Шупашкарти 30-мӗш автомобиль ҫулӗн 4-мӗш пайӗнчен тытӑнса 3-мӗшчен тӑсӑлакан сыпӑкне тумашкӑн хатӗрленӗ проект тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ, ҫула тумашкӑн ирӗк панӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Строительство министерстви хыпарлать.
Ҫапла майпа тӑватӑ ретлӗ автоҫул Крылов академик урамӗпе Мускав проспектне ҫыхӑнтарӗ. Вӑл Шупашкар юханшывӗн сулахай ҫыранӗ тӑрӑх кайса административлӑ ҫуртпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хушшипе иртӗ, Мускав проспектӗнчи ҫулпа тин ҫеҫ уҫнӑ кӗпер умӗнче сыпӑнӗ. Ҫул сыпӑкӗн тӑршшӗ — 0,785 километр.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, проектра ҫул хӗррине йӗркене кӗртессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене те палӑртнӑ. Унта шыв анмалли ҫулсем те, тротуарсем те, ҫутӑ юписем те, искусствӑллӑ ытти сооружени те пулӗҫ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Ен элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн пулӑшуҫине Надежда Беловӑна ҫирӗплетнӗ. Ӗнерех унпа тӗл пулнӑ, ӗҫ яваплӑ пулнине, кунта куллен вӗренме тӑрӑшмаллине, республика ертӳҫин ӗҫне-хӗлне туллин кӑтартмаллипе ҫыхӑннине палӑртнӑ.
Надежда Белова И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче, Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи академийӗн патшалӑх тата муниципалитет ертӳлӗхӗн факультетӗнче вӗреннӗ. Шупашкарти телевиденире, Мускавра проектсен ертӳҫинче вӑй хунӑ. Тӑван хулана 2014 ҫулта таврӑнсан патшалӑх тытӑмӗнче, коммерци предприятийӗнче тӑрӑшнӑ. Пӗлтӗр пӗтӗм ҫӗршыври «Раҫҫей лидерӗсем» конкурса хутшӑнса хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартнӑ.
Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ Раштав ыркӑмӑллӑх акцине пуҫарнӑ. Вӑл «Ачасем асамлӑха ӗненччӗр тесе…» ятлӑ. Унпа килӗшӳллӗн ҫӗнӗ кӗнекесем пухӗҫ.
Сахал тупӑшлӑ тата йышлӑ ҫемьере ӳсекен ачасене энциклопедисем, юмахсемпе калавсен, шкул программине кӗртнӗ хайлавсен пуххисене парнелӗҫ. Ачасене Ҫӗнӗ ҫулта асамлӑх пранелес килет-и? Апла лавккана кайса кӗнекен туянӑр та хулари кирек хӑш вулавӑша йӑтса пырӑр.
Кӗнекесене раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче В.Маяковский ячӗллӗ вулавӑшра иртекен тӗлпулура парӗҫ. Кунсӑр пуҫне ачасене уяв программи кӗтет. Эсир те ҫак мероприятие хутшӑнма, хӑвӑр туяннӑ кӗнеке-парнене ачана алӑран тыттарма пултаратӑр.
Полицейскисемпе тӳре-шара Шупашкарта тара паракан хваттерсене шырама тухнӑ. Кунашкал рейда малтанах ирттерме тытӑннӑ, халӗ вӑл малалла пырать.
Ленин районӗн администрацийӗнче тӑрӑшакансем сайтра отчет тунине курма пулать. Ку эрнере вӗсем Иван Яковлев проспектӗнчи 10/1 ҫуртра пулнӑ, 6 хваттере кӗрсе тухнӑ. Вӗсенчен пӗрине пӗр ҫын тара илсе пурӑннӑ, хуҫисем тупӑшшӑн налук тӳлемен. Хваттерте пурӑнаканран объянительнӑй илнӗ, кун хыҫҫӑн хуҫинчен налук недочечӗ тӑвӗҫ.
Палӑртмалла: тӳре-шара налук тӳлемен ҫынсене шыраса лавккасем тӑрӑх та ҫӳрет. Ҫапла майпа вӗсем официаллӑ мар тупӑш илекен, нулук тӳлемен ҫынсен йышне чакарасшӑн.
Ӗнер, раштавӑн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Мир проспектӗнче пӗр машина ачана ҫапса кайнӑ. Инкеке асӑрхакансем пӗлтернине шута илсе «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) автопорталта хыпарланӑ тӑрӑх, ача ҫул урлӑ светофороӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ. Ун ҫине О005ОО21 номерлӗ «Тойота» пырса кӗнӗ.
«Антидилер» халӑх юхӑмӗ (ертӳҫи — Альберт Ильин) пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче руль умӗнчи ҫын ШӖМ ӗҫченӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. Инкеке пакунлисем тишкереҫҫӗ тесе ҫырнӑ.
Ачана ҫапса хӑварнине хыпарланине «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «За рулем» автопортал пабликӗнче пысӑк йышпа хӗрсех сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫул урлӑ каҫнӑ чух пӑхмалла текенсем те пур, теприсем водителе ятлаҫҫӗ. Ачана пульницӑна илсе кайнӑ иккен. Анчах, пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшне укҫа-тенкӗ ҫеҫ кирлӗ, вӗсем ывӑлӗн сывлӑхӗ пирки шухӑшламаҫҫӗ, тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна киле илсе кайнӑ.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче Чӑваш поэзийӗн центрне уҫнӑ. Кун пирки культура учрежденийӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Чӑваш поэзийӗн центрне йӗркелеме Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ Арсений Тарасов сӗннӗ. Ун шухӑшне ырласа Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн ытти лауреачӗ: Юрий Сементер, Раиса Сарпи, Николай Ишентей —
пухӑннӑ. Поэтсемпе тӗл пулма И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультечӗн 1-мӗш курс студенчӗсем аслӑ шкул ӗҫченӗсем Екатерина Якимова, Людмила Васильева ертсе пынипе пухӑннӑ.
«Ман ҫине пырса юрӑ юрласа кӑтартӑр, сӑвӑ вуласа» поэзипе музыка каҫне Ҫеҫпӗл Мишшин «Эп вилсен...» сӑввине халалланӑ.
Поэтсене Арсений Тарасов ӳлӗмрен уйӑхра пӗрре пухӑнма сӗннӗ. Унта вӗсем чӑваш поэчӗсен ҫӗнӗ хайлавӗсене вӗсене пичетличчен уҫҫӑн сӳтсе явӗҫ.
Пӗррехинче Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм патне электронлӑ почтӑна «телей ҫырӑвӗ» килнӗ. Аякри тӑванӗ вилсе кайнӑ-мӗн, унӑн шанчӑклӑ ҫыннисем унран пысӑк эткер юлнине пӗлтернӗ. Эткерҫи пӗртен-пӗр вӑл кӑна-мӗн.
Кӑштахран каллех ҫыру килнӗ: эткере ахаль кӑна илме ҫук иккен, малтан кирлӗ документсене хатӗрлемелле. Кун валли вара укҫа кирлӗ. Савӑнса кайнӑ хӗрарӑм укҫи-тенкине шеллемен, лешсем ыйтнӑ счет ҫине куҫарнӑ та куҫарнӑ… Эткере тивӗҫес тесе кредитсем те илнӗ. Хайхискер пӗтӗмпе 1 миллион та 400 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Паллӑ ӗнтӗ: кун хыҫҫӑн «шанчӑклӑ ҫынсенчен» шӑрши-марши те юлман. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта сахал тупӑшлӑ ҫемьесенче ӳсекен ачасене елкӑна чӗнӗҫ. Куншӑн ашшӗ-амӑшӗн укҫа тӳлемелле мар, мӗншӗн тесен ку – ыркӑмӑллӑх акцийӗ.
Тӗрӗссипе, Шупашкарта социаллӑ елкӑсене вуннӑмӗш ҫул ирттереҫҫӗ. Кӑҫал Ленин районӗнче начар пурӑнакан ҫемьесенчи 200 ачана уява чӗнӗҫ. Мероприятие «Росток» пултарулӑх центрӗнче йӗркелӗҫ.
Уява Пороскунсен ҫемйине те чӗнӗҫ, вӗсем 9 ачана воспитани параҫҫӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗр вӗсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ.
Социаллӑ елкӑра ачасене парнесемпе савӑнтарӗҫ. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ представлени пулӗ.
Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ялти пенсионерсен пенсине ӳстерсе парассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пенсин страховани пайӗ ҫумне 25 процент хушса тӳлӗҫ. Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫав виҫе 5334 пин те 19 пуспа танлашӗ. Апла пулсан 1333 тенкӗ те 55 пус хушӑнӗ.
Хуласем: Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Ҫӗрпӳ — ял шутланманни каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ. Хула йышши поселоксем те ял шутланмаҫҫӗ. Чӑваш Енре ун пеккисем ҫаксем: Вӑрнар, Йӗпреҫ, Вӑрмар, Кӳкеҫ, Буинск, Ҫӗнӗ Лапсар, Сосновка. Вӗсенче ялта 25 ҫул ытла ӗҫленӗ 72 пенсионер пурӑнать.
Ялта пропискӑра тӑракан, анчах хулара пурӑнакан пенсионерсен пенсийӗ вара ӳсӗ. Ҫавна вӗсен хутпа ҫирӗплетмелле.
Паян ЧР экономика министрне Владимир Аврелькина Хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тытса чарни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Министр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Владимир Аврелькина следстви вӑхӑтӗнче икӗ уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. Министра нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗччен арестленӗ.
Владимир Аврелькин ЧР Экономика министерствине 2013 ҫултанпа ертсе пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |