Иртнӗ вырсарникун, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта бодибилдинг енӗпе ӑмӑртусем пулнӑ. Унта хутшӑнакан хӗрсем хӑйсен кӗлетке илемлӗхне кӑтартнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн уҫӑ кубокӗ хальхинче тӗп хулари Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура керменӗнче иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 70 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ Киров, Чӗмпӗр, Иваново, Пенза, Мускав облаҫӗсенчен, Пермь крайӗнчен, Тутар, Мари, Мордва, Пушкӑрт республикисенчен, Чулхуларан, Аҫтӑрхантан тата ҫӗршывӑн тӗп хулинчен килсе ҫитнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, жюри членӗсем хӗрсен ӳт-пӳ илемлӗхне, мышцисен килӗшӳлӗхне тата вӗсем сцена ҫинче хӑйсене мӗнле тытнине хак панӑ.
Хальхинче «Танлаштарӑм» информаци технологийӗсен центрӗ хатӗрленӗ наци танлаштарӑмӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков самаях, 18 йӗрке, аннӑ. Унччен сити-менеджер 32-мӗш йӗркере пулнӑ тӑк халӗ - 50-мӗшӗнче.
Алексей Ладыков танлаштарӑмра мӗншӗн ҫавӑн чухлӗ йӗрке аннин сӑлтавӗсене палӑртар. Ахӑртнех, чи малтанах унӑн ывӑлне арестлени унӑн ят-сумне япӑх витӗм кӳнӗ. Хӑш-пӗр ҫын Шупашкарта транспорт реформине ирттернӗшӗн кӑмӑлсӑр, ҫакна та танлаштарӑма хатӗрленӗ чухне шута илнӗ. Ку енӗпе татӑлман ыйтусем пур: пысӑк автобуссем пушӑ ҫӳреҫҫӗ, маршруткӑсене вара ҫын нумай ҫӳрекен маршрутсем лекнӗ-мӗн, ҫавна май вӗсем лӑк тулли. Пӗр маршрутка водителӗ тӑрук чарӑннӑ чухне алӑк уҫсан пассажирка урама тухса ӳкни пирки те нумай калаҫнӑ, халӑх тетелӗсенче ку пулӑма сивлекен нумаййӑн.
Танлаштарӑма лайӑх витӗм кӳрекеннисен йышӗнче – Ваттисен канашӗ транспорт реформине ырлани. Ҫӗнӗ автобуссем ҫула тухни те Алексей Ладыкова лайӑх енчен хак пама пулӑшнӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 11 сехет те 55 минутра оперативлӑ дежурнӑй пулчӗ ҫине хыпар килнӗ: арҫын ача кӗрт ӑшне кӗрсе ларнӑ та хӑй тӗллӗн тухаймасть. Ҫав вӑхӑтра иртен-ҫӳрен те курӑнман.
Ҫӑлавҫӑсем, В.Г.Васильев смена пуҫлӑхӗ тата А.Ю.Гавриловпа В.Н.Трутнев, кӑтартнӑ адреспа - «Октябрь: 50 ҫул» урама - ҫийӗнчех ҫитнӗ. Чӑнах та, арҫын ача гараж тӑрринчен юр ҫине сикнӗ те пилӗкӗ таран кӗрсе ларнӑ, ниепле те тухайман. Ҫӑлавҫӑсем юра кӗреҫепе сирнӗ, арҫын ачана «тыткӑнран» кӑларнӑ.
Ача пулӑшнӑшӑн вӗсене тав тунӑ
2020 ҫулта Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май ҫак уяв медальне ҫирӗплетнӗ, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушӑва алӑ пуснӑ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Медальсене туса кӑларма, Элтепер каланӑ тӑрӑх, хушма укҫа-тенкӗ кирлӗ. Михаил Игнатьев Иван Моторин премьера тата Юрий Васильев премьер-министра нухрата хыснара пӑхса хума хушу панӑ.
Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе республика аталанӑвне тӳпе хывнӑ ҫынсене чыслӗҫ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть депутатсем Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалланӑ юбилейлӑ медале йышӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан пенсионера хваттер укҫине икӗ ҫӗрте харӑс тӳлеттернӗ. Ҫакна Чӑваш Ен прокуратурин тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче палӑртнӑ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха тытса тӑракан икӗ управляющи компание укҫа тӳленӗ ватӑ вӗсенчен пӗринчен, «Камал» ятлинчен, укҫана каялла шыраса илме хӑтланнӑ-ха. Анчах усси пулман.
Ватӑ аптӑраса ларман — Шупашкар хулинчи Калинин районӗнчи прокуратурӑна ҫул тытнӑ. Унта вӑл хваттер укҫине «ПИК-»1 тата «Камал» управляющи компанисене тӳленине ӑнлантарса панӑ, укҫана каялла шыраса илес кӑмӑллине пӗлтернӗ.
Ватӑ хыпарлани тӑрӑх надзор органӗ тӗрӗслев пуҫарнӑ. Пенсионер сӑмахӗ тӳрре килнӗ. Халӗ прокуратура ватта хӳтӗлесе суда тавӑҫпа тухнӑ. Унта «Камал» предприятирен 2 пин шыраса илме ыйтнӑ.
Шупашкарта совет тапхӑрне халалласа виҫӗ пайран тӑракан музей комплексӗ хута янӑ. Ӑна «СССРта туса кӑларнӑ» ят панӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш уйрӑм музейпе пӗр ятлӑ. Унта совет тапхӑрӗнче ҫынсем йӑлара мӗнпе усӑ курнипе паллашма пулать. Иккӗмӗшӗнче Шупашкар хули пирки тӗплӗнрех пӗлме, виҫҫӗмӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмаша ялӗн историйӗпе паллашма май пур. 200 ытла тӑваткал метр йышӑнакан музейри экспонатсен пысӑк пайне Тури Кӑмашари «Сувар» социаллӑ пурнӑҫпа культура центрӗнчи музейрен куҫарса килнӗ. Кунта халӗ Совет Союзӗнчи шкул ачин тетрачӗсемпе, парттисемпе, патефонпа, пир станокӗпе, купӑспа, чӑваш хресченӗн килти япалисемпе паллашма пулать. Экспонатсенчен чи пӗлтерӗшлисем — 1954 ҫулти электрочейник тата телефон аппарачӗсем.
Кӑҫал Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ май хула администрацийӗ ҫӗнӗ проект пуҫарма шутланӑ. Вӑл «Нимеҫӗ-экскурсоводсем» ятлӑ.
Проекта хутшӑнакан экскурсоводсен мӗн тумалла-ха? Шупашкар ҫыннисемпе тата хӑнисемпе экскурсисем ирттермелле. Нимеҫӗсен 16 ҫултан аслӑрах пулмалла.
Экскурсовод ӗҫне вӗренме хатӗр нимеҫӗсене ака уйӑхӗн 3-мӗшӗччен пухаҫҫӗ. Собеседовани акан 5-мӗшӗнче иртӗ, вӗренӳ акан 8-мӗшӗнче пуҫланӗ. Лекцисене каҫхине ҫӳремелле пулӗ. Ку – тӳлевсӗрех.
Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен ҫак номерпе шӑнкӑравламалла: 8(8352) 23-50-48.
Нумаях пулмасть Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн специалисчӗсем Шупашкарти Хевеш пасарӗнче тӗрӗслевпе пулнӑ. Ун чухне вӗсем 22 килограмм ытла сыр арестленӗ. Пӗр партийӗ срокран тухнӑ пулнӑ, ӑна вара ҫаплипех сутнӑ. Тепӗр партийӗн документсем пулман.
Беларуҫра туса кӑларнӑ «Аскамил» ятлӑ сыра срокран тухнинех сутнӑ. 2018 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнче кӑларнӑскерӗн срокӗ кӑҫалхи нарӑсӑн 4-мӗшӗччен пулнӑ. Пӗтӗмпе ҫакнашкал 7,358 килограмм сыр сутма хӑтланнӑ.
Тепӗр йышши сыра вара мӗнрен тунине, срокне, мӗнле упрамаллине кӑтартман этикеткӑсӑрах сутнӑ. Сутуҫӑн ӑна туяннӑ чухнехи накладной та, пахалӑхне ӗнентерекен документ та пулман. Ҫавнашкал 14,887 килограмм сыр тупнӑ.
Ҫак тӗслӗх тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти тӗп пасар умӗнче сӗт-ҫу, килтен кӳрсе килнӗ ытти ҫимӗҫе сутакан ватӑсемпе тахҫанах кӗрешеҫҫӗ ӗнтӗ. Вӗсене сутма чарас тесе тӳре-шара каллех рейда тухнӑ.
Ленин район администрацийӗн суту-илӳ секторӗн ӗҫченӗсем участковӑйпе пӗрле Ильбеков урамӗнчи 7\2-мӗш, Ленин проспектӗнчи 26-мӗш «а», Гагарин урамӗнчи 3-мӗш ҫуртсен ҫывӑхне ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех «Тӗп пасар» чарӑнӑва, Эгер бульварне, 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектне ҫаврӑнса тухнӑ.
Пушӑн 1-22-мӗшӗсенче административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн 24 протокол ҫырнӑ. Тӳре-шара ялтан сутма килекен кинемейсемпе мучисене, ыттисене ҫапла асӑрхаттарать: суту-илӳ тумашкӑн хулара ятарлӑ вырӑнсем пур.
Паян пирӗн республикӑра асар-писер ҫил-тӑман алхаснӑран Шупашкарти аэропортри самолетсем те вӑхӑтра вӗҫеймен. Аэропортӑн Инстаграмри аккаунтӗнче рейссем тытӑнса тӑрассине кӑнтӑрлачченех пӗлтернӗ-ха. Ҫав хыпара вулакансенсен пӗри Мускавран килекен самолетӑн Чулхулара анса ларма тивнине пӗлтернӗ. «Халӗ Шупашкара килетпӗр», — тенӗ вӑл. Паллах, самолетпа мар.
Ирхи 9 сехет те 20 минутра Мускаври Шереметьево аэропорта вӗҫсе каймалли самолет, тӗслӗхрен, халӗ те хускалайман. Шупашкарти аэропортран рейс 16 сехетсӗр те каяймассине, анчах ун чух та шанчӑклӑ пулассине татса калайман.
Мӗн тӑвӑн, васкакансен васкамалла пулӗ те, анчах васкакан вакка сикет тесе каланине те асра тытма тивет. Ҫутҫанталӑкӑн хайӗн саккунӗ...
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |