Шупашкар хулинче пурӑнакан темиҫе ватӑ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Хайхисене тӑванӗсем пӑтӑрмаха лекнӗ, вӗсене пулӑшас тесен укҫа кирлӗ тесе телефонпа хӑратнӑ. Ҫапла майпа 62 ҫултан пуҫласа 85 ҫулсенчи 5 ватӑ улталаннӑ. Унтан вӗсем йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
80-ри кинемей, сӑмахран, курьера 500 пин тенкӗ тыттарнӑ янӑ. Ӑна хӗрӗ машинӑпа инкеке лекнӗ, пуҫиле майпа явап тыттарасран укҫа парсан ҫӑлӑнса юлма пулать тесе ӗнентернӗ.
Ҫавӑн пек меслетпе ватӑсене 900 пин тенкӗлӗх улталанӑ.
Ҫӑмӑл укҫа ӗҫлесе илме май пурри ҫинчен 24 ҫулти каччӑ тӗнче тетелӗнчи пӗлтерӳ тӑрӑх пӗлнӗ. Укҫан 10 процентне вӑл хӑйӗн кӗсйине чикнӗ, ыттине «ӗҫпе тивӗҫтерекенсене» куҫарса панӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан виҫӗ тӑлӑха хваттер панӑ. Хваттер уҫҫне вӗсене ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, республика шайӗнчи тӳре-шар тыттарнӑ.
Ҫав ятпа чӑвашла тумланнӑ пикесем пухӑннӑ, хӗрлӗ хӑю карса хунӑ, ӑна тӳре-шара савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура каснӑ.
Хваттерлӗ пулнисем — Анастасия Кузьмина тата тепӗр икӗ ҫамрӑк.
«Мана хула администрацийӗнчен шӑнкӑравласа хваттер парасси пирки пӗлтерчӗҫ. Ку вӑл маншӑн пысӑк парне пулчӗ. Хваттере юсаса ҫӗнетнӗ, кирлӗ сантехника вырнаҫтарнӑ», — тенӗ Анастасия.
Ҫӗмӗрлере ҫура хӗр шоу-бизнесра ӗҫлет.
Ҫав хӗр – Екатерина Решнова. Вӑл унччен «СТС» телеканалӑн фильмӗсенче вылянӑ, шоусене хутшӑннӑ. Нумаях пулмасть Екатерина «Дети» камитри тӗп сӑнара калӑпланӑ.
2019 ҫулта Екатерина Герман Сидаковӑн Драма шкулӗнче вӗреннӗ. 2019 ҫултанпа вӑл Антон Чехов театрӗнче актрисӑра ӗҫлет. Унсӑр пуҫне Катя «Девушки с Макаровым» кинокартинӑра Марина сӑнарне калӑпланӑ, «Развод» фильмра – Олеся рольне, «Быть» фильмра – Варя.
Канашра ҫуралнӑ Кирилл Баранов «СмартКардио» портативлӑ аппарат шухӑшласа кӑларнӑ. Пӗччен мар. Темиҫен пӗрле пулса.
Мини-гаджет пӗр харӑсах темиҫе ӗҫ пурнӑҫлама пултарать-мӗн: электрокардиограмма ӳкерсе илет, юнри гемоглобинра кислород мӗн чухлине, ӳт температурине, ҫын епле сывланине, юн тымарӗ епле тапнине виҫейрет.
«Халӗ эпир телемедицина сервисне шухӑшласа кӑлараканпа ҫыхӑну тытса ӗҫлетпӗр. ЭКГ ӳкерсе илнӗ хыҫҫӑн ҫывӑх вӑхӑтра онлайн-консультаци илме май килӗ. Ҫакӑ пирӗн прибора ыттисенчен уйрӑлса тӑма май парать, тӗнчере ун пекки ҫук», — тесе каланӑ Кирилл.
Сӗнтӗрвӑрринче ҫуралнӑ спортсмен тӗнче шайӗнче ҫӗнтернӗ.
Дмитрий Геращенко Бразили джиу-джитсувӗ енӗпе тӗнче чемпионатне хутшӑннӑ. Ӑмӑрту Питӗр хулинче иртнӗ. Унта тӗнчери 3300 спортсмен пуҫтарӑннӑ.
Тепӗр майлӑ каласан, Чӑваш Ен каччи Бразилири, Мексикӑри, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи тата ытти нумай ҫӗршыври спортсменпа вӑй виҫнӗ. Вӗсене вӑл хӑйӗн ӑсталӑхӗпе вӑйне кӑтартса панӑ – ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
«Ютуб» видеохостингра «Хӗрсем» канал уҫнӑ. Ӑна икӗ чӑваш хӗрӗ — Настя тата Ксюша — пуҫарса янӑ.
Хӗрсем хамӑр тӑрӑхри ҫӗнӗ хыпарсене сӳтсе яваҫҫӗ, вӑл е ку лару-тӑру пирки хӑйсен шухӑшне палӑртса хӑвараҫҫӗ.
Телеграмри «Чувашия сегодня» (чӑв. Чӑваш Ен паян) каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, Настьӑпа Ксюша чӑвашла калаҫаҫҫӗ. Чӑвашла пӗлменнисем валли видеона вырӑсла куҫараҫҫӗ.
Чӑваш Енре маттур ҫамрӑк учёнӑйсене палӑртнӑ. Республика шайӗнчи конкурса 11-мӗш хутчен ирттернӗ.
«Чӑваш Республикинчи естествӑлла наукӑсем енӗпе чи лайӑх ҫамрӑк ӑсчах» ята И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн органика тата фармаци химийӗн кафедрин доценчӗ Михаил Иевлев тивӗҫнӗ, техника наукисен енӗпе — Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн транспортпа технологи машинисен тата комплексӗсен кафедрин доценчӗ Алексей Алатырев, социогуманитари енӗпе — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн археологи енӗпе ӗҫлекен аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Николай Мясников, истори наукисен енӗпе — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн факультетсем хушшинчи 1С никӗс лабораторийӗн заведующийӗ — Алексей Минеев. Чи лайӑх тӗпчевҫӗ-учёнӑй ята Шупашкарти коопераци институчӗн экономика тата информаци технологийӗсен кафедрин доцентне Андрей Никитина панӑ.
Иртнӗ ҫулхи кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенче пирӗн республикӑран ют ҫӗршыва
5 пин те 28 ҫын тухса кайнӑ. Ун пекки 2011 ҫултанпа та пулман иккен.
Ют ҫӗршыва тухса кайнисенчен 71,3 проценчӗ, е 3 пин те 587 ҫын, Никама Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхне кӗрекен ҫӗршывсене тухса кайнӑ, ыттисем (1 441 ҫын) — аякри ют ҫӗршывсене.
Ют ҫӗршыва чылай чухне вӑйпиттисем тухса каяҫҫӗ. Пултаруллӑ та мал ӗмӗтлӗ, хӑйсен вӑйне, ӑс-тӑнне шанакан ҫамрӑксем.
Шупашкарти Кадет корпусӗнче ачасене географи вӗрентнӗ учительницӑран пӗр яш тӑрӑхлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: иртнӗ ҫул вӗҫӗнче пӗр яш хӑйӗн учительне машинӑпа йӗрлесе пынӑ май ун пирки килӗшӳсӗр сӑмахсемпе перкелешнине сӑнлакан видео тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑччӗ. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ача республикӑри Кадастр палатин директорӗн ывӑлӗ иккен.
Кайран каччӑ учительтен каҫару ыйтса видео ӳкерсе илнӗ, ашшӗ каҫару ыйтса СМС-ҫыру янӑ-мӗн.
Хӗрарӑм хӑйне кӳрентернӗшӗн каччӑпа судлашасшӑн та пулнӑ-мӗн, анчах ӗҫе вӗҫне ҫитерме май килмен.
Кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче учитель те, Кадет корпусӗн директорӗ Наталья Тимофеева та (вӑл учителе хӳтӗленӗ иккен) ӗҫрен кайнӑ. Вӗрентекен заявлени ҫырса панӑ иккен, директорӑн вара ӗҫ килӗшӗвӗнче палӑртнӑ вӑхӑчӗ вӗҫленнӗ-мӗн.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн, иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче, Шупашкарти лавккасенчен пӗринчен вӑлча вӑрланӑ. Ленинла Комсомол урамӗнче вырнаҫнӑ магазинтан 25 банка хӗрлӗ вӑлча ҫухалнӑ. Укҫа ҫине куҫарса шутласан, тӑкак 10 пин тенке яхӑн ларнӑ.
Пӑтӑрмах пирки сутуҫӑсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ хыҫҫӑн пакунлисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халь йӗри-тавра камерӑсем лараҫҫӗ те, часах вӑрӑ йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Вӑл 22 ҫулти ҫамрӑк пулнӑ. Каччӑ унччен те пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Пакунлисене хайхискер питӗ ӳкӗннине пӗлтернӗ, тӑкака саплаштарма шантарнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ҫынна тӳрех ӗненсе лартма васкамаҫҫӗ те, каччӑ кӑҫалхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Кадыков урамӗнчи лавккаран тӗрлӗ тавар 6 пине яхӑн тенкӗлӗх вӑрлани ҫиеле тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |