Анчах пур ҫӗрnе те мар, Шупашкартан Явӑш ҫӑви патне ҫитиччен. Паян унта ҫитме 40 тенкӗ кӑларса хумалла иккен. «Кайма-килме 80 тенкӗ кирлӗ. Ҫемьепе каяс пулсан мӗн хака кайса ларӗ?» — пӑшӑрханнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне ӗнер йышӑнӑва пынӑ Шупашкарта пурӑнакан Лидия Василенкова. Хӗрарӑм Явӑш ҫӑви патне илсе ҫитерекен 249-мӗш маршрут хакне хулари пек, 16 тенкӗ, тӑвасшӑн иккен.
Чӑн та, 2011 ҫулта унта ҫитме 12 тенкӗ кӑна тӳлеттернӗ-мӗн. Тӳррипе вара «Чӑвашавтотранс» предприятийӗшӗн капла тариф майлах пулман — вӑл тӑкак тӳснӗ. Ҫук-ха. Тӳсме пултарнӑ. Тӑкака хула хыснин шучӗпе саплаштарнӑ иккен. Пӗлтӗр вара автотранспорт предприятийӗпе хула администрацийӗ апла килӗшӳ туман. Ҫапах та халӗ кая юлнӑ ӗнтӗ темелле мар — Ҫимӗк тӗлӗнче Явӑш масарӗ ҫине кайса килме ҫул укҫине чакарӗҫ. Республика Элтеперӗ вара хула администрацине автотранспорт предприятин тӑкакне саплаштарма майсем пӑхса хӑварма чӗнсе каланӑ.
Ӗнер Шупашкарта 32 ҫулти арҫын ҫынсен умӗнчех перӗнсе вилнӗ.
Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, унччен вӑл 25 ҫулхи каччӑ патне пынӑ. Ҫамрӑка хайхискер арӑмӗ ҫумне кӗвӗҫнӗ иккен. Каччӑна кӗтнӗ вӑхӑтра арҫын ҫур литр коньяк пушатнӑ имӗш. Кайран, лешӗ подьездран хӗрпе кӗнине курсан, ӑна пистолетран пеме пуҫланӑ. Анчах тӗл лектереймен, лешӗ тата унпа пӗрле пулнӑ хӗр тухса тарса ӗлкӗрнӗ. Урама тухнӑ хыҫҫӑн арҫын хӑйне хӑй пӑшалпа пенӗ. Аманнӑскере пульницӑна илсе каяҫҫӗ, анчах унта ҫитсен куҫне ӗмӗрлӗхе хупать.
Ӗнер, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче, 11:00 сехетре Склад тӑкӑрлӑкӗнче инкек сиксе тухнӑ — тиев машини ҫул урлӑ каҫакан ҫынна ҫапса кайнӑ. ҪЙХПИ ӗҫченӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх айӑпӗ хӑйӗнче пулнӑ мӗн.
— Ҫул урлӑ каҫиччен урапасем (машин) пуррипе ҫуккине лайӑхрах сӑнамалла пулнӑ. Ку арҫын вара унталла-кунталла пӑхма ӳркеннӗ, хӑйӗн тимсӗрлӗхне пула ҫеҫ инкеке лекнӗ. Сусӑрланнӑ арҫынна тӳрех пульница леҫнӗ, — пӗлтереҫҫӗ ҪЙХПИ ӗҫченӗсем.
ГАЗ–53-14 тиев машини водителӗ те ҫул урлӑ каҫакан арҫына тӳрех асӑрхаманни ҫинчен пӗлтерет. Ҫапла вара урапана вӑхӑтра чарса ӗлкерейменнипе ҫынн пырса ҫапнӑ.
Инкеке лекнӗ арҫын сывлӑхне халь Шупашкар пульницинче сиплеҫҫӗ.
Ҫӗртмен 3-мӗшӗнче Шупашкарта 19:20 сехетре Трактор тӑвакансен проспектӗнче ҫул ҫинче инкек сиксе тухнӑ. Чӑваш Енӗн ГИБДД ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче Форд урапапа (машинпа) пыракан водитель скутера ҫапса кайнӑ иккен. Скутер водителӗпе пӗрле ларса пыракан 6 ҫулхи хӗрачана тӳрех пульницӑна леҫнӗ.
«Форд Мондео» машинпа пыракан 32 ҫулхи водитель ҫул кукринче ҫаврӑннӑ чухне «Suzuki sepia» мопеда сисеймен пулнӑ, ҫапла вара скутера пырса ҫапнӑ.
Ӗнерхи кун республикӑра ҫул ҫинче пурӗ 4 пӑтӑрмах пулнӑ, вӗсенче 7 ҫын аманнӑ. Унсӑр пуҫне тата 20 ӳсер водителе тытнӑ.
Кашни эрнере иртекен хула планёркинче Шупашкар хулин администрацийӗн ЖКХ ыйтӑвӗсене татса паракан пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров ҫул-йӗрсене юсамалли плансем ҫинчен пӗлтернӗ. Герман Александров пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи куна Шупашкарта 13,3 пин тӑваткал метр асфальт ҫулне юсанӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫ валли 13,2 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.
Ҫитес кунсенче вара Шупашкар хулин 127 урамри ҫулӗсене юсама палӑртнӑ.
Унсӑр пуҫне тата Калинин, Пирогов, Королев академик, Гладков урамӗсенче, Эгер бульварӗнче, Машин тӑвакансен тӑкӑрлӑкӗнче тата ытти тӗп ҫулсене те юсанӑ — унта пахалӑха шантарнӑ тапхӑр вӗҫленмен пулин те кӑлтӑклӑ вырӑнсене тӳрлеткеленӗ.
Ҫӑвӗн 26-мӗшӗнче тӗнче шайӗнче иртекен каратэ-до Сётокан ӑмӑртура ҫамрӑк спортсмен Никита Беловощев республика чысне хӳтеленӗ пулнӑ. Асӑннӑ пысӑк ӑмӑрту Сербири Крушавец хулинче иртнӗ. Унта 20 тӗрлӗ ҫыршывран 600 спортсмен хутшӑннӑ.
Пирӗн республика чысне Никита Беловощев тивӗҫлипех хӳтӗлеме пултарнӑ — ҫӗнтерӳҫӗсен картлашки ҫине виҫӗ хутчен хӑпарнӑ. Шупашкарти «Будокан» спортклубне ҫӳрекен Никита икӗ бронза тата ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш Енӗн спорт министервинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫамрӑк спортсмен ӑста тренерсем патӗнче — Вениамин Астраханцевпа Дмитрий Фомиряков патӗнче — каратэ ӑсталӑхне тӗпчет.
Хӗллехи шартлатма сивӗ самантсенче эпир ҫуллахи шӑрӑх кунсене чӑтӑмсӑр кӗтетпӗр. Ҫу кунӗсем ҫитсессӗн вара «эх, хӗллехи кунсемех аптрамасчӗҫ-ҫке» тесе ӑмсанатпӑр. Ӑмсаннин вара вӑл вӑрӑмтуна хурт-кӑпшанкӑ амакӗшӗн пуҫланать. Ҫуллахи кунсем хуҫаланма ӗлкерсе те ҫитеймерӗҫ, вӑрӑм тунисем вара пиншӗрен тухса ҫынсене апла та капла та «тустараҫҫӗ».
Шупашкарта пурӑнакансем те «чун илли» вӗҫен хуртран канӑҫ шыраса тӗрлерен меслетсемпе усӑ курма хӑтланкалаҫҫӗ. Анчах ҫынсем сиснӗ тӑрӑх вӑрӑмтунасемпе кӗрешме аптекӑра сутакан ятарлӑ спрейсемпе кремсем те пулӑшсах каймаҫҫӗ.
Ҫӑвӗн 20–24-мӗш кунсенче вӑрӑмтунасене хирӗҫ ҫынсем йышлӑн ҫӳрекен вырӑнсенче ятарлӑ дезинсекци те тунӑччӗ. Анчах та ҫанталӑк малтан сивӗ, кайран сасартӑк ӑшӑтса янипе вӑрӑмтунасем самаях ӗрчесе кайнӑ.
Хула администрацийӗнче ку лару-тӑрӑ хальлӗххе татса параймаҫҫӗ-ха. Асӑннӑ ӗҫ валли укҫа-тенкӗ уйӑрас ыйту та ҫивӗч тӑрать. Ҫапла вара паянлӑха ҫынсен вӑрӑмтунасемпе хӑйсен тӗлленӗх кӗрешме лекет.
«Ҫу уйӑхӗнче ан мӑшӑрлан — пурнӑҫ тӑршшӗпе аптӑраса ҫитӗн» (выр. Не женись в мае — всю жизнь придётся маится). Халӑхра ҫакӑн йышши каларӑш анлӑ сарӑлнӑ пулин те ҫапах юратупа хыпса илнӗ икӗ чӗре асӑннӑ сӑмахлӑха ӗненсех каясшӑн мар. Ҫапла вара Шупашкар хулинче кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче 133 мӑшӑр офицаллӑ пӗрлешнӗ пулнӑ. Пӗлтер вара ҫуркуннен юлашки уйӑхӗнче 129 мӑшӑр ҫемьеленнӗ.
Хӑйсен пӗрремӗш саккунла пӗрлешӗвне 94 арҫын тата 102 хӗрарӑм регистрациленӗ пулнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗртме уйӑхӗнче вара хӑйсен юратӑвне «саккунлама» пӗрлешӳ кӗрменне 300 ытла мӑшӑр килӗ.
Ҫӑвӗн 31-мӗш кӑтартӑвӗ тӑрӑх кӑҫал пӗтӗмпе Шупашкарта 814 мӑшӑр ҫемьеленнӗ.
Ҫуллахи кунсем ҫитнӗрен шыва кӗме каякансен йышӗ самаях ӳсрӗ ӗнтӗ. Республикӑра паянхи кун шыва 9 пляжра кӗме пулать:
• Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер посёлокӗ ҫӳмӗнчи кану базинче;
• Шупашкар хулинче (5 пляж);
• Етӗрне хулинче (3 пляж).
Ӗҫлеме ирӗк илни — вӗсене ятарлӑ инспекци пӑхса тухнине пӗлтерет.
Кӑҫал тата тепӗр 6 пляж ӗҫлеме тытмалла. Хальхи вӑхӑтра вӗсем вырӑнти хӑрушсӑрлӑха тивӗҫлӗ шая ҫитерес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ — ара, унсӑрӑн ирӗк илме май ҫук-ҫке: ҫӑлавҫӑсен ӗҫне йӗркелемелле, кимӗ таврашӑн йышне ҫителӗклӗ тытмалла, ҫырана тирпей кӗртмелле тата ытти те. Ятарлӑ инспекци ҫитменлӗхсем ҫуккине палӑртсан ҫеҫ ӗҫлеме май пур.
Иртнӗ кунсенче суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче Патшалӑх Канашӗн депутат пулӑшуҫи урапасем (машинсем) лартмалли вырӑнта пӗр харӑс виҫӗ машина лектернӗ имӗш. Ӳсерскер ВАЗ-ӑн 8-мӗш моделӗн рульӗ умӗнче ларнӑ. Лару-тӑрӑва уҫӑмлатас тӗлешпе пӗр харӑс икӗ ДПС машини пырса ҫитнӗ.
Хӑйсен пулӑшуҫине депутатсем хайсем суйлаҫҫӗ. Ку ӗҫе тӑвана е пӗр-пӗр пӗлӗше шантарма саккун чармасть. Ҫавӑнпах та пуль пулӑшуҫӑсем «ӗҫсер лармаҫҫӗ», хыт ӗҫленипе чунсене лӑплантарма «хӗренкелеҫҫӗ», вара руль умне ларса ҫӳллерех асӑннӑ ӗҫ-пуҫсене лекеҫҫӗ те.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |