Cаккунпа килӗшӳллӗн ҫынна ӳсӗртекен шӗвекӗн хаярӑшӗ 5% пысӑкрах пулсан ӑна лавккасенче 23:00 сехетрен пуҫласа 6:00 сехетчен сутма юрамасть. Ҫавах та Шапашкарта каҫхи вӑхӑтра асар-писер шӗвеке сутасси пирки калакан пӗлтерӳсем час-часах тӗл пулаҫҫӗ. Ҫакӑн йышши хут листисене ытларах чухне подъезд алӑкӗсем умӗнче ҫыпӑҫтарса хӑвараҫҫӗ. Эрех-сӑрана килех илсе килсе паратпӑр тесе илӗртеҫҫӗ суя сутӑҫсем. Чи малтанах пӗлтерӳ хучӗсене Шупашкарта пурӑнаканесем Алькеш микрорайонӗнче асӑрхама пуҫланӑ.
Суя сутӑҫсене тытас тесе йӗрке хуралҫисем пӗлтерӳпе усӑ курса вӗсенчен икӗ кӗленче эрех туянма шухӑшланӑ. Суйӑҫсем явап тытасран ан хӑтӑлччӗр тесе вӗсем укҫана малтанах ультрафиолетпа паллӑ тунӑ пулнӑ.
Ҫитнӗ вӑхӑтра жигулин ҫиччӗмӗш моделӗпе икӗ ҫамрӑк килнӗ. Шулӗксем чее пулни сисӗннӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, каҫхи вӑхӑтра эрех-сӑра сутма юраманнине аванах пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та унашкал ӗҫ-пуҫпа аппаланмаҫҫӗ. Вӗсем «календариксем» сутаҫҫӗ иккен, эрех кӗленчине вара парне вырӑнне парса хӑвараҫҫӗ.
Йӗрке хуралҫисене улталаймӑн ҫав. Суеҫӗсен автомашинине тӗресленӗ хыҫӑн полицайсем унта багажник тулли эрех кӗленчисем тупнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Александр Соскин Трактор тӑвакансен проспекчӗпе киле таврӑннӑ май макӑракан арҫын ачана асӑрханӑ. Ача-пӑча ӑна хирӗҫ чупса пынӑ. Каҫхи вӑхӑт пулнӑ. Арҫын ачана чарса мӗн пулнине ыйтса пӗлнӗ. 6 ҫулхи ача-пӑча ӑна амӑшӗ кӳрентерни пирки каласа панӑ, анчах та хӑй ӑҫта пурӑннине вӑл ӑнлантарса парайман. Ачана вара Александр Шупашкарти Калинин районӗнчи ҫул ҫитменнисен реабелитаци центрне ӑсатса янӑ.
Ҫав вӑхӑтра ҫӳрҫӗр иртнӗ пӗррӗре полици уйрӑмне ача ҫухалнӑ пирки 27 ҫулхи хӗр пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх ҫав каҫ вӗсем ачипеле хӑнара пулнӑ, паллах уяв пуҫа анратакан шӗвексемсӗр иртмен. Каялла киле таврӑннине хӗр начар астунӑ. Пӳлӗм алӑккине чылай вӑхӑт хушши уҫайман. Ача ҫав вӑхӑтра пусма картлашкисем ҫинче кӗтсе ларнӑ, кайран вара сисмен вӑхӑтра тухса тарнӑ.
Ача ҫухални пирки йӗрке хуралҫисем тӳрех шырав йӗркеленӗ. Телее полици уйрӑмне ирех реабелитаци центрӗн ӗҫченӗсем шӑнкӑравланӑ.
Ачана полици уйрӑмне илсе килсен йӗрке хуралҫисем тепӗр лару-тӑрӑва асӑрханӑ: унӑн пуҫӗ ҫинче мӑкӑль, ӳт-пӗвӗ ҫинче кӑвак паллисем пулнӑ.
Европӑри ҫӑмӑл атлетикӑн Ассоциацийӗн Бухарестра иртнӗ ларӑвӗ 2014 тата 2015 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Европӑри командӑсен чемпионатне ирттерме тивӗҫ хуласене палӑртрӗ.
Европа ӑмӑртӑвне ирттерме кӑмӑл тунисен йышӗнче 9 хула пулнӑ. Германири Брауншвейг ыттисенчен пур енӗпе те вӑйлӑрах пулнӑ, ӑмӑртӑва 2014 ҫулта ирттерме ҫӗнсе илнӗ. Шупашкар та унран кая маррине кӑтартса панӑ. 2015 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Европӑри командӑсен чемпионатне ирттерме тивӗҫ пулчӗ.
Республика умӗнчи паянхи тӗллев — чемпионата хатӗрленесси. Европӑн ҫӑмӑл атлетика пӗрлешӗвӗн членӗсем пӗр саслӑн пулса Шупашкар хули чемпионат ирттерме тивӗҫлине пӗлтернӗ пулин те тумалли сахал мар-ха. Тӗп ҫитменлӗхрен пӗри — хулан Европӑпа тӳрремӗн ҫыхӑну ҫукки. Шупашкар аэропорчӗ ыттисенчен кая мар пулин те ҫак ыйтӑва татса пама ҫӑмӑлах мар. Ҫавӑнпа 2015 ҫулта Мускавпа Хусана ҫӳрекен автобуссен хушма маршручӗсене йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Тепӗр чӑрмав — спортсменсемпе курма килекенсене вырнаҫтарма хӑна ҫурчӗ сахалли. Малтан палӑртнӑ тӑрӑх ӑмӑрту ирттернӗ чухне чылай ҫын пулӗ: ҫӑмӑл атлетсен йышӗнчех кашни ушкӑнра 25 хӗрарӑмпа 25 арҫын пулмалла, журналистсемех 500 яхӑн.
Ӗнер 15:39 вӑхӑтра 13 ҫулхи ача «112» васкавлӑ пулӑшӑва шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫиччӗмӗш класс ачи Даниил хӑйӗн юлташӗпӗ Шупашкарти Лебедев урамӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ. Телефонпа калаҫса пынине пула Даниил асӑрхамасӑр теплокамерӑн люкӗ ҫине пусса кӗрсе ӳкнӗ. Унӑн юлташӗ Иван тӳрех ӑна пулӑшма талпӑннӑ. Анчах хӑй те 2-3 метр тарӑнӑш теплокамерӑна анса кайнӑ.
Даниил каласа панӑ тӑрӑх васкавлӑ пулӑшӑва чӗнес шухӑш вӗсен тӳрех ҫуралнӑ. Кӗҫех вӗсем патне 5-мӗш
пушар хуралӗнчен шалти ӗҫсен лейтенанчӗ Алексей Яковлевпа Виталий Яковлев прапорщик ҫитнӗ. Пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑна часах йӗрке хуралҫисемпе васкавлӑ медицина пулӑшӗвӗн ӗҫченӗсем те килнӗ.
Виталий Яковлев аялла сиксе анса ачасене юнашарти люкран тухма пулӑшнӑ. Шикленнӗ ҫамрӑксем хӑйсене хӑтаракансене тав турӗҫ, малашне асӑрхануллӑрах пулма сӑмах пачӗҫ.
Чӑваш Енре каллех Йошкар-Олапа Мускав хушшинче ҫӳрекен автобуспа пӑтӑрмах пулса иртнӗ — хальхинче 2 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх паян 4 сехет ҫурӑра Шупашкарти Мускав проспекчӗн 7-мӗш ҫурчӗ ҫывӑхӗнче Мускавран Йошкар-Олана ҫул тытакан Мерседес автобуспа Skoda Octavia ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машинри икӗ пассажир вырӑнтах леш тӗнчене ӑсаннӑ, вӑйлӑ суранланнӑ водителе пульница леҫме тивнӗ. Автобусри 49 ҫынран пӗри те аманман. Мерседес водителӗ каласа панӑ тӑрӑх ҫӑмӑл машина ун ҫулӗ ҫине ӑнсӑртран вӗҫсе тухнӑ, вӑл нимӗн те тума ӗлкереймен. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх Skoda Octavia водителӗ руль умӗнче ҫулталӑк ытларах ҫеҫ ларнӑ иккен.
Автобус пассажирӗсем валли тепӗр транспорт хатӗрӗ тупса вӗсене Йошкар-Олана янӑ.
Асаилтеретпӗр, Йошкар-Оларан Мускава ҫӳрекен рейслӑ автобуспа нумай пулмасть тепӗр пӑтӑрмах пулсан иртнӗччӗ — Етӗрне районӗнчи Йӑмалӑх ялӗ ҫывӑхӗнче «Неоплан» автобус «Мерседес» тиев машинипе ҫапӑннӑччӗ.
Шупашкарта малашне хурал карапӗ пулӗ. Ку таранччен вӑл Балтика тинӗсӗнче 24 ҫул хушши хӗсметре ҫӳренӗ. Карап тӑмалли вырӑнӗ юханшыв порчӗн причалӗнче пулӗ.
Карап Чӑваш Енӗн тӗп хулин ячӗпе хисепленсе тӑрать — «Чебоксары». Ҫавӑнпа та хурал карапӗ пирӗншӗн культура пахалӑхӗпе те пӗлтерӗшлӗ пулӗ. Унсӑр пуҫне кимӗ ҫинче Чӑваш Енре вӗренекен пулас моряксен практика занятийӗсене ирттерӗҫ.
Пӗлме: «Чебоксары» ята хурал карапӗ Чӑваш Ен тӗп хулин ячӗ уҫӑ сасӑллӑ, янӑравлӑ илтӗннишӗн илнӗ.
Шупашкарта Гайдар урамӗнчи общежитире пурӑнакан 38 ҫулхи хӗрарӑма РФ УК 109-мӗш статьян 3-мӗш пайпе килӗшӳллӗн (асӑрхануллӑ пулманран икӗ ҫын вилӗмӗ патне илсе пыни) айӑпласа суд умне тӑратӗҫ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх пушӑн 8-мӗшӗнче хӗрарӑм ирхи саккӑрта яланхи пекех ӗҫе пуҫтарӑнса тухса кайнӑ. Ҫывӑракан ывӑлне пилӗк ҫулхи тӑван хӗрӗпе пӗрле хӑварнӑ. Пӳлӗм алӑкне, паллах, тул енчен питӗрнӗ. Чӳречисем тимӗр решеткеллӗ пулнӑ. Инкеке хӗрарӑм электроплитана сӳнтерсе хӑварман. Ун ӑшшипеле вӑл ҫуса хунӑ кӗпе-йӗм типӗтнӗ. Кил хуҫи пулман вӑхӑтра япаласем плита ҫине ӳкнӗ, вут-ҫулӑм хыпса илнӗ. Ача-пӑчан пӳлӗмрен тухса тарма май килмен. Сӗрӗмпе чыхӑннипеле вӗсен пурнӑҫӗ татӑлать.
Ачасене кил хуҫи ҫав кунах вуннӑсенче ӗҫрен таврӑнсан тупать.
Хӗрарӑма хирӗҫ пуҫиле ӗҫ пуҫарса янӑ. Ӗҫ материалӗсене Шупашкарти Калинин районӗнчи суда ярса панӑ.
«Аталану-2012» ӑмӑртӑва йӗркелекенсем унӑн пӗтӗмлетӗвӗсене пӗлтерчӗҫ. Раҫҫей шайӗнче иртекен конкурса пурӗ 561 ача хутшӑннӑ иккен. Чӑваш Республикисӗр пуҫне ӑмӑртура ытти 13 тӑрӑхри ачасене те курма пулнӑ — Тутарстанпа Пушкӑртстан ачисем уйрӑмах йышлӑ пулни курӑнать. Ҫавӑн пекех чӑвашла конкуссене хутшӑнсах кайман тӑрӑхсенчи ачасене — Мурманск, Ӑренпур, Пенза облаҫӗсенчисене — курни хавхалантарать.
8-9 классем хушшинче мала тухнӑ ачасем: Плотникова Татьяна (Чӑваш Ен, Тӑвай районӗ); Иванов Алексей (Чӑваш Ен, Ҫӗнӗ Шупашкар); Сергеев Владимир (Чӑваш Ен, Шӑмӑршӑ районӗ); Куракова Валентина, Чӑваш Ен, Сӗнтӗрвӑрри районӗ); Глухов Андрей (Пушкӑртстан, Авӑркас районӗ); Яковлева Дарья (Чӑваш Ен, Шупашкар); Фарафонова Анастасия (Чӑваш Ен, Шупашкар); Ярушева Ангелина (Тутарстан, Аксу районӗ); Мельникова Татьяна (Чӑваш Ен, Вӑрмар районӗ); Илларионов Стас (Чӑваш Ен, Красноармейски районӗ); Ульянов Кирилл (Чӑваш Ен, Шупашкар); Борисова Динара (Чӑваш Ен, Комсомольски районӗ); Серебряков Сергей (Чӑваш Ен, Етӗрне районӗ); Яковлева Анастасия (Чӑваш Ен, Муркаш районӗ); Сайкин Ростислав (Тутарстан, Пӑва районӗ).
Юпан 22-26-мӗшӗнче Шупашкарти тракторсен историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗнче «Робототехника» фестиваль-конкурс иртнӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хусанушкӑнь тата Штанаш шкулӗнчи аслӑ класра вӗренекенсем ҫак кунсенче музея экскурсине кайрӗҫ, кунти экспонатсемпе паллашрӗҫ, асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнчӗҫ.
Экскурси вӗренекенсене питӗ килӗшнӗ.
Авӑнӑн 25-27-мӗшӗсенче Мускавра Раҫҫейри Ҫӑнӑх тата кӗрпе авӑртакан предприятисен Х съезчӗ иртнӗ. Унта пысӑк предприятисен ертӳҫисем хутшӑннӑ. Съездра «Раҫҫейри 2011 ҫулхи чи лайӑх арман» конкурс тата Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑнӑхпа кӗрпе пахалӑхӗн VII смотрӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Раҫҫейри Ҫӑнӑх тата кӗрпе авӑртакан предприятисен правленийӗ‚ Пӗтӗм тӗнчери промышленность академийӗ отраслӗн чи пысӑк наградисене «Чӑваштырӑпродукт» АУОн тӗп филиалне — «Шупашкар элеваторне» — панӑ. Ахаль сӑмахшӑн мар — элеватор ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртнӗшӗн‚ паха продукцин анлӑ ассортиментне туса кӑларнӑшӑн.
Филиал продукцийӗ Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ куравра ҫуллен ҫӗнтерни йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ҫакна палӑртар: «Шупашкар элеваторӗ» хӑйӗн 25 ҫулхи юбилейне уйрӑмах пысӑк ҫитӗнӳпе кӗтсе илет — 2011 ҫул кӑтартӑвӗсемпе «Раҫҫейӗн чи лайӑх арманӗ» ята ҫирӗплетнӗ‚ смотр медалӗсемпе продукци пахалӑхне тепӗр хут ӗнентернӗ. Унсӑр пуҫне ӑна чи лайӑх чӗркемпе маркировкӑшӑн та диплом панӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑнӑхпа кӗрпе пахалӑхӗн смотрӗсем 2002 ҫултанпа иртеҫҫӗ. «Шупашкар элеваторӗ» — Атӑл тӑрӑхӗнчи тӗш тырӑ тирпейлекен продукцийӗ ҫавнашкал пысӑк хаклава тивӗҫнӗ пӗртен пӗр предприяти.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |