Паян Шупашкар хула администрацийӗнче планерка иртнӗ, унта Федерацин налук службин инспекцийӗн Шупашкарти пуҫлӑхӗ Станислав Федоров ҫитнӗ. Хӑш-пӗр депутат халӗ те пурлӑх налукне тӳлемен-мӗн. Аса илтерер: пурлӑх тата транспорт налукӗсене раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗччен тӳлемелле.
Планеркӑра ыйтусене пӑхса тухӑ хыҫҫӑн Станислав Федорова сӑмах панӑ. Вӑл трибуна умне тӑрса налук парса татман депутатсене ятран каласа тухнӑ. «Депутатсен списокӗ пысӑк. Пӗтӗмӗшле парӑм – 400 пин тенке яхӑн. Шӑпах налуксенчен хула хысни йӗркеленет», - палӑртнӑ Станислав Федоров.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков депутатсене часрах налук тӳлеме чӗнсе каланӑ. Хула пуҫлӑхӗ Егений Кадышев та «намӑс» списока лекнисемпе калаҫса илме шантарнӑ.
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 11 сехетре Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайонта пурӑнакан ватӑ арҫын пасара тухса кайнӑ. Анчах каҫ енне те вӑл киле таврӑнман. Ҫитменнине, ҫав кун ҫил-тӑман алхаснӑ. Тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ – тӳрех «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрядне шӑнкӑравланӑ.
Отряд хастарӗсем ҫийӗнчех ӗҫе пуҫӑннӑ. Ватӑскер хулара ҫӳреме пӗлсех кайман, вӗсем мӑшӑрӗпе кунта темиҫе ҫул каялла кӑна пурӑнма куҫнӑ. Шыравҫӑсем ватӑ арҫын ҫухални пирки хальхинче «Яндекс. Такси» службӑна та пӗлтерме шутланӑ.
22 сехет те 35 минутра шӑнкӑрав ҫитнӗ: арҫынна тупнӑ, вӑл чӗрех! Ӑна «Яндекс. Такси» водителӗ тупнӑ. Хайхискер тӗттӗм, ҫын сахал ҫӳрекен чарӑнура шӑнса кайнӑ ватӑ арҫынна курнӑ та патне пынӑ, ӑна салона лартнӑ, машина кӑмакине хытӑрах янӑ. Унтан ҫухалнӑскере киле илсе ҫитернӗ.
Монополие хирӗҫ кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗ 173-мӗш маршрута ӗҫлеме чарасшӑн. Яланлӑх мар. 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗччен.
Монополипе кӗрешекенсем патне пӗр усламҫӑран ҫӑхав ҫитнӗ. Ҫавна тишкернӗ май «Шупашкар (Юханшыв порчӗ) — Ҫӗрпӳ» ҫулпа хутлакан 173-мӗш маршрут йӗркене пӑсни палӑрнӑ. Асӑннӑ маршрутпа пассажирсене Софронов усламҫӑ турттарать. Ӑна Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви ятарлӑ суту-илӳ ирттермесӗрех ирӗк панӑ-мӗн. Министерство 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗчченех ҫӳреттерме кӑмӑл тунӑ.
Маршурта нимле конкурссӑр пӗр-пӗр организацие пани Конкуренци ҫинчен калакан федераци саккунӗн 15-мӗш статйин 1-мӗш пайне пӑсни пулать. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин Софронов усламҫӑпа тунӑ килӗшӗве 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗччен чарса лартмалла.
Шупашкар хулинче раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн транспорт реформи пуҫланчӗ. Хулари тӳре-шара ҫавна ҫынсемшӗн тӑрӑшнипе, ҫул ҫинче ҫӳреме меллӗ пулассипе сӑлтавларӗҫ. Анчах Шупашкарта пурӑнакансенчен хӑшӗсем ку меллӗхе ӑнлансах кайманнине пӗлтереҫҫӗ — тепӗр чух транспорта 15-20 минут кӗтме тивет имӗш. Пӗр маршрутка хускалнӑ хыҫҫӑн тепри пырса чарӑннине хӑнӑхнӑ халӑха транспорт реформи килӗшмен.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, транспорт епле хутланине тӳре-шара, пурӗ 60-а яхӑн ҫын, кунсерен тӗрӗслет. Сити-менеджер хӑй те черетлӗ хутчен общество транспортне ларнӑ. Ҫула вӑл ирхи 6 сехет те 30 минутра тухса 8 сехет те 30 минутчен ҫӳренӗ. Чарӑнусенче халӑхпа калаҫнӑ. Ҫакӑн пирки Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ.
Транспорт епле хутланине тӗрӗслесе тӑма bus.cheb сервис тата ГЛОНАСС оборудованийӗ йӗркеллӗ ӗҫлеменнипе йывӑр-мӗн. Маршрутсенче вырӑнти водительсем ҫуккине те асӑннӑ. Вӗсене автобуссен хуҫи сехетре 300-н яхӑн тенкӗ сӗнсен те лешсем ӗҫлесшӗн мар имӗш.
Малашне «Главкосмос» АУна пирӗн ентеш Дмитрий Лоскутов ертсе пырӗ. Ку пукана ӑна раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче шанса панӑ.
Дмитрий Владимирович Шупашкарта 1978 ҫулта ҫуралнӑ, 4-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ. 2000 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУран «Юриспруденци» специальноҫпе вӗренсе тухнӑ, 2004 ҫулччен РФ Юстици министерствинче ӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ. 2012-2018 ҫулсенче РФ Правительствин председателӗн ҫумӗн Дмитрий Рогозинӑн пулӑшуҫи пулнӑ.
Палӑртмалла: «Главкосмос» - «Роскосмос» Раҫҫей корпорацин предприятийӗ.
Кӑҫал авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти Университет урамӗнчи пӗр ҫурт лифтӗнче арҫын 11 ҫулти хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫлани пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫав ҫынна, Красноармейски районӗнче ҫуралса ӳснӗ 42-ри арҫынна, тӳрех тытса чарнӑ, вӑл хӑйӗн айӑпне тунман. Ӑна ун чухнех арестленӗ.
Халӗ ҫак ҫын кунашкал ытти преступление те тума пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе генотипоскопи экспертизи ирттерӗҫ, кун хыҫҫӑн вӑл 8-11 ҫулсенчи 9 хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланипе пурнӑҫламанни тӑрӑ шыв ҫине тухӗ. Ҫак преступленисем те авӑн уйӑхӗнче пулса иртни евӗр: 2010-2015 ҫулсенче палламан арҫын хӗрачасене лифтра тапӑннӑ.
Халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ашшӗн йӑнӑшне пула пӗчӗк ача эмелпе наркӑмӑшланса пульницӑна лекнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах Шупашкарта раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулнӑ.
Арҫын виҫҫӗри ачана аслисен сӑмсине ямалли эмеле тумлатнӑ-мӗн. Эмелпе наркӑмӑшланнӑ шӑпӑрлана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Унта тухтӑрсем пӗчӗкскер сӑмсана тумлатмалли эмелпе наркӑмӑшланнине ҫирӗплетнӗ.
Халӗ ачан пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Шел те, ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра кунашкал тӗслӗхсем тӗл пулкалаҫҫӗ. Тухтӑрсем ашшӗ-амӑшне асӑрхануллӑрах пулма сӗнеҫҫӗ: аслисен эмелне ачан сӑмсине туматмалла мар.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Тӑвай районӗнче 2-ри ача аслисен эмелне ӗҫсен наркӑмӑшланса вилнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемьере чутах пысӑк инкек пулман. Юрать, арҫын васкавлӑ медпулӑшу чӗнсе ӗлкӗрнӗ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрле Мир проспектӗнчи 22-мӗш ҫуртри пӗр хваттерте икӗ хӗрарӑм, пилӗк ҫулти ача тата арҫын сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Хӗрарӑмпа ача тӑнне ҫухатнӑ, арҫын тухтӑрсем патне шӑнкӑравлама ӗлкӗрнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, газ колонкинче фитиль сӳнсе ларнӑ, ҫавна май хваттере сӗрӗм тухнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Элара» савут ӗҫченесем Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисем валли парне тума шухӑшланӑ. Ҫак кунсенче савут умӗнчен иртсе кайма та кӑмӑллӑ – ташлакан Юр кӗлетке кӑмӑла ҫӗклет. Сӑмах май, пӗлтӗр унта упа кӳлепине вырнаҫтарнӑччӗ. Юр кӗлетке унран инҫех мар ларать.
Кӳлепене тимӗр каркасран хатӗрленӗ, мишурапа тата гирляндӑпа илемлетнӗ. Пӗтӗмпе 120 метр гирлянда тата 370 метр мишура тӑкакланӑ. Кӳлепен сӑмсипе куҫне полимер тӑмран ӑсталанӑ.
Савут ӗҫченӗсем Юр кӳлепене 2 уйӑх ытла тунӑ. Вӑл аллине самолет тытнӑ. Ахальтен мар, ара, предприяти шӑпах ҫак енпе ытларах ӗҫлет вӗт.
Шупашкарта хӗрарӑм ача ҫуратнӑ та ӑна ача ҫуратмалли ҫуртрах пӑрахса хӑварнӑ. Унччен малтан вара хӗрне урӑххисене усрава илме ирӗк парса хут ҫырнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хӑйӗн интернетри сайтӗнче пӗлтернӗ.
Хайхи хӗрарӑм пӗччен иккен, мӑшӑрӗ ҫук. Ачана ура ҫине тӑратма пӗччен йывӑр пулать тенӗ-ши е тата урӑх сӑлтав тупӑннӑ-ши — ытти ҫынна усрава ирӗк пама шут тытнӑ. Хальхи вӑхӑтра хӗрача сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче выртать. Шупашкарти Калинин районӗн опекӑпа попечительлӗх пайӗн ӗҫченӗсен тин ҫуралнӑ ачан шӑпине вӑхӑта вӑраха ямасӑр татса памалла.
Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ачалӑха упракан пай ӗҫченӗсем ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 44 ача шӑпине татса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |