Шупашкарта 14 ҫулти пикепе 15 ҫулти яша шыраҫҫӗ.
Ҫул ҫитмен икӗ ҫамрӑк килтен ӗнер, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, тухса кайнӑ. Килтисем вӗсене ҫухатнӑ та «Лиза Алерт» шырав отрячӗнчен пулӑшу ыйтнӑ.
14 ҫулти Карина Андреевна Котлова 170 см ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, хӑмӑр куҫлӑ, хура ҫӳҫлӗ. Хура куртка, кӑвак джинс шӑлавар, хура кроссовки тӑхӑннӑ.
15 ҫулти Лев Андреевич Червяков 180 см ҫӳллӗш, начар пӳ-силлӗ, симӗс куҫлӑ, хӑмӑртарах ҫӳҫлӗ. Хӗрлӗ куртка, хура джинс шӑлавар, сӑрӑ тӗслӗ кроссовки тӑхӑннӑ.
Пӗлекенсене (800) 700-54-52 е 112 номерпе пӗлтерме ыйтнӑ.
Шупашкарта 16 ҫулти каччӑна шыраҫҫӗ. Кун пирки «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ пӗлтерет.
Кирилл Арменович Кондратьев (Чилингарян) юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ, халӗ те таврӑнман. Вӑл 160 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, куҫӗ хӑмӑр. Килтен кайнӑ чухне кӑвак шӑлавар, хура пушмак, сарӑ куртка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Кирила курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112, +79170640057.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Ухсай Яккӑвӗн трагедийӗ тӑрӑх лартнӑ «Шуйттан чури» спектакльпе ҫӗнӗ сезона уҫрӗҫ. Театрта пӗлтернӗ евӗр, мистикӑллӑ драма «кашни ҫыннӑн чунӗнчи ырӑпа усал, ҫутӑпа тӗттӗм, ангелсемпе демонсен ӗмӗрлӗх темине ҫӗклет. Спектакле иртнӗ ӗмӗрӗн кунӗсене кӑтартма фольклор элеменчӗсемпе пуянлатнӑ».
Театрта ӗнер ҫамрӑксем питех те йышлӑччӗ. Вӗсем Пушкин карттипе пынине тавҫӑрма йывӑр мар. Ҫак йӗркесен авторне тыткӑнлани — ҫамрӑксем спектакле кӑсӑкланса пӑхни. Шкулсенчен е ытти вӗренӳ учрежденийӗнчен ушкӑнпа пынӑ ҫамрӑксем шавлама юратнине унчченхи ҫулсенче пӗрре кӑна мар сиснӗччӗ, театрта ӗҫлекенсен вӗсене шӑпрах ларма темиҫе хутчен те асӑрхаттарма тивнине куркаланӑ.
Ӗнерхи спектакль хыҫҫӑн залри халӑх «Браво!», «Молодцы!», «Маттур!» тесе темиҫе хутчен те каларӗ, чылайччен алӑ ҫупрӗ.
Дача чӗртсе янӑ ҫамрӑка икӗ ҫуллӑха колони-поселение ӑсатӗҫ. Ҫакӑн пек йышӑннӑ суд. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Усал ӗҫе 26 ҫулти каччӑ кӑҫалхи ҫулла, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, тунӑ. Ҫав кунхине вӑл хӑй паллакан хӗр патне «Ивушка» пахча юлташлӑхне ҫул тытнӑ. Хӗр кӑмӑлӗ пирки пӗлместпӗр те, пикен амӑшӗ каччӑна кӑмӑлсӑр кӗтсе илнӗ. Вӑл ӑна хӑваласа ярас тенӗ. Каччӑ ҫавӑншӑн ҫурӑлса каясла тарӑхнӑ курӑнать. Хӗрӗн ҫемйине вӑл усал тӑвас шухӑш тытнӑ. Тавӑрас шухӑшпа дачӑри верандӑна тата мунчана чӗртсе янӑ. Ҫемье 112 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче пӗр ҫамрӑк пӑтӑрмаха ҫакланнӑ.
17-ри каччӑн руль умне ларма ирӗк пулман пулин те ҫав каҫхине вӑл ашшӗн машинине чӗртсе ҫула тухнӑ. Руль умне вӑл ҫурҫӗр иртни 1 сехет ҫурӑсенче ларнӑ.
Ҫул ҫитмен водитель Тӑрмӑша «Лада-Веста» автомобильпе тепӗр ялтан ҫитнӗ. Ял урамӗпе пынӑ чухне машина ҫул айккине пӑрӑнса кӗрсе кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Ҫула водитель прависӗр тухнӑ каччӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑл аманса пӗтнӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче икӗ пӗчӗк пӗртӑвӑн шар курнӑ. Вӗсем ҫул ҫинчи инкекре аманнӑ. Пӑтӑрмах 21 сехет те 43 минутра пулса иртнӗ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 35-мӗш «А» ҫурт тӗлӗнчи ҫул хӗресленнӗ вырӑнта «Шевроле Авео» автомобиль водителӗ малта пыракан машина ҫине пырса кӗнӗ, хӑй кайран светофор юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. Умри «Рено Fluence» машина бордюр чулӗ ҫине тухса кайнӑ. Юлашкинчен асӑннӑ автомобиль салонӗнче 4 тата 9 ҫулсенчи икӗ хӗрача пулнӑ. Вӗсене иккӗшне те хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхнӑ. Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ, вӗсем унта сипленмеллех аманманнине кура пӗртӑвансене тухтӑрсем киле янӑ.
«Шевроле Авео» рулӗ умӗнче 18 ҫулти каччӑ пулнӑ, машинӑпа ҫӳреме унӑн ирӗк пулман.
Инкекре водительсем аманман.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви лавккара суя укҫа тыттарса хӑварнӑ хӗре шыранине пӗлтернӗ.
Шупашкарти Ленинград урамӗнчи суту-илӳ точкисенчен пӗрне тавар туянма пынӑ хӗр лавккари япалашӑн кулӑш банкӗн билечӗпе татӑлнӑ. Пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Хӗр сутуҫӑна 5 пин тенкӗлӗх суя укҫа тыттарса хӑварнӑ, сутуҫӑ ҫавна уйӑрса илеймен.
Тавар туяннӑ хӗр сӑнпа пӑхсан 19-20 ҫулсенче, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳллӗшӗ — 165-170 сантиметр, ҫырӑ ҫӳҫлӗ. Хӑй ҫутӑ куртка тата кӑвак джинс тӑхӑннӑ.
Хӗре уйӑрса илнисене 8-917-664-60-06 е 102 телефонпа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче пирӗн ҫӗршывра «Пушкин картти» проект вӑя кӗнине эпир унччен темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ.
Проекта пирӗн республикӑри 15 культура учрежденийӗ хутшӑнӗ. Вӗсем ҫамрӑк куракансене авӑн-юпа уйӑхӗсенче кӑна 180-а яхӑн экскурсипе куравпа, ӑсталӑх сехечӗсемпе, концертсемпе спектакльсемпе савӑнтарӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн икӗ эрнинче «Пушкин картти» проектпа килӗшӳллӗн 1100 ытла билет илнӗ те.
Ҫӗнӗлӗхпе ытларах ҫынна паллаштарас тата усӑ куртарас тесе Шупашкарти чарӑнусенче стендсем вырнаҫтарма тытӑннӑ.
Проекта хутшӑнакан пулӑмсемпе организацисен списокӗпе ЧР Культура министерствин сайтӗнчи ятарлӑ баннерта паллашма май килӗ.
Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Варвара Горбатина бетон (ҫапла-ҫапла. Бетон, батон мар) ҫиет. 18 ҫулти хӗр халӗ Мускаври аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренет.
Варвара бетон ҫиме 10 ҫулта тытӑннӑ. Цемент хутӑшне ас тивсе пӑхнӑ та килӗшсе кайнӑ. Ӑна вӑл ваннӑйӗнчи плитка айӗнчен чакаласа кӑларнӑ. Бетона малтанхи вӑхӑтра ҫӑварта тытнӑ ҫеҫ, унтан сурса пӑрахнӑ. Каярах вара ҫимех тытӑннӑ. Мӑнукӗ цемент ҫинине асӑрхасан асламӑшӗ (тен, кукамӑшӗ-тӗр. Вырӑсла хыпарта «бабушка» тенӗ) эсӗ йывӑр ҫын мар-и тесе кӑсӑкланнӑ.
Бетон ҫинӗрен Варварӑн шӑл пломбисем тухса ӳкме тытӑннӑ. Халӗ хӗр вӑл йӑлана пӑрахӑҫланӑ, мӗншӗн тесен тимӗр пур препаратсем ӗҫет.
Нумаях пулмасть хӗр «Ю» телеканал кӑтартакан «Моя маленькая странность» (чӑв. Манӑн пӗчӗк тӗлӗнтермӗш) кӑларӑма хутшӑннӑ.
Сӑмах май, цемент тавраш ҫини организмра кальци, ферритин тата тимӗр ҫитменнине пӗлтерет. Цемент ҫисен ҫын наркӑмӑшланма тата унӑн пӳринче вӑл чулланса ларма пултарать.
Кӑҫал пирӗн республикӑри техникумсемпе колледжсенче хысна шучӗпе вӗренме 6360 вырӑн уйӑрнӑ.
Ҫамрӑксене аслӑ шкулсемпе колледжсене вӗренме йышӑнмалли кампание Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура вӗрентӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Лукшин пӗтӗмлетнӗ.
Рабочи профессийӗсене вӗренес кӑмӑллисен хушшинче конкурс 1,2 ҫынпа танлашнӑ. Яшсемпе хӗрсенчен ытларахӑшӗ пушар хуралӗнче, IT, банк тытӑмӗнче, медицинӑпа строительствӑна суйлани сисӗннӗ. Рабочи специальноҫӗсенчен ҫамрӑксем дефектоскопист, электромонтер, автоюсав мастерӗ, крановщик, повар, кондитер, парикмахер т.ыт.т пулас тенӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |