мероприятиех йӗркеленӗ. Унта республика прокурорӗ Василий Пословский та пырса ҫитнӗ.
Шупашкар хулинче паянхи кун виҫӗ прокуратура ӗҫлет: Калинин, Мускав тата Ленин районӗсенче. Шупашкар хула прокуратури Байдуков урамӗнчи 23-мӗш ҫуртри «а» ҫуртра вырнаҫнӑ. Малашне, ав, хула прокуратури те надзор тивӗҫне пурнӑҫлӗ. Сӑмах май, унтах — Ленин тата Мускав районӗнчи надзор органӗсем. Тӗрмери йӗркелӗхе тӗрӗслесе тӑракан прокуратура та ҫавӑнтах.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче прокуратура уҫма Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче йышӑннӑ. Ҫӗнӗ тытӑмра 11 ҫын ӗҫлӗ. Ҫав шутра — тӑхӑр оперативлӑ ӗҫчен, пӗр специалист тата пӗр водитель.
Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Пӗрремӗш канал ӗҫченӗсем Шупашкарта пысӑк уяв ирттернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пирӗн пата «Асамлӑ уй» кӑларӑм ертӳҫи Леонид Якубович та ҫитнӗччӗ. Вӑл Шупашкарти «Олимпийский» стадионта «Асамҫӑ» акци ирттернӗччӗ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн паллӑ телеертӳҫӗ тата РФ халӑх артисчӗ Леонид Якубович Хӗрлӗ лапама машинӑпа ҫул тытнӑ. Унта вӑл ҫулпа мар, тротуарпа кайнӑ иккен. Ҫавна сӑн ӳкерекенсем пулнӑ. Сӑнӳкерчӗк ҫинче Якубович «Лексус» рулӗ умӗнче ларни курӑнать. Сӑнӳкерчӗксене «За рулем» паблика вырнаҫтарнӑ.
URA.ru кӑларӑма Леонид Якубович туман япалашӑн каҫару ыйтмассине пӗлтернӗ. Тротуар тӑрӑх ҫӳренӗ текен сӑмаха вӑл аташу тесе хакланӑ.
Паян Пӗрремӗш канал ӗҫченӗсем Шупашкарта пысӑк уяв ирттернӗ. Пирӗн пата «Асамлӑ уй» кӑларӑм ертӳҫи Леонид Якубович та ҫитнӗ. Вӑл Олимпийский» стадионта «Асамҫӑ» акци ирттернӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл Хӗрлӗ лапама машинӑпа ҫул тытнӑ.
Анчах паллӑ телеертӳҫӗ ҫулпа мар, тротуарпа пынӑ. Ленинград урамӗнчи ҫул варринче автобус ларнӑ, вӑл машинӑсене ятарласа ирттерсе яман. Леонид Якубович вара унран тротуар урлӑ иртсе кайнӑ.
Ҫакна сӑн ӳкерекенсем пулнӑ. Сӑнӳкерчӗк ҫинче Якубович «Лексус» рулӗ умӗнче ларни курӑнать. Сӑнӳкерчӗксене «За рулем» паблика вырнаҫтарнӑ. Вӗсене ҫул-йӗр полицийӗ те асӑрханӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет, водителе явап тыттарӗҫ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун, пирӗн республикӑра Пӗрремӗш канал ирттерекен ыр кӑмӑллӑх акцийӗ иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ те ӗнтӗ. Ирхи пӗрремӗш асра юлмалли пулӑмсенчен пӗри — Шупашкарти «Олимпийский» стадиона 10 сехетре Леонид Якубович Раҫҫейри паллӑ актер, хальхи вӑхӑтра «Поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) телекӑларӑм ертӳҫи тата ытти хӑш-пӗр телеҫӑлтӑр вертолетпа анса ларни.
Стадиона кӗме тивӗҫ пулнӑ ачасене (эпир пӗлнӗ тӑрӑх, унта пули-пулми лекеймен) мороженӑйпа чӑнах та хӑналанӑ.
Тӗлпулӑва пынӑ ачасемпе аслисем Леонид Якубовичпа, «Мужское/Женское» кӑларӑм ертӳҫисенчен пӗринпе Юлия Барановскаяпа ӑмӑртмалла сӑн ӳкерӗнме тӑрӑшнӑ.
Шупашкар 550 ҫул тултарнине уявлама хатӗрленет. Хулари В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ Шупашкар ҫыннисене парнепе савӑнтарӗ.
Ҫак савут юбилей ячӗпе 500 мечӗк туса кӑларӗ. Сутлӑха мар, вӗсене 500 ачана парнелӗҫ. Юбилей паллиллӗ мечӗксене ҫамрӑк вулавҫӑсем, футболистсем, пултарулӑх номерне хутшӑнакансем, олимпиада ҫӗнтерӳҫем тата ытти ачасем тивӗҫӗҫ. Мечӗксем экологи тӗлӗшӗнчен таса. Ун ҫине «550 лет Чебоксарам» (чӑв. «Шупашкара – 550 ҫул») логотип ӳкерӗҫ.
Парнесене ыранхи уявра, «Пӗрремӗш канал ирттерекен «Пӗрремӗш пул!» ыркӑмӑллӑх акцийӗ тата «Шупашкар – ачасен ӗмӗтӗнчи хула» праҫникре парӗҫ.
Палӑртмалла: В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӳ – Раҫҫейре ача-пӑча мечӗкӗ туса кӑларакан пӗртен-пӗр предприяти. Вӑл ку енӗпе 1960 ҫултанпа ӗҫлет.
Ыран Чӑваш Ене Пӗрремӗш канал ӗҫченӗсем килессине, вӗсене ресторанра ҫитермешкӗн 1 миллион тенке яхӑн укҫа уйӑрма палӑртнине ӗнер пӗлтернӗччӗ. Хӑнасене хысна укҫипе хӑналаса ямӗҫ. Кун пирки халӗ ЧР Экономика министерстви пӗлтернӗ.
Ведомство ҫакна акӑ мӗнле ӑнлантарать: Пӗчӗк тата вӑтам услама пулӑшакан республикӑри бизнес-инкубатор аукцион ирттерессине министерствӑпа пӗрле сӳтсе явман, кун пирки пӗлтермен-мӗн. Ҫавна май аукциона пӑрахӑҫланӑ.
Аса илтерер: Пӗрремӗш канал ӗҫченӗсене Шупашкарти «Роланд» ресторанра хӑналама палӑртнӑччӗ. Хӑнасене хӑналама 981,3 пин тенкӗ уйӑрма шутланӑ.
Пӗрремӗш канал ирттерекен «Пӗрремӗш пул!» акци – ыркӑмӑллӑх акцийӗ. Ҫавӑнпа хысна укҫипе усӑ курни унӑн принципӗсене хирӗҫлет. Министерство ҫак ӑнланманлӑхшӑн каҫару ыйтнӑ.
Шупашкарти пӗр ача пахчинче ачасем урама уҫӑлма тухсан наркӑмӑшланнӑ. Вӗсене ҫийӗнчех Хулари ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 5 ҫулти икӗ шӑпӑрлан ача пахчинче выляма тухсан кӑмпа ҫисе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсем ӑна вылямалли верандӑра ҫумӗнче тупнӑ та ҫисе янӑ.
Пульницӑра ачасен хырӑмлӑхне тасатса кӑларнӑ. Халӗ вӗсем хӑйсене лайӑхах туяҫҫӗ, вӗсене киле янӑ.
Астӑвӑр: 14 ҫул тултарман ачасене пачах кӑмпа ҫитерме юрамасть. Вӗсен хырӑмлӑхӗнче ӑна ирӗлтерме ферментсем ҫителӗксӗр.
Паян Чӑваш Енре хӑш-пӗр вырӑнта ҫумӑр пӗлӗчӗсем пухӑннӑ. Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн ырӑ ҫумӑр килмест – ҫапла калаҫҫӗ халӑхра. Чӑнах та ҫапла пулса тухнӑ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 14 сехет 55 минутра Канаш хулинче тачка пӗлӗтсем капланнӑ, унтан пӑр ҫума пуҫланнӑ. Ҫынсем ҫакна видео ӳкернӗ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
«Пӑрпа хутӑшла юр 5 минута яхӑн ҫурӗ. Унтан тӳпе тасалчӗ, нимӗн те пулман тейӗн. Палӑртмалла: пӗлтӗр те ҫак кун юр ҫунӑччӗ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче те пӑр ҫунӑ. Ыран вара Шупашкарта ҫумӑр ҫӑвассине пӗлтереҫҫӗ синоптиксем.
Паян, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Шупашкарти аэропорта Андриян Николаев ятне пама йышӑннӑ. Кун пирки Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушу кӑларнӑ. Ӗҫлӗ хута Кремль сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Хушура пирӗн республикӑри аэропорт кӑна мар, ытти регионтисене те хисеплӗ ҫынсен ятне пама палӑртнӑ.
Аса илтерер, Шупашкарти аэропорт валли ят шыранӑ май пӗлтӗр сасӑлав та ирттернӗччӗ. Ӑна «Раҫҫейри паллӑ ҫынсем» сайтра йӗркеленӗччӗ. Сасӑлава хутшӑннисенчен чылайӑшӗ, 62 проценчӗ, Шуршӑл ҫӗрӗн мухтавлӑ ывӑлне, Андриян Николаев лётчик-космонавта суйланӑччӗ, Святослав Федоров офтальмологшӑн – 19 процент, Иван Яковлев ҫуттакӑларуҫӑшӑн — 17 процент. Шупашкарти аэропорт валли суйлас ӗҫе 58,2 пин ҫын хутшӑннӑччӗ.
Чӑваш Енре самолетпа ҫул ҫӳрекенсем йышланнӑ.
Шупашкарти аэропорт хӑйӗн пилӗк уйӑхри ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, пассажирсен йышӗ кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче 50 процент нумайланнӑ.
«Пирӗн аэропорт пулӑшӑвӗпе кӑҫалхи пилӗк уйӑхра 141 пин пассажир усӑ курнӑ. Ку вӑл пӗлтерхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 1,5 хут нумайрах», — хыпарланӑ аэропорт хӑйӗн сайтӗнче. Сӑмах май, пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче 98 пин пассажир самолетпа вӗҫнӗ.
Авиапассажирсен йышӗ нумайланнине аэропортра рейссен шучӗ пысӑкланнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Авиарейссен хисепне 12 процент ӳстернӗ-мӗн.
Сӑмахран, Шупашкартан Мускава тата Мускавран Шупашкара вӗҫекен самолетсене кашни кун ҫӳреттерме авиакомпанисемпе калаҫса татӑлма май килнӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫӗршывӑн тӗп хулипе Чӑваш Енӗн тӗп хулине кунсерен ҫыхӑнтараканнисем — 4 рейс. Вӗсене «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) тата «Северный ветер» (чӑв. Ҫурҫӗр ҫилӗ) компанисем хутлаттараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |