Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта патшалӑхӑн паллӑ ӗҫченне, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Леонид Астапова халалласа асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна Леонид Астапов 1960-2000-мӗш ҫулсенче пурӑннӑ ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ.
Мероприятине уҫма тӗрлӗ тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Петр Ивантаев Леонид Игнатьевичӑн шӑпипе паллаштарнӑ, кун-ҫулӗ пирки кӗскен каласа хӑварнӑ, унӑн паллӑ ӗҫӗсем ҫинчен чарӑнса тӑнӑ, республикӑра пысӑк объектсене уҫма сахал мар витӗм кӳнине палӑртнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче пулнӑ ҫитӗнӳсенче Астаповӑн тӳпи самай тесе хакланӑ вӑл.
Леонид Игнатьевич Астаповӑн ывӑлӗ Александр Леонидович хӑйӗн ашшӗне ҫакӑн пек чыс туса пухӑннӑшӑн, ырӑ ятне ҫӳле ҫӗкленӗшӗн тав тунӑ.
ЧР ШӖМӗн пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан ҫын ют ҫӗршыв ҫыннине хваттерте пропискӑна тӑратнӑшӑн явап тытӗ.
64-ри арҫын 47 ҫулти ют ҫӗршыв ҫыннине саккуна пӑсса пропискӑна тӑратнӑ. Лешӗ вара унпа пурӑнмасть те. Ҫавна май Шупашкар ҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Саккун тӑрӑх, пропискӑна тӑратнӑ ют ҫӗршыв ҫыннин ҫав хваттерте пӗрле пурӑнмалла. Ҫакна шута илмесен пуҫиле ӗҫ пуҫараҫҫӗ. Йӗркене пӑснӑ кунашкал тӗслӗхшӗн 3 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.
Cусӑрсен хушшинче йӗркелекен «Абилимпикс» конкурсӑн республикӑри тапхӑрне кӑҫал ҫу уйӑхӗн варринче ирттерме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтерет.
Конкурса сусӑр пулнине пӑхмасӑрах ӗҫре ӑста сипециалистсене йыхравлаҫҫӗ. Чире парӑнман тата ӑна пула пуҫ усман ҫынсене ҫакӑ хавхалантарать кӑна мар, ӗҫпе тивӗҫтерекенсем те вӗсене урӑхла хаклама пуҫлаҫҫӗ.
«Абилимпикс» конкурсӑн регионти тапхӑрне хутшӑнакансене виҫӗ ушкӑна пайласа тупӑштарӗҫ: «шкул ачисем», «студентсем» тата «65 ҫултан иртмен специалистсем».
2017 ҫулта «Абилимпикс» олимпиадӑн Раҫҫей шайӗнчи тапхӑрӗнче Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче ӑс пухакан Илья Леонтьев иккӗмӗш вырӑн йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ.
Паян, пушӑн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта 46-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус водителӗ пассажира салонран кӑларса янӑ. Ҫакна тепӗр пассажир видео ӳкерсе «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Шупашкарти хура список» ушкӑна кӑларса хунӑ.
Пассажир карточкӑпа усӑ курса терминалпа укҫа тӳлеме хӑтланнӑ, анчах кӑлӑхах. Кӗсйинче вара укҫа пулман. Водителӗн терминал ӗҫлемен имӗш. Хӗрарӑм билет илме укҫа парайманнине кура арҫын ӑна ҫавӑтса салонран кӑларса янӑ. Хӗрарӑм тухасшӑн пулман. Водитель пассажиркӑна ҫавӑтса тухнӑ чухне ӳкнӗ.
Карттӑпа тӳлейменнишӗн хӗрарӑм водителе айӑпланӑ: карточкӑна юрӑхсӑра кӑларнӑ-мӗн. Тен, унӑн укҫи пулман унта.
Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева самбо енӗпе чапа тухнӑ ҫын сӗнӳ-канашпа пулӑшӗ. Евгений Селиванова канашҫӑна ҫирӗплетме республика ертӳҫи ӗнер йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Хушура ҫырни тӑрӑх хакласан, Евгений Селиванов Элтепере ырӑ кӑмӑлтан, чунӗ ыйтнипе пулӑшса пырӗ. Тепӗр майлӑ каласан, тӳлевсӗр ӗҫлӗ.
Евгений Селиванов — Пӗтӗм Раҫҫейри самбо федерацийӗн вице-президенчӗ, Олимп резервӗн самбо тата дзюдо енӗпе 10-мӗш спорт шкулӗн директорӗн ҫумӗ.
Кӑҫал 66 ҫул тултаракан самбиста нарӑсӑн 26-мӗшӗнче, Шупашкар хулин иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетме депутатсемпе тӳре-шара пухӑннӑ ларура, Михаил Игнатьев РФ Президенчӗн Хисеп хучӗпе наградӑланӑ.
Паян Шупашкара «Счастливы вместе» (чӑв. Пӗрле телейлӗ) телесериалта Гена Букин сӑнарне калӑпланӑ артист килӗ.
Хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн кино актерӗ тата телеертӳҫӗ Виктор Логинов Ӳнер академийӗн журналистикӑпа телевидени уйрӑмӗнче вӗренекенсемпе 15 сехетре тӗл пулӗ. Артистпа курнӑҫӑва академи йӗркеленӗ.
Виктор Логинов Екатеринбургри патшалӑхӑн театр институтӗнче театрпа кино актёрӗн ӑсталӑхне алла илнӗ. Екатеринбургри академи драма театрӗнче тата Урал ҫыравҫисен Камера театрӗнче ӗҫленӗ. 2006 ҫулта Мускава «Счастливы вместе» телесериалта ӳкерӗнме тухса кайнӑ. Унта вӑл Гена Букин сӑнарне калӑпланӑ. Екатеринбургра ҫав сӑнара хисеп туса палӑк та лартнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӗр улми куравӗ уҫӑлнӑ. Вӑл Николаев урамӗнчи пасарта ыран та ӗҫлӗ. Унта «иккӗмӗш ҫӑкӑрӑн» тӗрлӗ сорчӗпе паллашма, килӗшнине туянма пулать.
«Ҫӗр улми - 2019» курава уҫма тата ҫавна май иртекен мероприятисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Курав пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Курава ирттерме Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерстви тата Ҫӗр улми ӳстерекенсен пӗрлешӗвӗ пулӑшать.
Кӑҫалхи курава ҫӗршывӑн 21 регионӗнчи тата Беларуҫ Республикинчи 90-а яхӑн компани килсе ҫитнӗ. Вӗсем «иккӗмӗш ҫӑкӑра» туса илмелли ҫӗнӗ йышши технологисемпе, ҫӗр улмин сӑтӑрҫисемпе тата чир-чӗрӗпе кӗрешмелли мелсемпе паллаштараҫҫӗ.
Ҫынсем вара ҫӗр улмирен пӗҫернӗ тӗрлӗ апат-ҫимӗсе астивсе пӑхма пултарасҫӗ.
Шупашкарти Николаев урамӗнчи пасарта контрафактлӑ пекин купӑсти тупса палӑртнӑ.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр обласҫӗнчи управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарӑн Ленин районӗнчи суту-илӳ точкисене прокуратурӑпа пӗрле тӗрӗсленӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне ӑҫтан кӳрсе килни паллӑ мар пахчаҫимӗҫе асӑрханӑ. Пурӗ — 84,9 килограмм.
Апат-ҫимӗҫ пирки пӗр хут та пулмантан ӑна туртса илме йышӑннӑ. Ҫавӑн пирки кирлӗ хутсем шӑрҫаланӑ хыҫҫӑн пекин купӑстине ҫав кунах, нарӑсӑн 26-мӗшӗнче, ҫӳп-ҫап турттармалли вырӑна тиесе кайнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр обласҫӗнчи управленийӗн пресс-служби ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫапла вара контрафактлӑ пахчаҫимӗҫе — 85-е яхӑн килограмм пекин купӑстине — ҫийӗнчех тӗп тунӑ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ, Ҫӗнтерӳ кунӗ, ҫитиччен вӑхӑт нумай юлмарӗ. Ҫамрӑксем уява хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ: вӗсем флешмоб ирттересшӗн, пӗр сӑмах е сӑмах ҫаврӑнӑшӗ суйласа ӑна пӗрле пухӑнса тӑрса «ҫырасшӑн».
Анчах вӗсем хальлӗхе ветерансене мӗнле сӑмахпа саламламаллине пӗлмеҫҫӗ. Ҫамрӑксем ыттисенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав пырать, унта хутшӑнса хӑвӑра килӗшнӗ сӑмахшӑн сасӑлӑр. «СПАСИБО!», «МЫ ПОМНИМ!», «ПОБЕДА!», «9 МАЯ» сӑмахсенчен пӗрне суйламалла.
Сӑмах май, пӗлтӗр ҫамрӑксем «Мы помним» тесе ҫырнӑ, флешмоб Республика лапамӗнче иртнӗ. Ун чухне кашни саспалли валли 50-70 ҫын кирлӗ пулнӑ. Сӑмаха ҫырнӑ чухне ҫамрӑксем фронт юррисене шӑрантарнӑ тата «Асаттене Ҫӗнтерӳшӗн тав!» (шел те, вырӑсла) тесе кӑшкӑрнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта «Яндекс. Такси» тесе ҫырнӑ «Гранта» транспорт хирӗҫ килекен ҫулпа ытти машинӑран иртсе кайнӑ, унтан Фучик тата Хмельницкий урамӗсем хӗресленекен вырӑнта хӗрлӗ светофора пӑхмасӑрах малалла вӗҫтернӗ, кайран каллех хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ, Эгер бульварӗнче ҫуран каҫмалли вырӑнта каллех светофора кӗтмесӗрех вирхӗннӗ. Водителе хулара алхасма ирӗк паман — ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем часах чарнӑ.
Таксист мӗншӗн ҫав тери васканине ӑнлантарнӑ: арӑмӗн вилме пуҫланӑ ашшӗ патне васканӑ-мӗн, ӑна ҫӑласшӑн пулнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне тунман. Инспекторсем ун тӗлӗшпе 4 штраф ҫырса панӑ. Пӗтӗмпе – 12 пин тенкӗлӗх. Халӗ 20 кунра штрафа тӳлесен ҫуррине катаҫҫӗ, эппин, штраф 6 пин тенкӗпе те танлашма пултарать.
Таксист, хӑй каланӑ тӑрӑх, шел те, вилме пуҫланӑ хуняшшӗ патне ӗлкӗреймен…
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |