Ӗнер каҫхине 22 сехетре Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи пӗр хваттер ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте алхаснӑ.
Пушар тухсан ҫав ҫуртра пурӑнакан ҫынсене урама кӑларнӑ. Хваттер хуҫи, 20 ҫулти хӗр, шар курнӑ. Ӑна урама илсе тухас тесе чӳрече патне пусма лартнӑ. Анчах вӑл кирлӗ пулман, хӗре алӑкранах йӑтса тухма май килнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хваттер хуҫи тӗтӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Чӑваш Енри икӗ ҫамрӑк: Елена Зайковская тата Эдуард Тябов – Киокусинкай енӗпе иртнӗ Раҫсей кубокӗнче ҫӗнтернӗ. Елена пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Эдуард — виҫҫӗмӗш.
Эпир асӑннӑ икӗ ҫамрӑк та киокусинкай енӗпе пултарулӑха Олимп резервӗн В.Н. Кочков ячӗллӗ 5-мӗш спорт шкулӗнче туптаҫҫӗ. Новосибирск хулинче иртнӗ ӑмӑртӑва ҫӗршывӑн 28 регионӗнчи 400 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Пирӗн спортсменсем команда зачетӗнче бронза медале тивӗҫнӗ.
Раҫҫей спорт мастерӗ Елена Зайковская 60 килограмран йывӑртарах виҫере кӗрешсе ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ, Эдуард Тябов 70 килогрмачченхи виҫере — бронза медале.
Куславкка хулинче пурӑнакан хӗр судра унччен те явап тытнӑ. Анчах ку ӑна тӳрӗ ҫул ҫине тӑма пулӑшман. Халӗ вӑл тепӗр хутчен хурахла ӗҫпе ҫакланнӑ.
Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 11 ҫулти хӗрачан ашшӗ полицие пынӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, шкул умӗнче хӗрӗ патне палламан хӗр пынӑ та миҫе сехет ҫитни пирки ыйтнӑ. Ача телефонне кӑларнӑ, ку вара ӑна вӑрласа тарнӑ. Телефон 7 пин тенкӗ тӑраканскер пулнӑ.
Вӑрра темиҫе сехетренех тытса чарнӑ. Вӑл – ниҫта та ӗҫлемен 22 ҫулти хӗр. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра ун республика тулашне тухса ҫӳреме юрамасть. Вӑл ытти ҫакнашкал преступление тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов ҫамрӑксен ҫулне ӳстерессине Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вӑл РФ Патшалӑх Думин тепӗр депутачӗпе, Анатолий Аксаковпа, вӗренекенсен тата ӗҫлекен ҫамрӑксен форумне хутшӑннӑ. Парламентари пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑксемпе пурнӑҫри вырӑна тупма пулӑшас, патриотизм, сывӑ пурнӑҫ йӗркине сарас ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Николай Малов ҫамрӑксене «Раҫҫей Федерацийӗнчи ҫамрӑксен политики ҫинчен» саккун проектне пӗрремӗш вулавпа пӗр шухӑшлӑн ырланине пӗлтернӗ. Унта ҫамрӑксен политикине аталантарас ыйтӑва пӑхса хӑварнӑ. Ҫав шутра ҫамрӑксене йывӑрлӑхра пулӑшасси, ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса парасси те пур. Ҫамрӑк усламҫӑсене, яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа ӗҫе вырнаҫма пулӑшас пирки те шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫамрӑксен ӳсӗмне 14-ран пуҫласа 35 ҫулчченхи ҫамрӑксене кӗртме палӑртнӑ. Халӗ 30 ҫула ҫитичченхисем ҫамрӑк шутланаҫҫӗ.
Пултаруллӑ ҫамрӑксене: Артем Дютина, Ирина Коптевӑна, Татьяна Ляпустинӑна, Юлия Петровӑна, Алексей Сизова — депутат тав хучӗсемпе тата парнесемпе хавхалантарнӑ.
Аслӑ классем валли математика енӗпе иртекен Пӗтӗм тӗнчери «Эпӗ шутлатӑп!» иккӗмӗш онлайн-тура пӗтӗмлетнӗ. Финалта 1077 ҫамрӑк тупӑшнӑ. Юлашки тапхӑра 9-мӗш класра вӗренекен 8 ача тата 11-мӗш класра ӑс пухакан 22 ҫамрӑк тухнӑ. Вӗсен йышӗнче Шупашкарта вӗренекен Мария Громилова та пур.
Палӑртмалла: кӑҫал конкурса хутшӑнма питӗ нумаййӑн кӑмӑл тунӑ, пӗтӗмпе – 6 пин ытла ҫын. Чи маттуррисене, вунӑ ҫынна, 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫсем, 10-мӗш классем, Питӗрти физикӑпа математика лицейне экзаменсӑрах вӗренме кӗрейӗҫ. Ҫавӑн пекех хаклӑ парнепе – электронлӑ техникӑпа – хавхалантарӗҫ. 11-мӗш класра вӗренекен чи лайӑх ачасене ҫулталӑк тӑршшӗпе стипенди тӳлӗҫ.
2018 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Университет урамӗнчи суту-илӳ центрӗ умӗнчи стоянкӑра «Ауди-А 4» автомашина ҫунса тытӑннӑ. Унпа юнашар ларнӑ «Мазда-3» тата «Бриллианс» автомобильсем те шар курнӑ. «Ауди» машина хуҫи Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти арҫын пулнӑ.
Видеокамерӑна икӗ ҫын лекнӗ. Вӗсем автомобиле ҫунтармалли япала сапни унта аван курӑнать. Унтан ӑна чӗртсе янӑ.
Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, «Ауди» хыҫҫӑн темиҫе кун машина йӗрлесе ҫӳренӗ. Пакунлисем ҫине тӑнипе, чӗртсе яракансене те, ҫав ӗҫе тума хушнисене те тупса палӑртма май килнӗ.
Шупашкар хулинчи Мускав район сучӗ ҫынна сӑтӑр тӑвакансене суд тунӑ. Машинӑна чӗртекенсене ҫын пурлӑхне сиен кӳнӗшӗн явап тыттарма, саккасҫӑна престпулени тума хистенӗшӗн явап тыттарнӑ. Вӗсене тӗрмене хупса хумасӑр явап тыттарӗҫ. Унсӑр пуҫне машинӑсене шар курнине саплаштарма тивӗ.
«Мир» телеканал нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ каччине кӑтартнӑ. Вӑл Мускав облаҫӗнчи реабилитаци центрӗнче сипленет. 2016 ҫулта сусӑрланса юлнӑскер сывалас тесе шанчӑка ҫухатмасӑр сипленет.
Хӑй вӑхӑтенче каччӑ ачасемпе ҫамрӑксене акробатикӑна тата ташлама хӑнӑхтарнӑ. Пӗчӗккисем аслӑ тусӗ пек пулма ӑнтӑлнӑ. Анчах пӗр кунхине Евгенйи Александров хусканӑвӗ ӑнӑҫсӑр пулса тухнӑ. Вӑл ҫавӑн хыҫҫӑн ҫурӑм шӑммине амантнӑ. Каччӑ хӑй те, амӑшӗ те парӑнасшӑн мар.
24 ҫулти ҫамрӑка 350 пине яхӑн тенкӗ кирлӗ. Ҫемьен ун чухлӗ укҫа ҫук. 3443 кӗске номер ҫине «Живой» (каччӑ валли укҫӑ пухакан ыркӑмӑллӑх ҫавӑн ятлӑ) тесе смс ямалла, миҫе тенкӗ куҫарса парассине кӑтартмалла.
Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче икӗ артиста хӗсмете ӑсатнӑ. Салтак ячӗ Александр Игнатьев тата Григорий Петров ҫамрӑк ӑстасен тухнӑ.
Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме каякан ҫамрӑксене театр коллективӗ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ. Яшсене ырӑ сунса театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юрий Владимиров, РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Иван Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Аркадий Андреев тата Николай Сергеев сӑмах каланӑ.
Тӗмен тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсем каччӑна чӑваш йӑли-йӗркине пӑхӑнса салтака ӑсатнӑ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхра чӑваш культурине аталантарас тесе йӗркеленӗ «Ентешлӗх» ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Алексей Павлов Фейсбукра пӗлтернӗ.
Фондӑн шурсухалӗн тата канашҫин Владислав Тимофеевӑн мӑнукне салтака илсе кайнӑ. Ҫамрӑка йӑхташӑмӑрсем хӑйсен туслӑ йышӗпе, чӑвашла йӑла-йӗркепе ӑсатнӑ.
Тӗмен тӑрӑхӗнчи ентешӗмӗрсем каччӑна хӗсмет вӑхӑтне лайӑх ирттерме, тивӗҫе таса кӑмӑлпа пурнӑҫлама, чӑн-чӑн арҫын пулса таврӑнма суннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 15-ри тата 18 ҫулти ҫамрӑксен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем тепӗр ҫамрӑка ҫаратнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет.
Следстви версийӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 17 сехет тӗлӗнче икӗ каччӑ хӑйсем палламан 13-ри арҫын ачан телефонне вӑрлама калаҫса татӑлнӑ. Хайхискерсем пӗр лавкка умӗнче унран телефонпа шӑнкӑравлама ыйтнӑ. Хӑйсем вара телефона ярса тытнӑ та тарнӑ.
Ҫамрӑксем вӑрланӑ телефона ломбарда кайса панӑ. Укҫине вара иккӗшӗ пайланӑ. Ҫамрӑксене кӗске вӑхӑтран тупса палӑртнӑ, пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |