Ҫӗрпӳ хулинче тиев турттармалли «Валдай» автомобиле чӗртсе янӑ. Вырӑнти пасар территорийӗнче ларакан машина ҫуннине ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 3 сехет те 40 минутра таксист асӑрханӑ. Ҫавӑн пирки вӑл йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Вут-ҫулӑма пушарпӑ кӗрешекенсем сӳнтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем ҫав каҫ урамра ҫамрӑксен ушкӑнне асӑрханӑ. Вӗсене полицейскисем ШӖМӗн вырӑнти пайне лартса кайнӑ. Машинӑна шӑпах ҫав виҫӗ ҫамрӑк чӗртсе яни ҫиеле тухнӑ. Малтан бензин сапнӑ, унтан чӗртсе янӑ. Усал шухӑш тытнӑскерсем ҫипуҫа ылмаштарса тӑхӑннӑ.
Каччӑсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ҫамрӑксенчен пӗри автомобиль хуҫине кӳреннӗ, ҫавӑнпа тавӑрас тенӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче — Ҫамрӑксен кунӗнче — яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа Чӑваш Республикин ҫамрӑксен патшалӑх премийӗпе чысланӑ. Хисепе республикӑра пурӑнакан 26 ҫамрӑк тивӗҫнӗ.
«Сирӗн ӗҫӗрсемпе эпӗ хам паллашма тӑрӑшрӑм. Сирӗн кӑтартӑвӑрсем, ҫитӗнӗвӗрсем пире мӑнаҫланмаллипех мӑнаҫланма хистеҫҫӗ. Пирӗн пуласлӑх сирӗн ҫирӗп аллӑрта пулассине ӗненетӗп. Пирӗн ҫамрӑксем хастар, пултаруллӑ, ӑс-хакӑл енчен те пуян тавракурӑмлӑ, ҫав тери пысӑк тӗллевсем палӑртса вӗсене пурнӑҫа кӗртессишӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ», – мухтанӑ ҫамрӑксене республика Элтеперӗ Олег Николаев.
2021 ҫулшӑн Ҫамрӑксен патшалӑх премине илме пӗтӗмпе 37 проект тӑратнӑ. Проектсенчен ытларах пайӗ спортпа ҫыхӑннӑ. Литературӑпа, культурӑпа, журналистикӑпа ҫыхӑннисем те пулнӑ.
Канаш хулинчи Разин урамӗнчи лавккана пӗр ҫамрӑк ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, тӑр кӑнтӑрла ҫаратма тӑнӑ. Вӑл лавккара ӗҫлекен 23 ҫулти хӗре тапӑннӑ, магазинти укҫана ҫаратма ӗмӗтленнӗ. Хӗр хытӑ кӑшкӑрма тытӑннӑ. Хӗр шӑв-шав ҫӗклесен каччӑ 188 тенкӗ тӑракан сигарет ярса илнӗ те лавккаран тухса тарнӑ. Хӑй вӑл медицина маскипе пулнӑ.
Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтерсен каччӑна часах тытса чарнӑ.
Каччӑ лавккана ҫаратма ятарласа хатӗрленнӗ иккен: сухалне хырнӑ; тум туяннӑ, ӑна лавккаран тухсан тӗмсем хушшине персе хӑварнӑ.
Ҫамрӑкскер унччен те судпа айӑпланнӑскер иккен. Хай вӑл Тӗмен облаҫӗнчен.
Шупашкар хулинчи «Волжский» микрорайонта пӗр водитель пассажирсене капот ҫине лартса ярӑнтарнӑ. Пӑтӑрмах самантне видео ҫине ӳкерсе ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Лада Приора» автомобиль водителӗ машина тӑррине тата капот ҫине лартса ҫамрӑксене турттарнӑ. Ҫӑмӑл машина хуҫи — 20 ҫулти водитель иккен.
Унсӑр пуҫне вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шанар ялӗнче пӗрисен карти ҫине пырса кӗнӗ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн пӑтӑрмаха ҫакланнӑ каччӑна суд водитель прависӗр хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти вӗренӳ заведенийӗсенчен пӗринче ӑс пухакан ҫамрӑк студенткӑн укҫине вӑрланӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче пулса иртнӗ. 15 ҫулти яш, общежитире пурӑннӑ май, хӑйӗн пӗлӗшӗ — 3-мӗш курс студентки — пӳлӗмре ҫуккипе усӑ курса унта кӗнӗ, пикен 14 пин тенкӗ укҫине йӑтса тухса кайнӑ.
Каччӑ укҫана букмер кантурӗсенчен пӗрне хунӑ.
Ҫын укҫине тытнӑшӑн вӑл халӗ питӗ кулянать иккен, анчах йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ ӗнтӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче каҫхине ҫамрӑксем мотоциклпа ярӑнса инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах Ҫӗмӗрле районӗнче пулса иртнӗ. Мотоциклист вӑрмантан чупса тухнӑ хир сысни ҫине пырса ҫапӑннӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн транспорт тӳнсе кайнӑ. 14 ҫулти пассажир йывӑр суранланнӑ, ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче Улатӑр районӗнчи «Шупашкар-Сурское» автоҫул ҫинче машина пӑшипе ҫапӑннӑ. Мускавра пурӑнакан 21 ҫулти ҫамрӑк «Хендай-Солярис» автомашинӑна тытса пынӑ. Водительпе 18 ҫулти хӗр-пассажир кӑштах суранланнӑ.
Канаш хулинче пурӑнакан 18 ҫулти ҫамрӑка суд тӑвӗҫ. Вӑл преступление тунӑ чухне 17-ре ҫеҫ пулнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи утӑ-чӳк уйӑхӗсенче вӑл 18 ҫула ҫитмен хӗр тусӗнчен сӑнӳкерчӗк илнӗ. Лешӗ тусӗн сӑнӳкерчӗкне, ҫарамас вырӑнсем пулнӑскере, йӑнӑшпа ярса панӑ.
Каччӑ ҫав сӑнӳкерчӗке халӑх тетелӗнче сарассипе хӑратса хӗртен 5 пин тенкӗ ыйтнӑ. Лешӗ паман. Ку вара сӑнӳкерчӗке пӗлӗшӗсен чатӗнче ярса панӑ.
Следовательсем пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтерсе суда ярса панӑ.
Мускавра нумаях пулмасть «Красная площадь» (чӑв. Хӗрлӗ лапам) кӗнеке фестивалӗ иртнӗ. Унта сасӑпа вулакансен «Страница’22» тӗнче чемпионачӗн суперфиналне йӗркеленӗ.
Чемпионат правили ҫапларах: унта хутшӑнакансен хӑйсем маларах вуламан пӗр-пӗр текста пӗр минут вулама тивнӗ. Техникӑна тата артистла вуланине ятарлӑ тӳресем 6 баллӑ тытӑмпа хакланӑ.
Суперфинала Шупашкарти 14-17 ҫулсенчи ҫамрӑксем те хутшӑннӑ. Сасӑпа вулассин тӗнче чемпионкин титулне хулари 47-мӗш шкулта вӗренекен Диана Смирнова ҫӗнсе илнӗ.
Питӗр хулинче «Сӑвар тӑрӑхӗн юмахӗсем» курав уҫӑлнӑ.
Император завочӗн галерейинче Атиллпа Хӗвелпи Балтаев ҫамрӑк ӳнерҫӗсен ӗҫӗпе паллашма май пур.
Вӗсем хӑйсен ӗҫӗсем урлӑ чӑваш халӑхӗн юмахӗсене, кун-ҫулне кӑтартаҫҫӗ.
Хӗвелпи Балтай – ӳнерҫӗ-ювелир, асамлӑ ҫӗрӗсене, хӑлха
ҫаккисене тӑратнӑ. Унӑн коллекцийӗн ячӗсем – «Нухрат», «Юмах», «Ейӳ» тата ытти те.
Атилла Балтай – тимӗр ӑсти, Питӗрти А.Л. Штиглиц ячӗллӗ ӳнерпе промышленнӑҫ академийӗнче вӗрентет.
Курава Атилла чӑваш NFT Юписене тӑратнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 13 ҫулхи хӗрача ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫухалнӑ.
2008 ҫулта Ксения Никонова килтен тухса кайнӑ та вӑл ӑҫти паллӑ пулман. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна «Лиза Алерт» шырав отрячӗ шырама пуҫланӑ.
Хӗрача 164 сантиметр тӑршшӗ, ҫырӑ, хӑмӑр куҫлӑ. Хура футболка, хура шӑлавар, хура-шурӑ кроссовки тӑхӑннӑ.
Халӗ вара ҫав хӗрача тупӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |