Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Атикасси ялӗнче пӗр ҫуртра икӗ виле тупнӑ. Вӗсем мӗншӗн вилнине халӗ те уҫӑмлатман-ха.
Ҫуртра 57 ҫулти хӗрарӑм тата унӑн 32 ҫулти ывӑлӗ пурӑннӑ. Качча сусӑр пулнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ ҫын мӗн сӑлтава пула вилнине уҫӑмлатас тӗллевпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, кирлӗ экспертизӑсем тӑваҫҫӗ.
Ӗнер вара Шупашкарта «Кувшинка» микрорайонта пӗр хӗр 15-мӗш хутран подъезд тӑррине ӳкнӗ. Телее, вӑл чӗрӗ юлнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкара йӗркеленӗренпе 550 ҫул ҫитнине халалласа ирттермелли мероприятисен шутӗнче республикӑн тӗп хулинче Хаяр Йӑван патша палӑкне уҫассине те асӑнма пулать. Кун пирки хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Захаров Фейсбукра ҫырнӑччӗ. Хулари тӳре-шара IV Йӑван ырӑ ӗҫсем тунине асра тытмаҫҫӗ тесе шухӑшлать.
Архитектурӑпа декораци пластикин скульпторӗ, искусствоведени кандидачӗ, Шупашкарти историк Дмитрий Мадуров Чӑваш Енри Хаяр Йӑван палӑкне хапӑлламанни сисӗнет. Ҫак шухӑша вӑл «Idel.Реалии» сайта панӑ интервьюра палӑртнӑ. Скульптор шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре вырӑс патшисене, бизнес-проектсене мала кӑларас юхӑм пырать, наци республикин тӗп хулинче хамӑр тымарсемпе хамӑр паттӑрсем пирки асӑнтарасшӑн мар.
Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамӗнчи пӗр ҫуртра ҫӳп-ҫап камеринче тин ҫуралнӑ ача виллине тупни пирки, ҫак ӗҫе 17 ҫулти хӗрарӑм тума пултарни ҫинчен сайтра хыпарланӑччӗ. Ачана ҫӳп-ҫапа пӑрахнӑ амӑшӗ суд сакки ҫине ларнӑ. Ун тӗлӗшпе приговор янӑранӑ: ӑна тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ.
Следстви тата суд акӑ мӗн ҫирӗплетнӗ: кӑҫал авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхине ҫак хӗрарӑм ача ҫуратнӑ та ӑна подъездри ҫӳп-ҫап камерине тухса пӑрахнӑ. Пӗчӗкскер сурансене пула вилнӗ.
Амӑшӗ ҫак тискер ӗҫе тунине тунман.
Ӗнер 13 сехет те 50 минутра Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнче ҫул-йӗр инспекторӗпе ҫыхӑннӑ инкек пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Софья Савнеш автор унта ҫырнӑ тӑрӑх, «ҫул урлӑ каҫакан шкул ачине машина ҫапса кайнӑ. Ун ҫине ҫул-йӗр инспекторӗ пырса кӗнӗ».
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви ку ҫул-йӗр ҫинчи инкек ҫинчен ҫӗркаҫ 18 сехет те 2 минутра хыпарланӑ. Машина инкеке лекни тӑрӑх тӗрӗслев пуҫарнине пӗлтернӗ. Анчах ҫул-йӗр инспекторӗ ачана пырса ҫапни тӳрре килмен имӗш. Ҫул урлӑ чупса каҫаканскер ҫине пырса кӗрес мар тесе инспектор ҫул айккинелле пӑрӑннӑ. Ачана ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Шупашкарти пульницӑсенчен пӗрне илсе кайсах тӗрӗсленӗ иккен. Вӑл таса сывах.
Чӑваш Енри тата тепӗр шӑпӑрлан «Лучше всех» (чӑв. Пуринчен те лайӑххи) телешоура ӳкерӗннӗ. Аса илтерер, вӑл телекӑларӑма Пӗрремӗш каналпа вырсарникун каҫсерен кӑтартаҫӗ. Ӑна Алексей Галкин шӳт ӑсти ертсе пырать. Телекӑларӑма 3 ҫултан пуҫласа 12 ҫулчченхи пултаруллӑ, калаҫма пултаракан ачасем хутшӑнаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи кӑларӑмра Шупашкарти 166-мӗш ача пахчинчи «Подснежники» (чӑв. Ҫеҫпӗл) ушкӑна ҫӳрекен Мария Александровӑна курӑпӑр.
Шупашкарти хӗрача сӑвӑ хитре калать иккен. Лайӑх астуса юлать. Телешоуна Мария Александр Пушкинӑн «Зимнее утро» сӑввипе кайнӑ.
2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Канашри Мария Хушкинӑна кӑтартнӑччӗ, ҫав ҫулхи раштав уйӑхӗнче — Шупашкарти пӗчӗк астронома Максим Казынкина, кӑҫалхи ака уйӑхӗнче — Шупашкарти Лев Гренадёрский географа.
Раштавӑн 9-мӗшӗнче Мускаври полицие хыпар ҫитнӗ: Шупашкарта пурӑнакан хӗрача пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ, ӑна мӑшкӑллама хӑтланнӑ-мӗн. 13-ри хӗрача каланӑ тӑрӑх, ӑна палламан арҫын хӗненӗ, мӑшкӑлласшӑн пулнӑ.
13-рискер Мускава Шупашкартан килнӗ-мӗн, вӑл амӑшӗпе вӑрҫӑннӑ хыҫҫӑн тухса тарнӑ. Мускавра ӑна Турци арҫынни тапӑннӑ.
Шар курнӑ хӗрачана полицие Мускавра пурӑнакан хӗрарӑм илсе пынӑ. Кун хыҫҫӑн ҫакнашкал хыпар та сарӑлнӑ: шалти ӗҫсен органӗсенче вӑй хуракансем хӗрачана сӑмахпа хӑртнӑ, хӑйсене тивӗҫлипе тытман, ҫавӑнпа служба тӗрӗслевӗ ирттерме палӑртнӑ.
Каласа хӑвармалла: хӗрача психоневрологи диспансерӗнче шутра тӑрать.
Паян 13 сехет те 50 минутра Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнче ҫул урлӑ каҫакан шкул ачине машина ҫапса кайнӑ. Ун ҫине ҫул-йӗр инспекторӗ пырса кӗнӗ.
Ача шкултан таврӑннӑ. Аварие курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ача ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта утнӑ. Вӑл ҫул варринче пынӑ чухне ӑна ҫул-йӗр ӗҫченӗсен машини ҫапса кайнӑ.
Руль умӗнчи инспектор, ахӑртнех, ача ҫине пырса кӗрес мар тесе руле пӑрнӑ та кӗрт ҫине тӑрӑннӑ. Водитель салонран тухса арҫын ачана пулӑшма хӑтланнӑ. Телее, шкул ачи аманман.
Ӗнер, раштавӑн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти аэропорт «Победа» авиакомпанин самолетне йышӑнайман. Мускаври «Внуково» аэропортран 19 сехет те 50 минутра хускалмалли рейсӑн Шупашкарта 21 сехет те 20 минутра анса лармалла пулнӑ. Мускавран вӑл 20 сехет те 4 минутра хускалнӑ, ҫавна май Шупашкарта унӑн 21 сехет те 44 минутра анса лармалла пулнӑ. Анчах аэропортра самолета йышӑнма май килмен. Пӑтӑрмахӗ тӑман вӗҫтерсе тӑнипе ҫыхӑннӑ.
Шупашкарта анса ларайман енне самолетӑн Мускава ҫаврӑнса кайма тивнӗ. Унта ҫитсен икӗ авиапассажир анса юлнӑ — вӗсем каялла Шупашкара килме килӗшмен. «Победа» самолетне йышӑнмалла пирки Шупашкарти аэропорт хӑйӗн ӗҫ вӑхӑтне тӑснӑ. Самолет ҫурҫӗр иртни 34 минутра Шупашкара анса ларнӑ.
Паян аэропорт унчченхи режимпах ӗҫлет. Унта рейссене йышӑнма хатӗр. Кун пирки аэропортӑн пресс-служби хыпарланӑ.
Шупашкарти Ленин районӗнче фейерверк ямалли вырӑнсене палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Хула администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче пиротехникӑпа усӑ курмалли лапамсем пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисем ыйтнипе килӗшсе тӑраҫҫӗ.
Фейерверк ямалли вырӑнсене Шупашкарӑн Мускав тата Калинин районӗсенче уйрӑмах нумай хатӗрленӗ. Вӗсенче ун пекки — 36 лапам. Чи пысӑкраххисем — «Овас» суту-илӳ ҫурчӗ умӗнчи, Шупашкар кӳлмекӗ патӗнчи лапам, «Амазония» парк тата «Волга» (чӑв. Атӑл) стадион. Ленин районӗнче 13 лапам палӑртна, Йӑлӑмра — 6.
Лапамсен тулли списокӗпе ҫак каҫӑпа gov.cap.ru/Info.aspx?type=news&id=3990873&gov_id=49 иртсе тӗплӗнрех паллашма пулать. Унта Шупашкар хулин кашни районӗнчи лапамӗсене асӑннӑ.
Кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта транспорт реформине пуҫарнӑ хыҫҫӑн халӑх ниепле те лӑпланаймасть. Маларах ГАЗельсем йӗркесӗр хутлаҫҫӗ, ҫул-йӗр правилине пӑхӑнмаҫҫӗ йышши ӳпкев сисӗнкелетчӗ. Халӗ автобус кӗтсе илме йывӑр, хулан пӗр районӗнчен теприне пӗр транспортран тепри ҫине куҫса ларсан тин ҫитме май килет тесе шавлама пуҫларӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, хулан кашни районӗнче пуҫару ушкӑнӗсем йӗркелесшӗн. Вӗсен транспорта епле маршрутпа ҫӳретсен аваннине халӑх шухӑшне шута илсе пӗлтермелле. Ҫак ыйтупа раштавӑн 13-мӗшӗнче хулан виҫе районӗн администрацийӗсенче 17 сехетре пуху иртмелле. Автобуссен схемине og21.ru порталта халӑхпа сӳтсе явма палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |