Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем: шупашкар

Ҫутҫанталӑк

Ҫак вырсарникун, кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче «Хӗллехи экокартиш. Пӑр талккишӗ» ятпа экологи акцийӗ ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.

Усӑ курма пӑрахнӑ япаласене пуҫтармашкӑн паркра ҫак кун ятарлӑ йышӑну пукчӗ уҫӗҫ. Хула ҫыннисем унта хут, пӑкӑ, пластик кӗленче пырса пама пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кунта кивӗ кӗнекесем те йӑтса пыма е вӗсене урӑххисемпе улӑштарма пулать. Акци йӗркелӳҫисем пыракансене конкурссене, вӑйӑсене, викторинӑсене хутшӑнтарӗҫ, ӑпӑр-тапӑртан ал ӗҫӗсем тумашкӑн вӗрентме ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ.

Палӑртса хӑвармалла, акци 11 сехетре паркри тӗп сцена умӗнче пуҫланӗ. Мероприяти хыҫҫӑн хут-хӑмӑр панисен хушшинче парне выляттарӗҫ.

 

Республикӑра

Паян Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче Михаил Игнатьев Элтепер республика Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе, Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн тӗп директорӗпе Елена Бадаевӑпа тӗл пулнӑ.

Шупашкарти пысӑк предприятисенчен пӗрин ертӳҫи савутӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Елена Бадаева чӑваш парламентне депутата суйланма пуҫлани 20 ҫул ытла. Ҫав хушӑра ҫӑкӑр савучӗ ыр кӑмӑллӑх тӗллевӗпе 33 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. «Шкулсемпе, пульницӑсемпе ҫыхӑну тытатпӑр. Спорта аталантарма укҫа чылай хыватпӑр. Предприятин ветеранӗсене нумай пулӑшатпӑр», — каласа кӑтартнӑ депутат Элтепере.

Ҫӑкӑр пӗҫермелли отрасльте ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшакан Елена Бадаевӑна Михаил Васильевич ырласа мухтанӑ. Вӑл савут пуҫлӑхӗн профессионализмне, яваплӑхне палӑртнӑ. Туса кӑларакан продукци пахалӑхне ӳстерме ялан тӑрӑшнишӗн ырланӑ.

Елена Бадаева — Хисеп орденӗн кавалерӗ, ӑна «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» IV степеньлӗ орденпа, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.

 

Культура
 «Аттила» балета хатӗрленнӗ самант
«Аттила» балета хатӗрленнӗ самант

Ҫитес уйӑхра Шупашкарта Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркелеме палӑртса хунӑ.

Фестиваль нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче гала-концертпа уҫӑлӗ. Унта чӑваш композиторӗсен хайлавӗсемпе киленме май пулӗ. Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче «Аттила» балет кӑтартӗҫ. Программӑра ҫавӑн пекех — Григорий Хирбюн «Нарспи», Федор Васильевӑн «Шыварманӗ» оперисем тата унӑн «Сарпике» балечӗ.

Андрей Михайлов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ертӳҫисем паянхи пресс-конференцире наци кадрӗсем енӗпе йывӑррине палӑртнӑ. Анатолий Ильин режиссер чӑвашла пӗлекен солистсем сахал тесе каланӑ. Аслӑ ҫулти сӑнарсене калӑплама артистсем ҫителӗклӗ-мӗн, анчах ҫамрӑккисем валли специалистсем ҫук тенӗ вӑл.

 

Раҫҫейре

Ӗнер Мускавран Шупашкара килекен авиапассажирсене самолетран кӑларса янӑ. «360» телеканалта вырнаҫтарнӑ пӗчӗк видео тӑрӑх хакласан, самолетран тухма стюард ыйтать. Вӑл вӗсене малти алӑк патне пыма сӗнет. Ҫапла тума авиакомпани ертӳҫисем йышӑннӑ-мӗн.

Тӳрех палӑртар: ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Внуково» аэропортран Шупашкарпа хутлакан «Победа» авиакомапни юри кутӑнлашман. Вӗсем борта урӑххипе ылмаштарма йышӑннӑ, мӗншӗн тесен самолет юсавлӑхӗ пирки иккӗленӳ ҫуралнӑ.

«360» телекомпани авикомпанипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Самолета ылмаштарнине унтисем ҫирӗплетсе панӑ. Авикомпание самолет юсавлӑхӗ иккӗлентернине те палӑртнӑ.

Самолета ҫийӗнчех тепринпе ылмаштарнӑ, Шупашкара килекен авиапассажирсене вӑрах кӗттермен.

 

Хулара
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Шупашкарти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр ӗҫсӗр ҫынсене «Промтрактор-Промлит» савутри пушӑ вакансисене сӗнет. Паянхи кун тӗлне центр специалисчӗсем ӗҫ шыракан 1150 ҫынна ҫак предприятире вӑй хума май пуррине пӗлтернӗ. Паллах, вӗсем унта ӗҫлеме пултарнине шута илнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ӗҫлев министерстви хыпарлать.

Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр специалисчӗсем хула ҫыннисене тулли мар яваплӑ «Промтрактор-Промлит» пӗрлӗхӗн кадрсемпе ӗҫлекен служби панӑ хыпар-хӑнарпа паллаштарать, консультацие йыхравлать. Паянхи кун тӗлне вӗсем тӗп хулара пурӑнакан 254 ҫынна предприятие калаҫу тухма янӑ. Хальхи вӑхӑтра савутра огнеупорщиксем, обрубщиксем, машинӑпа форма тӑвакан стерженщиксем, машинӑпа форма тӑвакан формовщиксем, земледелсем, форма пухакансем тата термистсем ытларах кирлӗ.

 

Культура

Кӑрлач уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче Шупашкарта Шотланди культурин фестивалӗ иртет. Ӑна Шотландири паллӑ поэт Роберт Бернс ҫуралнӑ кунне халаллӗҫ. Ҫак уява чылай ҫӗршывра паллӑ тӑваҫҫӗ. Шупашкарта ӑна «Бэлтайн ҫулӑмӗсем» ӗлӗкхи тата халӑх ташшисен студийӗ йӗркелет.

Яланхи пекех фестивальте ҫак ҫӗршыв пирки нумай истори, сӑвӑ, юрӑ пулӗ. Чылай программӑна Шотлани ташшисене халаллӗҫ. Фестиваль кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче 13 сехет ҫурӑра Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра пуҫланӗ. Тепӗр кун 18 сехетре ЧР Наци вулавӑшӗнче Шотланди историйӗсене халалланӑ каҫ иртӗ.

Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртӗнче кӗтеҫҫӗ, унта Юлия Ткачевӑн ӑсталӑх класӗ пулӗ. Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче 17 сехет ҫурӑра Ухсай ячӗллӗ культура ҫуртӗнче ташӑ каҫӗ иртӗ. Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 10 сехетре Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче фестиваль ӑсталӑх класӗпе вӗҫленӗ.

 

Хулара

Юлашки вӑхӑтра юр нумай хӳтерчӗ. Сире тем ҫӳллӗш кӗртсем йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ-и? Ара, хӑш-пӗр вырӑнта юра вӑхӑтра тасатмаҫҫӗ. «Кахал» управляющи компанийӗсемпе кӗрешме Шупашкар хула администрацийӗ акци пуҫарнӑ, вӑл «Стоп-кӗрт» ятлӑ.

Сирӗн кил умӗнче ҫакнашкал ӳкерчӗк пулсан пӗр тӑхтамасӑр ӑна сӑн ӳкерӗр те stopsugrob@gmail.com элекронлӑ почтӑна ярӑр. Унта хӑҫан тата ӑҫта ӳкернине палӑртӑр. Хурав яма шантараҫҫӗ: юртан тасатнӑ лапама сӑн ӳкерсе ярӗҫ.

Шел те, чылай чухне ҫул хӗррипе лартса тухнӑ машинӑсем юр хырма чӑрмантараҫҫӗ. Управляющи компанийӗ юр тасатасси пирки маларах пӗлтерсе хутсем ҫыпӑҫтарать, анчах ҫакна пур водитель те шута илмест.

 

Тӗнчере

Таиландри Паттайа хулинче Шупашкарти арҫыннӑн паспортне тупнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫак хулара кун кунлакан Сабир Сафиуллин «Про город» хаҫат редакцийӗнчен пулӑшу ыйтнӑ: тен, паспорт хуҫи тупӑнӗ?

Арҫын каланӑ тӑрӑх, вырӑнти ҫынсем курортра Чӑваш Енри ҫыннӑн паспортне тупнӑ. Унта ҫырнӑ ят – Васильев Андрей Робертович. Паспорта тупнӑ ҫынсем Сабир Сафиуллина ҫав ҫынна шыраса тупма ыйтнӑ.

Андрей Васильевӑн прописки – Шупашкарта. Документ халӗ Pattaya Park отель ҫывӑхӗнчи каҫхи пасарта информаци будкинче выртать.

ЧР ШӖМӗн пресс-служби вара ҫапла палӑртнӑ: ҫынсен тупнӑ паспорта Раҫҫей посольствине памалла пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54903
 

Республикӑра

«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Ольга Васильевна Краснова кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килтен ӗҫе тухса кайнӑ та тек таврӑнман. Хӗрарӑм хушӑран ӑс-тӑнӗпе арпашӑнма пултарать, ҫавна май хӑй ӑҫта пулнине пӗлмест.

Ольга Краснова килтен тухса кайнӑ чухне ҫыхнӑ калпак, тӗттӗм кӑвак куртка, хура атӑ, хура джинс шӑлавар тӑхӑннӑ, хӗрарӑмсен хура сумкине йӑтнӑ. Хӑй 165 сантиметр ҫуллӗш, ҫӳҫӗ хулпуҫҫи таран.

Ҫак хӗрарӑма курнӑ тӑк ҫак телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлӑр: Роман Коломийцев координатор 89053435033, Светлана Сорокина инфорг 89053435010.

 

Хулара

Шупашкарти «Ковчег» зоокӗтесе ку таранччен тӳлевсӗрех кайса курма май пурччӗ – чӗрчунсем валли чӑрӑш илсе килсе памалла кӑначчӗ. Ара, ҫынсем Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн симӗс йӗплӗ йывӑҫа урама тухса ывӑтиччен зоокӗтесе килсе панӑ. Акцие нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ирттерессине пӗлтернӗччӗ. Анчах акци палӑртнӑ вӑхӑтран маларах вӗҫленнӗ.

Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен чӑрӑшсем типме пуҫланӑ, унашкаллисем вара чӗрчунсемшӗн юрӑхсӑр. Ҫапла пӗлтерет А.Г.Николаев ячӗллӗ парк администрацийӗ (унта «Ковчег» зоокӗтес вырнаҫнӑ).

Палӑртмалла: акци вӑхӑтӗнче ҫынсем 147 йывӑҫ килсе панӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 458, 459, 460, 461, 462, 463, 464, 465, 466, 467, [468], 469, 470, 471, 472, 473, 474, 475, 476, 477, 478, ... 1003
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗтӗм ӗҫе лӑпкӑ, хӑвӑра кирлӗ пек татса пама май килӗ. Хирӗҫесрен пӑрӑнӑр, хӑвӑрӑн вӑя, энергие перекетлемелле. Пушӑ вӑхӑта ҫутҫанталӑкра ирттерӗр. Спортпа туслашма лайӑх вӑхӑт, Интереслӗ тӗлпулу пулма пултарать, вӑл романтика хутшӑнӑвне куҫӗ.

Чӳк, 27

1911
113
Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ.
1913
111
Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ.
1943
81
Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2002
22
Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи