Республикӑра ҫак эрнере Раҫҫей шайӗнче иртекен маунтинбайкпа ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑва Вӑрмар районӗнчи Мусирма ял таврашӗнче Алексей Трафимова асӑнса уҫнӑ.
Утӑн 13-14-мӗшӗнче Шупашкарта велочупу-маунтинбайкпа Раҫҫей кубокӗшӗн тӑваттӑмӗш этапӗ иртет. Спортсменсен ӑмӑртура хӑйсен маттурлӑхне икӗ дисциплинӑпа кӑтартмалла пулӗ: утӑн 13-мӗшӗнче — «Тухса ӳкмелли чупувӗпе — кросс-кантри», утӑн 14-мӗшӗнче вара 11:00 сехетре — профессионаллӑ велосипедистсем хушшинче «Кросс-кантри» олимп дисциплинипе вӑйлисене палӑртӗҫ.
Раҫҫей кубокӗшӗн ирттерекен ӑмӑртӑва утӑн 13-мӗшӗнче 10:30 сехетсенче уҫма палӑртнӑ. Ӑмӑртӑва Шупашкарӑн 500 ҫуллӑх паркӗнче ирттереҫҫӗ.
Тунтикун, утӑн 8-мӗшӗнче, Республика Элтепӗре Михаил Игнатьев тата Раҫҫейри патшалӑх канашлӑвӗн вӗренӳ пайӗн председателӗн ҫумӗ Алена Аршинова Шупашкарти 88-мӗш «Березенька» ача пахчине укҫа-тенкӗ тата техника енчен тивӗҫтерес тесе 500 пин тенкӗллӗ ятарлӑ сертификатпа чысланӑ. Сертификата «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ятпа ҫӳрекен ыркӑмӑллӑх марафонта пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗрен уйӑрнӑ.
Асӑннӑ ача пахчи хӑйӗн ӗҫне 1970 ҫулта пуҫланӑ. Унтанпа вӑхӑчӗ самай иртнӗ, ҫавӑнпа та юлашки ҫулсенче учрежденине юсас, ҫӗнетес ыйту ҫивӗччӗн тӑрать иккен. Пӗлтӗр ача пахчине 250 пин тенкӗ уйӑрса панӑ пулнӑ, ҫакна пула учрежденире урай ҫӗнӗрен сарма тата ача-пӑча сӗтел-пуканӗ таврашне туянма май килнӗ. Кӑҫал хула хыснинечен ремонт ӗҫӗсем валли тата 350 пин тенкӗ уйӑрса панӑ, ку укҫана чӳрече блокӗсене улӑштарнӑ ҫӗре тата крыльца ремонтлас ӗҫе уйӑрнӑ.
Ача пахчи учрежденийӗн ертӳҫи Елена Кадирова пӗлтернӗ тӑрӑх иртнӗ кунсенче тивӗҫне сертификата вӗсем спорт площадки валли тӗрлӗ оборудовани туянма палӑртнӑ.
— Кӑҫал республика тӗп хулин ача сачӗсене юсама пӗтӗмпе 80 миллион тенкӗ уйӑрма планланӑ.
Хулари тӳре-шара тата хула ҫыннисем паркра яланах илем, тасалӑх кӳрессипе пӗр чӗлхеллӗ пулнӑ. Паянхи куна Максим Горький, Иван Яковлев скверӗсенче тата Ҫӗнтерӳ паркӗнче килти чӗрчунсене уҫӑлтарса ҫӳреме юрамасть.
Хуҫи хӑйӗн чӗрчунӗ хыҫҫӑн пуҫтармалли япалапа ҫӳрени тата уҫӑлтарма ятарлӑ вырӑнсемпе усӑ курни Европӑра тахҫанах йӑлана кӗнӗ. Раҫҫейре вара ку тӗлешпе — ӳкерчӗк синкерлӗ. Ҫавӑнпа та тӳрӗ-шара ҫынсем ыйтнине шута илсе ятарлӑ «тума юраманнин» паллисене вырнаҫтарнӑ. Ку йӑлана ҫитес кунсенче ытти парк таврашӗсенче те кӗртӗҫ, ҫапла вара тӑватӑ ураллӑ юлташсемпе малашне ятарлӑ вырӑнсенче уҫӑлса ҫӳреме кӑна май килӗ.
УТӐ | 09 |
Ку хыпар пирки: «Тем шухӑшласа кӑларакан та пур», — пур темелле-тӗр. Чӑваш Енре шыври заправка станцийӗ ӗҫе пуҫӑннӑ иккен. Вӑл Атӑлта, Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер поселокӗ ҫывӑхӗнче, вырнаҫнӑ. Ун пеккисем Чулхуларан пуҫласа Хусана ҫитиччен те тек ҫук-мӗн.
Уйӑх ытларах ӗҫленӗ хушӑра вӑл унӑн хуҫисене услам курма май пуррине ӗнентерсе панӑ иккен. Ара, ҫапла пулмасӑр. Халӗ пуянсем катерсемпе яхтӑсем туянаҫҫӗ-ҫке. Кимӗ-карап таврашне Шупашкарта кӑна 1,5 пин шута илнӗ. Ҫӗнӗ заправка пулӑшӑвӗпе хамӑр патрисем кӑна мар, пирӗн республика территорийӗпе иртсе каякан яхтӑсемпе катерсем те усӑ кураҫҫӗ-мӗн.
«Илем» ят панӑ заправка пӑхма хитре ҫеҫ мар, хӑй те типтерлӗ иккен. Унӑн хуҫисем вӑл пӗр тумлам топливо та шыва юхтармасть тесе калаҫҫӗ-мӗн. Заправка топливӑпа кӑна мар, Аи-95 маркӑллӑ автобензинпа тата артезиан шывӗпе те тивӗҫтерет иккен.
Нумаях пулмасть, ҫынсем хӗвелле шӑрӑх кунсене пула аптратчӗҫ, халӗ вара ҫумӑртан тарса пытанмалли вӑхӑт ҫитнӗ ав мӗн. Кӑҫал хӗллехи кунсем вӑрӑха пынипе ҫурхи вӑхӑтсене туйса та илеймерӗмер. Анчах ҫутҫанталӑк ку тӗрес маррине туйсах пулмалла ҫуркуннехи ӑмӑрлӑ кунсене тавӑрас тенӗ.
Паян, утӑн 9-мӗшӗнче, Шупашкар вӑйлӑ ҫумӑра пула шыв айне пута пуҫланӑ: хулари хӑш-пӗр ҫулсемпе урамсем шыв ытамне лекнӗ, транспорта та ҫӳрем самай чӑрмантарнӑ. Йывӑр лару-тӑрӑва Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче асӑрхама май лекнӗ. Унта 13:00 сехетсем иртсен вӑйлӑ ҫумӑра пула Трактор тӑвакансен проспектӗнчи сарлакка ҫул самантрах кӳлӗ пулса тӑнӑ.
Унсӑр пуҫне тата ҫумӑра пула хула кӳлмекӗ хӗррипе, агрегат савучӗ таврашӗнчи ҫулсемпе ҫӳресси йывӑрланнӑ.
Республикӑра ҫумӑрлӑ кунсем 11-мӗшччен тӑсӑлӗҫ. Ҫак виҫӗ кун хушшинче уйӑх хушшинче ҫумалли норми ҫӗре нӳрлетмелле иккен.
Паян, утӑн 8-мӗшӗнче, Кил-йыш тата юратупа шанӑҫлӑх кунӗнче республикӑра 18 ҫемьене «Юратупа шанӑҫлӑх» медальпе тата орденпа чыслама палӑртнӑ. Республика Элтепӗрен администрацин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх Михаил Игнатьев ҫак медаль-орденпа Шупашкарти вунвиҫӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти пилӗк ҫемьене тивӗҫтерӗ. Хуласемпе районсенче вара ҫак куна халалласа концертсем, ҫемье конкурсӗсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ. Унсӑр пуҫне тата «ылтӑн» мӑшӑрсене чыслама палӑртнӑ — парнесемпе килӗсене ҫитсех тивӗҫтерӗҫ.
Паян, Шупашкарта 34 ҫамрӑк мӑшӑр хӑйсен юратӑвне мӑшӑрлану кӗрменӗнче ҫирӗплетӗҫ (2011 ҫулта — 24, 2012 ҫулта — 37). Кӳлмек хӗрринчи юрӑ ӗшнинче те хулари пултаруллӑх коллективӗпе ҫемье ансамблӗ хӑйсен ӑсталӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Шупашкарти «Спартак» стадионта «Атте, анне, эпӗ — спорт ҫемьи» ятпа ҫемьесен ӑмӑртӑвне ирттерӗҫ.
Кӑҫал республикӑра «Юратупа шанӑҫлӑх» медальӗпе 25 ҫул е ытларах пӗрле пурӑнакан 70 ҫемьене чыслама палӑртнӑ.
Ӗнер, утӑн 7-мӗшӗнче, Шупашкартан черетлӗ «Чунҫӳрев» ҫула тухрӗ.
Чӑваш халӑхӗн авалхи вырӑнӗсемпе паллашас тӗллевпе тухнӑ маршрут хальхинче ҫапла иртӗ: Шупашкар–Чӗмпӗр–Ӗшнеуй (Шняево, Сарӑту облаҫӗ)–Волгоград–Элиста–Каҫпи тинӗҫӗ–Пенза–Шупашкар. Ку тӑрӑхалла виҫӗмҫул кайса килнӗ пулин те кӑҫалхи ҫул та кӑнтӑралла выртать — 2011 ҫулта лекеймен вырӑнсемпе паллашасси (тӑванла халахсем йыхравленипе), туса ҫитереймен ӗҫсене вӗҫлесси.
Каҫпи тинӗсӗ хӗрринче 3 кун ирттермелле — пӗр куна юпа лартма уйӑрӗҫ. Чунҫӳревҫӗсем чӑваш ячӗсем йышӑнӗҫ, инҫетри чӑваш ялӗсенче концертсем лартӗҫ.
Водительсене шута илсен ҫула пурӗ 69 ҫын тухнӑ. Инҫе ҫул ӑнӑҫлӑ пуласса, палӑртнӑ ӗҫсем пурнӑҫланасса шанса тӑратпӑр. Такӑр ҫул сунатпӑр!
Шупашкар хулин 2035-мӗш ҫулчченхи аталанӑвӗн ҫӗнӗ планне сӳтсе явассипе республикӑн тӗп хулинче пӗр кун самай кӑсӑклӑ калаҫу пулса иртнӗ. Унта хамӑр пулманнине кура тӗрлӗ ҫӑлкуҫ хыпарлани тӑрӑх хакласан ҫӗнӗ генплана тем майлӑ хаклакан-йышӑнакан та пурри сисӗнет. Хӑшӗсем ытлашши хурласах каймаҫҫӗ пулсан, теприсем ӑна ҫапса хуҫманни кӑна.
Проекта республикӑн тата хула тӑвӑмӗн канашӗсен пӗрлехи ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Виҫӗ сехет хушшинче тӗрлӗ сӗнӳ паракан тупӑннӑ-мӗн. Пӗри, ав, Шупашкара Атӑл леш енӗпе ҫыхӑнтарма хулан хӗвеланӑҫ районӗнче кӗпер тусан аваннине палӑртнӑ. Тепри вара ку шухӑш пирки фантастика тесе пӑшӑлтатса илнӗ. Чӑваш Ен урлӑ тума палӑртакан пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫула тата хулана «Богданка» район урлӑ монорельс ҫулӗ туса ҫыхӑнтарма сӗнекен те тупӑннӑ. Вӗрен ҫулӗ кирлине асӑнакан та пулнӑ иккен. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан ҫум ҫул кирлине калакан та, ҫырма-ҫатрана анса хӑпармалли майсене пӑхса хӑварасси пирки аса илтерекен те тупӑннӑ.
Ҫӗнӗ генплана хатӗрленӗ Питӗрти РосНИПИУрбанистика институчӗн архитекторӗ Ирина Гришечкина палӑртнӑ тӑрӑх, генплан кӑҫал вӑя кӗмелле, палӑртнӑ ӗҫсен пӗр пайне 2020-мӗш ҫулта туса пӗтермелле.
Кашни ҫӗнӗ кун тӗрлӗ пулӑмсемпе палӑрать. Ҫавах пуриншӗн те вӑл лайӑх, яланах ырӑпа вӗҫленмеҫҫӗ-ха. Тискер ӗҫ-пуҫа ҫӗршывра куллен туллинех сӑнама май лекет. Мӗн пур массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫакӑн йышши хыпарсене яланах туллин те сӑнарлӑ пӗлтерме юратаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пуль паянхи ӗмӗрти ҫын кашни утӑмра вӑрӑ-хурахсене, террористсене, усал шухӑшпа ҫӳрекен ҫынсене «тӗл пулассипе» пурӑнать.
Ҫапла вара иртнӗ кунсенче Шупашкар ҫынни полици ӗҫченӗсене хӑйӗн тимӗр урапине — «Лада Калина» маркӑлла машина — вӑрласа кайни ҫинчен пӗлтернӗ. Полици 4-мӗш пайӗн оперативникӗсем тӳрех шырав ӗҫне пикеннӗ. Вара иккемӗш кунхине вӗсем хайхи урапана Мичман Павлов урамӗнче вырнаҫнӑ клуб ҫывӑхӗнче асӑрханӑ. Урапа вара ҫак вырӑнта водителе пулах килсе ҫитнӗ пулнӑ. Тимӗр лашасӗр «юлнӑ» арҫын пӗр кунхинче хытах ӗҫне иккен, «хаяр» шӗвӗк вара водитель ӑсне минретнӗ пулмалла, ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн урапине ӑҫта лартса хӑварнине манса кайнӑ. Тен, клуба килнӗ юлташӗсене курма васкаса арҫын урапара хаклӑ япаласем пӑрахса хӑварма та хӑраман. Тура шӗкер, вӗсене никам та вӑрласа кайман.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тарифӗсене ылмаштарнипе килӗшмесӗр виҫӗмкун Шупашкарта хирӗҫлев пикечӗ иртнӗ иккен. Унта 20-е яхӑн ҫын хутшӑннине пӗлтереҫҫӗ. Акцие «Солидарность», «Другая Россия», «РПР-ПАРНАС» тата «Партия 5 декабря» юхӑм членӗсем хутшӑннӑ.
Демонстрацие тухнисен тӗп лозунгӗ «Ӗҫ укҫине индексацилемесӗр ҪЙКХ тарифӗсене ӳстермелле мар» тени пулнӑ иккен.
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчен тарифсем хӑпарасси пирки эпир хыпарланӑччӗ. Хамӑр енчен тата ҫакна пӗлтерер. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ тӳлев хакӗ уйрӑм регионта кӑна ӳсмен, ӑна Раҫҫейӗпех хӑпартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |