Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Енӗш Шалти ӗҫсен министерстви юлашки шӑнкӑрав уяв тӗлнелле йышӑну кӑларнӑ. Ку йышӑнупа килешӳллӗн ҫу уйӑхӗн 24–25-мӗш кунсем хушшинче шкул вӗренсе тухакансен хӑрушсӑрлӑхне 130 полици ӗҫченӗсем сыхлама палӑртнӑ.
— Ҫак кунсенче 62 хула шкулӗсем юлашки шӑнкӑрав кунне халаласа тӗрлӗ мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ. Шкул пӗтерекенсен йышлӑ пуҫтарӑннӑ вырӑнӗсенче, уйрӑмах хула кӳлмекӗнче сыхлав ӗҫне полици ӗҫченӗсем тата кинологсем йытӑсемпе ирттереҫҫӗ. Пӗлтерхи сӑнавсене асра тытса кӑҫал йӗркене самай пысни пулмасса шансах тӑратпӑр, — пӗлтерет Чӑваш Енӗн ШӖМ пресс-ҫыруҫи Наталья Венедиктова.
Ҫав хушӑрах ҫу вӗҫӗпе ҫӗртме уйӑхсенче хулари Аслӑ пӗлӳ паракан 24 учрежденийӗсенче 13 пин вӗренсе тухакан алла диплом илеҫҫӗ.
Шупашкарти полици ӗҫченӗсем вӑйӑ салонне тупнӑ пулнӑ-мӗн. Хурахсем металтан вакун евӗр тунӑ ҫурт-йӗрте хӑйсен ӗҫне пурнӑҫласа пурӑннӑ. ШӖМре пӗлтернӗ тӑрӑх вӑйӑ салон ертӳҫи 32 ҫулта, Мускав облаҫӗнчен пулнӑ имӗш.
Полици ӗҫченӗсем тӗреслӗв ӗҫне ирттернӗ чухне асӑннӑ салонтан вӑйӑ терминалне, система блокне, телевизор тата тӑватӑ монитор илсе тухнӑ.
Паянхи куна «ваккун» хуҫине саккунсӑр азарт вӑййине йӗркелесе пынишӗн айӑп тунӑ.
Ҫуллахи шӑрӑх кунсене нумайӑшӗ чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ ӗнтӗ. Хӗвеллӗ кунсене, лӑпкӑ каҫсене, ем-ешӗл симӗс тавралӑха илсе килет пире ҫу «хӑни». Анчах та ӑҫта канлӗх, лӑпкӑллӑх — ҫавӑнта вара кӑмӑла хуҫакан пулӑмсем те ҫумрах. Ҫуллахи чи тӑтӑш тӗл пулакан йывӑрлӑх вара — вӑрӑм туна амакӗ. Кӑнтӑрлахи кунсенче ҫынсем хӗвелтен пытанаҫҫӗ, каҫ еннелле вара вӑрӑм туна хурт-кӑпшанкинчен тараҫҫӗ.
Шупашкарта кӑҫал пӗлтӗрхи пекех вӑрӑм тунасене пӗтерес тӗллевпе дезинсекци ирттереҫҫӗ. Паянхи куна ЖКХ ӗҫченӗсем Шупашкарта 18 хула объекчӗсенче дезинсекци тума та ӗлкернӗ. Вӗсем шутне Чапаев сквере, Хӗрлӗ тӳрем, Мускав тата Ленин проспекчӗсем кӗреҫҫӗ. Ҫитес кунсенче дезинсекци Калинин районӗнче тата Ачасен медицина центрӗн лаптӑкӗсенче ирттерме палӑртнӑ. Пурӗ пӗрле 334 тӑваткал метра вӑрӑм тунасенчен тасатӗҫ.
Вӑрӑм тунасене хирӗҫ «кӗрешӗве» парк, сквер, кану зонине тухаҫҫӗ. ЖКХ ӗҫченӗсем сапнӑ эмел тупӑшӗ виҫӗ уйӑхлӑха тӑсӑласси ҫинчен шантарсах калаҫҫӗ.
Вара ҫакӑн майлӑ ӗҫ-пуҫ хула халӑхӗшӗн самаях усӑллӑ пулӗ.
Юлашки шӑнкӑрав кунӗ шкул пӗтерекенсем валли яланах чуна пӑлхатакан, салхуллӑ самант. Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ҫу уйӑхӗн 24–25-мӗш кунсенче республика шкулӗсем юлашки шӑнкӑрав кунне уявлаҫҫӗ.
Асӑннӑ кунсенче Шупашкарта хӑйсен юлашки шкул шӑнкӑравне 6 992 вӗренекен илтӗҫ. Вӗсенчен вунпӗрмӗш класс пӗтерекесем — 2 773 вӗренекен тата 9 класс ачисем, вӗсен шучӗ — 3 919.
Яланхилле шкулсенче уяв линейки иртӗ. Шкул вӗренсе тухакансене Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн элчисем тата хула, муниципалитет администрацийӗсем саламлӗҫ.
Юлашки шӑнкӑрав кунне хӑш-пӗр вӗренекенсем Хусана, Йошкар-Олана, Шупашкара эксурсийӗ кайма кӑмӑл тунӑ. Ятарлӑ шӑнкӑрав уявне халаланӑ мероприятийӗсем Николаев паркӗнче тата Лакрей вӑрманӗнче ирттерме палӑртнӑ.
«Эх, ҫав кану вырӑнӗсене! Ӑҫта кӑна уҫса тултармаҫҫӗ ӗнтӗ», — шухӑшлӗҫ, тен, вулакансем информаци ятне кура. Тулаштарар мар — кану мар, индустри паркӗ уҫӑлӗ. Вӑл тата мӗн япала тетӗр-и? Тӗллевӗ ятӗнче пытарӑннӑ, вӑл промышленность предприятийӗсене пӗр ҫӗре пухакан вырӑн пуласса пӗлтерет. Ӑна кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче тума пуҫламалла.
Индустри паркӗ тӑвас ыйтӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев электротехника отраслӗн аталанӑвӗ пирки ӗнер ирттернӗ канашлура та хускатнӑ. Ку ӗҫ валли кӑҫал 242,9 миллион тенкӗ уйӑрмалла-мӗн. Индустри паркӗ Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫмалла. Экономика аталанӑвӗн министрӗ Алексей Табаков асӑннӑ канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, парк пӗчӗк тата вӑтам предприятисен хӑватне аталантарма май памалла. Ансатрах каласан, вӗсем унта хушма производство участокӗсене уҫӗҫ. Экономика министерстви шухӑшланӑ тӑрӑх, индустри паркӗнче 20-е яхӑн предприяти вырнаҫӗ. Ӗмӗтленнӗ пек пулса пырсан 2015 ҫулта унта ҫӗнӗ производствӑсем хута кайӗҫ.
Сӑнсем (17)
Кун пирки Каратэн пӗтӗм тӗнчери конфедерацийӗн конгресӗн вице-президенчӗ Вячеслав Тимофеев пӗлтернӗ. Ҫавӑн пек шайри ӑмӑртӑва ирттерес шухӑшлисем пирӗн ҫӗршывсӑр пуҫне Чехипе Германи пулнӑ-мӗн.
Сӑмах май каласан, ҫӗнӗ должноҫре Раҫҫей ҫынни Вячеслав Тимофеев нумаях пулмасть кӑна-ха. Ӑна Каратэн пӗтӗм тӗнчери конфедерацийӗн хальтерех иртнӗ конгресӗнче ҫирӗплетнӗ. Ӗҫтӑвкомӑн 16 членӗнчен 14-шӗ уншӑн сасӑланӑ.
Раҫҫей регионсен аталанӑвӗн министерстви халӑх кӑмӑллакан Раҫҫей хулисене палӑртас тӗллевсемпе ятарлӑ танлашӑм (рейтинг) ирттернӗ. Ведомство тӗтелӗнче рейтинг пӗтӗмлетӗвӗсен мала тухнӑ 50 хулан списокне кӑтартса панӑ. Шупашкар хули рейтингра 49-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ иккен.
Мала тухнӑ пилӗк хула шутне Мускав, Питӗр, Ҫӗнӗ Ҫӗпӗр, Екатеренбург тата Ростов-на-Дону. Ултӑмӗш вырӑна вара политикӑна инвестицилле ертсе пыракан Хусан хули тивӗҫнӗ.
Чи илертӳллӗ хуласене палӑртас ӗҫе 2012–2013 ҫулсенче, 164 хула хушшинче ирттернӗ. Темиҫе учреждени сӗнӗвӗсемпе усӑ курнӑ: Раҫҫей инженер союзӗ, Госсторой, Роспотребнадзор тата М. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗ.
Республика тӗп хулин халӑхӗ Шупашкар ытти хуласенчен самай аяларах вырӑнта пулнишӗн пӑшӑрханать пулсан, чулхуласем вара 10-мӗш вырӑнтисен шутне лекейменнишӗн куллянаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫак кунсенче иртекен кинофестивале килсе ҫитнӗ Александр Пятков актер вак халӑхсем пирки ӳкернӗ фильмсемпе кӑсӑкланасси ҫулсерен ӳссе пынине палӑртнӑ. «Чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗпе кун-ҫулӗ мана кӑна кӑсӑклантармасть. Анчах сирӗн пирки маларах мӗншӗн ӳкерменнине ӑнланмастӑп. Паянах ку ӗҫе пуҫарас шухӑш пур ман. Сценарине эпир хӑвӑртах ҫырӑпӑр, анчах чӑваш халӑх историне лайӑх пӗлекен ҫынсемпе малтанласа калаҫмалла», — тенӗ вӑл.
Раҫҫейӗн халӑх артисчӗ 16 ҫул каялла Шупашкарта пӗрремӗш хут пулнине те ырӑпа аса илет-мӗн. Атӑл тӑрӑх пӑрахутпа килнӗскер чӑвашсен тӗп хулинче пӗр чипер хӗрпе паллашнине ӑшшӑн аса илнӗ. Унпа вӑл пристане хирӗҫ паркра уҫӑлса ҫӳренӗ-мӗн. «Тен, ҫавӑнпа та маншӑн Шупашкар ҫӑтмахӑн туйӑнать пуль», — тенӗ иккен актер. Шупашкар пики 16 ҫул каяллахи ҫав каҫа манман пулсан фильмра ҫав сюжет тивӗҫлӗ вырӑн тупасса палӑртнӑ актер.
Кӑҫал пирӗн республикӑра ҫул ҫитмен 16 пин ытла ҫамрӑка вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерме палӑртаҫҫӗ. Вӑтӑр урлӑ каҫнисемпе вӗсенчен аслисем 4-5-мӗш класс пӗтернӗ хыҫҫӑнах колхозӑн кӑшман уйне ҫум ҫумлама е утӑ тавӑрма ҫӳренине астӑваҫҫӗ ӗнтӗ. Каярах вара пӗчӗкле ӗҫлеттерме юрамасть тесе саккун тухрӗ. Халӗ 14 ҫултан иртсен ҫеҫ сенӗк-кӗреҫе тытма юрать. Вӗсен те пулин ашшӗ-амӑшӗ, опекӑпа попечительство органӗ хут ҫырса ирӗк пани кирлӗ. Унтан та ытларах — пур ӗҫе те кӳлӗнеймӗн, ҫӑмӑлтараххине кӑна. Юрӗ, ҫитӗ кун пирки — вӑл умсӑмах вырӑнне пулчӗ тейӗпӗр…
Хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗме вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерме республика хыснинчен 13 миллион тенкӗ ытла уйӑрма пӑхса хӑварнӑ, ҫамрӑксене шалу тӳлеме ӗҫ паракансен хӑйсен те тупра тупмалла — пурӗ 3,8 миллиона яхӑн.
Паллах, муниципалитетсем те айккинче юлмӗҫ. Вӗсем 3 миллиона яхӑн уйӑрмалли паллӑ. Пуринчен пысӑк суммӑна (1,1 миллион тенкӗ ытларах) ҫак тӗллевпе Шупашкар хули кӑларса хурӗ. Кунта, ахӑртнех, ҫамрӑксем йышлӑ пулни те витӗм кӳрет-тӗр. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарпа Канаш хулисем 220 тата 200-шер пин уйӑрма шухӑшлаҫҫӗ.
Анчах паян-ыран мар, тепӗр 5-6 ҫултан. Кун пирки Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчи пресс-конференцире каланӑ. Хальхи вӑхӑтра архитекторсем ӗҫлеме тытӑннӑ та-мӗн. Проект пирки тӗплӗнрех калама хальлӗхе иртерех. Regnum информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, мӗнлерех тума палӑртни пирки министр шарламан.
Хӗрлӗ лапама Шупашкар хулине никӗсленӗренпе 550, Чӑваш Ен йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле улӑштарса ҫӗнетесшӗн иккен. Аса илтеретпӗр, ку паллӑ пулӑмсем 2019–2020-мӗш ҫулсене лекеҫҫӗ. Юбилейсене хатӗрленсе ирттермелли тӗп мероприятисем валли 25,76 миллиард тенкӗ уйӑрмалла. Ку вӑл — малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх. Ҫав шутран 8,11 миллиардне Мускавран памалла; 9,74 миллиардне — республика хыснинчен; ыттине хысна мар ҫӑлкуҫран тупасса шанаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |