Шупашкарта ҫул-йӗр патруль службин пайӗн ертӳҫин ҫумне тытса чарнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Йӗрке хуралӗн ӗҫченне Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗ тытса чарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫата кун пирки право тытӑмӗнчи ҫӑлкуҫсем ӗнер пӗлтернӗ иккен.
Ҫак пӑтӑрмах пирки каярах Чӑваш Енӗн прокуратуринче тата РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче те уҫӑмлатнӑ.
Медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма хирӗҫленӗ хӑйӗн пӗлӗшӗ тӗлӗшпе офицер ӗҫтешӗсене хутсем ҫырма чарнӑ-мӗн.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Халӗ ку фактпа Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви служба тӗрӗслевӗ пуҫарнӑ. Асӑннӑ кӑлтӑкшӑн офицера ӗҫрен кӑларас хӑрушлӑх пур.
Шупашкарти 11-мӗш ача пахчи кӗҫех консультаци центрӗ уҫӗ. Ӑна грант укҫипе тӑвӗҫ. Ҫапла, ача пахчи РФ Ҫутӗҫ министерствин гратне – 12 миллион тенке – тивӗҫнӗ.
Укҫа-тенке федераци хыснинчен «Шкул умӗнхи тата пӗтӗмӗшле вӗренӗвӗн хальхи йышши механизмӗсемпе технологийӗсен аталанӑвӗ» программӑпа килӗшӳллӗн уйӑрӗҫ. Палӑртмалла: 11-мӗш ача пахчи пӗлтӗр те 12 миллион тенкӗ грант выляса илнӗ.
Грант укҫипе уҫма палӑртнӑ консультаци центрӗ «Шанӑҫ» ятлӑ пулӗ. Вӑл сусӑр ачасен ашшӗ-амӑшне психологи-педагогика пулӑшӑвӗ парӗ. Центр тӳлевсӗрех ӗҫлӗ.
Шӑматкун, ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкарта сунарҫӑсен «Охотники Чувашии – 2019» (чӑв. Чӑваш Ен сунарҫисем — 2019) фестиваль-конкурсне пуҫласа ирттерӗҫ. Ӑна республика шайӗнче йӗркелӗҫ. Вӑл Йӑлӑмра 12 сехетре пуҫланӗ.
Фестиваль-конкурса пыракансене тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятине уйрӑмшарӑн та кайма май килӗ, туристсен ушкӑнӗпе те.
Фестиваль-конкурс вӑхӑтӗнче пултарулӑх ушкӑнӗсемпе пӗчченшер юрлакан артистсем сцена ҫине тухӗҫ. Чи лайӑх сунарӑсене чыслӗҫ. Чӗрчунсене юратакансем валли сунар йыттисен куравне йӗркелӗҫ.
Фестиваль-конкурса Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управлени, Хула администрацийӗн Йӑлӑмри территори управленийӗ, Чӑваш Енри сунарҫӑсемпе пулӑҫсен пӗрлешӗвӗ тата Шупашкар хулин тӗп вулавӑш тытӑмӗ йӗркелӗҫ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура шӑрӑх ҫанталӑк республикӑри уй-хире шар кӑтартни пирки калаҫнӑ. Чылай ҫӗрте ҫӗр типсе кайнӑ, нӳрӗк ҫитмест.
Кун пирки ЧР ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Денис Паспеков каласа кӑтартнӑ. Патӑрьелти метеорологи станцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑпрара нӳрӗк ҫук. 4 метеостанцире – Патӑрьелте, Улатӑрта, Шупашкарта тата Пӑрачкавра – типӗ те вӗри ҫил пулнине палӑртнӑ. «Эпир районсене пулма пултаракан тӑкака шутлама, инкеклӗ лару-тӑру режимне йӑшӑнмалли пирки шухӑшлама сӗнтӗмӗр», - тенӗ Денис Паспеков.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку ыйту патне ҫитес эрнере те таврӑнассине пӗлтернӗ.
Хусанти блогерсем «Шупашкарти трикотаж» хапрӑк пирки официаллӑ мар реклама ӳкернӗ. Темиҫе кунра провокациллӗ видеоролик халӑх тетелӗсенче сарӑлнӑ. Ӑна пин-пин ҫын хакланӑ, хӑйсен шухӑшӗсене хӑварнӑ. Паллӑ журналист Юрий Дудь та видеоролика тивӗҫлипе хакланӑ.
Кибер-панк стильпе ӳкернӗ видеороликра «Гучи шьют в Китае. Чебоксарский трикотаж – в Чебоксарах» сӑмахсем янӑраҫҫӗ. Ӑна иртнӗ эрнере «Громкие рыбы» Ютуб-канала вырнаҫтарнӑ.
Проект авторӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем хапрӑкран нимӗнле тӳлеве те тивӗҫмен, видеоролика пӗрле ҫирӗплетмен. Хапрӑк вара ку пуҫару пирки пӗлнӗ, блогерсене ӳкерӳ валли тумсем те панӑ.
Ютуб-канал пуҫаруҫисем каланӑ тӑрӑх, ҫак видеороликпа вӗсем хамӑр патра ҫӗленӗ тум пахалӑхлӑ, килӗшӳллӗ пулнине кӑтартасшӑн пулнӑ.
Шупашкарти тӗп пляжра пӗр эрнере пӗр вырӑнтах 17 ҫын чутах путса вилмен. Юрать, вӗсене специалистсем ҫӑлнӑ. Мӗн амакӗ ку? Ҫав вырӑнта авӑр е шӑтӑк пур-мен.
Ку ыйтӑва Шупашкар хула адмистрацийӗнче иртнӗ планеркӑра пӑхса тухнӑ. Администраци пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков специалистсене ҫав вырӑна лайӑх тӗрӗслеме, чикӗлеме хушнӑ.
Палӑртмалла: авӑрта путма пуҫланӑ 17 ҫынран 16-шӗ – ачасем. Шар курнисене тухтӑрсем пулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Комсомольски тата Муркаш районӗсенче 9 ҫулти арҫын ачапа хӗрача шывра путни пирки хыпарланӑччӗ.
Ҫак кунсенче пирӗн Чӑваш Ен Республика кунне паллӑ турӗ. Унӑн пӗр пайӗ Улатӑр районӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртрӗ. Уява чӑваш ялӗнче, Кивӗ Эйпеҫре, йӗркелерӗҫ.
Ӗнер вара тӗп мероприятисем Шупашкарта иртрӗҫ. Тӗп пулӑмсенчен пӗри — Шупашкарти Соляное микрорайонта ача пахчи уҫни, Ҫӗнӗ хулана троллейбус ҫӳреме тытӑнни.
Каҫхи сакӑр сехетре республика ҫыннисене уявпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ.
Пурне те илтекен, куракан республикӑри журналистсенчен пӗри, Андрей Иванов, уяв ертӳҫи чӑвашсем вырӑс чунӗллӗ тенине астуса юлнӑ.
«Эпир – чӑвашсем. Тутарсемпе пӗр этнос ушкӑнне кӗретпӗр, мӑкшӑ-ирҫесемпе туслӑ, чунпа вара эпир — вырӑс», – тенӗ-мӗн сцена ҫинчен илтӗнекен кадр хыҫӗнчи сас.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Республика кунне анлӑн уявлать. Ҫавна май ӗнер Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре пиротехниксен ӑмӑртӑвӗ пулчӗ. Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери XII «Асамат» фестивальне пилӗк команда хутшӑнать. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи каҫхине вӗсем хӑйсен конкурс программипе паллаштарчӗҫ. Унта Шупашкарти
«Пироснаб-Поволжье», Питӗрти «Пиротехнические Дворы Петергофа», Мускаври «Салюты лучших коллекций», Сергиев Посадри «Пиро-шоу», Кӑркӑстанри Бишкек хулинчи «ПироМаг» командӑсем хутшӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министерствин сайтӗнче командӑсемшӗн сасӑлав пырать. Хальлӗхе Шупашкарти ушкӑн малта пырать. Сасӑлав паян 13 сехетре вӗҫленӗ.
Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене паян чыслӗҫ.
Паян 22 сехет те 30 минутра фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чыслӗ тата фестивалӗн гала-кӑтартӑвӗ иртӗ.
Эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ чӗрӗк ӗмӗрхи юбилейне паллӑ турӗ. Парламентӑн ҫуралнӑ кунӗн официаллӑ пайне Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче уявланӑ. Саккун кӑларакан влаҫ органӗн юбилейне унта ирттернине кирек мӗнре те начаррине шыракансем ырламан-ха. Вӗсен шучӗпе парламент юбилейӗ — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн шайӗнче ирттермелли уяв.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай вара уява чӑваш халӑх поэчӗсемпе ҫыравҫисене чӗнмелле пулнӑ тесе шухӑшлать иккен. Ҫакӑн пирки вӑл Александр Белов журналиста пӗлтернӗ.
«Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗ е ҫыравҫи республика парламенчӗн юбилейне хутшӑнма нивушлӗ тивӗҫ мар? Пултарулӑх интеллигенцине хисеплеменнине урӑх нихӑш наци республикинче те кураймӑн», – тенӗ вӑл.
Республикӑра иртнӗ Культура форумӗ пирки те культура ӗҫченӗсенчен чылайӑшне систермен-мӗн.
Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти нимеҫӗсем тивӗҫлӗ канури ватӑ ҫынна тупма пулӑшнӑ. Ку «Лиза Алерт» историйӗнче ҫынна чи хӑвӑрт шыраса тупнӑ тӗслӗх пулнӑ.
Ҫак старик икӗ ҫул каялла та ҫухалнӑ пулнӑ. Ӑс-тӑнран хавшакскер ӑҫталла тухса утнине пӗлмест. Хальхинче вӑл килӗнче 12 сехет курӑнман. Ял тавра – уй-хир, йывӑҫ-тӗмпе хупланнӑ икӗ тарӑн ҫырма.
Ватӑ ҫынна ҫӗрле, 2 сехетре, шырама тытӑннӑ. Нимеҫӗсенчен чылайӑшӗн ирхине ӗҫе каймалла пулнӑ, анчах вӗсем ҫакна пӑхса тӑман. 2 сехет 54 минутра пӗри уйра ҫын кӗлеткин ӗмӗлкине асӑрханӑ. Вӑл шӑпах ҫав старик пулнӑ.
Ватӑ ҫын шӑнса кӳтнӗ, вӑйран кайнӑ. Ҫапах хӑй ним ӑнланмасӑр таҫталла утнӑ. Ватӑ арҫынна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем пулӑшнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |