Шупашкарти аэропортра авиапассажирсене тӗрӗсленӗ. Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Транспорт ҫинчи лини пайӗпе Чӑваш Енри суд приставӗсем «Узнай о своих долгах» (чӑв. Хӑвӑн парӑмсем пирки пӗл) акци ирттернӗ. Ку вӑл — «Должник» (чӑв. Парӑмҫӑ) профилактика мероприятийӗнсенчен пӗри.
Аэропортри пассажирсем вӗҫсе каймалли залра транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем ҫынсене унти суд приставӗсем патне йыхравланӑ. Лешсем пассажирсен парӑм пуррипе ҫуккипе кӑсӑкланнӑ.
Акци вӑхӑтӗнче Мускава тата Анапӑна вӗҫекен 250 ҫынна тӗрӗсленӗ.
Транспорт ҫинчи лини пайӗ парӑмсем (штрафсем, алиментсем, налуксем) пуррипе ҫуккине ҫынсем Патшалӑхӑн пулӑшӑвӗн порталӗнче те пӗлме пултарнине пӗлтерсе унта та кӑсӑкланма май пуррине аса илтерет.
Шупашкартан Симферополь хулине самолетпа ҫитме пулать. Паян-ыранах мар. Ҫииес уйӑхран. Тата тӗрӗсрех каласан, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен.
Икӗ регионти хуласене «Smartavia» (ку вӑл — «Нордавиа» авиакомпанин ҫӗнӗ ячӗ) ҫыхӑнтарӗ. Предприяти самолечӗсем Шупашкартан Симферополе, Симферопольтен Шупашкара хутлӗҫ.
5N-401/402 рейс эрнекунсерен пулӗ.
«Симферополь — Шупашкар» маршрутпа вӗҫекен самолет 09 сехет те 35 минутра хускалӗ те кунта 12 сехет те 15 минутра пулӗ. Шупашкартан вӑл Симферополе 13 сехет те 10 минутра вӗҫсе кайӗ, кӑнтӑрти хулана 16 сехет те 10 минута ҫитӗ.
Икӗ хулана ҫыхӑнтаракан самолет марки — «B-737-500». Ҫул ҫинче вӑл 2 сехет те 40 минут виҫӗ. Авиарейссене ҫӳретме ҫӗртме 7-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗччен палӑртнӑ.
«Smartavia» авиакомпанисӗр пуҫне Симферополе «Nordwind Airlines» те пассажирсене турттарӗ. Унӑн рейсӗсем юнкунсерен пулӗҫ. Самолетсене вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен тытӑнса юпа уйӑхӗччен 2-мӗшӗ таран вӗҫтерӗ.
Ҫак вырсарникун, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти Мускав ҫыранӗнче скандинави уттине кӑмӑллакансем тӑваттӑмӗш хут пухӑнӗҫ. Сӑлтавӗ те пур: «Атӑл ҫинчи сывлӑх» фестиваль иртӗ.
Ҫак мероприятие Атӑл кунне тата Пӗтӗм тӗнчери скандинави уттин кунне халаллӗҫ. Ятарлӑ икӗ туя йӑтса тухнӑ ҫынсем дистанцие парӑнтарнӑ вӑхӑтрах медицина тата спорт тытӑмӗнчи специалистсемпе калаҫма пултарӗҫ.
INWA инструкторӗсем Наталья Безлюдная тата Инна Киселева ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ. Мероприятие хисеплӗ хӑна, Скандинави уттин пӗтӗм тӗнчери федерацийӗн комитечӗн ӑслӑлӑх пайташӗ, Андрей Волков килӗ. Мероприятие Хусанти, Ярославльти, Йошкар-Олари тата ытти хулари скандинави уттин клубӗсем те хутшӑнӗҫ.
Фестиваль 10 сехетре пуҫланать, старт – 11 сехетре.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре санитари авиацийӗн вертолечӗсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Ку 2020 ҫулӑн иккӗмӗш ҫур ҫулӗнче пурнӑҫланмалла.
Санитари авиацийӗн вертолечӗсем Чӑваш Енри кӗрсе ҫӳреме йывӑр ялсене ҫитӗҫ, тухтӑрсем пациента пулӑшу парӗҫ. Сӑмах май, кунашкалли республикӑра унччен те пулнӑ: СССР вӑхӑтӗнче ҫак тӗллевпе пысӑках мар Ан-2 самолетсемпе усӑ курнӑ. Вӗсем ытларах чухне «Шупашкар – Улатӑр» маршрутпа вӗҫнӗ. Халӗ вара Чӑваш Енре санитари авиацийӗ ҫук.
Владимир Викторов министр пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ вертолетсем туянас, вӗсем валли анса лармалли 6 лапам тӑвас енӗпе калаҫусем иртеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 40 ҫулти арҫын республикӑна спирт продукцийӗ илесе килнӗ те ӑна хулара, ун ҫывӑхӗнчи ялсенче сутнӑ. Анах халӗ унӑн усламӗ пӑчланнӑ. Ӑна оперативниксем ярса илнӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Машиностроительсен тӑкӑрлӑкӗнчи оперативниксем пӗр гаражра ухтару ирттернӗ. Унта 17 пине яхӑн кӗленче, 100 миллилитрлисем, тупнӑ. Кӗленчесенче этанол пулнӑ. Пакунлисем пӗтӗмпе 300 ытла курупка туртса илнӗ (2 677 литр спирт).
Арҫыннӑн кунашкал тавар туянма, упрама тата сутма лицензи пулман. Саккуна пӑсса этил спиртне кӳрсе килнӗшӗн, упранӑшӑн тата сутнӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
ЧР космонавтика ветеранӗсен пӗрлӗхӗ «Вырӑс драма театрӗ» чарӑнӑва «Ю.А.Гагарин ячӗллӗ урам» ят пама сӗнни пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Шупашкарти тепӗр чарӑну ятне те улӑштарма сӗнӳпе тухнӑ.
«Волга Айс» акционерсен обществи «Сӗт-ҫу бази» чарӑнӑва «Волга Айс» ят партарасшӑн. Кун пирки предприяти Шупашкар хула администрацине пӗлтернӗ.
Ҫавна май администраци «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерме шутланӑ. Сасӑлава ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пырать. Эсир те унта хутшӑнма пултаратӑр. «Сӗт-ҫу бази» чарӑнӑва «Волга Айс» ят парассине эсир ырлатӑр-и? Ҫак ыйтӑва хуравламалла. Сасӑлав вӗҫленсен пӗтӗмлетӗве хулари объектсене ят парассипе ӗҫлекен комиссие пӑхса тухма парӗҫ.
Шупашкарти онкологи диспансерӗн — ҫӗнӗ ертӳҫӗ. Ку пукана 41 ҫулти Алексей Казаков йышӑннӑ. Ҫӗнӗ тӗп тухтӑрпа коллектива паллаштарма ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов килнӗ.
Алексей Казаков онкодиспансерта 2015 ҫултанпа ӗҫлет. Унччен вӑл тӗп тухтӑрӑн сиплев енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ. Алексей Александрович И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетне «сиплев ӗҫӗ» специальноҫпе пӗтернӗ, унтан «хирурги» тата «онкологи» специальноҫӗсемпе интернатурӑра вӗреннӗ.
Аса илтерер: онкодиспансерӑн тӗп тухтӑрӗ пулнӑ Лидия Воропаева суд сакки ҫине ларнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ.
Чӑваш Енри космонавтика ветеранӗсен пӗрлӗхӗ Шупашкарти «Вырӑс драма театрӗ» чарӑнӑва урӑх ят пама сӗннӗ. Вӗсем ун валли «Ю.А.Гагарин космонавт ячӗллӗ урам» ят тупнӑ.
Ҫынсем вара кун пирки мӗн шухӑшлаҫҫӗ? Шупашкар хула администрацийӗ «Уҫӑ хула» порталта ятарласа сасӑлав ирттернӗ. Унта 846 ҫын хутшӑннӑ.
Сасӑлава хутшӑннисен 80 проценчӗ чарӑну ятне ҫаплипех хӑвармалла тесе палӑртнӑ. 15 проценчӗ вара ЧР космонавтика ветеранӗсен пӗрлӗхӗн шухӑшне ырланӑ. Тепӗр 5 проценчӗ ку ыйтӑва специалистсен татса памаллине палӑртнӑ.
Сасӑлав пӗтӗмлетӗвне хулари объектсене ят паракан комиссие пӑхса тухма ярса панӑ.
Паян, Ҫемье кунӗнче, Шупашкарта хӑйне евӗр ҫемье чӑмӑртаннӑ – байкерсем мӑшӑрланнӑ. Ку туй иртен-ҫӳрене чӑннипех те тӗлӗнтернӗ ахӑртнех – хӗрпе каччӑ мӑшӑрлану керменне машинӑпа мар, мотоциклпа ҫитнӗ. Тусӗсем те ҫак «утпа» пулнӑ.
Олегпа Елена чылайӑшӗ пек лавкка тӑрӑх илемлӗ кӗпе шыраса ҫӳремен – хура жилет, джинс шӑлавара, шлем тӑхӑннӑ, каччӑ хӗр валли чечек ҫыххи йӑтнӑ. Ҫапла вӗсем мӑшӑрлану керменне мотоциклпа кӗрлеттерсе ҫитнӗ.
Олегпа Елена ҫак «тимӗр ута» чӑннипех те юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем туйне те унпа ҫыхӑнтарнӑ. Мӑшӑрлану керменӗнче вӗсем пӗр-пӗрин пӳрни ҫине ҫӗрӗ тӑхӑнтартнӑ, мӑшӑрланни ҫинчен ӗнентерекен хут илнӗ.
Чӑваш Енри шкул ачин илемлӗ вулас ӑсталӑхне Наталья Варлей, Сергей Горобченко актер тата Марина Москвина писатель хаклӗҫ.
Шупашкарти Дмитрий Егоров «Живая классика» (чӑв. Чӗрӗ клсссика) илемлӗ вулакансен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗнче ҫурма финала лекнӗ. Суйлав тапхӑрӗ пӗтӗм тӗнчери «Артек» ача-пӑча уйлӑхӗнче иртнӗ. Унта 85 регионти ача-пӑча пухӑннӑ. Пурӗ 255 ҫын. Вӗсем пилӗк кунта тӗрлӗ лапамра ӑмӑртнӑ. Конкурсҫӑсем классика тата хальхи вӑхӑтри прозӑна вуланӑ. 44 ача ҫурма финала, вӗсенчен 18-шӗ финала лекнӗ.
Дмитрий Егоров конкурса иккӗмӗш ҫул хутшӑнать. Малтанхинче вӑл хулари конкурсран мала иртеймен. Ҫурма финалистсен ятӗнче хӑйӗн хушаматне илтсен вӑл хытах тӗлӗннӗ. Ача театр студине ҫӳрет, вулама юратать. Конкурса Василий Шукшинӑн «Чудик» калавӗпе хутшӑннӑ.
Паян 20 сехетре конкурсӑн финалӗ иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |