Чӳк уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче республикӑн тӗп хулинче сайра тата хӑй тӗллӗн пурӑнакан этнос ушкӑнӗсен форумӗ иртет. Унта хутшӑнакансем авалхи музыка инструменчӗсемпе калӗҫ.
Форума Екатреинбургри, Мускаври, Питӗрти, Пушкӑртстан Республикинчи, Чӑваш Республикинчи, Молдави Республикинчи пултарулӑх ҫыннисем пухӑнӗҫ.
Тӗрлӗ музыка жанрне калакан ушкӑнсемпе уйрӑм ҫынсем Шупашкарта пурӑнакансемпе тӗп хула хӑнисене хӑйсен пултарулӑхне виҫӗ вырӑнта паллаштарӗҫ: "Асамат" куравпа культура центрӗнче, Чӑваш патшалӑх кульутрӑпа ӳнер институтӗнче тата Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗнче.
Артистсем дудельзак, раушпфайф, бомбарда, зурна, иккӗлле флейта, фрестел, цитоль, эрменсен дудукӗ, ирланди ҫыннисен арфипе, вырӑссен кӗслипе тата ытти инструментпа каласа тӗлӗнтерӗҫ.
Форум май ӑсталӑх сехечӗсем, пресс-конференци, ҫавра сӗтел ирттерме палӑртнӑ.
Халӑх пултарулӑхне тата хальхи ӳнере пӗрлештерекен ӳнер ҫынсене халӑх инструменчӗсен малашлӑхӗ пуррине ҫирӗплетсе парасса шанаҫҫӗ.
Мероприятие кӑмӑл пуррисене пурне те тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |