Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +32.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: юбилейсем

Персона

Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, литературӑпа ӳнер енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх премийӗн лауреачӗ Светлана Андреева 50 ҫул тултарнӑ.

Лауреат тата тава тивӗҫлӗ ятсене сцена ӑсти ҫамрӑклах тивӗҫнӗ: преми лауреатне – 2004 ҫулта, хисеплӗ ята – 2005 ҫулта.

Светлана Владимировна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Акшик ялӗнче ҫуралнӑ. 1993 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ.

Артистка сӑнарсене ӗнентерӳллӗ калӑпланипе пӗрлех хитре сӑнӗпе, уҫӑ та янӑравлӑ сассипе куракансене килӗшет. Унӑн тӗп хӑйнеевӗрлӗхӗ – артистланнине кӑтартманни. «Хӗр ҫураҫма кайсан» спектакльти Фиса-и вӑл е «Шӑпчӑк юрланӑ каҫри» Инга-и, «Йывӑҫсем вилӗме пуҫ таймаҫҫӗ» спектакльти Марта-Изабелла-и е «Тухса каяс умӗн» спектакльти Иринка-и, «Тӑлӑх арӑмсен йӑпатмӑшӗнчи» Грациелла-и е «Пуса каччинчи» Света-и т.ыт.те – Светлана Андреева калӑплакан кашни сӑнар куракана тыткӑнлать.

 

Персона
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел ялӗнче пурӑнакан Серафима Федорова ҫак кунсенче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ӗҫ вӗтеранӗ халӗ те аптӑрмасть: юрлать, сӑвӑ пӑхмасӑр калать.

Серафима Тимофеевна шкулта кӗҫӗн классене тата вырӑс чӗлхи предметне вӗрентнӗ. Кинемей ӑс-тӑнне ҫирӗплетсех тӑрать, ҫакна тума ӑна хаҫат-журнал вулани пулӑшать.

Серфима Тимофеевна хӑйӗн кашни вӗрентекенне астӑвать. Вӑл, паллах, вӑрҫӑ ҫулӗсене те манман – чылай йывӑрлӑх кӳнӗ-ҫке-ха вӑл. «Шкулта ачасемпе вутӑ ҫурнӑ, ҫулла ҫӗрлесерен кӗлте йӑтаттӑмӑр», - аса илнӗ кинемей.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72157
 

Культура

«Ҫавал» фольклорпа эстрада ансамблӗн (ертӳҫи — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Лилия Прокопьева) артисчӗсем нумаях пулмасть Белоруҫ Республикин тӗп хулинчен, Минскран, таврӑннӑ. Унта Минскри трактор савучӗн 75 ҫулхине халалланӑ юбилей мероприятийӗсем иртнӗ. Чӑваш артисчӗсем шӑпах ҫавӑнта хутшӑннӑ та.

Чӑваш патшалӑх филармонийӗн тӗп музыка коллективӗсенчен пӗринпе пӗрлех Минскра «Фантом» ташӑ студийӗ, «Паша Ангелина ячӗллӗ бригадӑри» тракторист-хӗрсем, Шупашкарти Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗн ӗҫченӗсем «Эволюция тяговой силы» экспозиципе хутшӑннӑ.

 

Культура
Зинаида Воронова
Зинаида Воронова

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, халӑх художество промыслисен ӑсти, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн халӑх художество пултарулӑхӗн кафедрин доценчӗ Зинаида Воронова 70 ҫул тултарнӑ.

Вӑл Елчӗкре 1951 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

Зинаида Воронова — наци тумне хатӗрлессипе Чӑваш Енра тата Раҫҫейре паллӑ ӑста. Чӑваш культурине упраса хӑварассипе 30 ҫул ытла тӑрӑшать.

Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче Зинаида Воронова 2013 ҫултанпа ӗҫлет. Вӑл унта тӗрлӗ курса ертсе пырать, тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗрлӗ енлӗ культурипе паллаштарать.

 

Культура

Ҫак кунсенче Питӗрте Петр Егоров вырӑс архитекторӗ ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлнӑ.

Ҫак ҫынна пирӗн патра юратаҫҫӗ тата сума сӑваҫҫӗ. Ҫакӑн пек палӑртнӑ Маргарита Красотина журналист Фейсбукра. Петр Егорова халалласа Федор Мадуров хатӗрленӗ бюста Шупашкарти Проект институчӗн умне вырнаҫтарнӑ.

Чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ арҫын ача малтан Дадиани кнеҫ ҫуртӗнче (Чулхула кӗпӗрнинче унӑн темиҫе ял пулнӑ) вӗреннӗ, кайран вӑл сӗннипе Питӗре вӗренме тухса кайнӑ. Каярах ентешӗмӗр ҫӗршыври чи лайӑх архитекторсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Петр Егоров Ҫурт-йӗрӗн император кантурӗ ҫумӗнчи шкулне (унта хӑй вӑхӑтӗнче Леблон тата Растрелли ӗҫленӗ) те ертсе пынӑ.

 

Культура

Паян, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Светлана Дмитриева ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалласа юбилей каҫӗ иртӗ.

Светлана Владимировна 1971 ҫулхи ҫул уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кошнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. 1993 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ Театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах ҫамрӑк артистка Шупашкарти Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 30-а яхӑн театр сезонӗнче тӗрлӗ енлӗ нумай сӑнара калӑпланӑ. 2013 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки» ят панӑ.

Паян артисткӑн театрти юбилей каҫӗ «Ҫӗн мӑшӑрӑн ҫӗр кӗске» камитпе вӗҫленӗ.

 

Культура

Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ ансамблӗ, халӑх фольклор ансамблӗ – «Уяв» – кӑҫал 35 ҫул тултарать. «Ҫавра» датӑна пултарулӑх ушкӑнӗ ҫул уйӑхӗн 25-мӗшӗнче паллӑ тӑвӗ. Концерта вӑл Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменне йыхравлать.

«Уяв» ансамбль халӑх чӑннипех те юратакан пултарулӑх ушкӑнӗ ята тахҫанах тивӗҫнӗ. Ӑна тӑван тӑрӑхӑмӑрта ҫеҫ мар, республика тулашӗнче те аван пӗлеҫҫӗ. Пӗр-пӗр концерт-мероприятире ҫак йыша куракансем ялан хапӑл туса кӗтсе илеҫҫӗ, пултарулӑх ушкӑнӗн кашни номерне тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнаҫҫӗ.

 

Персона

Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР халӑх артисчӗ Борис Алексеев ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртнӗ.

Мероприятие СССР халӑх артисчӗ, театрӑн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев уҫнӑ май кашни халӑхӑнах мӑнаҫлӑ ҫыннисем пуррине, вӗсене пирӗн асра тытмаллине палӑртнӑ.

Борис Алексеев СССР халӑх артисчӗ ята чӑваш артисчӗсенчен пуҫласа тивӗҫнӗ. РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева та ҫав ӑстана лайӑх астӑвать. Унпа пӗрле выляма тӳр килнишӗн вӑл хӑйне телейлӗ тесе шухӑшлать. Борис Алексеев ҫемҫе те ырӑ кӑмӑллӑ пулнине, сцена ҫинче ун пек артист пулманнине палӑртса хӑварнӑ Нина Яковлева.

Театр фойинче артист пултарулӑхӗпе паллаштаракан курав йӗркеленӗ.

 

Культура

Уншӑн пӗтӗм пурнӑҫ — балет, сцена тата театр. Ҫакӑн пек калаҫҫӗ Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ольга Серёгина пирки Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче.

Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӑл, Чӑваш Ен Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, балет сценин чӑн-чӑн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, хӑйӗн юбилейне паллӑ тунине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Ольга Витальевна 1975 ҫулта Ленинградри А.Я. Ваганова ячӗллӗ академи хореографи училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах Шупашкарти оперӑпа театрӗн балет труппинче ӗҫлеме тытӑннӑ.

Ӗнер театрта артисткӑн юбилейне халалланӑ каҫ иртнӗ. Юбиляра Чӑваш Енри театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов пултарулӑх пӗрлешӗвӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Тӑван театрӗн илемлӗх ертӳҫи Дмитрий Банаев чечек ҫыххи тыттарнӑ.

 

Харпӑр шухӑш Культура

Шурӑмпуҫ Климӗ (Зарянин Климентий Иванович) - чӑваш ҫыравҫӑ, спортсмен, тренер, вӗрентекенҫӗ.

 

Ака уйӑхӗн 20-мӗш кунӗнче 2021 ҫулта Шурӑмпуҫ Климӗ - 80 ҫул тултарать !!!

Шурӑмпуҫ Климӗ ака уйӑхӗн 20-мӗш кунӗнче 1941 ҫул ҫуралнӑ, учительсен килӗнче, Пушкартстанра (БАССР) Смородиновка ялӗнче, Уйаспуҫ (Уязыбашево) сельсоветра, Мияки районта.

Ашшӗ, филолог пулнӑ пирки, чӑвашла сӑвӑсем ҫыркаланӑ пирки, вӑл ашӗпе танлашман. 1969 ҫул ашӗ вилсессӗн, 1970- мӗш ҫулта, Стерлитамак хулинчӗ ӗҫленӗ вӑхӑтра, сӑвӑсем ҫырма шухӑшланӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ку сӑну анчах пулнӑ. Ҫав сӑвӑсен, хӑшӗ пӗри, сыхланса юлнӑ пирки, сӑвӑлама хавхаланнӑ пирки, 2014-мӗш ҫулта сӑвӑсен пуххине вырӑсла кӗнеке пичетлесе кӑларма шутланӑ. Тӗрлӗрен темапа йышлӑ сӑвӑсем ҫырнӑ. 2017-мӗш ҫулта Шурӑмпуҫ Климӗ чӑвашла сӑвӑсен кӗнекине пичетрен кӑларнӑ.

1960-мӗш ҫул автор Пелепейре шофера вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах унта ҫар тумӗ тӑхӑннӑ, ҫар службине пуҫланӑ. Пелепей педучилищинче физкультурӑ вӗрентекенӗ пулса ӗҫлени те Шурӑмпуҫ Климӗн асӑнче.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, [25], 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, ... 121
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи