«Хавал» чӑвашсен пуҫару ушкӑнӗ хӑйсен организацийӗн хӑтлавне чӗнет. Унта ушкӑнпа паллаштарӗҫ, хӑйсен проекчӗсем ҫинчен каласа кӑтартӗҫ.
Александр Блинов 1969 ҫулта ҫӗртмен 11-мӗшӗнче Красноармейскинче ҫуралнӑ. Татьяна Ильина журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн ашшӗпе амӑшӗ Елчӗк тӑрӑхӗнчен тухнӑ. Саша пӗчӗк чухнех ҫемйи хулана куҫса килнӗ. Ҫав вӑхӑтра ӗнерхи ял ачи чӑвашла манса кайнӑ. 1986 ҫулта Александр Шупашкарти педагогика институчӗн ют чӗлхесен факультетне вӗренме кӗнӗ. Унта вӑл хрантсус тата нимӗҫ чӗлхисене вӗреннӗ. Александр Блинов эсперанто чӗлхипе шкул ҫулӗсенчех кӑсӑкланма пуҫланӑ.
«Хавал» пуҫару ушкӑнӗн хӑтлавӗ ыран, нарӑсӑн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче конференц-залта 18 сехетре иртӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Маяк ялӗ ҫывӑхӗнче «Патӑрьел – Канаш – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен автобус аварие лекнӗ. Ун чухне салонра пулнӑ виҫӗ ҫын – 18 ҫул тултарман ачасем – суранланнӑ. 10-ри ача комӑна кӗрсе ӳкнӗ.
Шел те, ӗнер пульницӑран хурлӑхлӑ хыпар килнӗ: 10 ҫулти арҫын ача тӑна кӗмесӗрех вилнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 16-ри тата 17-ри арҫын ачасем халӗ те пульницӑра.
Ҫав кун КамАЗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та микроавтобуспа ҫапӑннӑ. КамАЗ водителӗ вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ӑна Канаш районӗн чиккинче тытса чарнӑ. Вӑл ун чухне урӑ пулнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна ШӖМ следователӗсем тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 19 ҫулти каччӑ тетелте шар курнӑ. Халӑх тетелӗсенчен пӗринче вӑл хӑйне «Анастасия» тесе паллаштарнӑскерпе ҫыру ҫӳретнӗ. Лешӗ унран ҫарамасланса ӳкерӗннӗ сӑнсем ыйтнӑ. Ҫамрӑк ҫын ҫав сӑнсене ярса парсанах ун патне хӑратса укҫа ыйтса ҫырма тапратнӑ. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑратакансем укҫа ыйтнӑ, памасан ҫаппа-ҫарамасланса ӳкерӗннӗ сӑнсене тетелте пурте курмалла вырнаҫтарассипе шиклентернӗ. Ҫавна май ҫамрӑк ҫын хурахсене 6 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ун хыҫҫӑнах полици уйрӑмне пулӑшу ыйтма пынӑ. Хальхи вӑхӑтра йӗрке хуралҫисем ҫав хурах кам иккенне тупса палӑртас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.
Палӑртса хӑвармалла, Чӑваш Енре иртнӗ ҫул кун йышши 30 тӗслӗх пулнӑ.
Паян ҫӗрле Шупашкарти «Ровесник» культура ҫурчӗ» чарӑнура кӗрт йыттисем хӗре тапӑннӑ. Ӑна йытӑсем ҫыртнӑ ахӑртнех: вӑл ҫухӑрашнӑ. Йытӑсем хӗрӗн ҫиелти тумне ҫурнӑ, аллинчи сумкине туртнӑ.
Юрать, ҫав вӑхӑтра машина иртсе пынӑ. Водитель чарӑнса пулӑшма тухнӑ, хӗрӗн япалисене пуҫтарнӑ та ӑна салона лартса пульницӑна леҫнӗ.
Шел те, кӗрт йыттисем ҫынна тапӑннӑ тӗслӗхсем тата пулнӑ. Эрне каялла йытӑсем ачаллӑ хӗрарӑма тапӑннӑ, пепкене туртса илме хӑтланнӑ. Пӗр арҫынна та йытӑсем шар кӑтартнӑ: вӗсем унӑн урине ҫыртнӑ.
Ҫынсем йытӑсене тытакан службӑна шӑнкравласа пӗлтернӗ. Анчах, «Про Город» хаҫата пӗр хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсенчен нимӗнле хурав та пулман.
Чӑваш Ен Республика кунне уявлама хатӗрленет. Ҫак кун пирӗн пата ют ҫӗршыв усламҫисем, ҫав шутра – яппунсем те, килӗҫ. Хӑнасем форумсене, ҫавра сӗтелсене, сессисене хутшӑнӗҫ.
Республика кунӗнче Шупашкарта культура форумӗ иртӗ. Халӗ ун проектне тата интернет-сайтне хатӗрлеҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, форум Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртӗ. Программӑпа килӗшӳллӗн, Раҫҫей тата ют ҫӗршыв компанийӗсемпе, эксперт сообществисемпе, патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе пленарлӑ лару иртӗ.
Ҫавӑн пекех дискусси лапамӗсем ӗҫлӗҫ, туризм, культура тытӑмӗсенчи инвестици проекчӗсен хӑтлавӗсем пулӗҫ, килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем алӑ пусӗҫ.
Пушкӑртстанра пурӑнакан нумай ачаллӑ хӗрарӑм Чӑваш Енри ҫынсене улталаса укҫаллӑ пулнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче япала сутакан ҫынсене шыраса тупнӑ та вӗсем патне шӑнкӑравланӑ.
Пушкӑртсан хӗрарӑмӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн сутуҫӑсен карточки ҫинче пӗр пус та юлман – йӑлтах сӑптӑрса кайнӑ. Хайхискер вӗсене таваршӑн кӑштах укҫа тӳлесе хума шантарнӑ, унтан укҫа темшӗн куҫманнине каланӑ та банкомат патне пырса хисепсене пусма ыйтнӑ. Ҫапла вӑл мобильлӗ банка кӗнӗ. Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм ав унӑн вӑлтине ҫакланнӑ: сусӑрсен кӳмине сутса 4 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Ҫак хӗрарӑма тытса чарнӑ. Суд пулнӑ, ӑна тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Нумай ачаллӑскер судра ҫапла ӑнлантарнӑ: «Ачасене тӑрантарас тесе, пӗлетӗр-и, эпӗ ним пирки те шутламан».
Шупашкарти вокзалҫум автостанцийӗ ӗҫлеме чарӑннӑ. Ҫакӑ Чӑвашавтотранс панкрута тухнипе ҫыхӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри автовокзалсен сайтӗнче пӗлтернӗ.
Автостанцие пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хупӗҫ. Муниципалитетсен хушшинчи маршрутсене (пӗтӗмпе – 36) Хулаҫум автовокзалӗ хӑйӗн ҫине илӗ. Унта автобуссене йышӑнӗҫ, билет сутӗҫ, пассажирсене лартӗҫ.
Халӗ предприятин пурлӑхне сутма тӑратнӑ. «Ҫӗнӗ сала» тата «Вокзалҫум» автостанцисене 112 миллион тенкӗпе сутасшӑн, автобуссене – 114 миллион тенкӗпе. Палӑртмалла: «Ҫӗнӗ сала» автостанцие сутма тӑратнӑ пулсан та вӑл унчченхи режимпах ӗҫлӗ.
Аса илтерер: унччен сайтра Куславккари вокзал хупӑнма пултарасси пирки пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарти усламҫӑсенчен пӗри ҫӗр лаптӑкне хӑй тӗллӗн ярса илнӗ. Ҫавӑншӑн ӑна явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкарти Калинин район территорийӗнче хайхи усламҫӑ хӑма-чус тата ытти строительство материалӗн бази валли ҫӗр илнӗ. Ӑна асӑннӑ хула администрацийӗн йышӑнӑвӗпе ҫавӑн валли лаптӑк уйӑрса панӑ.
Анчах усламҫӑна сахалтарахӑн туйӑннӑ-ши — пурӗ 191 тӑваткал метр лаптӑка ытларах ярса илнӗ. Ҫакна Шупашкарӑн Калинин район администрацийӗнчи прокуратура тӗрӗслев ирттерсе палӑртнӑ.
Ҫӗре ярса илнӗ усламҫӑна прокуратура йышӑнӑвӗпе административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна штрафланӑ. Хӑй тӗллӗн ярса илнӗ ҫӗре хула администрацине тавӑрса памалла.
Шупашкарта пӗр арҫын ачине кӳмене лартса тӗксе пыракан хӗрарӑмӑн карас телефонне туртса илнӗ. Ют пурлӑха ярса илнӗскер часрах вырӑнтан тапса сикнӗ.
Шар курнӑ хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Инкек Ислюков урамӗнче пулса иртнине ӑнлантарнӑ.
Пакунсем кӗҫех ӗҫе пуҫӑннӑ. Вӑрах та вӑхӑт иртмен — хурахла тапӑннӑ тесе шухӑшлакан 35-ри арҫынна тытса та чарнӑ. Вӑрланӑ телефон ун ҫумӗнче пулман. Халӗ телефон ӑҫтине палӑртаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын унччен те пакунлисен аллине ҫакланкаланӑ. Унтан та ытларах — вӑл темиҫе хут та судпа айӑпланнӑ. Йӗрке хуралҫисем хайхи этем ытти чух та ҫынсене вӑрӑ-хурахла тапӑнман-ши тесе пуҫ ватаҫҫӗ, ҫав версие тӗрӗслеҫҫӗ.
Паян ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 45 минутра Пӑрачкав районӗнче автобус ҫаврӑнса ӳкнӗ. Мускавран Чӗмпӗре кайма тухнӑ «Сетра» транспорт Мочкас ялӗнче кювета чӑмнӑ.
Салонра ҫав вӑхӑтра 20 пассажир пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 5 ҫын суранланнӑ, вӗсене вырӑнти пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, автобус водителӗ руле итлеттереймен. Халӗ Пӑрачкав районӗнчи полицейскисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнчен Шупашкара кайма тухнӑ маршрутка та ҫаврӑнса ӳкнӗччӗ. Юрать, салонри пассажирсем аманман, вӗсенчен пӗри ҫеҫ кайран тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |