Нумай пулмасть, пушӑн 23-мӗшӗнче, Тутарстанри Пӳркел ялӗнче Иван Юркинӑн 150 ҫулне паллӑ турӗҫ. Шавлӑ иртрӗ уяв — унта тӗрлӗ енчи чӑвашсем пухӑнчӗҫ — ял халахӗ, Хусанти, Шупашкарти хӑнасем. Чӗмпӗр, Мускав, Теччӗпе Пӑва тӑрӑхӗсенчен те ҫитрӗҫ.
Уяв ялти Культура ҫуртенче 11 сехетре пуҫланчӗ. Пухӑннӑ хӑнасене Пӳркел ял тӑрӑхӗн культура ӗҫченӗсем питӗ чаплӑ концерт йӗркелесе пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Уява Пӳркел шкулӗн вӗрентекенӗ Марина Вериялова ертсе пычӗ.
Хӑнасем Юркка Иванӗ пурӑннӑ ҫурт патне те ҫитсе курчӗҫ — кунта асӑну хӑми уҫрӗҫ. Иван Николаевич чул ҫурчӗ клубран инҫе мар вырнаҫнӑ, вӑл питӗ тирпейлӗ курӑнса тӑрать. 1988 ҫултанпа унта музей вырнаҫнӑ. Музее тытса, пӑхса, пуянлатса тӑраканни — чӑваш халӑх академикӗ Анатолий Малышев.
Сӑнсем (42)
Шупашкарти Калинин районӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх нумай пулмасть иртнӗ «Чӑваш пики» илем ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ пикесем Шупашкарти ача ҫуртӗнче хӑнара пулнӑ иккен. Тӗлпулӑва ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ, вӑл ӑмӑрту умӗнех иртнӗ пулать.
Ача ҫуртӗнче ӳсекен ачасем хӑнасене тараватлӑн кӗтсе илнӗ, хӑйсен пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ. Екатерина Мельников, Женя Миронов тата Саша Чурмакова сӑвӑсем вуласа панӑ. Кристина Юдина вара чӑваш пикисене ача ҫурчӗн музей кӗтесӗпе паллаштарнӑ.
Хаваслӑ тӗлпулу «Шупашкар ҫӑкӑркомбиначӗ» хатӗрленӗ тортпа сӑйланнипе вӗҫленнӗ.
«Канаш ен пики» конкурсра ҫӗнтернӗ Ҫӗнӗ Шӗлттем хӗрӗ Алиса Чайникова иртнӗ шӑматкун республика шайӗнчи «Чӑваш пики» ӑмӑртура та хӑйне маттур кӑтартма пултарчӗ, «Чӑваш пики–2013» ята ҫӗнсе илчӗ.
Пушӑн 23-мӗшӗнче Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртнӗ ӑмӑртӑва Алисӑсӑр пуҫне тата 13 хӗр хутшӑнчӗ, вӗсем Шупашкар, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчен тата Елчӗк, Етӗрне, Йӗпреҫ, Комсомольски, Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Тӑвай, Улатӑр, Элӗк районӗсенчен пулчӗҫ.
Ӑмӑртури ытти чыславсем ҫак хӗрсене лекрӗҫ:
• Вице-Чӑваш пики–2013 — Лилия Петрова (Етӗрне районӗ);
• Куракансен кӑмалне кайнӑ пике — Екатерина Козлова (Муркаш районӗ);
• Ҫепӗҫ пике — Елена Рыжова (Канаш хули);
• Ӑс пике — Мария Шемякина (Йӗпреҫ районӗ);
• Хӳхӗм пике — Татьяна Константинова (Тӑвай районӗ);
• «Ю-ТВ» пики — Алиса Чайникова.
Паян ирхи 9 сехет ҫитеспе Шупашкарта Газель ҫаврӑнса ӳкнӗ. 270-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус Трактор тӑвакан проспекчӗн 85-мӗш ҫурчӗ умӗнче инкеке лекнӗ.
ҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх ӗҫ-пуҫ сулахайра пыракан тепӗр маршрут автобусӗн водителӗ хӑйӗн машинне пӑхӑнтарайманнине пула пулса иртнӗ — вӑл 270-мӗш маршрутпа пыраканне пырса ҫапнӑ, лешӗ вара ҫул айккине ҫаврӑнса ӳкнӗ. Пӑтӑрмахра никам та суранланман. Ларса пынӑ пур ҫын та инкек тӳснӗ хыҫҫӑн хӑйсемех саланнӑ.
Республика кунӗ тӗлне Шупашкарта ҫӗнӗ сквер хатӗрлемелле — Геннадий Волков ячӗллине. Вӑл Ленин проспектӗнчи 35 тата 39-мӗш ҫуртсем хушшинче вырнаҫӗ.
Скверта паллӑ академикӗн палӑкӗ пулӗ — кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче иртнӗ конкурсра В.Д. Немцов хатӗрленӗ кӳлепене суйласа илнӗ. Ӑна, метр ҫурӑ ҫӳллӗшскере, пӑхӑртан ӑсталамалла. Палӑкӑн 1,2 метрлӑ гранитлӑ постамент пулӗ.
Волков Геннадий Никандрович (1927–2010) — паллӑ академик, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор (1968), ҫыравҫӑ. Вӑл 500 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ, вӗсем шучӗнче 27 монографи ҫырнӑ.
Муркаш районӗнчи Кашмашри информаципе культура центрӗнче пушӑн 17-мӗшӗнче «Яланах театр» ятпа драма кружокӗсен курав-конкурсӗ иртрӗ. Палӑртнӑ вӑхӑта халӑх та пуҫтарӑнчӗ, Шупашкартан ятарлӑ комисси те килсе ҫитрӗ. «Халӑх» ятне тепӗр хут ҫирӗплетсе парас тесе Кашмашри тата Орининти халӑх театрӗн артисчӗсем ҫак саманта тахҫантанпах кӗтсе хатӗрленнӗ ӗнтӗ, ҫапах та хӑйсенче хумханни палӑрать. Кашмашри культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ халӑх театрӗ жюрипе курма килнисене Н.Угарин пьеси тӑрӑх лартнӑ «Юнланнӑ пӗркенчӗк» драмӑпа паллаштарчӗ. Спектаклӗн режиссӗрӗ — Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Г.Федоров. «Шупашкарти артистсенчен пӗртте кая мар, питех те лайӑх вылярӗҫ хӑйсене шанса панӑ ролӗсене. Маттур артистсене ятранах асӑнса хаварас килет: Т. Цвыга, Н.Ершов, Г.Ершова, И. Майков, О. Сурикова, П. Борзаев, Р. Николаева, Е. Тихонова.
Оринин театрӗн артисчӗсемпе пӗрле ҫак курава ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.С. Волков та килсе курма кӑмӑл турӗ, кунта ҫитме машина та уйӑрса пачӗ. Орининсем те Н. Угарин драматург ҫырнӑ «Тӗпсӗр сӑпкари ача сасси» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектаклӗн пӗр пайне лартса пачӗҫ.
Паян, пушӑн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта митинг иртрӗ. 12 сехетре пуҫланнӑ халӑх пухӑвне Чӑваш Ен Патшалах Канашӗн депутачӗ пулнӑ Тамара Романова йӗркеленӗ. Тӗп ыйтусем иккӗ пулчӗҫ: тӗп хулари Г.С. Лебедев ячӗлле лицейне-интерната хупассинчен хӳтӗлесси тата 10-11-мӗш классенче вӗренекен ачасемшӗн вӗренӳ тӳлевсӗр пулмаллине ҫирӗплетесси.
Тухса калаҫакансем шутӗнче Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интернат представителӗ, унта вӗренекен ача амӑшӗ, ЛДПР партин вырӑнти ертӳҫи Андрей Кулагин тата ыттисем тухса калаҫрӗҫ.
Ҫитес эрнере, шӑматкун, пушӑн 23-мӗшӗнче ҫулсерен ирттерекен «Чӑваш пики – 2013» илем ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Хитре пикесем кӑҫал Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче пухӑнӗҫ, пуҫламӑшӗ 18 сехетре. Йӗркелекенсем: Чӑваш наци конгресӗ, ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвӗ. Пулӑшаканӗ: Чӑваш Республикин культура тата национальноҫпе тата архив ӗҫӗсен министерстви.
Илем ӑмӑртӑвне 17–25 ҫулхи хӗрсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурте — районсемпе хула шайӗнчи илем конкурсӗсенче мала тухнӑ хӗрсем. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен тупӑшӑвӗ 5 тапхӑртан тӑрать: «Паллаштару», «Ӑс-тӑн конкурсӗ», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Чӑваш апачӗ», «Чӑваш ҫи-пуҫӗ». Яланхи пекех чи маттур ултӑ пикене уйӑрса илӗҫ: Чӑваш пики, Вице-чӑваш пики, Хӳхӗм пике, Ҫепӗҫ пике, Ӑс пике, Куракансем кӑмӑлланӑ пике.
Асаилтерме: «Чӑваш пики – 2012» ята пӗлтӗр Муркаш районӗн хӗрӗ Елена Порфирьева ҫӗнсе илнӗччӗ. Ҫавӑн пекех Канаш районӗнчи Лариса Яковлева («Вице-чӑваш пики – 2013»), Тӑвай районенчи Анжела Илларионова («Куракансем кӑмӑллана пике») хӑйсене маттур кӑтартнӑччӗ.
Паян, пушӑн 15-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх ҫыравҫи Лаврентий Таллеров ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Сывпуллашу вырсарникун Шупашкарти Граждансен урамӗнчи 19 ҫуртра («Ритуальные услуги» МУП) 14-15 сехетсенче пулӗ.
Таллеров Лаврентий Васильевич 1929 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Нӗркеҫ ялӗнче (Комсомольски районӗ) ҫуралса ӳснӗ. 1976 ҫултанпа СССР ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ. Чӑваш халӑх ҫыравҫи (1988), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1981). Чӑваш театрӗсенче вылякан тата ӗҫлекен артистсемпе режиссерсен пултарулӑхне тӑтӑш ҫутатса тӑнишӗн ӑна Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине панӑ.
Лаврентий Васильевич Ҫӗнӗ Кипеҫри вӑтам шкулта вӗреннӗ. Ӗҫленӗ хушӑрах Елабугӑри (Тутарстан) библиотека техникумне пӗтернӗ. Нумай ҫул хушши районти «Октябрь ялавӗ» хаҫат редакторӗ пулнӑ. 1969 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ. Вунӑ ҫула яхӑн «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакцийӗн культура, литературӑпа ӳнер пайне ертсе пынӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пушӑн 18-мӗшӗнче, тунтикун, Шупашкара Австри элчи Маргот Клестиль-Лёффлёр ҫитмелле. Хӑнасен ушкӑнӗ йышлӑ пулӗ — элчӗпе пӗрле Австрири 17 тӗп предприятисен ҫыннисем те килӗҫ.
Республика пуҫлӑхӗсемпе тӗл пулнисӗр пуҫне хӑнасем Чӑваш Республикин предприятисен ҫыхӑну биржине уҫнӑ ҫӗре хутшӑнӗҫ, ҫавӑн пекех «Акконд», трактор кӑларакан савутпа паллашӗҫ. Программӑра Чӑваш наци музейӗпе «Тракторӑн ӑслӑлӑхпа техника музейӗ» те пур.
Австри хӑнисемпе ҫыхӑну пуҫарас шутлисене пушӑн 18-мӗшӗнче Ехрем купса бульварӗн 3-мӗш ҫуртӗнче кӗтеҫҫӗ. Малтан заявка памалла. Тӗлпулусем тӳлевсӗр, 10 сехетре пуҫланаҫҫӗ те 18 сехетре вӗҫленеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |