Ӗнер Йӗпреҫ районӗнчи Мӑн Упакассинче чӑваш поэзийӗн классикӗ, паллӑ ҫыравҫӑ, публицист, общество деятелӗ, СССР писательсен союзӗн пайташӗ Ҫемен Элкер ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халласа «Асран кайми Элкер сӑнарӗ» литература каҫӗ иртнӗ. Ҫемен Элкер 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Йӗпреҫ районӗнчи Мӑн Упакасси ялӗнче вӑтам хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.
Унта Шупашкарти хастарсем те ҫитнӗ. Делегацие филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культурин кафедрин заведующийӗ, РФ тата Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Виталий Родионов ертсе пынӑ. «Кушлавӑш уйӗ» аллея патӗнче хӑнасене вырӑнтисем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ.
Литература каҫӗ Мӑн Упакассинчи шкулта иртнӗ. Унта «Илемлӗх тӗнчинче» тата «Самана поэчӗ» куравсем ӗҫленӗ.
Мероприятие хутшӑннӑ Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов Ҫемен Элкере халалласа вырӑнта чылай ӗ туса ирттернине палӑртнӑ. Поэт ҫуралнӑ урам, вырати унӑн ячӗпе хисепленет,шкулта поэтӑн музейне уҫнӑ. Шкул умне ентешӗн бюстне вырнаҫтарнӑ.Поэт ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнӗ тӗле «Кушлавӑш уйӗ» аллея уҫнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑма ҫынсене улталанӑ тесе тытса чарнӑ.
Чӑваш Енри право хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, 30 ҫулти хӗрарӑм ҫынсене хваттер тара яратӑп тесе шантарнӑ. Те укҫа илнӗ хыҫҫӑн ҫухалнӑ вара, те ҫынсене урӑхла мелпе шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ — кун пирки тӗплӗн ҫырса кӑтартман.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи темиҫе хут та улталама пултарнӑ. Ӑна ШӖМӗн Пуҫиле шырав управленийӗн ӗҫченӗсем тытса чарнӑ.
Пурӑнмалли кӗтес тара илес тесе ҫав хӗрарӑмпа ҫыхланса улталаннисене право хуралҫисене систерме ыйтаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче мӗнле номерсемпе шӑнкӑравламаллине те кӑтартнӑ: 8 (8352) 24-37-97, 24-37-98 е 02.
Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ май хала администрацийӗ ачасем валли те конкурс йӗркеленӗ. Эдуард Успенскин сӑнарне – Чебурашкӑна – пурте паллатӑр пуль? Ҫавӑн валли тум суйлас тӗллевпе мэри чи лайӑх костюмсен конкурсне пуҫарнӑ.
Конкурса шкула ҫӳремен ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Заявкӑсене тата сӑнӳкерчӗксене Шупашкарти шкул ӳсӗмне ҫитмен ачасене аталантаракан центра ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗччен ҫитерсе памалла. Адресӗ: Эгер бульварӗ, 6-мӗш ҫурт, 1-мӗш корпус. Е ӗҫсене электронлӑ почтӑна ямалла: cheb_dop5@mail.ru.
Ҫӗнтерӳҫе Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлеменни кун, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, палӑртӗҫ.
Раҫҫей, узбек киносценарисчӗ, ВГИК профессорӗ Шупашкара куҫ хывнӑ. Ҫакӑн пирки Надежда Смирнова журналист пӗлтернӗ.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Шупашкарта 12-мӗш хут иртекен Пӗтӗм тӗнчери кинофестивалӗн тӳрисемпе, фестиваль хӑнисемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнине эпир маларах пӗлтертӗмӗр-ха.
Унта хутшӑнакансене Чӑваш Ен ертӳҫи «Эпир сире Шупашкарта курма яланах хавас. Яланлӑхах юлас текенсене савӑнсах йышӑнӑпӑр», — тенӗ.
Пресс-конференцире пулнӑ Надежда Смирнова журналист ӗнентернӗ тӑрӑх,
«Шупашкарта тымар яма килӗшнисенчен пӗрремӗшӗ илемлӗ фильмсен конкурсӗн жюри председателӗ Одельша Агишев» пулнӑ. Вӑл Шупашкара тӳрех куҫ хывнӑ-мӗн. «Эпӗ уҫӑлса ҫӳреме юрататӑп. Ӗнер ирхине Шупашкарта ҫапла тума май пулчӗ. Хула питӗ таса пулни тӗлӗнтерчӗ. Кунта сывлама ҫӑмӑл. Эпӗ ҫак хулара яланлӑхах юлма хатӗр», — тенӗ Раҫҫей, узбек киносценарисчӗ, ВГИК профессорӗ.
«Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале ҫулсерен ирттерни, хамӑр патра режиссерсене, продюсерсене, Раҫҫейри театрпа кинори паллӑ актерсене, киноведсене, кинокритиксене курма питех кӑмӑллӑ», — тенӗ ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти кинофестивале килсе ҫитнӗ хӑнасене.
Тӗл пулӑва пресс-конференци евӗр ирттернӗ. Кинофестиваль умӗн килсе ҫитнисен йышӗнче Раҫҫей халӑх артисчӗ Александр Пашутин, совет тата Раҫҫей кинорежиссерӗ тата сценарисчӗ, ачасен «Ералаш» киножурнал илемлӗх ертӳҫи Борис Грачевский, Франци актерӗ Биби Насери пулнӑ.
Ӗнер каҫхине вара Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль уҫӑлнӑ. Шупашкарта вӑл кӑҫалхипе 12-мӗш хут иртет.
Шупашкара сӑвӑсран ерекен энцефалит вакцинине илсе килнӗ. Прививка тума кӑмӑл пур тӑк – тархасшӑн. Ӑна уйрӑмах командировкӑна ҫӳрекенсене, строительство отрчӗсенче тӑрӑшакан студентсене тума сӗнеҫҫӗ. Энцефалит Тутарстанра, Пермьре, Кировра сарӑлнӑ. Ҫак тӑрӑхсене кайма пуҫтарӑнсан прививка тума ан манӑр.
Хулари 1-мӗш ача-пӑча пульници ҫумӗнче Ҫемье вакцинацийӗн центрне ятарласа йӗркеленӗ. Сӑвӑс ӳте кӗрсе ларсан мӗн тумалла? Унран мӗнле сыхланмалла? Кирек мӗнле ыйтӑва та Гигиена тата эпидемиологи центрне шӑнкӑравласа уҫӑмлатма пулать: 56-29-58, 56-29-54, 66-22-09.
Каласа хӑвармалла: Чӑваш Енре энцефалит инфекцине тупса палӑртман. Анчах боррелиоз ернӗ тӗслӗхсем пулнӑ. Пӗлтӗр унашкал 22 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта велосипедпа ярӑнма кӑмӑллакансем пухӑнӗҫ. Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейре иртекен Велопарада пӗрремӗш хут хутшӑнӗ.
Велосипедҫӑсем Хӗрлӗ лапамра 11 сехет тӗлне пухӑнӗҫ. Вӗсем Президент бульварӗпе кайса Мускав проспектне ҫитӗҫ, унтан «Рашча» ҫавраҫулпа ҫаврӑнса каялла килӗҫ. «Студентсен хули» чарӑнура пит-стоп пулӗ. Юлашкинчен мероприятире 2 велосипед, 3 самокат, велосипедҫӑн 10 наборне (фляга, фляга тытмалли хатӗр, мультитуп), 10 веломайка выляттарӗҫ.
Велопарада хутшӑнас килет-и? Тархасшӑн. Ку тӳлевсӗрех. Анчах хӑш-пӗр йӗркене пӑхӑнма тиветех: мероприятие ӳсӗр килме, агитаци ирттерме юрамасть. Ҫавӑн пекех мероприяти йӗркелӳҫисем ирӗк памасӑр ялавсемпе усӑ курма, униформа тӑхӑнма юрамасть.
Велопарадра нимеҫӗсем пулӗҫ. Велочупуҫӑсем сехетре 14-15 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа ҫеҫ кайӗҫ.
Чулхулари «Срочноденьги» тулли мар яваплӑ обществӑн филиалӗсем Чӑваш Енре те пур. Ҫак кунсенче организацие судра явап тыттарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын шӑпах ҫак компанире кредит илнӗ. Анчах хайхискер вӑхӑтра тӳлесе пыман, парӑма кӗрсе кайнӑ. Лешсем вара ӑна лӑпкӑ пурӑнма паман.
Кредит компанийӗн ӗҫченӗсем Шупашкар арҫыннин «Контактри» страници ҫине хитре мар сӑмахсемпе хӑратса ҫырнӑ, парӑма татма ыйтнӑ. Ку кӑна мар, арҫын хӑйӗн страници ҫине ачисене сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ. Кусем вара вӗсен айне порнографи сӗмӗллӗ сӑнӳкерчӗксем лартнӑ. Судра ҫакна та шута илнӗ.
Судья арҫын енче пулнӑ. «Срочноденьги» организацие 50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Постановлени саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ тинех киллӗ пулса тӑнӑ. Пире кун пирки асӑннӑ пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи, «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ Лидия Филиппова пӗлтерчӗ.
Ҫыравҫӑсем малашне Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 20-мӗш ҫуртри (унта Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ вырнаҫнӑ) 205-мӗш офисра тӗл пулӗҫ. Вӗсем конференц-залпа, курав залӗпе, музыка аппаратурипе, кирлӗ ытти оборудованипе усӑ курайӗҫ. Ӗҫ пӳлемӗнче хальлӗхе сӗтел-пукан ҫук-ха, анчах ӑна ҫывӑх вӑхӑтра тупса выранҫтарасса шанаҫҫӗ.
Офис уйӑрма май тупнӑшӑн Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствине, Константин Яковлев министра тата этноконфесси пайӗнче ӗҫлекенсене тем пекех тав тӑвать.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта Карл Маркс урамӗнчи пӗр ҫурт тӗлӗнче темиҫе машина ҫапӑннӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, аварире тӑватӑ машина шар курнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх «Lada Xray» машинӑри 33 ҫулти водитель «Суту-илӳ ҫурчӗ» еннелле кайнӑ чухне хӑвӑртлӑха пысӑклатнӑ. Вӑл руле итлеттереймен – транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Лада Грантӑпа» ҫапӑннӑ.
Унтан автомобиль ҫине тепӗр икӗ машина пырса тӑрӑннӑ. Аварире «Lada Xray» машина салонӗнче ларнӑ 5 ҫулти хӗрача, «Lada Granta» машинӑра пулнӑ 22 ҫулти хӗрпе каччӑ аманнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |